Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Телей шырани
— Пурăнмаллах килнĕ-и вăл? — тет шăплăха пăсса Пикпав старик.
— Пурăнмаллах, — тет пĕри. — Тăванĕсем ун валли çĕр пӳрт чавма та тытăннă терĕç.
— Ял халăхĕсĕр ниçта та кайса кĕреймерĕ иккен, кунтах персе çитрĕ, — каламасăр чăтаймасть çамрăкраххисенчен пĕри, çивĕчрех чĕлхелли.
Пикпав старик ун сăмахĕсене илтмĕш пулать.
— Апла ун патне каймалла, ял-йышсем. Хăвăрах пĕлетĕр, юмăçран е мучавăртан ыйтмасăр киремет карти тума юрамасть, — вĕрентсе калать вăл.
Пикпав старик хыççăн пурте шăкăрах ура çине тăраççĕ. Сахвине карчăка шыраса чылай пысăк ушкăн, ытлашши шавламасăр-тумасăр, урам тепĕр вĕçнелле утать.
4. Тукай ялĕ
Сахвине инкен ури çăмăл пулчĕ — юмăç карчăк хыççăн вăрманти яла Тукай мăрса çыннисем килсе тухрĕç. Ухăсемпе хĕç-пăшалланнă ултă юлан ут. Вĕсем килнĕшĕн сăмахĕ Сахвине инкене тиврĕ.
— У-у, çав шăлсăр юмăç карчăк! — вăрçрĕç çынсем. — Никам та пĕлместчĕ ку таранччен пирĕн ял ăçтине. Вăл çул кăтартрĕ ĕнтĕ халь. Вĕре пĕлмен йытă яла кашкăр кӳнĕ тесе ахаль каламан çав.
Ахтупайпа Ятламас килнĕ çынсене çийĕнчех палларĕç — пурте Сарри мăрса тĕкĕрçисем. Иртнĕ çул Мускава пĕрле кайса килнĕччĕ. Ытла ватă этемсемех мар, Ахтупайпа пĕр çулхисемех.
— Çитет сире мăрсасăр порăнма, йышăнăр хăвăрăн Тукайăра, — терĕ Ятламас пекех хура сăнлă тĕкĕрçи, Аликей ятлăскер.
— Эсĕ Хусан патши мар пулĕ-çке, мĕн ялсем тăрăх мăрса валеçсе çӳретĕн? — сăмах хушрĕ Ахтупай.
— Хусан патши çав. Ак тытатăп та таканласа лартатăп сана. Вĕрентĕп эп сире тутарсемпе çапăçса порăнма!
— Çапах та ма илсе килтĕр-ха эсир Тукая? Хăвăра валли хăвармаллаччĕ ăна.
— Пэрн мăрса тени хамăрăн та номай. Мăрси, турханĕ, тăрăнĕ, хакимĕ, алманчи — такам та пор. Хăш-пĕрисене сире сотма та полтаратпăр. Илĕр, ыр корăр вĕсемпе. Пире йăлăхтарчĕç. Мур тĕпне кайса кĕччĕр вĕсем, мăрсасем!
— Эс, Аликей, яланах çапла паттăр-и е çумра мăрса çук чухне кăна сăсăл вĕçтеретне? — сăмахпа тĕртсе илесшĕн пулчĕ Ахтупай. — Çул çинче Тукай нухайне тутанса пăхаймарăн-и-ха?
— Лекрĕ-çке пĕрре, — терĕ лешĕ. — Ним йӳтĕмсĕр çапрĕ мана. Çавăнпа илсе килсе ярас терĕмĕр конта, ытла осал вăл сэрн. Кăшкăрса, нухайпа хăмсарса çеç тăрать.
— Халь ăçта пăрахса хăвартăр ăна? — пĕлесшĕн пулчĕ Ахтупай.
— Часах коратăн ак, ан васка. Тем ĕçпе яла йолчĕç.
— Кампа вăл?
— Кампа полтăр — кĕрӳшĕпе!
— Пикпулатпа, эппин?
— Çавăнпа. Кĕрĕвĕр поян сэрн, ан колянăр. Пэрн енче Сарри пек хăватлă мăрса та çок. Манман полĕ-ха, Москава кайнă чохне мĕнле пăхрĕ сире, пылпа колач çеç çитерчĕ!
