Синкер :: Улттӑмӗш сыпӑк
— Каллех пирĕн ялта хурах тупрăр пуль? — хальхинче кăшт тăрăхларах ыйтрĕ Сăпани. Эппин, чунĕнче çапах кураймасть-ши вара Крапивина?
— Пулма пултарать, — куллине тин пусарчĕ Филимон Петрович.
— Сунару ăнăçлă пултăр эппин, — халь ĕнтĕ — пĕлсе пĕтер хĕрарăм кăмăлне! — Сăпани пичĕ йăлл турĕ.
Шиков, çӳрен лаша пек, пĕр уринчен теприн çине чăтăмсăррăн пускаласа илнине асăрхарĕ пулин те, Крапивин лавккаран тухса каймашкăн васкамарĕ. Куçа курăнман пăяв урине тăлласа лартрĕ тейĕн.
— Хăвăр мĕнле пурăнатăр? Çемьеллĕ-и? Ачасем пур-и сирĕн? — кăсăклансах ыйтрĕ Сăпани.
— Ку тĕлĕшпе ĕлĕкхи пекех, ăнтараймарăм эпĕ темскер, — кĕскен хуравларĕ Крапивин. Унтан чăваш йăлипе хăй те ыйтрĕ: — Ху мĕнле пурăнан тата?
Сăпани сăнĕ самантрах тĕксĕмленчĕ, çĕр çине ăшшăн пăхакан йăл-йăл хĕвеле сасартăк пĕлĕт хупларĕ тейĕн.
— Упăш касăр арăм пурнăçĕ паллă ĕнтĕ, — терĕ вăл шăппăн, куçне айккинелле тартса. — Юрать ывăлăм, Хĕлимун, çитĕнсе пырать. Каччă шутне кĕчĕ ĕнтĕ. Ĕçре... ашшĕ пекехчĕ... маттурччĕ, мана ухутапах пулăшатчĕ. Халĕ вĕренме кайрĕ, Атăл хĕррине, Сĕнтĕрвăрри хулине. Вăрман улпучĕ пулас килет ачан...
Çапах пĕлĕт татăкки пысăках пулмарĕ курăнать, хĕвелĕн тапса тăракан çути каллех ирĕке тухрĕ. Анчах... ĕнтĕ тек нимĕн çинчен те калаçмалли çук пек. Пĕр-пĕрне куçран пăхса тăмашкăн та çынран аван мар, ара, хурăн ращи мар-иç кунта... Крапивин пуç сулса Шикова чĕнчĕ те вĕсем иккĕшĕ хуллен тухса кайрĕç.
Урама тухсан, Шиков анаталла утрĕ, Крапивин вара, пирус тивертсе, самантлăха чарăнса тăчĕ. Саманчĕ чылая тăсăлчĕ-и, тен, шăрпăкĕ тивесшĕн пулмарĕ, пирусĕ те нӳрĕскер курăнать. Кĕçех алăк тепре уçăлчĕ те, Сăпани тухрĕ. Яланхи пекех, пуçне каçăртса, талпăнарах утать вăл, çапах Крапивин умĕпе иртнĕ чухне, темшĕн, уттине вăрахлатрĕ, хăюсăртараххăн пускаларĕ.
— Сăпани, эсĕ мана çав териех... çилленетĕн-и? — мĕншĕнне хăй те ăнланмасăр ыйтрĕ Крапивин. «Кураймастăн-и?» — тесшĕнччĕ, аплах калама чĕлхи çаврăнмарĕ. Ыйтма мар, хуравне илтме хăранипе.
— Сире-и? — самантлăха тăп чарăнчĕ Сăпани. Унтан куçран тĕмсĕлсе пăхрĕ те каласа хучĕ: — Эх, Хĕлиму-ун...
Куçĕ йăлтăр çиçсе илчĕ хĕрарăмăн. Анчах тарăху-çилленӳ хĕлхемĕ курăнмарĕ унта, эй-эй, унашкалли мар, пач урăххи, ĕненме те май çукки палăрчĕ.
Сăпани вăрт! пăрăнчĕ те халĕ ĕнтĕ çирĕппĕнех тăвалла, Турикаса уттарчĕ.
Крапивин шак! хытса кайрĕ. Сăпани мĕн каласшăн пулчĕ ăна? Мĕншĕн сасси тăвăнса тухрĕ унăн? Çав тери тăвăнса. Тата куçĕ тĕлĕнмелле хĕлхем сирпĕтрĕ... Мĕне пĕлтерет ку?
