Таркăн :: Трактирти хĕр
Хăй кунта мĕн ĕçпе килнине, кĕçех ак уйрăлса каймаллине аса илчĕ те хĕр хăраса ӳкрĕ. Ăна çак çитĕннĕ çын сăнĕ çапнă яштака йĕкĕте темшĕн юлашки хут курнă пек туйăнчĕ, чĕри тӳсме çук ыратрĕ. Калас тенине нихçан каласа пĕтерес çук пекчĕ, курчĕ те вăл — чĕлхи çыхланса ларчĕ. Халь ак — уйрăлса каймалла. Вара каллех хăçан та пулин тепре курасса ĕмĕтленсе пурăн. Çапла кĕтсе пурăнсах пурнăç та иртсе кайĕ. Ялтан тарса килнĕренпе иртнĕ пилĕк уйăх та Малюкшăн ахаль сая кайнăн туйăнать. Кун çути курмасăр ĕçленĕ, кĕтнĕ, ĕçленĕ те — йĕркеллĕ калаçмасăрах тухса каймалла, çавă кăна. Тепре курсан та ăш каниччен калаçаяс çук, ăна та малтанах сисет Малюк. Хăйпе хăй тулашса çӳренипе тепĕр. чухне чипер çĕртенех вăрçă та сиксе тухать.
Ухтиван халь кури-курми çеç пăхса ларать. Вăл пуринчен ытла хăйне хушнă ĕç çинчен (ăна Ивук ăçта кайнине пĕлме, май килсен унăн хутне илсе таврăнма хушнă), каяллахи çул çинчен шухăшлать. Хĕр сăмахсăр каланине ăнланмасăр, унпа пĕр шухăшлă пулнă пек кăтартса çех, вăл хаш сывласа илчĕ.
— Эп сире каçхине часах куçран çухатрăм, — терĕ вăл хуллен.
Хĕр кĕрп хьшса илчĕ.
— Эс пире хыçалтан сăнаса çӳренĕ-и вара? Намăс та пулмарĕ-и сана? Ху хушатăн та хăвах хыçалтан пăхса çӳретĕн. — Хĕр пичĕ тăрăх куççуль юхса анчĕ. — Эх, эсир те çав, арçынсем. Çын инкек курнине шăтăк витĕр пăхса тăратăр. Сире пурне те пĕр калăппа тунă.
Йĕкĕт йăлтах аптраса ӳкрĕ. Ним калама пĕлмерĕ.
— Ара, эп пăхас тесе мар-çке ĕнтĕ. Саншăн шиклентĕм. Тен, пулăшмалла пулĕ терĕм. — Хăй ухмахла сăмах персе янине сиссе вăл аллине кăна сулчĕ.
— Эпир ыталашса тăнă чух пулăшмалла терĕн-и? — ыйтрĕ хĕр тăрăхласа, лăпкăн. — Мана хĕрхенетĕн-и? Эпир ăçта кайнине пĕлменччĕ-и? Мемме эсĕ, акă мĕн. Санăн мана кунта мар, хăвăр яла хăнана пырсан вăйăра пăхмаллаччĕ. Эс ун чухне Савтепипе супнă. — Çамрăк çын кĕл тĕслĕ пулса кайнине курсан тин хĕр чарăнчĕ те, тухса кайма хатĕрленнĕскер, каялла ларчĕ.
— Текех ун пек ĕç ан хушăр мана, — терĕ вăл куççуль витĕр йĕкĕт сăмах чĕнменнипе тата ытларах кĕвĕлсе, çав самантра хăйне мар, Ухтивана хĕрхенсе. — Кирлех пулсан çыннисене эпĕ хам суйласа тупса чуп тума пултаратăп. Сĕлекеллĕ тутасем хулара та çителĕклĕ.
— Чарăн тархасшăн, Малюк!
— Эсĕ ху чарăн, Ухтиван.
— Эпĕ сана нимĕн те каламарăм-çке?
— Эсир каламасăр та мăшкăллама пĕлетĕр. Мана Ивукпа явăçса çӳреме хушни мĕне пĕлтерчĕ вăл?
— Эпĕ усал шухăшласа мар-çке ĕнтĕ. Урăхла май килмерĕ. Ивукĕпе пĕрле леш тискер кайăкĕ килмен пулсан хутне эп ăна, тен, хамах туртса илеттĕм пулĕ.
— «Усал шухăшласа мар» сана. Çамрăк хĕре çĕрле ӳсĕр çынпа кăларса яни мĕне пĕлтерчĕ вăл? — терĕ хĕр тепĕр хут. — Ун пек ĕçе эсĕр мана çех хушма пултарнă. Кам ирĕк пачĕ сире çын çинчен çавăн пек шухăшлама?
— Тархасшăн, усал сунса мар эпĕ... Ĕнен каланине.
— Çапла пулмасăр ара. Хутне Ивукран вăйпа туртса илме эпĕ арçын мар-çке. Манăн пĕр хĕç-пăшал... Çавăнпа мана хушнă та эсĕ вăл ĕçе.
— Эсĕ маншăн кирек хăçан та таса. — Йĕкĕт хĕре йăпăрт тăрăххăн пăхса илчĕ те ун куçĕпе тĕл пуласран хăраса пуçне усрĕ. — Ĕлĕкхинчен те хитререх халь эсĕ, — тесе хучĕ вăл юлашкинчен. Анчах хăй каланине хăй ĕненмерĕ.
— Ан пăркалан, Ухтиван, — терĕ хĕр хыттăн каччă çинчен çав-çавах куçне илеймесĕр. — Ма эсĕ ман тум пирки ыйтмастăн? Мĕнле тупма пултарнă эпĕ ку улпут-хуçа хĕрĕсен тум-тирне?
Такам питрен çупса янă пек, йекĕт сасартăк аяккалла пăрăнчĕ те сĕтел кĕтессинчен тытрĕ. Пичĕ çинче ун асапланни палăрчĕ.
— Хăвна ху та пулин хĕрхен, Малюк, — терĕ вăл йăлăннă пек. —Тем каласан та эпĕ пур пĕрех ĕненместеп. Малтан... паçăртарах... тен, ĕнер темскер шухăшланă та пулĕ эпĕ. Анчах халĕ, ху каланă хыççăн, вилсен те ĕненместĕп. Çук, ĕненместĕп, Малюк.
— Ну, эпĕ каятăп, Ухтиван. Асатте валли кĕпе çĕлеттернĕчче те, ăна ыран ирхине кĕртсе парăп. Эсĕ чылай пурăнасшăн-и-ха хулара?
— Мĕн чылаййи. Тул çутăлнă-çутăлманах тухса утатăп, — терĕ Ухтиван та ура çине тăрса.
— Эппин, эпĕ кĕçĕрех илсе килетĕп. Халех!.. — Ухтиван çăвар уçма ĕлкĕриччен хĕр пӳртрен тухса сирпĕнчĕ. — «Эп ăна кĕçĕр тата тепре куратăп, тепре куратăп», — тесе аслашшĕ валли çĕлетнĕ кĕпене хĕвĕнче чăмăртаçа вăл тĕттĕм хула хушшипе чупрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...