— Манман-ха. Вăл панă кучченеçсем халĕ те пĕтмен-ха пирĕн. Ак кунтах, çурăм çинче. Йĕрĕсем халĕ те палăраççĕ. — Ахтупай аякран килнĕ çынсене çурăмĕ çине тĕллесе кăтартрĕ. — Ятламас, вырăссемпе калаçма тытăнсан мĕнле тăн пачĕ сана Сарри мăрса? Ас тăватăн-и?
— Уншăн эп ăна пурĕ пĕр тавăратăп! — тарăхса каларĕ юлташĕ. — Пирĕн яла килсе те ан кĕтĕр. Эп ăна… Эп çав мăрса мăшкăлĕ пулатăп-и?
Вĕсем çапла шавлакаласа тăнă хушăра яла Тукайпа Пикпулат пырса çитрĕç.
Тукай ял çыннисене сывлăх сунчĕ, чăм шыва ӳкнĕ лашине хăйĕн тарçине тыттарса ваттисем патне пырса тăчĕ.
— Мĕнле пурăнатăр, ял-йышсем? — терĕ вăл лапсăркка куç харшийĕсене кăрт-карт сиктерсе. — Пурте чиперех пуль?
— Чиперех-ха, Тукай ĕмпӳ, — тавăрчĕ ваттисенчен пĕри.
— Апла вăрман варне куçса килес терĕр? Юмансарта кăмăла каймарĕ сире? Мĕн, унта эсир вăлчаллă пулă çисе йăлăхрăр-и?
— Кăмăла каясси-масарĕ… Мĕншĕн куçса килни паллă-ха вăл. Пурнăç питĕ тĕкĕнсе çитрĕ-çке лере.
— Ма ун пекех тĕкĕнчĕ вара вăл? Миçе çул пурăнтăр Атăл хĕрринче — чиперехчĕ, халь мĕскер юрамарĕ?
— Ара, ялĕпе çунса кайрăмăр-çке, Тукай ĕмпӳ, — терĕ мăрсапа калаçакан старик.
— Çунса кайнă пулсан çĕнĕрен пӳрт лартмалла, ял вырăнне пăрахса тармалла мар. Ял вăл ĕлĕк те çуннă. Кунашкал мĕнле пулса тухать-ха? Никамран ыйтман-туман, аса илнĕ — ака кӳлнĕ тенĕ пек, тытнă та урăх çĕре куçса ларнă. Мĕн, мăрса çук-и сирĕн, тӳре-шара çук-и?
Тукай вăрçнăçемĕн куштанлансах пычĕ, ун аллисем ытларах та ытларах хăлаçланма тапратрĕç. Мăрса куçĕсем вут-хĕм сирпĕтрĕç. Анчах ял çыннисем ăнланмарĕç-ха: ма харкашать Тукай, мĕн çитмен ăна? Ял кунта мĕншĕн куçса килнине пĕлмест-и вăл? Хăйĕн ялне хăех тĕп турĕ те халь куçса килнĕшĕн чĕрре кĕрет. Ваттисем те, çамрăксем те тарăхса, чунтан кӳренсе итлерĕç мăрса сăмахĕсене. Çапах кунта тăракансенчен пĕри те тавлашăва кĕмерĕ. Тавлашса пăх-ха унпа, кăтартĕ вăл сана! Пĕлмеççĕ-им ял çыннисем Тукая? Тулаштăр, тен, вăрçать-вăрçать те ялтан тухса каять ак. Тем тесен те сĕм вăрмана çурт таврашĕ лартас çук-ха мăрса, кунта пурăнма килес çук.
— Ясак кама тӳлетĕр эсир? — хаяррăн ыйтрĕ Тукай, никам та чĕнменнине кура. — Ма шарламастăр? Иртнĕ çулшăн нимле хырçă-марçă та паман пулĕ-ха. Ав мĕнле пурăнасшăн эсир сĕм вăрманта. Анчах куянла пурăнма ан ĕмĕтленĕр. Итлĕр пурте, ыттисене те калăр: сире çак эрнерех каялла куçаратăп. Лашăрсене кӳлĕр те япалăрсене Юмансара турттарăр. Ăнлантăр-и?
