Хура çăкăр :: V. Ăшаланă ăсан хака ларать
Шăп кăна çакăн пек çурт лартсанччĕ çав та... Ăçта калама! Пĕтĕм тавра тĕлĕннĕ пулĕччĕ.
Шерккее чăнласах килĕшрĕ хăй пайтахчен пăхса савăнтарнă кил-çурт. Икĕ хутлă чул çурт вăл. Урам енне шăнкăрах чӳрече тухать. Миçе-ха чӳречи? Вуниккĕ те çитет иккен. Варринче, çӳлте, шăпах балкон. Шерккей çав балкона ĕнтĕ хăй майлă ăнланчĕ, çӳлте çакăнса тăракан крыльца терĕ вăл ăна... Балкон карлăкĕсене решеткеллĕ тимĕрпе тыттарса пĕтернĕ. Çурт умĕнчи вĕренен лăс турачĕсем иккĕмĕш хутри чӳречесене сĕртĕнеççĕ. Шерккей çурчĕ умĕнче вĕрене мар, хурама пурччĕ те, çуннă йывăç хăрать пуль çав. Акă вăй илсе çитертĕр-ха вăл, çурт та лартĕ. Пĕтĕм çурт умне Каньтуксенни пек тирек лартса тухĕ. Пӳртне çӳллĕ тăвĕ, темиçе чӳрече кастарĕ, ан тив, пĕтĕм ял курăнса тăтăр. Çавăн пек тумалла унăн, çавăн пек. Вĕрене кунта пит лайăх хупăрлать. Ешĕл кăтра çулçă балкон тăррине çумăр йĕпетес çук пек пĕркесе илнĕ. Картиш еннелле тĕрлĕ тĕслĕ кĕленчепе каркаланă верандă анать. Çуллахи вăхăтра ырă хуçисем çавăнта рехетленсе чей ĕçеççĕ пуль. Ун пек çĕрте чей те чей мар, шерпет пек тутлă пулассăн туйăнать Шерккее. Верандăн хăрах аякки çавра хапхана тĕкĕнет. Хапхапа юнашар кĕçĕн алăк пур, шалтан сăнчăр янă пулсан та, хапхи уçах тăрать. Кĕрсе тухма юрать пуль-çке, юрать пуль...
Шерккей малтан пӳрте урам енчен пăхса çаврăнчĕ, унтан аяккарах пăрăнса, пӳрт кĕтессисене те пĕр-пĕр ăста пек пăхса тухрĕ. Çав кĕçĕн алăкран вăл пӳрте шал енчен кĕрсе пăхмашкăн та хăйрĕ-хăйрех. Анчах çуртне картиш енчен тĕплĕн пăхса пулмарĕ, шалта çынсем йышлă пуçтарăннăччĕ. Вĕсем выльăх пуснă та, ирĕккĕн шăпăлтатаççĕ. Çынсем Шерккее те асăрхарĕç.
— Эй, чăваш, мĕн кирлĕ сана?
— Ваçлей Иванччă-и?.. Палланă çын-çке, ами?.. Мĕн хăрасса тăраттăн татта, иртех кунталла!
— Хăраса марччĕ те-ха.... Те кĕрсен юрать, те кĕмесен юрать, — каласа хучĕ вăл майĕпенрех кăна. Вĕсем патне пымаллах пулчĕ ĕнтĕ Шерккейĕн.
— Мĕншĕн кĕме ан юраттăр? Ак сана сăхăм яшки çиттерсе ярăпăр, — терĕ пĕри, тӳпеттей тăхăннă çын, юнланнă çĕççине çĕтĕк-çурăкпа шăлкаласа.
Кунта лаша пуснă иккен, халь шăпах тирне сӳсе пĕтеретчĕç. Вĕсем мĕнле тăрăшса та васкаса ĕçленине Шерккей ытараймасăр пăхса тăчĕ. Лаши пит мăнтăр пулнă, сап-сарă çу сийленсе тăрать.
— Сăхăм çиместпĕр çав эпĕр, çиместпĕр çав, — тӳрре тухас пек каласа хучĕ Шерккей.
— Мĕн çиеттĕн татта?
— Ĕне какайĕ, така, сысна какайĕ...
