Таркăн :: Пăлхав тапранни
Григорьев Василий историйĕ хăех пĕр кĕнекелĕх. Хусанти тӳре-шара эшкерĕ Григорьева Чикме уездĕнчи хресченсене пăлхава çĕклекенсенчен чи палли тесе шутланă. Çар губернаторĕ Шипов шалти ĕссен министрĕ Перовский патне çырнă донесенийĕнче (1843 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче) Григорьева пилĕк пунктпа айăпланă:
1) Хысна хресченĕсене тытса тăрас ĕçри çĕнĕ йĕркесене пăрахăçлаттарас ыйтупа Петербурга кайма килĕшни. (Вăл ĕç валли ялсенче килĕрен укçа пуçтарнă пулнă. Григорьев Василин ывăлĕ тĕп хулари пĕр çар штабĕнче писарьте ĕçленĕ-мĕн те, ашшĕ, ахăртнех, унти аслă пуçлăхсем патне (тен, патша патнех?) кĕме ывăлĕ пулăшасса шаннă пуль. Аллă пиллĕке пуснă этемĕн вăрттăн ĕмĕт те пулма пултарнă: май килнĕ пек чух темиçе çул курман ывăлĕпе тĕл пулса калаçасси. Е инçе çула кайма та, тен, çав ĕмĕте тĕпе хурса çеç килĕшнĕ вăл? Кирек мĕн тесен те, вырăнтан вырăна куçса çӳреме хăнăхнă паттăр салтак пулнă Григорьев Ваçук. Франци çарĕсене хирĕç хăюллă çалăçнă вăл, 1814 çул Париж хулине чи малтан вирхĕнсе кĕнĕ Раççей салтакĕсенчен пĕри пулнă чăваш çамрăкĕ. Патша аллинченех мар пулсан та, пысăк командирсен аллинчен илнĕ вăл тивĕçлĕ наградăсем. (Мĕн-мĕн илнине аяларах калăпăр.)
2) Çар губернаторĕн шухăшĕпе, Григорьевăн тӳре-шара умĕнчи иккĕмĕш айăпĕ акă мĕнре: Люминарский хушаматлă стан приставĕ1 тăватă казакпа Урпаш ялĕнче Григорьева арестлесе кайма тăрсан ял çыннисем ăна илсе кайма паман, салтакĕсене хĕнесе пĕтернĕ, вĕсен хĕçĕсемпе нухайккисене туртса илсе юлнă.
Губернатор Григорьева чăвашсене чарман тесе айăпланă. Ун шухăшĕпе, ватă салтакăн ирĕккĕнех кутузкăна кайса лармалла пулнă иккен.
3) Григорьевăн виççĕмĕш «айăпĕ» — хăйне тытма пынă пристăвран тарни тенĕ;
4) хăйĕн усал ĕç тума çырнă хучĕсене пытарса усрани тенĕ;
5) Григорьев унтер-офицерăн пиллĕкмĕш айăпĕ — ял çыннисем çӳлте асăннă йĕркене пĕтерме кавар туса укçа пуçтарнине пĕле тăркачах вăл ун çинчен правительствăна пĕлтерменни тенĕ.
Григорьев В. отставкăна тухни çинчен калакан указра çапла çырнă пулнă: вăл — аллăра, салтака ăна 1812 çулхи сентябрĕн 27-че илнĕ, килне 1838 çулта янă... Службăра пĕр кăлтăк тумасăр 20 çул хушши ирттернĕшĕн çветтуй Аннăн 328706 №-лĕ наградине парса паллă тунă; Парижа илнĕшĕн кĕмĕл медаль панă; мундирĕн сулахай çанни çинче сарă хăю (шараç) тыттарнă виçĕ паллă пур2; авланнă, ачаллă-пăчаллă, штрафсене лекмен.
1-мĕш Микулай патша Григорьев Василин пĕтĕм наградисене каялла туртса илмелле тунă хыççăн ăна çар сучĕн комиссийĕ аллине панă. Комисси Григорьева виçĕ пин хут (!) шпицрутенпа çапса каторгăна ямалла тесе йышăннă пулнă. Çар губернаторĕ, салтак хĕсметне Григорьев Васили лайăх ирттернине тата вăл çулĕпе те çамрăк маррине шута илсе (55-ре!), айăпланине кăштах чакарнă: виçĕ пин хут çаптарас вырăнне пилĕк çĕр хут çаптармалла тунă, каторгăна ярас вырăнне çемьерен уйăрса пуçĕпе Çĕпĕре ăсаттарнă.