Ку сăмахсене илтсен Пикпав старик, вăрăмскер, шултра шăмăллăскер, касса янă йывăç пек мăрса умне персе анчĕ, ик аллипе те ун урисенчен ярса тытрĕ.
— Ан пĕтер пире, Тукай ĕмпӳ. Пĕр вырнаçнă япала каялла илсе ан кай, — тархасларĕ вăл. — Питĕ асаппа куçса килтĕмĕр эпир, тертленсе çурт-йĕр çавăртăмăр. Куланайпе пуçтар, вăл ĕнтĕ хăвăн ирĕкӳ, каялла ан чĕн. Юмансара куçма вăй çитес çук текех, хĕрхен пире пăртак, Тукай ĕмпӳ…
— Мĕн пур халăха эсĕ сĕтĕрсе килтĕн пулĕ-ха вăрман варрине, Пикпав мучи? — кăмăлтан çемçелме пĕлмерĕ Тукай.
— Çук, эпĕ мар, — терĕ Пикпав. — Пурте пĕрле шутласа турăмăр вăл ĕçе. Мĕнле калас, тутарсем пек, курултай ирттертĕмĕр. Лере тек тӳссе пулмасть терĕмĕр.
— Манран, хăвăр турханăртан, ма ыйтмарăр эппин?
— Эсĕ çукчĕ, Тукай ĕмпӳ. Ахаль те сана кĕтсе Юмансарта хĕл каçрăмăр ун чух. Тутарсем саншăн, сирĕн мăрса вырăссем патне кайнă тесе, пит нумай терт кăтартрĕç пире. Миçе хутчен вут тĕртсе çунтармарĕç пуль…
— Çапах та куçса килмелле пулман, Пикпав мучи. Халь каялла кайма тивет. Урăхла мĕнле пултăр? Ман ялăм çаралса юлтăр-и? Е çынсене унта Çĕрпӳ патĕнчен куçарса килес-и? Манăн сăмахăм çирĕп: пĕр эрне хушшинче Юмансара каялла каятăр. Пăхăнмасан эпĕ сирĕнпе урăхла калаçма пуçлатăп. Çавăн пек, Пикпав мучи, илсе килме пĕлтĕн, илсе кайма та пĕл халăха.
Тукай Пикпулата тем каларĕ те, вĕсем ваттисем тепĕр хут ӳкĕтлеме пуçличчен урам кĕтессинелле пăрăнса кĕрсе куçран çухалчĕç. Ăçта кайрĕç вĕсем, кунта тепре килеççĕ-и — ăна никам та пĕлмерĕ. Сарри тĕкĕрçисем лашисене çавăтса çырма еннелле анса кайрĕç. Пикпулат хăйĕн çыннисене лашисене çитерме хушса хăварчĕ пулмалла.
Ваттисем урам тăваткăлĕнчен саланмарĕç-ха, хăйсен хăлхипе илтнине хăйсем ĕненмен пек, ун-кун пăхкаласа тăчĕç. Пăртак вăхăт иртсен çеç çынсем тăна кĕнĕ пек пулчĕç, пĕр харăс калаçма, кăшкăрашма, хăлаçланма тытăнчĕç.
— Ниçта та каймастпăр кунтан! Килсе вырнаçнă — тек хускалмастпăр!
— Ял çыннисене ним чухлĕ те хĕрхенмест вăл, Тукай! Ахаль те нумай асаплантăмăр ăна пула.
— Вĕлерсен те куçмастпăр!
— Пирĕншĕн унта пурнăç çук. Пĕччен пурăнтăр Юмансарта!
— Çĕнĕ ял тутăр ара. Ун халăх сахал-и? Сарри патĕнчен пĕр ялне куçартăр.
Вăрçса, кăшкăрашса тăрансан çынсем ваттисем патнерех пуçтарăнчĕç, вĕсем татăклă сăмах каласса кĕтрĕç.
— Мĕн тумалла ĕнтĕ, Пикпав мучи? Мăшкăл мар-и ку? — терĕ хăй те ват çынсен шутне кĕрсе пыракан Яхуте.
