Синкер :: Виҫҫӗмӗш сыпӑк
1
Милиционерсем ăна уеса мар, Шупашкарах илсе каясса пĕлсен, Телегин шалт аптăрарĕ. Çавăнта çити сĕтĕрмелĕхех мĕн усалли тунă вăл? Мĕн айăпа кĕнĕ? Тем пек шухăшласан та, вăл хăйне мĕншĕн тытса кайнине ăнланаймарĕ. «Тен, арестлемен мана?» — шухăшларĕ вара. Анчах милиционер вăл хулран çепĕççĕн тытса пыракан майра мар, ахальтен çӳремест....
Тĕлĕннипе тата пăшăрханнипе пĕрлех Телегина ялйышран шутсăр намăс пулчĕ. Ара, конвойпах таçта илсе кайнă çын çинчен никам та ырă шухăшлас çук. Пурте ăна халăх умĕнче вăрă е хурах ĕçĕпе, е влаç умĕнче темле хура ĕçпе айăпа кĕнĕ тесе шутлаççĕ ĕнтĕ. Телегин вара пĕр пуслăх япалана та ыйтмасăр ĕмĕрне илмен, вăрçăрине шутламасан, никам çине алă çĕклесе курман. Влаç тесен, вăл мар-и-ха хĕреснашшĕне, Филимон Петрович Крапивина, ялти пек каласан, Вĕлтĕрен Хĕлимунне итлесе, ĕненсе, революцичченех большевиксем майлă пулчĕ, вĕсене пултарнă таран пулăшса пычĕ, кайран Совет влаçĕшĕн граждан вăрçин фрончĕсенче юн тăкрĕ, паян та уншăн чунне пама хатĕр. Ăна вара, курăр-ха, тăшман вырăнне хураççĕ тем? Çакнашкал тĕрĕсмарлăх кама тарăхтармĕ! Ялйыш умне, Ольга Матвеевна, йăмăкĕ умне мĕнле курăнмалла халĕ унăн? Мĕн каласа тӳрре тухмалла?
Телегин çул тăршшĕпех нимĕн чĕнмесĕр шухăшласа пычĕ. Чурачăка çĕр выртма кĕрсен, хăйне милици уйрăмĕнчи темле пӳлĕме хупса хурас умĕн кăна конвойăн аслинчен ыйтрĕ:
— Кала-ха, юлташ, мĕншĕн арестленĕ мана? Мĕн айăпа кĕнĕ эпĕ?
— Юлташ мар эпĕ саншăн, гражданин! — калаçасшăн пулмасăр пат татрĕ лешĕ.
Те ристан шухăшсемпе çав тери асапланнине туйса, те унăн сăнĕ пĕртте хурахăнни пек маррине курса, тепĕр кун вăл çапах та кăмăлне кăштах çемçетрĕ, ирхи апат хыççăн каллех çула тухсан, Телегина урапа çине хăпарса лариччен самантлăха тытса чарчĕ те:
— Сана граждан вăрçи вăхăтĕнчи темле айăпшăн тытса килчĕç пулас. Мĕн тунă эсĕ унта — ман ĕç мар, пурăнан пурнăçра, уйрăмах вăрçăра, тем те килсе тухма пултарать. Анчах çынни эсĕ кăмăлупа чиперскерех пек курăнатăн, çавăнпа ырă канаш паратăп сана: асту, следстви умĕнче кутăнлашса ан тăр, айăпна пĕтĕмпех йышăн, хăвна кайран çăмăлрах пулĕ, — терĕ.
Кăна илтсен, Телегинăн куçĕ хуралса килчĕ. Вăл çанталăк уяртнă май тавралăх епле çуталса кайнине те, çумăр вăхăтĕнче йĕрлесе пĕтернĕ çул хытнипе урапа тепĕр çĕрте ăша кисретмеллех танкăртатнине те, хĕвел ăшши питрен ачашшăн лăпканине те асăрхамарĕ. Эппин, граждан вăрçи вăхăтĕнчи айăпшăн-ха... Çапла, Телегинăн ун чухне айăп пулнă. Пысăк ăйăп. Ăна вăл хăй те ку таранччен манаймасть, Ольга Матвеевнăна курсанах аса илет. Чăн та, ун чухне çав япалана айăп вырăнне хумарĕç, халĕ вара шухăш улшăннă курăнать...