— Сысна, сысна, тунгăс булать вит ул... Çăмартта çиетне тата? Çăмартта пит тутлă вит, ами? — терĕ тӳпеттейлĕ çын,
— Çăмартине ăна пурсăмăр та юрататпăр-çке, — лĕкĕртетрĕ Шерккей.
Çав вăхăтра тӳпеттейли темĕн касса илчĕ те ăна тăсса пачĕ.
— Ме, килĕнте пĕçерсе çи эппин.
— Мĕн ку?
— Çăмартта! Айăр çăмартти. Пит тутлă апат пулать пĕçерсен. Çиетĕп терĕн-çке ăна?
Çынсем пурте ахăлтатса кулса ячĕç, Шерккей кăна кулмарĕ. Хăйне панă япалана вăл пĕр-пĕр ăслă канавал пек тĕпчесе пăхрĕ, унтан хăй патĕнчи çĕççе тытса шалти темле карăнтăксене каскаларĕ, чăмăр япаласем кăларса пăрахрĕ, хутаç пеккине тепĕр хут силлесе тасатрĕ.
— Калăр-ха, чăнах, çакна эсир мана парса янă пулăттăрччĕ-ши?
— Патăмăр-çке ĕнтĕ, тата мĕн ыйтса тăратăн?
— Рехмет-ха сире, рехмет. Мĕн чухлĕ тӳлемелле куншăн?
— Укçасăрах илсе кай.
Çынсем çаплах кулма чарăнмарĕç,
— Мĕн тăватăн вара унпа?
— Мĕн тăвасса ăна хам кăна пĕлетĕп...
Сăхăмçăсем шавлăн ахăлтатрĕç. Шерккей йывăра илмерĕ вĕсене, кулăша хирĕç кулăш. Вăл çапла кулăшла ирттерсех çав хаваслă сăхăмçăсем патĕнчен тухса кайрĕ. Хăйпе пĕрле илнĕ çăмарта чăхрашне чĕркесе чикрĕ. Пит меллĕ енчĕк пулассăн туйăнчĕ çав хутаç. Килне таврăнсанах ăна йăлт тасатса çитерет, ăшне тăвар хурса типĕтет, чĕн хăюпа вăрăм çакă тăвать, мăйĕнчен уртса ярать — шанчăклă енчĕк пулчĕ те. Укçа кирлĕ чухне кăлтăрт кăларса илет. Ун енчĕкне никам пăхакан çук. Укçа тултарсах мăйран çакса яма пулать. Сăхăмçăсем кулса юлчĕç ав. Кулччăрах. Вĕсен ырă байрам тĕлне те кĕмĕлтен урăх тыткаламалăх укçи çук, çакăн пек шанчăклă енчĕк вĕсене кирлĕ те мар...
Аслă урам енне тухакан пĕр хутлă анлă çурт умĕнче, кĕтесре, кăвак кĕпе тăхăннă çамрăк йĕкĕт тăрать. Вăл çӳхе пиçиххипе, йăлтăр-ялтăр атăпа, хура çӳçне çупа сĕрсе янă пек якатса туранă, шалпар çӳхе шăлаварпа. Хăй çулĕпе васкамасăр утса пыракан Шерккее асăрхасан, çамрăк йĕкĕт ăшшăн сăмах пуçларĕ.
— Хăта, кĕрсе тух-ха пирĕн пата, ăшаланă ăсан какайĕ çисе кайнă пулăттăн...
— Мĕнле ăсан?
— Ирхине кăна тытса килчĕç... Пит аван апат вăл, хăта, кĕрсе кай, тархасшăн...
Ак тата ĕнтĕ, çывăх тăван-хурăнташ пулмарĕ-ши, епле çаплах хистесе чĕнет... Шерккее таçтан паллать иккен-ха тата, хăта та хăта, тет. Хăй вăл ăна ниепле те паллаймасть. Кăчухнехи çамрăксем çумăр хыççăнхй кăмпа пек, ăçтан пĕтĕмпе пĕлсе çитерĕн, хурăнташ та пуль, палланă çын та пуль. Улхашри кĕрӳсен тесен... вĕсен ачи кунта пулмалла марччĕ пек, чăнах йăнăшас марччĕ-çке текелесе, Шерккей ăна хирĕç кулкаласа илчĕ те:
— Чипер çӳретре? — тесе алă тăсрĕ.