— Хусана çын ямалла мар-и, Пикпав мучи?
— Кривĕше çитмелле!
— Урасмет патне каясшăн-и? Эй, тупса каларăн та?
— Ниçта та каймалла мар. Вырăнтан тапранмастпăр — çавă анчах!
— Чимĕр-ха, ан васкăр, — терĕ старик. — Пуху пуçтарар. Пĕтĕм халăхпа калаçса татăлар. Темиçе çын татса памалли ĕç мар ку.
Пухура халăх ун пекех тавлашмарĕ. Çав тери кулянса, пăшăрханса, анчах никама ылханмасăр калаçрĕç. Ылханнипе кама хăратăн? Кунта çирĕп сăмах кирлĕ, пĕр кавар пулни кирлĕ. Çирĕп сăмах çавăн пек пулчĕ: çынсен ниçта та хускалмалла мар терĕç, пĕр вырнаçнă яла никам та хăваласа яраймасть, такамран ыйтсан та эпир тĕрĕсех тăватпăр терĕç. Тата çакна та манса хăвармарĕç: çине тăрсан мăрса, паллах, тем тума та пултарать, эппин, мăрсана ӳкĕте кĕртмелле, унпа калаçса татăлма Юмансара темиçе çын ямалла.
Уйăрса янă çынсем мăрсана Юмансарта тем вăхăтчен сыхларĕç, анчах ăна тытма телей пулмарĕ. Кăшт тăхтасан Тукай яла хăй пычĕ.
— Мĕнле, куçатăр-и эсир е куçмастăр-и? — терĕ вăл пухура суйласа янă çынсене хăйĕн аслă тарçи пулнă Патрик килĕнче йышăнса.
Ваттисенчен пĕри мăрсана ял халăхĕн шухăшне каласа пачĕ.
— Хĕрхен пире, Тукай ĕмпӳ, турă пул пирĕншĕн çакăн пек йывăр вăхăтра. Нимпе те вăй çитерейместпĕр эпир тепĕр хут Атăл хĕррине куçса канма, — тархасларĕ вăл пурин ячĕпе те.
— Итлесшĕн мар апла эсир мана? — терĕ мăрса куçне-пуçне хăрушшăн вылятса. — Эп калани нимĕн те мар сирĕншĕн? Юрĕ, кунтах пурăнăр. Лери ял вырăнĕ пушă лармасть, эп çынсем тупатăп. Çапах та ухмахсем эсир пурте, акă мĕн калатăп сире. Мĕн чухлĕ ана-çаран юлать Атăл хĕрринче! Мантăр-им, йăлăмран мĕн чухлĕ утă турттараттăр? Выльăх усрама мĕнле ырăччĕ унта?
— Вăл çапли çапла ĕнтĕ. Турă пани пурччĕ те, анчах ăна шуйттан туртса илетчĕ-çке.
— Ытла çул хĕрринче пурăнтăмăр. Кашни иртсе каян пире пушăпа çапса хăваратчĕ.
— Кунта сире шыраса тупмаççĕ тетĕр-и?
— Тупаççĕ пулĕ çав. Тихаллă кĕсререн кашкăр юлать-и?
— Тата çакна калам, — чунтан çуйкăнланнă май ура çине яшт çĕкленсе тăчĕ мăрса, — куçса пымасан эпĕ сире Юмансар таврашĕнче пĕр шит çĕр те памастăп. Пырса та пусаймастăр хăвăр анăрсем çине. Ăнлантăр-и?
Кăна илтсен çынсем аптраса ӳкрĕç. Унта та кунта хаш! сывлани илтĕнсе кайрĕ. Пĕр вăхăт пӳртре шăплăх тăчĕ.
— Пирĕн çĕре кам туртса илет вара? — таçтан кăмака патĕнчен сасă пачĕ пĕри.
— Эпĕ! — урипе урайне тăрст! тутарчĕ Тукай. — Эпĕ! Сирĕн мăрсăр.
