Таркăн :: V
Григорьев Ваçук та çывăрмасть. Çав вăхăтрах çывăрманнине те палăртасшăн мар вăл. Юри-мари хавасланма пĕлмест вăл. Темиçе çамрăк мĕншĕн паттарланнине ăнланать пек Ваçук. Ун шучĕпе, вĕсем хăйсен чунĕсем лăпкă маррине пытарасшăн. Ыран пуçласа çапăçăва хутшăнмалла-çке. Мĕн кĕтет вĕсене çитес кун?
Хăй вăл салтак, çавна манмасть Григорьев. Çав шухăшпа вăл çывăрса кайрĕ.
* * *
Аçа çапнă сасă вăратрĕ салтаксене. Çывăхрах шатăртатрĕ вăл. Чӳрече куçĕ чанкăртатса урайне сапăнчĕ. «Подъем!» тесе çухăрни чĕрене çурчĕ. Салтаксем унсăрах ура çинчеччĕ ĕнтĕ, картишне мĕнле сиксе тухнине, хĕç-пăшалĕсене мĕнле илнине вĕсем хăйсем те сиссе юлаймарĕç пулмалла. «Повзводно стройсь!» тени хăлхана пырса кĕчĕ. Кăшт йĕрке пула пуçланăччĕ çеç, кил карти кĕтессине лутра çĕлĕк майлă çаврака япала персе анчĕ те ниçта кайса кĕреймесĕр вăр-вăр-вăрр çаврăннă хыççăн хаплатса çурăлса саланчĕ. Икĕ çамрăк тискеррĕн кăшкăрса ячĕç.
«Çакă-и-ха вăл вăрçă?» — çиçсе илчĕ стройра тăракан Григорьев пуçĕнче шухăш. Çук, ку уншăн çаплах чăн вăрçă марччĕ-ха.
Тăшман пенине хирĕç пирĕн артиллери те çичĕ ют пуçĕ çине йĕтресем тăкма тытăнчĕ. Вăйлăран вăйлă, вăйлăран вăйлă. Çĕр чĕтренет, çуртсем кисренеççĕ. Бомбăсем шартлатса çурăлни сехрене хăпартать. Пурте вĕсем — йĕтри те, бомби те — сана шыраççĕ тейĕн. Сана вĕлересшĕн вĕсем.
Артиллери лăпланнăччĕ, тăшман позицийĕ еннелле пирĕн утлă çар хĕçсемпе йăлтăр-ялтăр выляса тĕпĕртеттерсе иртсе кайрĕ.
Разведка пĕлтернĕ тăрăх та, ахаль те паллăччĕ — тăшман çарĕсем чакма чарăнса пăхасшăн, пирĕн умра темиçе çухрăм сăрлăкашне çирĕпленсе ларнă, вăрçă хатĕрĕсемпе салтаксем нумай çухатнине пăхмасăрах Раççей çарĕсене хирĕç çаврăнма хăтланать. Анчах пĕр кусма пуçланă пирĕн çар урапин сулăмне хĕвеланăçнелле кайса пыма халь кам чарма пултартăр? Вырăс командованийĕ те, салтаксем те çирĕп ĕненсе тăраççĕ ăна.
Ĕмĕтленме çăмăл та, ĕçне тума йывăр-çке. Пирĕн кашни утăм хыççăн хыçала юнлă йĕр юлса пыратъ.
Çапăçăва кĕме çуран çара черет çитнĕ. Уй тăрăх чупаççĕ салтаксем. Тăшман курăнмасть-ха. Григорьев Ваçук хула çывăхĕнчи пахча çимĕç йăранĕсем урлă сике-сике каçать, — çĕр ĕçлекенĕн çимĕç сĕтел çине хăпармалла пуличчен мĕн чухлĕ тăрмашмаллине пĕлет йĕкĕт, вăл хăй те тĕп «профессййĕпе» хресчен çынни-çке. Çав вăхăтрах ав, çĕршыва нуша килнипе — салтак вăл. Ик тĕрлĕ шăпа ун халь: е сана вĕлереççĕ кунта, е эсĕ вĕлерен. Ĕмĕрне чăх пусса курман çыннăн ирĕксĕрех, хӳтĕленсе, хăй пек этеме вĕлерме тивет. Унсăр эсĕ хăв каçăхса выртан. Яланах сыхă пулмалла сан. Çапăçу хирĕнче тăшмана маларах асăрхама пĕлмелле. Унран вăйлăрах та чеерех пулма тăрăшмалла. Ватă салтаксем çапла вĕрентеççĕ.