* * *
Етĕрне хулинчи земски исправник3 Хусанти тусĕ патне янă çыруран. 1842 çулхи çуркунне.
...Юлашкинчен эпĕр округ начальникĕпе (Верцелиуспа ĕнтĕ. Авт.) Ассакасси вулăсне пырса кĕтĕмĕр. Таврари халăх ял тулашне пуçтарăнса тăнăччĕ. Кăмăлĕсемпе вĕсем пире хирĕççи пĕрре пăхсах сисĕнчĕ. Пире, этемсене, мар хирĕç вĕсем (тен, ăшра пире те юратмаççĕ, унтан та ытларах — кураймаççĕ вĕсем пире, анчах вăл ниме те пĕлтермест-ха, сăмах халь ун пирки мар пырать), эпĕр мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлнĕрен хирĕç вĕсем пире. Малтанах, эпĕр çăвар уçичченех, хирĕç. Аякран пире курсанах кăшкăрашма тытăнчĕç чăвашсем: «Эсĕр мĕн, Пугачев чухнехине маннă-и? Аса илтерĕпĕр сире!» — теççĕ.
Хăйсен хушшинчен суйланă çынсене вулăс правленине яма ыйтрăмăр — пымарĕç. Эпĕр вĕсем патне çывхарсан халăх шавласа часах харпăр хăй ялне саланса пĕтрĕ.
Кун пек чухне тĕрлĕ ял çыннисене пĕр çĕре пуçтарăнма май памалла мар, пĕрле вĕсем хăюланса каяççĕ. Пĕр çын — хĕлхем, çĕр çын — хыпса илнĕ кăвайт, пин çын — пысăк пушар тенĕ — пыр та сӳнтер ăна пĕччен-иккĕн. Пирĕн казаксем сахал. Етĕрнерен инвалидсен командине4 чĕнсе илме — инçе: 50 çухрăма яхăн. Мăкаçей тыррине акма, уя çĕрулми лартма ялсем тăрăх ӳкĕтлесе çӳренин усси çукпа пĕр: куç умĕнче çеç хресченсем пире итленĕ пек тăваççĕ...
...Етĕрне уесĕн исправникĕ Хусан çар губернаторĕ патне янă рапортран. 1842 çулхи çу уйăхĕн 7:
Эпĕр округ начальникĕпе çаплах Ассакасси вулăсенче-ха. Ялсем тăрăх çӳретпĕр, пирĕнпе пуплеме уйăрнă ватăсемпе калаçатпăр. 18 ялти халăх ним тусан та ӳкĕте кĕмерĕ. Вĕсенче 2109 чун пурăнать иккен. Вуласри ытти ялсем пирĕнпе килĕшме те хатĕр темелле. Анчах нумайлăха-ши вăл?
Кирлĕ çынсене чĕнме е, май килсен, пăлханма хĕтертекенсене тытса килме янă казаксене Карачура ялне пуçтарăннă халăх хĕнесе пĕтернĕ, иккĕшĕнне хĕçĕсене çапса хуçнă; пĕр казакпа вулăс правленийĕн старшинине сиве çĕре хупса лартса пĕр талăка яхăн выçă усранă. Ытти казаксем ушкăн умĕнче пыракан отставкăри салтака Евдокимов Михалана тытса таврăнчĕç.
Ыран çу уйăхĕн 6-мĕшĕ тенĕ каç эпер çав ĕçпех — хăлăха пăлхатса çӳрекенсене тытма — Колпаков есаула5 12 казакпа тата кунти çынсене паллакан старшинапа яла кăларса янăччĕ. Унтан таврăнсан Колпаков пире çапла каласа пачĕ. Вĕсем Кушар ятлă ял çывăхĕнче пулнă-мĕн. Йĕри-таврах кăвайт çунатчĕ тет. Пур çĕрте те чукмарлă çынсем тет. Ахăртнех, тĕрлĕ ялтан пулас. Пĕр ушкăн варринче вĕсем çавăнти тĕп пăлхавçа, унччен хупнă çĕртен тухса тарнă Семенов Сидора, отставкăри салтака, палласа илнĕ пулнă. Вăл Кушар çынниех иккен. Палласса палланă та, анчах тытайман çав ăна. Çынсем чăрмантарнă. Ун вырăнне вĕсем кӳсекпе авăрланнă икĕ çынна тытса Карачура ялĕнчи Евдокимов салтакпа пĕрле виççĕшне те тĕрмене ăсатнă.
