Кайăк тусĕ :: 20. Кашкăр йăви
Яла таврăннă чух çула май Аслă Улкаша кĕрсе тухмасăр чăтаймарĕ. Вăл урама кĕрсенех Шатра Михаласен килĕнчен пăчкă сасси илтрĕ. Хуçисем килте пулнишĕн хĕпĕртенипе сунарçă пӳрт патне пырса рюкзакне хывса хучĕ те çиелтен кашкăр тирĕпе витрĕ. Унтан кил хапхине уçрĕ. Сарайĕнче Чĕкеçпе ашшĕ вут татса тăраççĕ-мĕн.
— Михаил Трофимович, — чĕнчĕ Тараев, — урама тух-ха!
Барановпа хĕрĕ кусла патĕнчен урамалла утрĕç.
— Мĕн пулнă? — ăшĕ вăрканине палăртасшăн мар лăпкăн ыйтрĕ браконьер.
— Çакна паллатăн-и? — кашкăр тирĕ çине кăтартса каларĕ Виктор.
— Палламасăр. Кашкăр тирĕ. Хам та пайтах сӳсе курнă, — тарăхнипе шăл витĕр шăхăртса каларĕ Баранов.
— Эсĕ унăн хырăмĕ çине пăх-ха, ним те курмастăн-и унта? Ама тирĕ вĕт ку. Эсĕ ăна паллама кирлĕ. Хĕлле пирĕнпе пĕрле кашкăр тытнă чух ху ирĕке янăскер мар-и?
Шатра Михала тир çинче сакăр чĕчĕ пуррине асăрхарĕ те тăрук хĕрелсе кайрĕ. Çав самантрах унăн куçĕ хыпса тухрĕ.
— Çурисем ăçта? — хыпаланса ыйтрĕ вăл. — Сакăр çура пулма кирлĕ.
— Кунтах. Авă рюкзак ăшĕнче йăшăлтатаççĕ, кунтах авă, кур.
Ку ĕнтĕ Баранова питрен сурнă пекех туйăнчĕ.
— Килсе йĕкĕлтес терĕн пулĕ ĕнтĕ. Э-эх, Виктор Ни колаевич, паянччен сана ăслă çын тесе шутланăччĕ. Сан пуçăнта ача ăсĕ кăна иккен. Эпĕ хам сан вырăнта пулнă пулсан кашкăр йĕнни тупнине никама та калас çук. Вара хам тăшмансем вăрман тăрăх тахçанах пушанса юлнă кашкăр йăвине епле тертленсе шыранине курса тăраниччен кулмаллаччĕ. Çапла тума ăс çитереймерĕн пулать...
— Ас пама ан васка! — терĕ Виктор. — Ун пек шухăш ман пуçа темиçе хут та пырса кĕчĕ. Ним тума та çук, кăмăл тени çемçе пулмалла манăн: этемрен мăшкăллама пултараймастăп, тăшманран та. Çитменнине, тăшманĕсем те пулин арçынсем çеç мар. Хăвах пĕлетĕн, йĕркеллĕ çын нихçан та хĕрарăмран кулмасть. Çавăнпа сире вăрман тăрăх усăсăр сĕнксе çӳрессинчен хăтарас кăмăлпа килтĕм кунта. Чăрмантарнăшăн каçару ыйтатăп.
Çапла каларĕ те Виктор сунар трофейĕсене çĕклесе килелле утрĕ. Шатра Михала тек вут татма пултараймарĕ. Ăнсăртран шăна çăтса янă пек сура-сура чайнăя эрех ĕçме кайрĕ. Сăмах хушмасăр тăнă Чĕкеç шывланнă куçне мăчлаттарса Тараев курăнми пуличченех вырăнтан хускалмарĕ. «Çук, Виктор пек кăмăллă çын тем чухлĕ шырасан та урăх тупăнмарĕ», — пăшăлтатрĕ вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...