Хăрать-и халь Ваçук? Те вăл туйăм патне çитменрен (тен, çак самантра тăшман курăнманран?) ним хăранине те сисмест-ха Григорьев. Ăна паян та, тепĕр çул та... мĕн ватăлса виличченех чĕрĕ-сывă çӳрессĕн туйăнать. Штыклă пăшалне сылтăм аллине хатĕрлесе тытнăскер, вăл темĕн акнă пĕчĕк ана пуçĕпе çаврăнса тухрĕ, вăрман сăмсахĕнчен иртесшĕнччĕ, çын вырăсла чĕннине илтсе чарăнчĕ. (Кунта йĕри-таврах урăхла чĕлхепе калаçаççĕ.)
— Тăванăм... Ырă çын... Пулăш тархасшăн.
Йывăç кутĕнче çара пуç салтак ларать. Икĕ аллипе те сылтăм айăкне хупланă вăл. Аллисем те, пичĕ-куçĕ те чĕп-чĕрĕ юн хăйĕн.
— Сурана çыхасчĕ, — тет вăл аран-аран.
— Марля пур-и сан?
— Пурччĕ таçта.
Григорьев хăйăн санитари пакетне кăларчĕ.
— Ăçта-ха сан сурану?
Салтак аллисене илчĕ те, Григорьевăн çӳçĕ-пуçĕ вирелле тăрса кайрĕ. Салтакăн айăкне тумтирĕ-мĕнĕ йĕкĕр ывăç кĕмелĕх шăтарнă та, унтан темĕнле пыршă татăкĕ курăнса тăрать, юн сăрхăнать, шăршă кĕрет. Çук, пурăнас çын мар вăл.
— Халех лазарета леçмелле сана. Анчах пĕччен йăтма май çук. Эпĕ санитарсене калам-ха наччас, — тесе Ваçук хуланалла çаврăнса чупрĕ. Инçе те кайманччĕ вăл, ăна фельдфебель курчĕ.
— Эс мĕн, Григорьев, ухмаха ертĕн-и? Чарăн, теççĕ сана!
— Васкатăй, фельдфебель гослодин. Вăрман хĕрринче салтак вилет. Санитарсене...
— Вăл сан ĕç мар! Ну-ка, çаврăн каялла! Марш халăх хыççăн.
— Çын вилет-çке, гос...
Фельдфебель пăшалне хатĕрлесе тытрĕ.
— Виççе çитиччен шутлап...
— Итлетĕп, фельдфебель господин!
Пĕччен юлсан тин Григорьев хăй сиксе чĕтренине асăрхарĕ. Мăнтарăн этеме мĕнле амантса пĕтернĕ, турăçăм! Çав асапа курма çуратнă-и ăна амăшĕ? Халь мана кĕтсе выртать пуль, мĕскĕн. Эпĕ ăна улталанă пек пултăм ĕнтĕ тупаймарăм санитарсене, каçартăр вăл мана.
Григорьвв хамăр салтаксене хăваласа çитрĕ. Ку тĕлте нумай та пулмасть-ха тапăнма тытăннă тăшман çарне чарса лартнă пулас, пуçтарман кĕлтесем пек курăнакан тĕмескесем çынсемпе лаша виллисем пулчĕç. Вилейменнисем те пур-мĕн, чуна çӳçентерсе ахлатнисем, лаша макăрнă пек кĕçенни чĕрене çурать. Тата мĕнле кăшкăрать чĕлхесĕр янавар! Вилесле аманнă лаша ун пек кăшкăрма пултарнине Григорьев урăх ниçта та илтменччĕ.
Кама шеллемелле вăрçă хирĕнче, кама пулăшмалла, кама хӳтĕлесе çитермелле? Пурте кунта арман чулĕ айне лекнĕ тырă пĕрчи пек. Кирек мĕнле çаврăнкаласан та вăрçă вут чулĕ ватса тăкать сана. Утне, шăммуна-шаккуна мар пулсан, ăшăнти этемлĕхе те пулин çĕмĕрет. Чи лайăххи вăл кунта — хушнине итлени, пуçа сахалтарах ватни, эсĕ кирлĕ ĕç тунине ĕненни. Пурăна киле Григорьев та çавна ăнланма тытăнать. Тăшман пирĕн аслă тăван киле — Раççее «урахла тапăнса кĕнĕ пулнă, уншăн ăна явап тыттармалла. Ваçук халь çав ĕçе кӳлĕннĕ салтаксен шутĕнче. Вăл халăхпа пĕрле тĕрĕс ĕç тăвать. Ытти пирки — кайран шухăшламалла.