— Мăрса тесе эс пире çĕрсĕр хăварасшăн-и вара? Ун пек йĕрке çук пуль, Тукай ĕмпӳ…
— Пур! Пăрахса хăварнă çĕр яланах урăх çын аллине куçнă. Урăх çынсем куçса ларсан мĕнле памастăр вăл çĕре? Паратăр. Сирĕн вара ирĕксĕрех вăрман хăртса çĕр тума тивет. Шутласа пăхăр çавăн çинчен, ухмахсем.
— Эпир ытлашши аякка куçса килмен-ха, вăл анасенех çухатмăпăр, — терĕ Яхуте, Пикпавпа юнашар сĕтел хушшинчех лараканскер.
Тукая унăн тахçанхи курайман çынни сăмах хушни тата ытларах тарăхтарса ячĕ курăнать. Вăл тек тавлашса тăма та шутламарĕ, çĕлĕкне пусса тăхăнчĕ те алăк патнелле таплаттарчĕ. Алăка уçсан халăх еннелле çаврăнса çиллессĕн: «Чавса çывăх та, çыртма çук теççĕ. Сирĕн çавăн пек пулса тухать акă», — тесе хăварчĕ.
Пӳртре каллех унта та кунта хаш! та хаш! сывларĕç. Нумайччен сăмах чĕнекен тупăнмарĕ. Çынсем пурте сĕтел хушшинче ял пуçлăхĕ пек ларакан Пикпав çине пăхрĕç. Пĕлеççĕ, ватă вăл, тăхăр вуннă урлă каçнă, çапах та тĕреклĕ, тăнне çухатман, никам каламасан та çакăн пек кăткăс самантра мĕн тумаллине вăл калатех.
Пикпав ăна хăй те сисет пулас: халăх ун сăмахне кĕтет. Вăл кĕреçе пек сухалне якатса илнĕ пек турĕ те аллисемпе сĕтеле тĕревлесе калаçма пуçларĕ.
— Чипер калаçса татăлнă пулсан тата лайăхчĕ те, калаçса татăласси пулмарĕ. Тухса кайрĕ. Вĕри çав, кăра çилĕллĕ пирĕн мăрса. Халь ĕнтĕ мĕн пур ĕç-пуç пирки хамăрăн калаçса татăлас пулать. Ну, эппин, тепĕр хутчен курултай ирттерсе пăхар (Пикпавăн юратнă сăмахĕ-çке вăл, курултай тени. Тахçан ĕлĕк, хăй вăй питти çын чухнех тутарсен халăх пуххинче, курултайра, пулса курнă та вăл, ăна ĕмĕрлĕхех астуса юлнă). Ваттисем çапла калаканччĕ: пĕр çын сурать — типсе пырать, халăх сурать — кӳлĕ пулать. Эпир те çавăн пек тăвăпăр, халăхпа сӳтсе явăпăр. Мăрса халăха хирĕç каяймасть, кайсан та ăна тытса чарма пулать. Астăватăр-и, эпир ăна пĕррехинче тытса чарма пултартăмăр. Чылай ĕлĕк Чалăмра Тукай мăрса ăйăрне Хусан ханĕ парнеленĕ юпах тихапа пĕрле вăрласа кайнăччĕ. Вите хуралçи ун чухне акă манпа юнашар ларакан Яхуте пулнă. Тукай мĕн турĕ? Хăйĕн лашисене вăрласа кайнăшăн Яхутене айăпларĕ, ун лашине туртса илчĕ. Курултай мĕн терĕ? Ку тĕрĕс мар терĕ. Ĕçкĕпе тунă вăрă-хурахшăн, мăрсасем пĕр-пĕрне тавăрнăшăн чухăн çын шар курчĕ, лашасăр тăрса юлчĕ иккен. Халăх кун пек тума памарĕ, Яхутене лашана тавăрса пама хушрĕ. Ак халь Тукай мăрса пире çунса кĕл пулнă Юмансара каялла пыма хушать. Пирĕн ăна тума вăй çук. Çавăнпа эпир пĕтĕм ял халăхĕпе калатпăр: каялла куçмастпăр. Мăрсан хăйĕн кăмăлĕ — килес тесен пирĕн пата килтĕр, килес мар тесен унта тепĕр ял тутăр. Çуннă пулсан та ун вăй пур. Унта юлнă ана-çаран пирки мăрса ахалех хăратать: ăна памастпăр. Вăл çĕрпе пирĕн атте-аннесемех усă курнă, халь эпир усă куратпăр. Вăл — ял çĕрĕ, ăна никам та туртса илеймест.
