Хĕллехи ир
Пӳрте сивĕ шаккаса
Çывракан çынсе(не) вăратать,
Малта шурăмпуç çутăлса
Тĕттĕме алăкран хăратать,
Тĕттĕм ери-ерипе
Куçран йăлтах çухалать,
Йăлтăр-йăлтăр куçĕпе
Пĕтĕм тĕнчене хăй пăхать.
Кӳршĕ ялсен тĕлĕнче
Вăрман ӳссе тăнă пек,
Пӳртри кăмакасен ăшĕнче
Вут йăлкăшать çиçĕм пек.
Тĕтĕм илемлĕ пăтранса
Пĕлĕт çине улăхать,
Хĕвел тĕтĕме шуратса
Ту хыçĕнчен хăпарать.
Юр хĕвелпе çуталса
Ытла çутă курăнать,
Йăлтăр-йăлтăр выляса
Ылтăн тĕслĕ курăнать.
Хĕвел çуталса тухрĕ те,
Тĕттĕм тĕнче çуталчĕ.
Çывракан чунсем тăчĕç те,
Яла сасă сарăлчĕ:
Хăшĕ шыва каяççĕ,
Хăшĕ выльăх шăвараççĕ,
Хăшĕ урампа чупаççĕ —
Йытăсем вĕрсе хăваççĕ.
Тараса кашти сивĕпе
Хаярланса кăшкăрать,
Шыв ăсакан ерипе
Пĕр пусать те пĕр ярать.
Çапла хĕлле ирсайран
Çакăн евĕрлĕ пулать вăл,
Кам та пулсан сăнасан
Ир еплине курать вăл.
Шухăшсем
Striving to energize your website...
Наша компания - это ключ к вашему идеал...
Предлагаем вам высококачественный троту...
Struggling with low website leads for Ch...
Как приятно видеть, что ваши цветы не ...
Our AI-optimized service sends high-inte...
Boost your Chuvash website’s traffic wit...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...