Таркăн :: Пулас ниме
«Вăл пирĕн хурăнташ пекех те ара, — мăкăртатрĕ Укка, — эп шанап çынна».
«Шаннă йăвара кайăкĕ пулман тет».
«Микулай пулăшасшăн пире».
«Картишне тасаттарни пулăшни пулать-и? Кирлĕ мар мана ун турпасĕ!»
«Сана кирлĕ мар пуль те, мана кирлĕ. Яшка пĕçерме селĕм унпа. Ăна вăл хăй лашипе кӳрсе парать».
«Тус тесе вутă касма тепри пулсан вăрман уйăрттарса парĕччĕ, ку ăпăр-тапăрпа мăшкăллать. Турпасне Микулай хăй пуçтарса çунтартăр. Нихçан та эп çын юлашкипе усă курман», — терĕ те Михапар Укка «историне» аса илсе шап пулчĕ; çийĕнчех ăна манма тăрăшрĕ.
«Эпĕ мĕн юлашки, çын юлашки пулмасăр? — хăй ăшĕнче тавлашрĕ унпа Укка. — Юрать хăть, уншăн ӳпкелеместĕн мана, тавтапуç».
...Вĕсен калаçăвĕ çапла вĕçленчĕ.
«Ыран эсĕ ниçта та каймастăн», — терĕ Михапар Уккана.
«Нимене чĕнмесĕр те каяççĕ те, чĕннĕ çĕре мĕнле каймăн?» —тĕлĕнчĕ Укка.
«Каймастăн», — терĕ Михапар татăклăн тепĕр хут.
Те чăннипех çапла хăтăрнăччĕ вăл Уккана, те çапла шухăшланăччĕ çеç, астумастъ халь Михапар.
Ирхине вăл вăраннă çĕре Укка килте çукчĕ ĕнтĕ.
Çав ир Микулайсем патĕнче тĕл пулсан вĕсем иккĕшĕ те, Уккапа Микулай, çав тери хĕпĕртесе ӳкрĕç. Иккĕшин те чунĕсем пĕр-пĕрин патнелле ыткăнчĕç курăнать, пичĕсем йăлтăр çиçсе илчĕç. Çак куна тахçантанпа кĕтнипе хăйне астарса çитернĕ Укка çакăнта ыталаса чуп тăвĕччĕ Микулая, вăтанни чарчĕ. Чăвашсен йăлара та пулман-çке вăл — çын куçĕ умĕнче ыталанса чуптăвассисем. Кусем тата, çитменне, пĕри урăх çын арăмĕ, тепри урăх хĕрарăм упăшки, аякри те пулин хурăнташ-тăвансем мар, пачах ютсем, пĕр-пĕрин еннелле туртăм пуррине çынсене кăтартасшăн мар. Халлĕхе вĕсем сăмахсăрах пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, халăх хушшинче те пĕр-пĕрине куçран çухатмаççĕ. Юратакансен туйăмĕсем çунатлă. Çак нимене те Микулай унпа курнăçассишĕн çеç пуçтарнă пек туйăнать Уккана. Паян вĕсемшĕн татăклă кун иккенне те туять çамрăк хĕрарăм. Унччен вăл пĕччен çуннă, халĕ вĕсене иккĕшне те вут хыпса илнĕ. Пулмалли е паян, кĕçĕр, пулса иртĕ, е урăх кĕтмелли те çук ăна. Çунсан-çунсан кирек мĕнле вут та çунса пĕтет, нимле вĕри туйăм та ĕмĕре пымасть.
Малтан Микулай Уккана апат-çимĕç хатĕрĕсем ăçтине кăтартса çӳрерĕ. Ку типĕтнĕ пăши (лось) какайĕ, ку, шетникри, тăварланă ĕне ашĕ; ку шăрттанне сурăх ашĕнчен, ыттисене ĕне ашĕнчен тунă терĕ.
Чĕресĕ-чĕресĕпе пыл ларать-мĕн вĕсен хампарĕнче. Вăл та темиçе тĕрлĕ: вăрманти йывăç хăвăлĕнчен татни; çăка пылĕ, чечек пылĕ, караслă пыл, çăвăр хурт пылĕ... Пылла сăра (кăрчама).
— Ĕçсе пăхмасни?
— Ирех-и? Вара яшка кам пĕçерĕ?
— Сана пулăшма килекенĕ ара.
— Çук, кайран ĕçĕпĕр, — терĕ те Укка хăй сăмахĕнчен хăй вăтанчĕ. (Мĕн хыççăн — кайран? — ыйтрĕ вăл хăйĕнчен пĕлмен пек.)
Пăри, хура тул, урпа, сĕлĕ кĕрписем, ясмăк, пăрçа ырашпа тулă çăнăхĕсем. Тинкĕле.
Услам çу, сар çу; кантăр вăрри çăвĕ, йĕтĕн çăвĕ.
Тăварланă кăмпа, типĕтнĕ кăмпа. Мăйăр хутаççи. Хăмла миххи.
Кашти-каштипе тунă тирсем вĕсен. Кĕрĕксем. Вырăн таврашĕ...
Пурăнма пĕлет-мĕн Микулай. Пуян çĕре киле кĕнĕ вăл. Ун вырăнне сăнĕпе те кĕлетки-çурăмĕпе чипер Укка. Çулĕпе те Микулай арăмĕнчен çамрăкрах. Яшлăха ăна нимле пылпа та туянма çук çав.
Алак урати урлă каçнă чух вĕсем савăнсах пĕрне-пĕри перĕнеççĕ. Унтан Уккана пулăшнă пек туса Микулай ăна пилĕкĕнчен явса тытать. Укка ун çумне тĕршĕнет. Вара каялла çаврăнса арçын питне хăйĕн тутипе пĕçертсе илет.
Хыçалтă алăк сасси илтĕнет. Уккана пулăшмалли карчăк килчĕ-мĕн.
— Сер ырхи... ирхи апата яшка çакса яр, — хушать ăна Микулай арпашăнса.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...