— Эпĕр те чипер пулмасан, кам чипер пултăр? — терĕ йĕкĕт. — Атя, кунта килнĕ-килнех, апатлансах кай.
— Чăрмантарасси тетĕп-çке, — терĕ Шерккей. Ĕнтĕ çакăн пекех май килнĕ чух çикелесе тухсан пит вырăнлă пулма кирлĕ те... — Хуçа килтех пуль?
— Килте пулмасăр!
— Мĕн çимелли пулĕ-ши вара кĕрсе тухсан?
— Кăмăлна мĕн каять, çавă пур.
— Ытла пит, — каласа хучĕ Шерккей асне илнĕ сăмахне, — мĕн çиес тенĕ — çавă пур, тет. Халь кăна тытса килнĕ ăсана та шариклеме ĕлкĕрнĕ имĕш. Хăнасем пуçтарăннă пулинех. «Камсем пулчĕç-ши вара кăсем?»
Вăл тата ыйтса пĕлем пек турĕ.
— Чей те пур тетĕн ĕнтĕ.
— Чей те пур. Капкас чейĕ.
— Ай, тупата! Пĕрер курка ĕçсе тухсан раç...
— Ик курка та лартăпăр, кĕрсе тух, тархасшăн!
— Ун пекех тархасласа хăна тăвас тетĕр пулсан, кăштах чарăнса тăма та юрать пуль. Эпĕ кунта хам ĕçпе тесе килнĕччĕ-ха...
— Вăл çаплах ĕнтĕ... И-и, хăта, çакăн пек хапăл тăвакан çуртран епле чарăнмасăрах иртсе каяс пур? Сире эпир кирек хăçан та хавасланса кĕтетпĕр.
— Ара эсĕ хамăрăн тăван-хурăнташах пултăн пуль те, сана ниçта кайса хураймарăм-çке, — мăкăртатрĕ Шерккей. — Мĕн-и, аçăр-аннĕрсем чиперех пурăнаççĕ пуль?
— Чипер пулмасăр?.. Кĕрĕр, кĕрĕр, хăна пулса кайăрах! — Шерккей сăмахне пӳлсех хистерĕ кăвак кĕпеллĕ йĕкĕт. Килнĕ хăна çав йĕкĕтпе калаçатăп тесех сăмахласа утрĕ. Анчах унăн малалли сăмахне хăйĕнчен урăх никам та илтмерĕ. Шерккей шалалла кĕрсе кайрĕ.
Тĕлĕнмелле кун пуçланчĕ-çке паян. Утламăшсем авă Шерккее урлă пăхаççĕ. Пăвара еплелле? Шерккей кунта ăçта кăна çитет — пур çĕрте те кĕтнĕ хăна. Урампа чипер иртсе пынă чухне те сĕтĕрсе тенĕ пек кĕрекене кĕртеççĕ.
Шерккей шлепкине хул хушшине хĕстерчĕ, виçĕ картлашкаллă лутра пусма тăрăх тăп-тăп пускаласа çӳле хăпарчĕ. Шалта çутă, темиçе сĕтел, ĕçекен те, çиекен те нумай, — хулара ятлă хăнасене çавăн пек йышăнаççĕ пулинех. Шерккей тĕпеле иртмесĕр пĕр вырăнта пускаласа тăчĕ.
— Лар ак çак сĕтел хушшине, — терĕ пĕр тирпейлĕ тумланнă майра.
Шерккей хăйне ларма хушнă сĕтел патне пычĕ, пĕр кĕтесе хĕсĕнсе ларчĕ. Хайхи майра, çамрăкскер, кăçăр кăкăрлă, ун умне пырса та тăчĕ.
— Ара, йĕркеллĕ пĕлеймерĕм те-ха хăна пулмашкăн ăçта чарăннине, — хăйне çеç илтĕнес пек, кăнттамрах каласа хучĕ Шерккей. Майра ун сăмахне питех итлесшĕи пулмарĕ.
— Сана мĕн кирлĕ? — тесе çеç ыйтрĕ.
Мĕн кирлĕ пултăр Шерккее? Хăнана-мĕне кайсан, унăн нихçан та хăй мĕн юратнине ыйтса çиес йăли çук, мĕн параççĕ — çавăнпа курнăçать. Хăш чух шывакрах яшка пулсан та, «яшкăр шывак» темест, тиркешме юратмасть.