Шупашкара илсе çитерсен, Телегина пĕччен лармалли камерăна хупса хучĕç. Хĕвеланăç ен пулас кунта, тусанпа вараланса пĕтнĕ тĕксĕм кантăкран алăк çине каçхи хĕвел çути ӳкет. Камери, пĕччен çын валли пулсан та, самаях пысăк, урлăшĕ виçĕ хăлаç ытларах, тăршшĕ вара пиллĕк таранах. Йывăç кравать çине улăм тӳшек сарнă, ăна нумай çунăран саралнă шурă çитĕпе витнĕ. Мамăк минтер, çăм утиял пур. Сĕтел çинче «Канаш», «Çамрăк хресчен» хаçатсем, чăвашра тинтерех тухма тытăннă «Капкăн» журнал выртаççĕ. Камерăна хупсан нумаях та вăхăт иртмерĕ, апат илсе пычĕç, ашпах пĕçернĕ купăста яшки, самаях пысăк татăк çăкăр пачĕç. Тĕрмере ристансене аван пăхаççĕ иккен-ха, Ванькка, ав, килте аш хăçан çинине астумасть: хресчен çулла пули-пулмишĕнех выльăх пусмасть-çке. Çапах апат анмарĕ, хаçат та вулас килмерĕ. Ун шухăшĕ-и читлĕхе хупнă кайăкăн! Надзиратель чашăка илсе тухсанах вăл, кун пек çĕрте вăхăт çитмесĕр апла тума юраманнине чухлать пулин те, вырăн çине тумтирпех тăсăлса выртрĕ. Чăн та, надзиратель алăкри тăваткал шăтăка уçса пăхрĕ, анчах, темшĕн-çке, нимĕн те шарламарĕ...
Эппин, конвойласа килекен милиционер ăна граждан вăрçи вăхăтĕнчи айăпа аса илме, ăна пĕтĕмпех йышăнма сĕнчĕ-ха. Эх, пур-çке айăпĕ, пу-ур. Çапах уншăн Телегина хупмаллаччĕ-ши? Вăл вăрçăра Совет влаçĕшĕн çапăçса икĕ хут, тыткăнран тарнă чухнехине шутласан, виçĕ хут аманнă, уншăнах ытти ĕçсем те сахал мар тунă. Нивушлĕ вĕсем шута кĕмеççĕ, айăпа каçармалăх çитмеççĕ?
Çапла пулĕ çав, çитмеççех пулĕ. Ванькка ун чухне хăйĕн юлташне, командирне хăтарса хăвараймарĕ-çке. Çав юлташ, командир вăл ялти учитель ачи, Урапа Ваньккин пĕрле ӳснĕ тантăшĕ, Çăпата Улькин савнийĕ Давид Никифоровчĕ. Телегин куçĕ умĕнчех вилсе выртрĕ вăл... Пĕрехмай çавăн çинчен каласа пама ыйтать те ĕнтĕ Ольга Матвеевна Телегинпа куçа-куçăн юлнă чухне. Тĕрĕсрех, ыйтатчĕ темелле. Тек вăл Ваньккана куçпа курасшăн, хăлхапа илтесшĕн пулмĕ. Эх, анчах та çав!
...Кĕркуннене кĕнĕ май çĕр вăрăмланнă, шухăшласа выртмалăх пур. Ирчченех куç хупмарĕ Телегин, граждан вăрçинче епле çапăçнине, тыткăна лекнине, унта пурăннине, кайран мĕнле тарнине пĕтĕмпех çĕнĕрен аса илчĕ...
Эппин, ун чухне пулса иртнине эпир те, уйрăм сыпăк тусах, тĕплĕн каласа парар-ха.
