Шахтёр
Шахтёр ĕçлет шахтăра, хуп-хура!
Тĕттĕм путăк-шăтăкра, çурăкра.
Алла тытать ламппине, çуттине,
Чарлан сăмси майлине — кайлине.
Вăрăм труба тытăнать çухăрма,
Шахтерсене çĕр айне йыхăрма.
Шахтёр çитет ĕç патне вăхăтра,
Ун çĕр пӳрчĕ пит ирсĕр, пит лутра.
Çухрăм ытла çĕр айне вăл кĕрет,
Упăте пек, упа пек вăл çӳрет.
Çӳлĕ тусем, тайгасем çĕмĕрет,
Ун сывлăхĕ вăхăтсăр çĕмрĕлет.
Мĕльюн-мĕльюн çул авал вутпала
Çунса пĕтнĕ, чулланнă вăрмана
Çĕр айĕнчен кăларать çĕр çине,
Хăрăм вĕçет тĕтĕм пек хăй çине.
Тулать хăрăм хăлхине, куçсене,
Усал сывлăш çĕмĕрет пуçсене.
Хăрăм сывлать сăмсине, çăварне,
Лĕкĕ ларать ӳпкине, пĕверне.
Çур ĕмĕрне шахтăра пурăнать,
Тискер кайăк евĕрлех курăнать.
Пĕтнĕ, вилнĕ йывăçа, курăка
Чĕртсе вилĕм ыйхинчен вăратать.
Индустрие ура çине тăратать,
Хуласене, ялсене çутатать.
Шахтёр йывăр ĕçĕпе, асаппе,
Унăн вăйлă аллисен уссипе
Пĕтĕм тĕнче ахăрать, çухăрать,
Ĕç халăхне пĕрлешме йыхăрать.
Шухăшсем
https://yandex-promocode...
Why overspend on paid ads? Our AI-powere...
Each round of JetX begins with the plane...
Ever thought how chuvash...
Boost your website traffic with our AI-p...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...