Ял урамĕсем енне пĕртен-пĕр аллипе сула-сула тем ăнлантаракан Шикова пач итлемесĕр утрĕ Крапивин Анаткаса. Урапасен килне кĕрсен кăна тăна кĕчĕ, килкартине, пӳрте ухтарам пек туса, кăшт пăхкаласа тухсан, шалт аптăранă Тарьепе калаçкаласа ларчĕ. Унтан Шикова, эс чăрманса ан тăр, манăн калаçмалли татах нумай текелесе, çула май Ольга Матвеевнăна Телегинсем патне пымашкăн хушса хăварма ыйтрĕ те ял Советне ячĕ.
Крапивин Тарьепе ытларах ял пурнăçĕ çинчен калаçса ларчĕ, хăй епле пурăннине ыйтса пĕлчĕ. Ванькка йăмăкĕ çулталăк каяллах качча тухнине вăл, паллах, Телегинранах пĕлнĕччĕ-ха. Упăшки, Кĕсен Петти ывăлĕ Мишша, çав тери лайăх çын-мĕн, ашшĕне кура мар ĕçчен, тӳрĕ кăмăллă. Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăраканскер, таврăнсан çурт лартса уйрăлса тухасшăн. Мĕн калăн, пурнăç пурнăçах çав, япăххи те, лайăххи те алла-аллăн çӳреççĕ... Пиччĕшĕ Совет влаçĕ умĕнче айăплă тенине вара Тарье ним тусан та ĕненесшĕн мар. Крапивин та ĕнентересшĕн тăрăшмарĕ, пачах урăхла, ахалех тарнă тĕрмерен, следстви пĕтессе чиперех кĕтмеллеччĕ текелерĕ.
Ольга Матвеевна килсен, Тарье вĕсене калаçма чăрмантарасшăн пулмарĕ, ĕç нумай тесе, картишне тухрĕ.
— Матви пиччене питĕ шел, упраса хăвараймарăмăр, — тӳрех хурланса пĕлтерчĕ Крапивин Улькана.
— Сывлăхĕ ахаль те хавшаса çитнĕччĕ çав. Тепри пулсан, тен, сывалĕччĕ-и, атте вара... — хуравларĕ Ольга Матвеевна, сасси чĕтрене пуçланине сисрĕ те йĕрсе ярасран шăпланчĕ.
Крапивин вăл лăпланиччен нимĕн шарламасăр ларчĕ, кайран тин ăшшăн ыйтрĕ:
— Улька... Çамрăк чухнехи ятпа чĕннĕшĕн çилленместĕн-и? Вăт, Улька, малашне мĕнле пурăнасшăн эсĕ? Йывăр пулать-çке сана.
— Пурăнăпăр, — çирĕппĕн хуравларĕ Ольга Матвеевна. — Шкулта ĕç нумай. Илтнĕ пулĕ, кăçалтан пурне те пуçламăш пĕлӳ пама тытăнатпăр. Çавăнпа вĕренекенсен шучĕ чылай ӳсрĕ, учительсем вара çитмеççĕ. Вăт, тепĕр чухне шкултан ир пуçласа сĕм-çĕрлеччен тухаймастăп. Çавна май çемьене пырса çапнă хуйха та вăхăтлăха манатăн...
Крапивин ăна питрен сăнаса пăхрĕ. Çитĕннĕ çын Улька, тахçанах çитĕнсе çитнĕ хĕрарăм. Ваньккана тантăшсемех вĕсем, ача чухне пĕр класа çӳренĕ пек астăвать Филимон Петрович. Ав, куç хӳрисем тĕлĕнче, халлĕхе кă-ăшт кăна пулин те, пĕркеленчĕксем палăраççĕ. Хура куçĕ ытларах ăслăн, шалти туйăмсене пытарса пăхать. Пысăках мар пиçĕ тута кулăпа сайра сарăлса çӳхелни сисĕнет. Эх-ха-ха-ай, унашкал пулмалла марччĕ те çав Улька шăпи...
— Каçар та, мĕншĕн ку таранччен пĕччен эсĕ? — хĕрхенсе ыйтрĕ Крапивин. — Эсĕ Давида юратнине пĕлетĕп. Анчах мĕн тăвăн, пулни пулнах — çук ĕнтĕ вăл, тахçанах çук. Совет влаçĕшĕн кĕрешсе, нумай çын пуç хучĕ. Питĕ нумай. Çапах тĕнче пĕтмен-çке, пурнăç малаллах пырать. Ыттисем вĕсемшĕн харпăр хăй пурнăçне пусарса пурăннине, тен, пуç хунисем ырламан та пулĕччĕç.