Çав çĕрех пирĕн пата Етĕрне хулинчен икĕ унтер-офицерпа 20 салтаклă отряд килсе çитрĕ. Вĕсен çумне малтан килнĕ 15 казакпа 23 çын пунеттейсем хутшăнчĕç. Ним тăхтаса тăмасăрах эпĕр çывăхри Карачура ялне тухса утрăмăр. Салтаксем пырса хупласса кĕтмен халăх тăна кĕрсе ĕлкĕриччен 22 çынна тытрăмăр. Вĕсем халь хăранипе, хăйсем тĕллĕн çеç юлнипе тем тума та хатĕр пек: мăкаçей тыррине акса хăварма та, уя çĕрулми лартма та килĕшеççĕ. Тархасшăн. Анчах сисетпĕр: юлташĕсене кĕтеççĕ вĕсем. Чăнах та, инçех те мар пысăк ушкăн халăх кунталла васкани курăнса каять. Эпĕр Карачура çыннисене пăрахса кунтан виç çухрăмри Пуканкасси еннелле тапраннăччĕ, пăлхавçăсем, 500 çын пулĕ, пирĕн çула пӳлсе çав ял уй хапхине пырса та тăчĕç. Эпĕр, офицерсем — округ пуçлăхĕ, казаксен офицерĕ, эпĕ, хамăр салтаксемпе çынсем тĕлĕнчен иртсе кĕресшĕнччĕ яла — халăх кăшкăрса ячĕ: «Кĕртместпĕр унта! Ăçтан килнĕ — çаванта кайăр! Хăрамастпăр сиртен!» т. ыт. те. Нумайăшĕн аллинче кӳсексем. Ыттисем çатан карта урлă сиксе каçса çамрăкрах юлташĕсене чукмарсем тыттара пуçларĕç...
Çакăнта пирĕн енчен пĕр йăнăш утăм ту кăна (кама та пулин тытса кайма хăтлан, сăмахран каласан), урнă халăх тем туса хурĕччĕ. Çавна шута илсе эпĕр асăрханса çех калаçатпăр. Çапăçма килмен эпĕр кунта, сире ӳкĕтлеме кăна. Итлĕр каланине, пăхăнăр влаçа. Пире инкек тусан пирĕн вырăна урăххисем килĕç, анчах пăхăнтарĕç-пăхăнтарĕçех сире терĕмĕр.
Яла пур пĕр кĕтĕмĕр эпĕр. Пирĕн ик енĕпе халăх кĕпĕрленсе пырать. Патаксемпе юнаççĕ пире, кăшкăраççĕ: нимĕн те памастпăр теççĕ — хваттер те, лавсем те, апат-çимĕç те.
Ял варрине те çитрĕмĕр хайхискер, хваттере те кĕрсе вырнаçкаларăмăр. Ял старастине чĕнсе килĕр, теçетниксене, сотскисене калăр — килччĕр часрах тетпĕр. Çук вĕсем, кайнă таçта теççĕ. Лешсем çавăнта халăх хушшинчех иккен. Паллакансене ӳкĕтлетпĕр — парăнăр... Çук, итлемеççĕ. Итлеме мар, хăлхана та чикмеççе. Лӳ те тумаççĕ, кулаççĕ кăна пиртен.
Апат çуккипе, пăтăрмах сиксе тухасран хăранипе эпĕр майĕпен ялтан тухса карăмăр. Салтаксене эпĕ, вĕсем кунта мĕнле утса килнĕ — çавăн пекех, Етĕрне хулине çуран таврăнма хушрăм.
Сире эпĕ, пирен аслă çыннăмăра, пăлхавсене мĕнле те пулин хальтерех пусарсан, ăна урăх çĕрелле сарăлма памасан лайăх пулнă пулĕччĕ теме хăятăп. Унсăр итленĕ пек тăракан хресченсем те çӳлтен хушнине итлеми пулса ларĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...