Таркăн :: Хĕр çухалнă
— Пĕлĕр-ха, кам вăл, çак этем? Леш... мĕн мар-и? Халăха пăтратса çӳрекенни...
Иккĕмĕш çуна çинчи виçĕ çынран пĕри Янтул çывăхне уксахласа пычĕ. Сарăхнă пит-куçне хаярлатса чăвашла ыйтрĕ:
— Эс кам? Хăш ялсам? Кăçта кайма тоххăрн? Хушамату-яту мĕлле?
Юр ăшĕнче чакаланакан Янтул хайне пĕр саманта çак çынсен куçĕпе курчĕ те тарăхас мар тенĕ çĕртен тарăхса кайрĕ. Ахаль те лутраскер, вăл çул çинчи çӳллĕ чăваш умĕнче пушшех лутран курăнать ĕнтĕ, паллах. Тата атти ăшĕнчи йĕпе юр ирĕлсе ури тĕпнелле сăрхăнма тытăнчĕ, тепрер самантран чăлхипе тăлаварĕ лачкам шывах пулаççĕ. Вĕсем çитменччĕ, Янтул лаши хытă çĕре тухма хăтланса сикрĕ те аран икĕ çуна хушшине çул çине тухса тăчĕ, Янтул питне юр чăмăркки пырса çапрĕ. Кайри лавĕпе юланутсем кăштах чакрĕç. Лаша лăстăр! силленнипе йăптахлă юр улпут çине те сирпĕннĕ пулас, лешĕ çуна çинчен аннă та çĕлĕкне шаккаса тăрать. Вăл çын Етерне округĕн пуçлăхĕ Верцелиус иккен.
Кĕвĕлсе çитнĕ Янтул та юлашкинчен çул çине ашса тухрĕ, питне аллипе шăлса илчĕ.
— Сирĕн мĕн пĕлес килет? — терĕ вăл улпутран вырăсла чăрсăррăн.
Лешĕ Янтул çине чăлл пăхрĕ те каллех хыçалалла çаврăнчĕ.
— Ыйтăр-ха, кам вăл?..
— Эп хамах каласа пама пултаратăп, — терĕ Янтул чĕтрекен сасăпа улпут умне пырса тăрса. — Эпĕ Шурча ялĕнчен, Архангельский священник патĕнчи тарçă. Халĕ вăл хушнă ĕçпе çӳреп. Çаксене пĕлнипе çитет-и сире?
— Пăхăр-ха, çынсене хĕтĕртсе çӳрекен мар-и вăл пĕр-пĕр?
«Э, сана çавсем хăратаççĕ пуль-çке», — шухăшларĕ те Янтул Ухтивана аса илчĕ. Мĕн тăвĕччĕ вăл йĕкĕт çакăнта? Тӳре-шара эшкерĕпе пĕччен çыхланса вĕсен серепине çакланиччен чипер ут çине сиксе ларĕччĕ те кутăма кур тейĕччĕ. Çамрăк-кĕрĕм-çке. Вĕсен çулĕнче эпĕ те аптрасах кайман.
Ютсем тăваттăн-пиллĕкĕн те, лаша çине утланса ларма ĕлкĕрнĕ Янтула вĕсем шăкăр-шакăр çех çĕре туртса антарчĕç. Ут çинче чух курса юлнă юлашки сцена çакă пулчĕ: ял енчен кунталла çынсем чупаççĕ. Аллисенче мĕн пуррине уйăрса илеймерĕ Янтул, анчах пуш алăпа марччĕ вĕсем. Хăй вăл çĕлĕкĕ хывăнса ӳкнине, çара пуçĕпе хытă япала çумне çапăннине (тен, çапнă ăна?), такам сехре хăпартмалла çухăрса янине астăвать. Ытти йăлтах тĕттĕм каррипе хупланнă...
* * *
Малтан вăл айăкĕ шăннине туйса илчĕ. Ерипен ӳпне май çаврăнса выртрĕ, пуçне çĕклесе пăхрĕ. Çийĕнчех нимĕн те курмарĕ-ха, пуçĕ йывăррине çех ăнланчĕ. Нумай ĕçнĕ хыççăн пулать ун пекки. Пуç мими типсе çуркаланса пĕтнĕ евĕрлĕ туятăн вара хăвна ху. Темĕн хĕсет пуçа, куç хуралса килет. Ăшра ырă мар.