...Тăшман позицине вирхĕнсе пырса кĕнине Григорьев тĕлĕкри пек астăвать. Такама вăл чĕркуççи айĕнчен тапса ӳкерчĕ, теприне пăшал кучĕпе çапрĕ. Тупă кĕрлевĕ ун хăлхине пĕр вăхăта хупланă пулмалла, вырăс салтакĕ тем кăшкăрнине вăл нимĕн те илтмерĕ, кăтартнă еннелле пăхрĕ те — кăшт çеç кая юлмарĕ: çурăмĕнчен лекмелли тăшман штыкĕ ун сулахай хулне чалăшшăн шăйăрса илчĕ.
Хулари вăхăтлăх лазаретра Григорьевăн икĕ çĕрти суранне эмеллесе çыхрĕç. (Сылтăм пеççине шрапнель ванчакĕ лекнине Ваçук çапăçу хыççăн çеç курчĕ.) Аманнисен шутĕнче ирхине хăй вăрман хĕрринче тĕл пулнă салтака шырарĕ те — тупаймарĕ. Ун пек суранли кунта çук терĕç. Эппин, лазарета çитеймен вăл. Пĕр кун хушшинче миçе пурăнас çын ĕмĕрлĕхе куçне хупрĕ пуль, мăнтарăн.
Йывăр аманнисен уйрăмĕнче Григорьева сестра чарчĕ.
— Сана пĕр салтак курасшăн.
Григорьев хăйсен ротинчи салтак чĕнет пуль тенĕччĕ, ăна ача вырăнĕ çине кăтартрĕç. Уйпа юнашар пукан çинче лараканни ашшĕ пуль ĕнтĕ. Ял çынни сăнлă вăл.
— Кам курасшăн тетĕр?
— Ак çак салтак ара.
Ун çине тинкеререх пăхрĕ те Григорьев пĕлтĕрхи хăйĕн тусне вырăс салтакне Долгов Парамона палласа илчĕ. Халĕ пушшех пĕчĕкленсе ларнă пек вăл. Пичĕ сарăхнă, аллисем çара шăмă.
— Мĕн пулчĕ, тусăм?
— Хырăма... витĕрех. Штыкпа... Вилетĕп эп, Вася.
— Вилмĕн-ха. Тухтăрсем вилме памĕç.
— Пурнăç вĕçне тухрăм эп, туятăп. Тухтăрсем те пулăшаймаççĕ ун пек чух. Пулăшма та кирлĕ мар мана. Тупрăм эп хам мĕн шыранине. Сирĕн хушăра эп хама çын пек туйнăччĕ. Вилессе те халь çын пекех вилетĕп. Салтак пек. Тавтапуç, Вася. Сана куртăм та эп — савăнтăм.
— Сана та тав, Парамон. Эпĕр те сана юратнăччĕ. Пурнăçа хăш-пĕр енчен ăнланма пулăшрăн эс пире. Сана эпĕ урăх тĕл пулаймастăп пуль тесе хурланаттăм, тĕл пултăм çапах.
Куçĕсем Долгшăн леш тĕнчерен пăхнă пек пăхаççĕ, халех çынсенчен уйрăлса кайнă тейĕн ăна. Алли вăйсăр,нӳрлĕ. Сасси те аран кăна илтĕнет.
Юнашар пукан çинче ларакан этем, ял çынни, шăппăн макăрать темшĕн.
Йывăр аманнисен канмалла тесе Григорьева палатăран тухма хушрĕç. Ун хыççăнах ял çынни те тухрĕ.
— Эпĕ кунта çĕрле Парамон патенчех юласшăнччĕ, вĕсен сестрасем çитмеççĕ, эп чирлисене кирлĕ пулма пултараттăм — хăвармарĕç, юрамасть теççĕ, — куçне шăлнă май ӳпкелешсе калаçрĕ ватă çын. Çӳçĕпе сухалĕ те шуралма тытăннă пулас та ун, сарă çыннăн питех палăрмасть: — Калаçас кăмăлĕ те пурччĕ ав Парамонăн. Эс пыриччен вăл суранĕ ыратнипе хытă! асапланчĕ. Вара укол турĕç те кăштах лăпланчĕ.
— Эс унпа ăçта паллашнăччĕ? — терĕ Григорьев.