— Тĕрĕс, тĕрĕс! — кăшкăрчĕç халăхран. — Никама та памастпăр, ăна эпир хамăр тарпа шăварнă!
— Тавах сана ырă сăмахшăн, Пикпав!
— Ай лайăх каларăн, старик!
— Ик çĕр çул усрасчĕ пирĕн сана!
Пикпав каллех хăйĕн кĕреçе сухалне якаткалать. Вăл кăмăллă. Вăл ял-йыш ĕмĕтне çитерчĕ. Шел, Тукай мăрса илтмерĕ ун сăмахне. Юрĕ-çке, мĕн каламаллине ăна хăйне кайса калать. Ак темиçе ват çын пуçтарăнаççĕ те каяççĕ ун патне. «Курултай» шухăшне пĕлтереççĕ. Хăй яла килсен тата аванрах: ват çынсене тухса çӳреме йывăр-çке.
Тукай çав вăхăтра Пикпулатпа Юмансара çитсе пычĕ. Кăмăлĕ халь те хуçăк унăн. Вăрманти халăх пăхăнасшăн мар ăна. Тен, эс пирĕн мăрса мар тесе хырçă-ясак та парасшăн пулмĕç ăна. Çук, Юмансар халăхне çухатмалла мар, вĕçертмелле мар алăран. Курултайĕ мур тĕпне кайтăр. Унти пушă сăмахсемпе Пикпав аташтăр, Тукая ясак кирлĕ, ăна хырçă-куланай тӳлекен ял кирлĕ.
Патрик пӳртĕнчи халăх саланчĕ. Сĕтел хушшине виççĕн çеç ларса юлнă: Пикпав, Яхуте тата Сарыев мăрса çынни Аликей.
Аликей пухура пулнăшăн чунтан савăннă. Çĕнĕ сăмах илтрĕ-çке-ха вăл — курултай. Тутар сăмахĕ иккен те, анчах вăл чăвашсемшĕн те ырă япала пулма тивĕç. Халăх ĕçĕсене ял халăхĕ хăй татса парать. Тепĕр чухне мăрсана хирĕç тăма та пултарать-мĕн. Мĕнле, киле таврăнсан çав Саррине хирĕç тăрса пăхсан? Вăл та тепĕр чух ытла куштанланма хăтланать мар-и? Çăткăнлăхĕ те ытлашшипех. Ваттисене кăшт хускатмалла-ха, ялан «хăвăн ирĕкӳ», мăрса, эпир сан кăмăлунтан иртме пултараймастпăр» тесе ан ларччăр.
Аликей вăрманти ялта пулса пĕр япаларан тĕлĕнчĕ — ялăн ячĕ çук. Мĕнле-ха кунти çынсем икĕ çул хушшинче те ял ятне шыраса тупайман? Юмансар теме çук, мăрса ирĕк памасть. Ав мĕн терĕ, эсир Юмансара каялла пыма килĕшмерĕр, ятне те ан хапсăнăр унăнне терĕ. Эппин, яла урăхла ят памалла.
Аликей ялтан тухса каяс умĕн çакăн çинчен Пикпавпа Яхутене каларĕ:
— Курултайне ирттертĕр-ха эсир, — терĕ вăл. — Анчах пĕр ĕç тума ĕлкĕреймерĕр.
— Мĕнле ĕç-ши вăл? — кăсăкланчĕ Пикпав.
— Ача ятне хума манса кайрăр.
— Мĕскер, мĕскер?
— Ача ятне хума мантăр тетĕп. Сирĕн ача çуралнă. Ачи икке кайнă ĕнтĕ, ку таранччен ятсăр пурăнать.
— Мĕнле ача-ши вăл? Эс ун пек шахвăртса ан лар-ха, Аликей.
— Ара, ял пирки калатăп мар-и? Сирĕн ял мĕн ятлă ĕнтĕ? Ак çитсен мĕн тесе калас манăн? Хăш ялта пултăм теес?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...