Çирĕм иккĕ (ятсăрсем)
Шавлаç, хир(ĕ)леç, хушăран юрлаç,
Хушăран Турра кĕллеç...
Çĕрĕпе ĕçсе ирччен ур(ă)лаç,
Ур(ă)лаç — татах ĕçеç.
Кам çук кунта? — Ак офицер,
Улпут çури, касак...
Патша кули, поп майлăскер,
Страшник, ялти кулак...
Пĕр шухăшпа, пĕр ĕмĕтпе
Чунсем вĕсен çунаç,
«Кивве çав(ă)рас, вутпа-хĕçпе
Раççей чысне çăлас...»
Патша та тĕн, тăван çĕршыв, —
Ак мĕншĕн тăрăшаç.
«Раççей пĕр пултăр, пултăр сыв!
Таврăнайтăр «иртнĕ каç»!
Алран тухс(а) ӳкнĕ хăвата,
Пур пурлăха çав(ă)рас.
Çĕре, пур хапрăк-савăта
Каллех хам(ă)рах тав(ă)рас».
Полккин-полккин шăваç, сар(ă)лаç, —
Карталанать Мускав;
Хыпас пекех туп(ă)сем карăлаç,
Юнпа çăвăнать хунав.
Уй-хир çийпе çавра çил мар,
Шур çар кусать йыт пек.
Чĕр юн юхать тулли çырма,
Çунать çĕр çи виртпе...
Пур çĕрĕн хурлăх, чир-чĕр, тиф,
Пур çĕрĕн вилĕм çеç сар(ă)лать,
Апатсăр — выçă, тумсăр — сив;
Вилес килмест? — Пăшал авăрла!
Ăçта çитеç — вут-шар, куççуль,
Ăçта çитеç — такан...
Мĕн чуль ылхан пулайрĕ пуль
Тăшман шур салтака?!
Кам асăнмĕ хура ятпа
Колчак-Деникина?
Кам чĕрине сăран ат(ă)па
Таптаман-ши кăна?!
Кала, республик, мĕн чулĕ
Асап курса ун чух?!
Кала, эх амĕш, ăçта улă*?!
Хăш уй-хирте ачу?
Куççуль тăкать ват амĕш,
Кĕтет, кĕтет çулран...
Вĕçсе каян хур-акĕш
Калать, «Ан кĕт улна!»
Хĕлле çитсен шур юрăн
Хуплать ăна çитти,
Çуркуннепе сар хурăн
Тата хĕвел çутти.
Çеçен çилпе йăвашшăн
Тек ачашлаç куллен...
Çĕн самана тăвасшăн
Вăл шикленмен вилме.
Çирĕм ик вилĕм
Тушнан* юрла, кĕслем!..
Чăтсам, ан сик, чĕрем!
Мĕнле халпа вĕçлем
Пĕрре тĕрлен тĕрре!
Юрла, кĕслем, тушнан!
Чун хавалне тапрат!
Ман юрă çирĕм ик тусшăнах,
Çирĕм иккĕшĕнех макăрать...
* * *
Выçса халран ӳксе,
Ывăнса — ура утмасть.
Патрон йăлтах пĕтсе,
Анчах пĕртте супмаç.
Анчах пĕртте супмаç
Тăшман ум(ĕн)чен нихçан;
Иртет-и кун, е каç —
Çапăçурах ялан.
Тăван çĕршыв сарлак(а),
Утса тухаймăн час,
Пĕр вĕçĕ — Стерлитамак,
Тепри — Кавказ, Донбасс.
Выçса халтан ӳксе,
Ывăнса — ури утмасть,
Кашнин питре çӳксем...
Чакма приказ хушмасть.
Çирĕм иккĕшĕн приказ,
Тăшман тылне ленкме...
Кунсерĕн-кун, каçшерĕн-каç —
Хыçран кансĕрлеме...
Çирĕм иккĕн пĕр задач —
Вăрттăн йĕр йĕрлесси.
Йĕр йĕрлесе утаç —
Хĕрлисен çул уççи...
* * *
Ĕçсе лараç ирччен штабра
Çап-çут пакунлисем.
Ним шухăш çук — фронт катара,
Умра — çут эрехсем.
Сĕтел тулли эрех ларать,
Çумра — «çестрицăсем»...
Пуç çаврăнать, мухмăр касать,
Тĕксĕмленеç куçсем.
...Сасартăк сас сарлайрĕ хар(ă)с,
Пăшал сасси тавра.
— Ăçта тревога? Шакăм марш! —
Шалт паника штабра.
Çине-çинех çур(ă)лать гранат,
Илтĕнеç сассем, «Пли!.. Пер!»
Хура вăрман йăлт вăранать
Пăшал хроплатнипе.
Юлашки çип — бикфорд çиппи,
Пĕршер те çук патрон!
...Мăкăрланать тар нӳхреппи...
Ăçта тăрать-ши эскадрон?!
Чĕтренчĕ пĕлĕт, кисренчĕ çĕр —
Тар нӳхреппи вутра...
«Ах тур!.. Мĕн пулчĕ-ха кĕçĕр?» —
Кускаланаç штабра.
Ак шуррисем чупаç взводшер...
«Давай гранат часрах!..
Н-на! Ил-ха!.. Сволăч офицер,
Юлашкине!..»
Трах!!! Трах!!!
«Н-на!.. Хып!.. — Туртать, —
Оççечкă, чорт!..»
Пуш гильза çех — наган.
«Тăшмансемех тытса вĕлерччĕр —
Хамшăн патрон юлман»...
* * *
Чупса çитет штаба салтак,
«Ваш... бродь!.. Партизансем!
Лекейрĕç халь хăйсем йăлтах,
Пирĕн алра вĕсем!..»
........................................
........................................
Тушнан юрла, кĕслем!
Чăтсам, ан сик, чĕрем!
Мĕнле халпа вĕçлем
Пĕрре тĕрлен тĕрре!..
Хирте вĕрет чĕр çил,
Ачашланать чечек.
Хирти лапам — чĕрçи...
Чипер пит çут тĕнче.
Вĕшлен вĕрет тек çил,
Юрлать, йĕрет тăмра...
Çирĕм иккĕне валли
Хура тăпра умра.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...