Ольга Матвеевна ăна куçран хурлăхлăн пăхса илчĕ те:
— Эсир тата, Филимон Петрович, авланнă-и? — терĕ. Лешĕ пуçне пăркаласа илсен, малалла каларĕ: — Вăт, хăвăр мана ăс паратăр...
— Манăн пурăнăç — пач расна япала, — хĕрӳллĕн ăнлантарчĕ ăна Крапивин. — Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпе унта та кунта пурăнакан çын, çавăнпа манран çемьешĕн пархатар пулас çук. Эсĕ вара ялта, тăван ялта пурăнатăн.
— Пурăна киле, тен, эпĕ те çемьеллĕ пулăттăм-и, — тунмарĕ Ольга Матвеевна. — Юлашки вăхăтра унашкал шухăш пурччĕ. Анчах... çынни путсĕрскер иккен. Тĕлĕнмелле! Çак таранччен çавна тавçăрса илеймен эпĕ... Урăхран шанчăк çук ĕнтĕ, çемье таврашĕ çинчен тек шухăшлас та килмест.
— Эсĕ... Телегин Иван пирки-и? — çавăн çинченнине пĕлсех ыйтрĕ Крапивин.
— Ăхă, — пуçне сулчĕ Ольга Матвеевна, вара тутине пĕрсе лартрĕ. Ахăртнех, унăн Ванькка ятне асăнас та килмерĕ.
Крапивин чылайччен кирлĕ сăмахсем шыраса ларчĕ. Тахăш самантра вăл, çынни шанчăклă тесе, Ольга Матвеевнăна вăрттăнлăха уçса пама та хатĕрччĕ. Анчах хăй Ваньккана мĕн тери хăрушă ĕç хушнине аса илчĕ те калама хăяймарĕ: çав ĕçе пурнăçа кĕртмешкĕн Телегина нимĕнле ăнсăртлăх та кансĕрлемелле мар! Çав вăхăтрах юратнă хĕрĕ Ванькка çинчен усал шухăшлани Крапивин чĕрине ыраттарчĕ, качча та, хĕре те харăсах шеллеттерчĕ. Анчах мĕн тăвăн. Халлĕхе...
— Пĕлетĕн-и, Улька, — терĕ вара шăппăн, — Ваньккан темле пысăк айăп пур тенине эпĕ те... Ну, мĕнле калас, следствире тĕрлĕ пулать. Ытларах чухне, паллах, çынна айăплани тӳрре тухать. Ара, пач сăлтавсăр ăна тытса каймаççĕ. Анчах çынна айăпсăр тытса хупни те пулкалать пирĕн ĕçре. Сайра хутра çеç, паллах, çапах пулкалать. Çавăнпа, следстви вĕçленмесĕр, çын çинчен татса калар мар, юрать-и? Шел, вăл час вĕçленеймĕ, мĕншĕн тесен Телегин, темшĕн-çке, тĕрмерен тухса тарнă... Пĕлетĕн-и, кун пек чухне халăхра темле сăмах та çӳрет. Эсĕ халлĕхе никама та ан итле, юрать-и? Ванькка маншăн та ют çын пулман, çавăнпа унăн ĕçне хам тĕрĕслĕп. Вара сана кайран, вĕçне тухсан, чăннине пĕтĕмпех каласа парăп.
— Юрать, ара, — «маншăн пулсан» тенĕн хулпуççине сиктерчĕ Ольга Матвеевна. Пурпĕр ăна çак самантра кăшт чун кĕнĕн туйăнчĕ.
Малалла шкул, ял пурнăçĕ çинчен калаçкаларĕç. Крапивин паçăр, яла кĕнĕ чухне, шухăшлани тĕрĕсех-мĕн: Экеçре ултă класлă шкул уçнă май библиотекăна, вулав çурчĕпе пĕрлештерсе, урăх çурта куçарнă, пушаннă пӳлĕмсене вĕренекенсене панă.
— Çапах кала-ха, сан шутпа, аçу юлташлăх укçине килте тытнине кам пĕлме пултарнă? — ыйтрĕ каярах Крапивин, Ольга Матвеевна лăпланса çитнине курсан. — Хурахсене çакăн çинчен кам пĕлтерме пултарнă? Кашни çыннах çыхăнаймасть-çке вĕсемпе? Лешсем те, хурахĕсем, пĕли-пĕлми ĕçшĕнех çĕр çĕмĕрсе çӳрес çук.
