Синкер :: Тӑваттӑмӗш сыпӑк
— Э-эх, эс те çав, йĕр йĕрлекен тĕпчевçĕ, — юлташла кулчĕç тусĕсем çамрăк милиционертан.
— Темех мар, — вăтанса кайнă яша лăплантарчĕ Крапивин. — Малашне вĕренсе пырăн-ха. Пиртен никам та преступниксемпе кĕрешекен çын пулас темен. Пурнăç хушать те, ирĕксĕрех вăл ĕçпе те тăрмашма тивет. Тепĕр вунă-вунпилĕк çултан пирĕн професси, тен, пачах кирлĕ пулмĕ...
Сăмах май, Крапивина панă материалсенчен çакă паллă: Калюков йĕрĕ пĕлтĕрех, вăл тĕрмерен тарнă хыççăн тепĕр уйăхран тупăннă. Ун чухне Йӳçпăхан ялĕнчи хресчен-активистсем пĕр кулак килĕнче палламан икĕ çынна тытса чарма хăтланнă. Анчах лешсем, япалисене пăрахсах, тарса хăтăлнă. Калюков аппăшĕ Пелагея Ивановна, Етĕрнери учительница, палланă тăрăх, çав япаласенчен хăшĕ-пĕри ун шăллĕн пулнă. Кайран вара Калюков йĕрĕ тăнч çĕтнĕ. Акă, кăçал тин тепре тупăнчĕ вăл.
...Крапивин хурахсем осоавиахим отрячĕпе тĕл пулнă çĕре те çитрĕ. Анчах кунта эшкер йĕрĕ çухалать. Ăçта, хăш еннелле кайнă вĕсем? Йĕпреçе кĕмен. Ун айккипе иртсе, малаллах, Утар еннеллех кайнă-ши? Е, осоавиахим отрятĕнчен çапах та кăшт шикленсе, каялла вĕçтернĕ? Е вĕсен вăрманта вăрттăн пурăнмалли вырăн пур?
«Эх, халĕ çакăнта Сăпани пулсанччĕ, — сасартăк аса илчĕ Крапивин Экеçре пурăнакан хĕрарăма. Çав тери чаплă сунарçăччĕ вăл, пĕррехинче, вунсаккăрмĕш çултах-ха, упăшки таркăна тухман чухне, вăрманта продотряда тĕп тунă кулаксене йĕрлесе тупма пулăшнăччĕ. — Тупата, хурахсем ăçталла кайнине Сăпани пĕлетчех çак вăрманта...»
Тепĕр тесен, уншăн кăна аса килмерĕ-тĕр Сăпани. Хĕлимун пурнăçĕнче унăн сăнарне асра хăварма тивĕç ытти сăлтавсем те пулман мар. Анчах чылай ĕнтĕ ăна курманни, тĕрĕсрех каласан, сакăр çул. Шăпах ĕнтĕ сакăр çул каялла Сăпани упăшкине, ачаран пĕлекен Çăпата Бенине, 1919 çулта, темшĕн-çке, Хĕрлĕ Çартан тарса тухнăскере, тытнăччĕ. Çитменнине, Сăпани умĕнчех... Эппин, çук, Крапивина вăл текех пулăшмĕ. Пулăшма тет, курасшăн та мар, паллах... Пурăнасса, чăнах та, кунтан инçе те мар пурăнать. Хураламра чухне Филимон Петрович унран çичĕ çухрăмраччĕ. Лайăх утпа çур сехет каймалăх çул...
Крапивин чĕри хĕссе-хĕссе килнине туйрĕ. Ватăлать-ши е нивушлĕ Экеç енне халĕ те туртăнать? Пĕр шутласан, мĕншĕн туртăнмалла мар унăн? Тăван ял-çке. Унта çуралнă, унта ӳснĕ, çынна тухнă. Анчах Крапивин çӳремест Экеçе, халĕ те каймĕ. Тăвансенчен ялта хреснай ывăлĕ кăна юлнă, вăл та пулин Шупашкарта КПЗра хăйне мĕншĕн хупнине пĕлмесĕр кулянса ларать. Туссем те çук... Çапах, ав, яла аса илнипех чĕре хыттăн-хыттăн кăртлата пуçларĕ. Аплах пулмалла мар пек-çке. Нивушлĕ Сăпани ячĕ чуна çапла пăлхантарать?
Крапивин хăйне алла илме тăрăшрĕ. Ун пек айкашмалли самант мар. Халĕ милици уйрăмне каймалла та мĕн курни-илтнине пĕтĕмлетмелле. Ыран, Шупашкара çитсе, Калюк е Калюков çинчен ытти çĕртен пынă хыпарсене тишкерсе тухмалла. Унтан, малаллахи ĕçе тĕплĕн палăртса, милици пайĕсемпе уйрăмĕсен начальникĕсене пухса канашламалла. Вăраха ямасăр...
«Унччен Ваньккапа, — е халăхра ăна халĕ Иван Степанович теççĕ-ши, — калаçса пăхмалла, — шухăшласа илчĕ Крапивин çавăнтах. — Шупашкара çитсен, чи пирвай курмалла ăна. Унсăрăн малашнехи ĕç пирки шухăшлани те пустуй пулĕ».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...