Уй-хир хĕрне
Сан çинчен пуль юрлатчĕç юрăра.
Сан ятна пуль мухтатчĕç ирсерен
Вĕлтрен кайăкпа шăпчăк хĕрсе...
Лĕпĕш евĕр, эс мар-и вăйăра
Тек вĕçеттĕн каçхи сулхăнра,
Ешĕл симĕс тури урамра?
Сана марччи тĕллетчĕ ман куç,
Саншăн мар-и йĕретчĕ чĕрем,
Чун хавалĕ сĕретчĕ «сĕрен»?..
Тинĕс евĕр тĕпсĕр кăвак куç,
Эпĕ туйрăм сана инçерен,
Сар ырашлă уйри сар хĕре...
Ыраш пусси çулсерен хирте
Мăянпа витĕнетчĕ ялан,
Тек кăшлатчĕ вичкĕн çил хăмăла...
Кашни кун – каçхине те, ир те
Уттараттăм тăван уялла,
Хускатмашкăн чуна-кăмăла...
Каç-каçсерĕн лараттăм ирччен,
Лăп лăпкатчĕ тăрă çил пĕвĕме,
Ĕнерепчĕ пулман кĕввĕме...
Сарăлатчĕ хастар кĕввĕмĕр,
Чĕлхе вĕççĕн ирĕлетчĕ сăмах,
Ĕмĕтре чĕрĕлетчĕ юмах.
Уй-хир хĕрĕ, уй-хир чечекки!
Саншăн тулăх ман чунăн тӳпи,
Саншăн сарăлнă тĕнчен кӳлепи...
Çур ак сарнă савăнăç сĕреки,
Çур çинче юратăвăн кĕпи,
Çура парăннă яшлăх тĕвви.
... Кăвак-çутă сарăлать катаран...
Шăпчăк тăнă ирпе киленме,
Шуçăм тăчĕ хĕвеле çул сирме...
Вăрансамччĕ, савни, ыйхăран!
Кайса килĕпĕр чечеклĕ хире,
Кĕтсе илĕпĕр хĕвеллĕ ире.
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Get more leads for your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Get more leads for your chuvash...
Imagine if chuvash...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Is your chuvash...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...