— Нимĕн калама та аптăратăп, — терĕ Улька, — Эпĕ хам та мĕн аттене пытарнăранпах пуç вататăп кун пирки. Пĕлме тăрăшкаласа та пăхрăм — çыхăну йĕрне тупаймарăм.
— Апла-ха, эппин, — ура çине тăчĕ Крапивин, чăнласах асăрхаттарчĕ: — Эс ку тĕлĕшпе тăрăшасса тăрăш та, асту, сыхлан. Хурахĕсем кусем — хăрушă çынсем, тискер те хаярскерсем... Телегин пирки эпĕ каланине вара тĕрĕс ăнлан. Ну, сывă пул. Тен, эпĕ яла ӳлĕм татах килкелĕп, ун чухне тĕплĕнрех калаçăпăр.
Çапла килĕшсе уйрăлчĕç.
Ялти çынсенчен Калюковпа кам çыхăнма пултарас пирки Шиков та уççăн калаймарĕ. «Ара, ял пуянĕсем тес — вĕсем хăравçăрах çынсем, хĕсĕнсе çитсен кăна унашкал хăтланма пултарĕç, — шухăшларĕ вăл. — Пурнăçĕ вара халь вĕсен япăх мар. Сутă тума ирĕк, арендăпа çĕр паракан чухăнсем те çителĕклех. Совет влаçĕпе тăшманлă пулма вĕсен халлĕхе сăлтав çук пек. Тепĕр енчен, такам мурĕ хурахсене йыхрав янах-çке...»
Каç енне милици отрячĕ ялтан тухса кайрĕ. Вăл Экеçе килсе çӳренинчен нимĕн усси те пулмарĕ пек. Анчах ăна-кăна ăнланман çынна çех çапла туйăнать. Крапивин вара пĕлет: яла отряд килсе кайни кайран Ваньккана ай-яй пулăшма кирлĕ. Телегин тĕрмерен чăнласах тарнине, вăл Совет влаçĕ умĕнче самай пысăк айăпа кĕнине çирĕплетет-çке çакă.
Сăрт тӳпине хăпарса çитсен, унти-кунти краççын çутисемпе мăчлатакан Экеçе Крапивин çаврăнсах чылай пăхса тăчĕ. Темшĕн, унăн паян кунтан пĕртте каяс килмерĕ. Ял енчен темле ăшă, ырă-ырă ăшă çапать пек. Çав ăшша кĕрес килет унăн, вăл пĕтĕм ӳт-пĕве çупăрланине, чуна ачашшăн кăтăкланине туяс килет. Пĕр талăк та, пĕр çĕр те пулин çапла пурăнса курас килет! Вăл та этем мар-им вара, унăн чун çук-им, тепĕр тесен!
«Чим-ха, тем ан аташ», — хăйне чарчĕ Крапивин. Чăнах, мĕн ăшши çаптăр ялтан... Анчах пурĕпĕр туять-çке ăна Крапивин, питĕ çивĕч туять. Эппин, мĕн ăшши вăл, мĕн туртать ăна каялла?
Куç умне, темшĕн, Сăпани тухса тăрать. Акă тата — тахçанхи самант... Тĕттĕм çенĕкри вырăн, хĕрарăм вĕри тутипе пăшăлтатни... Эй, тĕнче! Пулнах-ши çав самант? Тĕлĕк çеç мар-ши вăл?
— Начальник юлташ, мĕн пулчĕ? — илтрĕ Крапивин тахăш милиционер сассине. — Мĕн сăнаса тăратăр эсир?
Вăл, çамрăк çын, угрозыск начальникĕ хурахсене тытас ĕçпе пач çыхăнман темле шухăшсемпе айкашса тăрасса, паллах, аса та илмест.
— Пурте йĕркеллех, туссем, пурте йĕркеллех, — терĕ те Крапивин атă кĕлисемпе утне хуллен хĕстерчĕ. Хуçине çивĕч ăнланакан ăйăр самантрах тапранчĕ те, ура айĕнчен тăпра чăмаккисем сирпĕте-сирпĕте, малалла вăйлă юртăпа вĕçтерчĕ.
Крапивин каллех ĕç çинчен шухăшлама тытăнчĕ. «Демина калама манас марччĕ, — аса илчĕ вал, — Телегин вырăнне юлташлăх председательне халлĕхе никама та суйлама юрамасть. Çакăн çинчен районти çĕрĕç пайĕнче калаçса татăлтăр. Унсăрăн кайран, Ванькка таврăнсан, пăтăрмахсем тухма пултараççĕ...»
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...