2
1920 çул пуçламăшĕнче Урапа Ваньккин иккĕмĕш хут аманнă хыççăн фронтран яла таврăнма тиврĕ. Кунашкалли унăн çур çул каялла та пулнăччĕ-ха. Ун чухне ăна пĕрремĕш хут аманнă хыççăн сывалма янăччĕ. Чиперех сипленсе çитнĕччĕ Ванькка, ЧКра ĕçлекен хĕреснашшĕне Крапивина Экеçпе Хуралам тăрăхĕнче алхасакан хурахсен ушкăнне тытма та пулăшнăччĕ: вĕсем вăрманта ăçта пурăннине тупса кăтартнăччĕ. Экеç çыннисемех — ялти çĕрме пуян Кашкăр Микули ывăлĕпе Алюшпа лаша вăрри Пикмăрса кĕрӳшĕ, вăлах Çăпата Матви ывăлĕ, Ольга Матвеевна пиччĕшĕ Веня ертсе пыратчĕç вĕсене. Хăйсем иккĕшĕ те пĕтрĕç, Алюш ашшĕпе Веня хуняшшĕне, хурахсене пулăшнăшăн, ялтан кăларса ячĕç. Ванькка вара каллех фронта тухса кайрĕ... Анчах ку хутĕнче час сипленессе мар, сывалма пултарасса та шанма хĕнччĕ, мĕншĕн тесен Ванькка çул çинче тифпа чирлесе ӳкнĕччĕ. Çулĕ тертлĕ пулчĕ çав, пуйăс, вутă пĕтнипе е пăравус ванса кайнипе, уй варринчех чарăна-чарăна ларатчĕ, вакунсенче шыв шăнатчĕ — хĕл çав тери сивĕ тăчĕ вăл вăхăтра, сурчăк çĕре ӳкиччен пăрланатчĕ. Паллах, ун пек чухне таса пурăнаймастăн, кĕпе-йĕм çĕввисенче пыйтă кăткă пек хĕвĕшетчĕ... Пĕр сăмахпа, Ванькка килне çитсе ӳкрĕ кăна, çул çинчех пуç ыратнипе аптранăскер, çĕрле çав тери вĕриленсе кайрĕ. Йăмăкĕ, Тарье, унашкаллине халиччен курманскер, нимĕн тăва пĕлмерĕ, пиччĕшĕ вырăн çинчех вилсе каясран хăранипе, çĕрĕпе чăлăм куç хупмарĕ, ирхине вара шурăмпуçпах Матви пиччĕшĕ патне тухса чупрĕ. Матвипе Шăхранта учителе вĕренекен Улька, шăпах тата хĕллехи каникула таврăннăскер, Ваньккана пырса пăхрĕç те пульницана леçме йышăнчĕç. Унччен Тарьене вут хутса кăларма, пиччĕшĕн кĕпе-йĕмне кăмакара шаритлеме хушрĕç. Çапла вара килте сывалас вырăнне Ванькка Йĕпреç пульницине лекрĕ...
Ваннăйра çуса, таса кĕпе-йĕм тăхăнтартсан, сестрасем Ваньккана уйрăм пӳлĕме илсе кайса вырттарчĕç. Кайран ăна тухтăр питĕ тĕплĕн те тимлĕн пăхрĕ, унтан умпӳлĕмре кĕтсе ларакан Матвипе Улька патне тухрĕ.
— Эсир чирлĕ Телегин ашшĕ-и? — ыйтрĕ вăл Матвирен.
— Çук, кӳршĕ эпĕ, — ăнлантарчĕ Матви.
— Эсир вара унăн мăшăрĕ? — ыйтрĕ тухтăр Улькаран.
— Çу-ук, мĕн калаçатăр эсир, — хĕрелсе кайрĕ Улька. — Пĕрле ӳснĕ тантăшсем эпир.
— Аван, — терĕ тухтăр, — апла сирĕнпе уççăнах калаçма юрать. Пĕлетĕр-и, Телегин шутсăр йывăр чирленĕ. Температури хĕрĕх градуса çитет. Тиф... Хытă шăннă... Суран пур тата... Сывалас пирки шантарса калаймастăп сире. Паллах, фронтовика ура çине тăратас тесе, эпир мĕн кирлине пурне те тăвăпăр. Анчах ăна лайăх пăхмашкăн пирĕн майсем çукрах. Çын çитмест, нумай сестрасемпе санитаркăсем фронта кайса пĕтрĕç. Телегин патĕнчен вара халлĕхе çын татăлмалла мар...