— Кала хăвăртрах, — васкатрĕ ăна майра, — шӳрпе çиетне? Çăра кăна, çамрăк купăста шӳрпи, пăру какайĕпе пĕçернĕ.
— Ун пекки тем пекехчĕ-ха пирĕн çынна, — Шерккейĕн пушшех çиесси килсе кайрĕ.
— Эрех тавраш?
— Э-э, çук, ĕçместпĕр çав эпĕр эрехне.
— Хĕрлине те-и?
— Хĕрлине тесен раç...
— Мĕн чухлĕ илсе килес?
— Хăвах пĕлетĕн пуль, хĕрĕм, хăвах пĕлетĕн пуль.
— Аптрамалла санпа... Кукăль çиетне тата? Пит лайăх пĕçернĕ.
— Çемçе апат шăл çемми-ха вăл пирĕн йышшисене. Илсе килех эппин.
— Юрĕ, кукăль те илсе килсе парăп. Тата мĕн кирлĕ?
— Мĕн пур тата сирĕн? — ыйтса пĕлме хăйрĕ Шерккей.
— Сысна çури какайе, така, хур какайĕ...
— Ăсан та пур-и? Паян кăна тытса килнĕ терĕç...
— Ăсан та пур, шăпах паян тытса килнĕ, — çăмăллăн кулкаларĕ майра, Шерккейрен куçне илмесĕр.
— Ай, тупата! — тĕлĕнчĕ Шерккей, — кунта сирĕн виç кунлăх та çиме çитет пуль? Чăнах, пĕр кĕтмен çĕртен, пĕр кĕтмен çĕртен çакăн пек пысăк хисеп. Хуçине тав сăмахĕ те çитмĕ, хăналаннине тавăрса та пĕтерес çук...
— Ну, ăсан какайне илсе килес пуль, лайăх çупа ăшăласа пĕçернĕ ăсан какайĕ...
— Ĕнтĕ хăналаннă ячĕ пулать, çавнах илсе килсе пар-ха пĕрех хут. Киле çитсен те çулталăк хушши кунта хăна пулни асăмра юлĕ. Пăвара ăсан какайĕпе хăна туса ячĕç тесе, ачасене каласа кăтартăп.
Чипер тумланнă майра, пуçне сулкала-сулкала, тепĕр сĕтел патне кайрĕ, хăй ăшенче çаплах кулкаларĕ вăл апатланма кĕнĕ япшар çынран. Шерккей урăхран ун енне çаврăнмарĕ, пӳртре хăй палланă çынсем çук-и тесе çеç, енчен енне пăхкаласа, мулкачă пек куç чалăртса ларчĕ.
Кунта кам патне килсе кĕнине çаплах пĕлеймерĕ вăл. Çав майрапа та пулин калаçса пăхмаллаччĕ пуль унăн, вара хăй ăçта кĕнине пĕлнĕ пулĕччĕ. Хăнисем кунта мĕн ятпа пуçтарăннă-ши, камсем-ши вĕсем?
Ак хирĕçри сĕтел хушшинчех çамрак майрапа шукăль тумланнă вырăс çынни — ахăртнех, арлă-арăмлă пулмалла вĕсем — шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ; апатланаççĕ хăйсем, хуçисем сĕтел патпе пырса хистессе кĕтсе тăмаççĕ. Ятлă çынсем пуль ĕнтĕ çавсем хулара. Шерккей кăшт-кашт вырăсла перкелешем пек тăвать-ха, майĕ килнĕ пулсан, чĕлхи чăтайман енне вĕсемпе тем пек калаçнă пулĕччĕ те, анчах лешсем ун енне чалăшшăн та пулин çаврăнса пăхмаççĕ. Калаçас пулсан, вĕсене ырă сунас кăмăлпах чĕлхӳне уçăн та, кайран шалт вăтанса пĕтмелле пулĕ. Юрĕ ĕнтĕ. Шерккей хăйсен хурмине тытса чĕнмесĕртерех ларчĕ-ха. Чăнах, ăна кунта хуçасем хăйсем чĕнсе кĕртрĕç, хăйсемех хăна тăваççĕ, шет, вĕсен хăна пăхас йăли çавăн пек пуль, мĕн тĕпчесе тăрасси пултăр тата...