— Ара, çак ĕçрех — вăрçăрă, — терĕ ял çынни, кштăх хавхаланса.— Халь мана пĕтĕм тĕнче вăрçă вăрçнă пек туйăнать. Пурте тăшмансене хăвалатпăр. Эпĕр те, ял çыннисем, алла хĕç-пăшал тытрăмăр. Вăрçи хамăр урлах иртсе кайрĕ те, мĕнле айккинче пăхса тăрăн? Эпĕ те темиçе тăшмана тĕп турăм. Текех килеймĕç пирĕн пата тапăнса! Анчах вĕсем те пире ытлашшипех асăнтарчĕç: ялсем вырăнĕнче халь хура кăмакасем çех кăнтарса лараççĕ.
Ывăлăм ман çапăçура пуçне хучĕ, карчăка та тем килĕшмерĕ-çке, чипер пурăннă çĕртех, тăп-тăр кантăрлах, канма выртрĕ те урăх тăраймарĕ те. Мĕн тăвас халь ман пĕччен пуççăн? Вăрçă тăван çĕр-шыв чиккинчен тухса кайнăранпа эпĕ çар лашисене пăхатăп. Мана юлташа Парамон пычĕ. Выльăха-чĕрлĕхе Парамон та юратать. Ĕçлеме те ӳркенмест. Пушă вăхăтсенче пукан çине хăпарса тăрса, лашасемпе калаçа-калаçа, тасатать, тасатать вара вĕсене. Хăйĕн ачисене пăхать тейĕн çав.
— Вăл сусăрланасси мĕнле пулчĕ?
— Ан та кала, тăванăм. Йăлтах кĕтмен çĕртен пулса иртрĕ... Командирсем хушнипе эпĕр, икĕ айван, ял çыннисем — ашшĕпе ывăлĕ пек, лаша кулсе тухса, тăшман мĕнле çирĕпленсе ларнине пăхкаласа çаврăнаканччĕ. Куçсем Парамонăн та, манăн та аптрасах каймăççĕ. Ĕнер таврăнатпăр çапла. Иксĕмĕр те хĕç-пăшалсăр. Çул хĕрринчи катара пире тăшмансем сăнаса тăнă пулнă. Пĕри, мана штыкпа хăмсарса, сиксе тăчĕ те полякла «Руки в гору!» терĕ. Ун хыçĕнче тата иккĕн тăраççĕ. Малти, мана тĕллесе, штыкне çĕкленĕччĕ, ун умне, кушак пек, Парамон пырса çапăнчĕ. Çапла вара мана вĕлерес штык Парамона тиврĕ. Çав самантра хамăрăннисем чупса çитрĕç...
Тепĕр кун ирхине Григорьев пынă вăхăтра Долгов Парамон вырăнĕнче лазаретра урăх салтак выртатчĕ ĕнтĕ. Парамон кĕлеткине санитарсем морга йăтса кайнă тереç. Вăл тул çутăлнă вăхăтра вилнĕ мĕн. Çĕнĕ кун, çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ ĕç. Юлашкинчен те пулин хăйне çĕнĕ енчен кăтартса панă Парамон. Пытарасса та ăна çапăçура пуç хунă салтаксемпе пĕрле çав кун пĕр шăтăка пытарнă. Эппин, йывăр тăйри мамăк пек кăна туйăнтăр паттăрсене!
* * *
Григорьевăн нумай çӳремелле-ха салтакра. Пĕр çул — икĕ çул мар, вунă-вун икĕ çул çех те мар, çирĕм тăватă çул. Ытла чупмалла салтак çулĕпе. Кашни уйрăм кун вунă кун пек туйăнтарса хăварать пулсан, Ваçукăн кунта 240 çул шутне пурăнса ирттермелле-и? Вăл хăех тăватă çын ĕмĕрĕ чухлĕ-çке. Мĕнле чăтĕ ăна этем? Çичĕ-сакăр уйăхра вăл мĕн кăна курмарĕ те, малашне мĕн тăкăнĕ ун пуçĕ çине? Е пурнăç таптаса кайĕ ăна, е шухăшламасăр пурăнма вĕренĕ — иккĕшĕнчен пĕри. Урăхла май çук. Тен, вăл улшăна-улшăна пырса ĕлĕк хăй мĕнле пулнине те манса кайĕ, çухатĕ хăйне?
Хăйсене тупайманнисем мĕн чухлĕ тата çут тĕнчере!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...