— Юрасан, каникул пĕтиччен эпĕ пĕр эрнелĕхе юлма пултаратăп, — терĕ Улька, ашшĕне куçран пăхса илсе.
Матви килĕшсе пуçне сулчĕ.
— Питĕ аван, питĕ аван, — хавасланчĕ тухтăр. — Эпĕ те çакнах сĕнесшĕнччĕ, анчах эсир пĕрле ӳснĕ тантăш çеç терĕр те хăвăра...
Улька каллех хĕрелсе пуçне усрĕ.
Ванькка тăватă кун тăна кĕреймесĕр выртрĕ. Улька çав кунсене, теплерен пĕрер тенĕ пек, тăрсан-тăрсан чĕрĕк сехетлĕхе куç хупса кăна пурăнса ирттерчĕ. Тухтăр панă эмелсене ĕçтерчĕ вăл ăна, тарне шăлса-типĕтсе тăчĕ, ытти енĕпе те пулăшрĕ. Тухтăр хăй те палатăна кунне тăваттă-пиллĕк кĕре-кĕре тухатчĕ, сестрасем те Телегина манмастчĕç. Çапла пурте тăрăшнипе, пиллĕкмĕш кунне Ванькка тăна кĕчĕ-кĕчех. Куçне уçрĕ те... тӳрех Улькана курчĕ, савăннипе йăл кулам пекки те турĕ, çавăнтах, унталла-кунталла пăхкаларĕ те нимĕн те ăнланманнипе канăçсăррăн туртăнса илчĕ.
— Ăçта выртатăп эпĕ? Улька, эсĕ мĕнле лекнĕ тата кунта? — тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл.
— Йĕпреçре эсĕ, пульницара. Эпĕ те пиллĕкмĕш кун ĕнтĕ сан çумăнта ларатăп, — кĕскен ăнлантарчĕ Улька.
Халь тин Ванькка аманнă хыççăн сипленмешкĕн фронтран килне епле таврăннине, унтан хытă чирлесе кайнине аса илчĕ. Эппин, пульницанах леçнĕ-ха ăна. Тавах Матви пиччене. Улькана тавах.
— Эсĕ чăнахах ман çумра çавăн чухлĕ лартăн-и? — тĕлĕнчĕ Ванькка, çавăнтах ăшра хăйне ятласа илчĕ: «Ара, Улька пустуй пуплешес çук, каларĕ-тĕк, ларнах ĕнтĕ», — Мĕн тери телей ку маншăн, пĕлесчĕ санăн...
— Путишле этем эсĕ, — йăл кулчĕ Улька. — Чирлесе выртнинче мĕн телейĕ пултăр... — Çавăнтах, хăйне тухтăр кунта мĕншĕн хăварнине аса илсе, çирĕппĕн каларĕ: — Эс халлĕхе сахалрах калаç, вăй пух.
Кĕçех вĕсем патне тухтăр пычĕ. Ванькка тăна кĕнине курсан, вăл та хĕпĕртерĕ, кравать хĕррине ларса, ăна ал тунинчен тытрĕ, юн таппине тĕрĕслерĕ, унтан хул хушшине градусник лартса пăхрĕ.
— Вăтăр саккăр та иккĕ, — пурне те пĕлтерчĕ вара. — Маттур, салтак, маттур, халь ĕнтĕ вилĕме çĕнтертĕн тесен те юрать. Эсир вара, хĕрĕм, паян килĕре таврăнма пултаратăр, халь ун çумĕнче çын хăпмасăр ларни кирлех мар. Спаççипех сире пулăшнăшăн.
— Эпĕ те чĕререн тав тăватăп сана, — терĕ Ванькка çирĕпленсе çитеймен сасăпа. — Ĕмĕр парăмра эпĕ сан умăнта, Улька...
