Хура çăкăр :: VIII. Инкек куçа курăнмасть
— Тавтапуç сана.
— Тăрса тумлан ĕнтĕ. Халь ăçта каяс тетĕн?
— Хам та пĕлместĕп, — шăппăн тавăрчĕ Тимрук, ăшă вырăн çинче канăçлăн карăнса.
Тăрса тумланма чăнласах вăхăт çитнĕччĕ, именнипе çĕкленме хăяймарĕ. Хĕр те çавна туйса илчĕ пулас, вăл Тимрук енне кулкаласа пăхрĕ, кравать хĕррине пырса ларчĕ, арпашнă çӳçне якатам пек турĕ. унтан Тимрука çамкинчен аллипе шăлчĕ.
— Епле çамрăк-ха эсĕ, — терĕ вăл çепĕççĕн: — Миçере?
— Вунçиччĕре пыратăп.
— Вунçиччĕре! Манăн çав вăхăт иртни... Вунçиччĕре тетĕн те, ху ачалла айван иккен-ха. Арçын пулмашкăн та çулу çитнĕ-çке сана? Ну, ху çумна вырттарса ăшăт-ха пăртак.
Хĕр, урăхран сăмахласа тăмасăр, Тимрук çинчен витĕнкĕçе уçрĕ те юнашар кĕрсе выртрĕ. Тулли кăкăрĕсем канăçсăр çĕклене-çĕклене илчĕç, хĕр тутипе Тимрук питне сĕртĕнчĕ, ачаш та çемçе аллипе ыталарĕ.
— Епле ăшă эсĕ, чăнăх, — ăшне кайнă пек чĕтренсе илтĕнчĕ ун сасси. Вăл Тимрука хытăран хытă ыталарĕ...
Капла пурнăç та пулать-и тĕнчере?..
Çак самантра Тимрук нимĕн пирки те пуç çавăрасшăн марччĕ, унăн пĕтĕм шухăшĕ çак çуртран хăвăртрах тухса каясси кăначчĕ. Выртнă çĕртен вăл хăпăл-хапăл çĕкленчĕ, васкаса тумланма тытăнчĕ. Çав хушăрах ĕнер хăйне тарăхтарнă кун та асне килчĕ. Вăл ăçта та пулин чарăнса каç ирттересшĕнччĕ, пĕр каçлăха та пулин хваттере кĕртекен пулмĕ-ши тенĕччĕ.
Пĕри ăна тĕрме çулне кăтартса ячĕ, теприсем патĕнче хаяр йытă туласа тăкатчĕ. Çапла инкек курнă вăхăтра ăна пĕртен-пĕр çак хĕрарăм хăтарса хăварчĕ. Хĕрхенсе. Хута кĕрсе. Тимрук çакна хăйне майлă тавçăрса илчĕ. Авă кам хĕрхенет иккен ăна! Тимрук сăмсине турткаларĕ, йĕпеннĕ куçне шăлкаларĕ. Унпа халь çеç пĕрле выртнă çын çакна асăрхарĕ, выртсах тăнă çĕртен чавса вĕççĕн çĕкленчĕ.
— Мĕн эс, каччă... йĕместне?
Тимрук куççуль витĕр пăхса кулкалама хăтланчĕ. Хĕрарăм выртнă çĕртен сиксе тăчĕ.
— Эх, айванçăм, санăн мар, ман ӳксе макăрмалла та — макăрмастăп. Ан тив, начаррисем макăрччăр. Иртен кунçулăнта сана пĕрремĕш хут манпа ăшă пултăр терĕм. Савса. Мана та, хăвна та ан айăпла.
— Аппаçăм, ан çилленсе юл... — хуллен çеç илтĕнчĕ Тимрук сасси.
Вăл çак пӳлĕмрен хăй мĕнле тухса кайнине те асне илеймерĕ, ури çĕре тивми пулчĕ пуль. Чĕринче çапах та ăна темле хаклă япала çухатса хăварнă пек туйăнчĕ, е хăй мĕн те пулин, ашшĕ-амăш нихçан хушман япалана, вăрласа тухнă пек пулчĕ. Епле ун пек пулса тăчĕ-ха? Айăплă-им вăл? Ăна хĕрхенекен пур-и? Апла та хĕрхенеççĕ-и?..
Тимрук сасартăк ĕнер çак вăхăтра хăй шыв хĕрринче хĕвелчамăш сутма тытăннине асне илчĕ. Машшук ятлă пике пынăччĕ. Унта каймалли çула Тимрук пит лайăх астуса тăратчĕ-ха. Паян курнăçăпăр тенĕччĕ ăна Машшук. Çакăн пек пулса тăнă хыççăн-и? Ăçта каç выртрăн тесе ыйтĕ Машшук, кампа пултăн тейĕ. Тимрук халиччен никама суйса курман, халь пулсан, вăл тĕрĕссине ниепле те калаймасть. Çук, çук, унта каймасть вăл, каймасть...
Тăкăрлăкран иртсе, Тимрук Атăл хĕрринелле анакан урампа утрĕ. Вăл никам еннелле те пăхмарĕ. Никам еннелле пăхмарĕ пулин те, хăйне хыçалтан такам йĕрлесе пынă пек туйăнчĕ. Çав «такам» тени унран пĕр шит те юлмасть, халь-халь ураран ярса тытас пек васкаса пырать. Тимрук çаврăнса пăхасшăн марччĕ, çапах та çаврăнса пăхрĕ — мĕлки иккен унăн, пĕр шит юлмасăр йĕрлесе пырать. Хĕвел çутатарах пăхнă май Тимрукăн мĕлки тата тĕксĕмрех, тата хурарах палăрать. Анчах вăл тем мар-ха, хăйĕн мĕлки çеç, ăна урăх никам та йĕрлемест. Чун кĕнĕ хăватпа Тимрук тата васкарах утма тытăнчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...