Çынсем кĕреççĕ те тухаççĕ, кĕреççĕ те тухаççĕ. Кĕни-пĕр, алăк хĕрринчи кăмкан патне чарăнса, аллине çăвать. Шерккейĕн хăйĕн те алли таса мар, çын çинче ăна Алапа Велюшĕ вырăннех хурĕç; Велюш ав çич-сакăр кунта пĕрре çăвăнать-и, çук-и, Шерккей ун пек мар-ха. Паçăр сăхăмçăсем патĕнче вараланса пĕтнĕ аллине çумасăр кирек мĕнле апат та — шарикленĕ ăсан пулсан та — ăша анас çук. Вăл, ларнă çĕртен тăрса, кăмкан патне пычĕ, аллине тăрăшса çурĕ, шур алшăллипех шăлчĕ. Çав вăхăтра ун патне хайхи майра пырса сĕтел тулли ĕçме-çиме лартса хăварчĕ, хăй аяккинелле пăрăнчĕ.
— Рехмет сана, хĕрĕм, рехмет сана! — аякранах тав турĕ ăна Шерккей. Майри ун тав сăмахне илтеймерĕ те пулас. Ĕнтĕ Шерккейĕн куçа кĕрес пек сĕкĕнмесен те юрĕ-ха.
Вăл каллех хăй вырăнне пырса ларчĕ. Пăсланакан какай шӳрпи унăн çиес килнĕ еккине калама çук хĕтĕртсе ячĕ. Çу куçĕ витĕр палăракан исленнĕ купăсти, шăранса пиçнĕ улми, техĕмлĕ какайĕ — çăтмасăрах анмалла. Кашăкĕ те шап-шурă, кĕмĕл кашăк пулинех, алăра тыткалама сулмаклă, йывăр та меллĕ, çăкăрĕ çĕнĕ ырашран пуль, кăпăшка та çемçе, шăтăкланса пиçнĕ, пӳрнепе кăшт пуссассăнах сĕтел çумне лапчăтма пулать, пӳрнене вĕçертсен, каллех акăш мамăкăнчен тунă минтер пек хăпарса каять.
Шерккей сĕтелĕ ирĕк, хăйпе юнашар тата кам та пулин килсе ларассăнах туйăнать, анчах хăй патне пыракана ниепле те кĕтсе илеймест. Леш, ун валли ĕçме-çиме илсе килнĕ майра, чи катари сĕтел патне кайнă та Шерккее кутăн тăрать.
— Эс мĕншĕн çиместĕн тата?
Такам çимест-и унта та? Сасă илтĕннĕ еннелле Шерккей васкамасăр çаврăнса пăхать. Чашăк-çăпала пуçтаракан хĕрарăм иккен, шăпах Шерккее тинкерет.
— Сана, калатăп, чăваш, мĕншĕн çиместĕн тетĕп. Тиркешетне?
— Эпĕ-и... Эс мана калатăн иккен. Эп... çиесси вăл.... çийĕпĕр-çке ăна, çийĕпĕр. Кунта мĕн пурришĕн тавтапуçах.
Шерккей тинех хăй патнелле тата çын пырса ларасса кĕтми пулчĕ, пуçне çĕклемесĕр çиме тытăнчĕ. Ятшăн тесе, вăл эрехне те ярса черкке хĕретрĕ, сыпса та пăхрĕ. Эрехĕ хăватлă иккен, шалтан пĕçертсе илчĕ ăна. Юнашар сĕтел хушшинче пĕркеленсе пĕтнĕ питлĕ пĕр старик ларать, куç сиктермесĕр пăхать хăй Шерккее. Палланă çын тесе пăхать-и вăл çапла? Пур-пĕрех пĕлмест-çке, такам вырăнне çеç хурать пуль. Шерккей, ăна асăрхамана хурса, пикенсех çиме тытăнчĕ. Старик çаплах ун еннелле пăхма чарăнмасть, хăй пĕр сăмах та чĕнмест,
— Çак эрехе сана та кăштах ярса парас мар-и? — сăмах çукран тенĕ пек каласа хучĕ Шерккей. Старик тинех куç сиктеркелесе илчĕ, пушă куркине Шерккей еннелле тăсрĕ. Шерккей çав куркана эрех яра пуçларĕ. Тултарасшăн марччĕ вăл ăна, куркине çур сапа та каять иккен, анчах хăй асăрхамасăрах тултарса старике тыттарчĕ.