Тепĕр уйăхран пульницаран тухсан, Ванькка уеса кайса килчĕ. Тухтăрсен комиссийĕ ăна тата уйăх килте пурăнма, сывлăха çирĕплетме хушрĕ. Епле савăнчĕ Ванькка ун чухне ялта татах пурăнма май пурришĕн. Чăннипе вара пĕртте савăнмалла пулман-мĕн. Эх, çавăн чухне тӳрех фронта тухса каясчĕ унăн! Вара вăл Çăпата Ульки умĕнче айăпа кĕрес çукчĕ, тен, Давидпа пĕрле тыткăна та лекместчĕ. Анчах пулни пулнах ĕнтĕ, халь тин ăна çук тăваймăн.
Сывалса çитмешкĕн панă вăхăт иртсен, май уйăхĕнче Ваньккана медицина комиссине тепре чĕнтерчĕç. Хальхинче ăна çара кайма юрăхлă терĕç, анчах фронта ямарĕç. Çак вăхăталла 1900 çулта çуралнă яшсене Хĕрлĕ Çара илме тытăннă иккен те, вĕсене салтак ăсталăхне вĕрентекенсем кирлĕ тесе, Телегина Хусанта йĕркеленекен пехота полкне ăсатрĕç. Çавăнта тĕл пулчĕç те ĕнтĕ Ваньккапа Давид Никифоров.
Кунта çакна каласа хăварни вырăнлă. Пĕр ялта, пĕрле ӳснĕ тантăшсем пулин те, вĕсем пурнăç çулне кашни хăй тĕрлĕ утса тухнă. Ванькка шкулта пĕр çултан ытла вĕренеймерĕ. Чăн та, Никифоров учитель, каярах тата хĕреснашшĕ — большевика тухнă Филимон Крапивин, унăн юлташĕсем ăна кĕнеке, хаçат-журнал вуласах тăма хăнăхтарчĕç. Шăпах революци умĕн Петербургра хĕсметре тăни те куçа уçмашкăн чылай пулăшрĕ. Çапах ятарласа вĕреннине мĕн çиттĕр... Давид вара — учитель ачи çав — Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренчĕ, патша çарĕнче чухнех офицера тухрĕ. Тен, Улька та çавăншăнах Ваньккана мар, ăна юратса пăрахрĕ? Ара, хĕрĕ вăл хăй те çутталла çав тери хăватлăн туртăнаканскер-çке, кĕçех Шăхранти педтехникумран вĕренсе тухмаллаччĕ... Крапивинпа туслашни те Давида Ваньккана усă кӳнинчен нумай ытларах усă кӳчĕ: часах вăл хăй те чăн-чăн большевик пулса тăчĕ. Çавăнпа, патша çарĕнчех офицера тухнăскер, Хĕрлĕ Çарта вăл хăвăрт ӳссе пычĕ... Хусана çитсен, Ванькка шăпах унăн батальонне лекрĕ те ĕнтĕ.
Ванькка ун патне лекнĕшĕн батальон командирĕ Давид Никифоров чăннипех савăнчĕ. Пĕрле ӳснĕ ентешпе, юлташпа тĕл пулнишĕн кăна мар, паллах. Вăл Телегин ĕлĕкхи çарта та, Хĕрлĕ Çарта та пултаруллă салтак пулнине лайăх пĕлет. Тин хĕсмете килнисене вĕрентмешкĕн шăпах çавăн пеккисем, вутпа çулăм витĕр тухнисем, кирлĕччĕ ăна.