Тепре хускалсан хăй çул çинче ларнине асăрхарĕ Янтул. Йĕри-тавра таптаса пĕтернĕ юр иккен. Аллинче çĕлĕкĕ ун. Янтул ăна тăхăнма тăчĕ те пуçĕ çатăр ыратнипе тăхăнаймарĕ. Унран инçе те мар икĕ çын хăраса пăхса тăраççĕ-мĕн. Ватăраххи лаша çавăтнă. Ял хапхи патĕнче те çынсем.
Янтул хăй кунта мĕнле килсе тухнине аса илчĕ.
— Пуçлăхсем ăçта карĕç?
— Вĕсене хăваласа ятăмăр эпĕр, — пĕлтерме васкаре çамрăкки.
— Хăваласа ятăр, — терĕ лаша çавăтни йĕкĕлтесе. Вара Янтул еннелле çаврăнчĕ, — Эс хут пĕлекен çын иккенне курсан вĕсем санăн çыру хатĕрĕсене туртса кăларнăччĕ — кантуртисем сана хăйсемпе лартса каясшăнчче пулмалла, пусса ӳкерсе çыхма тытăнчĕç. Те аллуна хирсе лартрĕç санне, эс çӳç-пуç вирелле тăмалла çухăрса ятăн та, эпĕр вĕлереççĕ тесе сана. Çул çине сиксе тухрăмăр та кама мĕн лекнĕ çавăнпа тăшмансене ислете пуçларăмăр. Малти çуна çинчисем лашине туртса çапман пулсан тарса хăтăлаймастчĕç вĕсем.
«Эп кăшкăрмарăм-çке ăна?» — пуçĕ сĕрĕм тивнĕ чухнехи пек тăнк-тăнк-тăнк тапнине туйса шухăшласа ларчĕ Янтул. Ку тĕлĕшпе татах та шутламалли пурччĕ ун, чарчĕç ăна. Вĕсем тавра халăх пуçтарăннă иккен. Кӳсексемпе, тукшансемпе, чукмарсемпе. Калаçаççĕ, кулаççĕ, Янтула пăхаççĕ.
— Курăр-ха, чĕп-чĕрех вăл. Эс вилнĕ тен.
— Çын шăна мар-çке пĕрре çапнипе вилме.
— Çакăнпа çапсан-и? Упана ӳкереп.
— Çыннипе мĕн тăвăпăр, халăх?
— Яла илсе каяр! Кирлĕ çын вăл пире — хут пĕлет.
— Утайĕ-ши вăл? Ырă çын, халу пур-и сан?
— Лаша пур-çке пирĕн.
Янтула çĕклесе лаша çурăмĕ çине вырттарчĕç. Халăх ялалла тапранчĕ.
Ялти урам хушшинче Янтул çĕре шуса анчĕ, ура çине тăрасшăнччĕ — тăраймарĕ, юр çине ӳкрĕ. Иккĕн-виççĕн ăна тăма пулăшрĕç. Хăйне тытса тăракан çынсене сирсе ячĕ те Янтул лаша çавăтнă этем патне тĕреклĕн утса пычĕ. Çапла пытăм пуль терĕ вăл, хăй тайкаланса çеç утрĕ-ха.
— Эпĕр çта каяппăр?
— Перн пата, — терĕ лаша çавăтни.
— Мĕн тума?
— Куран çитсен.
— Утна çавăр каялла! Хăнасем тăрăх çӳреме ман вăхăт çук!
— Тăхта-ха, ан тыт эс чĕлпĕре. Хăвна куратни эс кăтьах? Канмалла сан пăртак.
Малалла утма тытăннăччĕ, Янтул чарăнчĕ.
— Чимĕр-ха, ман лаша çта?
— Ку мĕскер, лаша пулмасăр?
— Ку — ют лаша. Ман ула тĕслĕччĕ, ку — турă.
— Аппен-тăк, сан утна кантур хурахĕсем утланса кайнă. Эс кăна хăварнăшăн тав ту. Вĕсем ку лашине те кăкарса кайма пултарнă, пиртен хăрарĕç.
— Лайăх пăскăртрăмăр эпĕр вĕсене! Кăштах тытăнса тăнă пулсан пурне те шаккаса пăрахаттăмăр! — илтĕнчĕç ушкăнран.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...