— Ме, ырă кур эппин эс те шĕкĕр хуçа патĕнче.
Старик васкамасăр ун еннелле туртăнчĕ.
— Тавтапуç, ырă çыннăм, мухтатăп ырă кăмăлна, — хулăн сасăпа каласа хучĕ вăл, Шерккей чăмпах тултарнă куркана хавасланса тытса. Алли хăйĕн чĕтреве ӳкнĕ.
— Турра тав ту...
Шерккей татах пикенсе çиме тытăнчĕ. Шӳрпине вăл, юлашки тумламне те пулин хăварас марччĕ тесе, турилккинчен кашăкĕ çине сăрăхтарса сыпса ячĕ, эрехне тата кăшт астиврĕ, апатланма пулăшнă пек туйăнчĕ ăна, тинех акă вăй та хутшăннă пек пулчĕ.
Ун кĕленчи тĕпĕнче тата эрех юлнăччĕ-ха, пăртак тăрсан вăл çавна та хăйпе юнашар сĕтел хушшинче ларакан старике ярса пачĕ. Лешĕ малтанхи курка ĕçнипех лĕпĕр кайнă иккен: куçне тăтăшах шăлкалать, сăмсине туртатъ, хăйпе никам калаçакан çук пулсан та, хăй тĕллĕн тем мăкăртатать:
— Арăм вилни вунçич çул та вуник кун тултарчĕ... Çав асăма килчĕ те, кĕрсе тухам пĕрех хут терĕм. Пит лайăх арăмччĕ. Чĕвĕл чĕкеçсем пек пурăнаттăмăр. Вăтăр çул ытла пĕрлеччĕ çав... Халь, ак, вунçичĕ çул ытла...
— Ху миçере-ха? — хăйса ыйтрĕ Шерккей.
— Çитмĕлсем пуçтаратăп... Кайса асăнса килес мар-и тетĕп-çке, тем тумалла...
— Хăвăнне ху пĕлен çав ĕнтĕ, ху пĕлен.,.
— Тавтапуç... Эппин, эп каям-ха, — терĕ старик, ларнă çĕртен йывăррăн тăрса. Вăл васкамасăр тухса кайннне Шерккей мĕн алăк хупăниччен пăхса тăрса юлчĕ.
Шерккее ăсан какайне çисе пăхмашкăн та вăхăт çитрĕ. Чăн та, тутлă иккен ăсан какайĕ. Çакăн пеккине улпутсем çиеççĕ тет. Улпутсем вĕсем, патька, ăсанран татăк тăмаççĕ пуль çав, хырăмĕсене урлă ярса çӳреççĕ пуль-ха. Вĕсем кăна та мар, акă Шерккей паян шăпах çакăн пек техĕмлĕ апат тĕлне пулчĕ! Чăн-чăн ăсан! Атьсем, ку юмах мар вара, тĕлĕк те мар, ку ĕмĕтленнĕ ырлăх. Асанĕ таçти патша вăрманĕнче, таçти патша хирĕнче ыр курса çӳренĕ-ха, такам куçне курăнса хапсăнтарнă пуль, тахăш ăста сунарçă тытса килнĕ ăна кунта — акă халь шăп кăна Шерккее пулчĕ. Улпутсем çиеççĕ çав çакăн пек чыслă апат. Техĕмĕ ăша кантарать, чăнах, тиркес тесен тиркеймĕн.
Шерккей çăвар тулли хыпса чăмлать. Ачаш та çемçе какай шăмми, çивĕч шăл тĕлне лексен кăмăрчак пек, тĕпренчĕк юлми ванать. Какайĕ калама çук çуллă. Телейлĕ Шерккей аллисене кăна мар, пĕтĕм питне-куçне çупа вараласа пĕтерчĕ те, ĕнтĕ халь-халь витĕр курăнас пек, çап-çутă сăнарлă пулса кайрĕ. Вăхăтне пĕлнĕ хăна тейĕн çав, кăпăклă сăрине те сĕтел çинех килсе лартнă, тупата! Шерккей ăна сывлăш çавăрмасăр ĕçсе ячĕ. Çак вăхăтра ун патне хайхи майра çитсе тăчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...