Çамрăк Совет Раççейĕ ун чухне пысăк хăрушлăхраччĕ-ха. Апрель уйăхĕн вĕçĕнче ăна буржуалла Польша тапăннăччĕ те, Украинăн пысăк пайне, вăл шутра Киев хулине те, тытса илнĕччĕ. Çавăнпа пĕрлех империалистсем Крымра кĕпĕрленсе тăракан Врангель çарне те Раççей çинех вĕслетсе янăччĕ. Чăн та, Совет влаçĕ нумаях пулмасть-ха Колчакпа Деникин çарĕсене çапса аркатнăччĕ, анчах ун хыççăн вăй илсе ĕлкĕрейменччĕ-ха. Партин тăххăрмĕш съезчĕ хыççăн çĕршыври ĕçхалăхĕ хуçалăха ура çине тăратма пуçăннăччĕ кăна, империалистсемпе вĕсен эшкерĕсем ăна, авă, каллех пырса тапăнчĕç. Халăх влаçĕ вăй илни ниепле те çырлахтараймасть курăнать вĕсене. Апла-и, капла-и те, ирĕке тухнă çĕршывăн хăйне хӳтĕлемешкĕн юлашки вăя пухмаллаччĕ. Çавăнпа Хĕрлĕ Çар командирĕсен пĕр ушкăнне, вăл шутра Никифорова та, Кăнтăр-Хĕвеланăç фронтĕнчен Атăл тăрăхне çывăх вăхăтрах çĕнĕ чаçсем йĕркелеме янăччĕ. Анчах çĕнĕ çар чаçĕ йĕркеленипех ĕç тухмасть-çке, унăн йыш кăна мар, тăшманпа çапăçмалăх, ăна çĕнтермелĕх хăват, ăсталăх пулмалла. Хĕрлĕ армеецсем пурте тенĕ пекех çара тин кăна лекнĕскерсем иккенне шута илсен, çĕнĕ чаçсенче çавнашкал хăватпа ăсталăх çинчен калаçма иртереххи сăмахсăрах паллă. Кун пек чухне вăрçăра пиçĕхнĕ Телегин йышши «ватă кашкăрсем» батальона темиçе кăна лекни те çав тери, çав тери пысăк пулăшу.
Батальона тин çитнĕ салтаксем хушшинче пĕрле ӳснĕ тантăшне курсан, Никифоров ăна развод хыççăнах хăй патне чĕнсе илчĕ.
— Ну, салам, Ванькка! Эппин, татах тĕл пултăмăр санпа, э? — савăнăçне пытармасăр алă пачĕ ентешне.
— Тĕл пултăмăр-ха, командир юлташ! — хуравларĕ Ванькка, унăн аллине çирĕппĕн чăмăртаса.
Сăнран пăхсан, вăл та хĕпĕртенĕ пек туйăнать. Çав вăхăтрах, темшĕн, хăйне хăюсăртарах тыткалать.
— Эй, мур ачи, эс мĕн, манпа этемле калаçасшăн та мар-и-ха? — хулпуççинчен вăйпа тĕксе илчĕ ăна Давид. Çав вăхăтрах, çӳллех марскер, пуçне кăшт каçăртса, куçран тĕсесе пăхрĕ. — Асра тыт: эпĕ саншăн стройра чухне кăна командир, ахаль чухне — ачаран пĕрле ӳснĕ юлташ, ырă ентеш. Е эсĕ мана ĕнтĕ юлташ вырăнне хумастăн-и?
— Мĕн калаçатăр эсир, командир юлташ, — аванмарланчĕ Ванькка.
— Эппин, атя-ха, ларсах пуплешер пĕрре. Хăçантанпа калаçман ĕнтĕ эпир санпа...
Вĕсем плац хĕрринчи пĕр сак çине кайса ларчĕç. Давид карттусне хывса хучĕ, ăна кура Ванькка та хĕрлĕ армеец шлемне хыврĕ, тарланă пуçне уçăлтарчĕ. Çанталăкĕ ăшăччĕ çав. Çурхи хĕвел çулла çĕр çине ăшă еплерех сапмаллине халех тĕрĕслесе пăхать пулас. Çавна май пĕтĕм тĕнче чĕрĕлнĕ. Гарнизон хула варринче вырнаçнă пулин те, унăн хӳми çумĕпе лартса тухнă йывăçсем çинче çулçисем кăна мар, юрлакан кайăксем те нумай. Кӳршĕ батальонра салтаксене стройпа çӳреме вĕрентекен командирсем кăшкăрни те, хӳме леш енче тăрсан-тăрсан трамвай чăнкăртатса иртни те вĕсен юррине хуплаймасть пек. Е этем хăлхи хăй çутçанталăк юрри-кĕввине тимлесерех итлет-ши....
Давид чĕнмесĕр нумай ларма памарĕ, Ваньккаран ăна та кăна ыйта-ыйта пĕлме тытăнчĕ:
— Ялта мĕнле унта? Ман аттепе анне еплерех пурăнаççĕ? Хăвăн йăмăку тата?
Улька çинчен кăна, темшĕн, пĕр сăмах та ыйтмарĕ.
Ванькка мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа кăтартрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...