Хура çăкăр :: XIV. Ешĕл туй
Пикмăрсасен тайăлнă пӳртне мăшăр тĕрев те урăх чарса тăраймарĕ, кунсем кĕр енне кайсан, вăл лаштăрах йăтăнса анчĕ. Инкеклĕ телейне кура, юрать-ха, çав вăхăтра пĕтĕм килйышĕ пахчинче пулчĕ, пурлă-çуклă тыррине сăвăратчĕç. Катара тем шатăртатнă пек илтĕнчĕ, тем çĕмрĕлчĕ, унтан пӳрт ларнă вырăнта хура тусан мăкăрланса çĕкленчĕ. Ĕçлесе тара ӳкнĕ кил хуçи çурчĕ еннелле кĕтмен çĕртен тенĕ пек куç хыврĕ, çав самантрах сехри хăпса тухрĕ: «Ара, чимĕр-ха. атьсемĕрсем, тĕтĕм мар-и çавăнта?.. Çунатпăр мар-и, чăнах?..»
Хупăнать те уçăлать, хупăнать те уçăлать Пикмăрсан витĕрех кăтартса кайман куçĕ. Пĕкĕнерех тăран арăмĕ те, çинçешке аллине çамки айĕн сарса тытса, çурт еннелле тинкерет, йышлă хĕрĕсем те, çулкисене пăрахса, çавăнталла пăхаççĕ — çук, пушар мар, вут ялкăшни-туни курăнмасть, палтлатса çĕкленнĕ тусан çеç çĕрелле васкамасăр анать, лăпкăн пусăрăнать.
Пикмăрса тыррине сăвăрма чарăнчĕ, йывăç кĕреçине пуçтарман улăм çине хучĕ, урисене аран ылмаштарса, пăшăрханнă халпа çурчĕ патнелле çул тытрĕ. Ун хыççăн ыттисем те ĕçĕсене пăрахса хăпса пычĕç. Хĕрĕсем чи малтан чупса çитрĕç. Вĕсем тăваттăн тан аллисене хуçлата-хуçлата йывăррăн ахлатма тытăнчĕç:
— Атте, пирĕн пурт ишĕлсе аннă-çке?..
— Ах, атте...
Ишĕлсе аннă пӳрт умне Пикмăрса васкамасăр пырса тăчĕ. Арăмĕ те хашăлтатса çитрĕ.
Йăлт аптраса ӳкнĕ Пикмăрса, пăхса курмасть пулин те, çурт тавра пăхкаласа çӳреме тытăнчĕ. Хăçан лартнă-ши ку пӳрте? Пикмăрса çут тĕнче куриччен тахçан малтан-ха. Аллă çул та иртнĕ пуль унтан вара. Тен, ытларах та пуль. Çĕнĕ пӳрт лартас шухăш хăй пуçĕ çине ӳкессе Пикмăрса тавçăратчĕ-ха, çапах та вăл каплах пулса тăрасса кĕтменччĕ. Паян кун чиперех иртрĕ-ха, тен, ыран та иртĕ; кайран унта, пӳлĕх пĕлет, мăйлăрах кунсем çитеймĕç-ши, ватăлас вăхăт çывхарать пулин те, йышлă килйышĕпе çĕнĕ пӳрт лартса, ăшне кĕресшĕн ĕмĕтленетчĕ вăл. Мĕскĕн чуна çав шанчăк йăпатнă та. Кивелсе çитнĕ пӳрчĕ кĕтсе илме памарĕ иккен çав майлă кунсене. Акă халь пĕтĕмпе ишĕлсе анчĕ. Çĕр кисренсе ватрĕ тейĕн ун пӳртне. Сакки, тенкелĕ, кравачĕ лапчăнса аннă, сĕтелĕ теплерен чиперех юлнă-ха. Пикмăрса ăна виçĕмçулхинех, вăрçă пуçланас умĕн, тунăччĕ. Тата мĕн юлнă-ши кунта? Тӳшек-минтерĕсем урайне ӳкнĕ, тусанран çуса тасатмалла. Акă унăн сарăхнă кивĕ сăхманĕ, çипписем халь витĕр палăраççĕ, сарса пăхсан, çак сăхман витĕр Чĕмпĕр курăнать. Сăхманне ăна алăк патне çакнăччĕ, халь вăл алăк айне пулнă. Пикмăрса малтан алăкне йăтса çĕклерĕ, сăхманне сыхланса çеç туртса илчĕ, çавăнтах ăна хăй çине уртрĕ. Сăхманĕпе пĕрле çĕлĕкĕ те тупăнчĕ. Пикмăрса ăна та тусанран силлесе тасатрĕ, тăхăнса ячĕ.
Пӳрт лартас ĕмĕчĕ пурччĕ çав та унăн. Ик-виçĕ çул хушши ĕçлекелесе, вăрмантан кăмпа та çырла татса килсе, вĕсене пасарта суткаласа, укçа пекки те пухкалама тытăннăччĕ, йӳçлĕхрен виçĕ лав мăк кăларса сутнăччĕ, тӳлес куланайне те юр лариччен кĕттерме пулмĕ-ши тесе, Элюккапа хăйпе калаçнăччĕ-ха, леш кĕтме пулĕ тесе шантарсах каламарĕ те, Пикмăрса çапах та кĕттерме пулать тесе шухăшланăччĕ хăй ăшĕнче. Укçине вара вăрман теçетникне хăйне çеç ал вĕççĕн тыттарăп та, ăна сăмахпа та кăмăлпа юраса, йывăç кăларăп, çапла майпа улт-çич аршăнлă пӳрт пекки лартайăп-ши тетчĕ вăл.
Пикмăрса пусă валашки патне пырса ларчĕ. Валашкана каçхи апат пĕçерме кăларнă улма тултарнă. Кил хуçи валашка хĕррине тĕренчĕ. Шухăшĕ хăйĕн пĕр кĕтмен çĕртен кăнтарнă çил пек вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăла пуçларĕ. Ураççи те, кумми те çавăнтах, тĕллĕн-паллăн каркаланса тăсăлать, пурнать, тăпăлать, татах тăсăлать, анчах пуçĕ те, вĕçĕ те çук...
Шерккейĕнех хуйхи çук ав. Ик хутлă чул çурт лартрĕ те рехетленсе кăна пурăнать, мулĕ кутăн кĕрет тейĕн çав, тупата. Халь ак, чĕнтĕрлĕ крыльца çине тухса, Пикмăрса еннелле пăхать. Сарлака сухалне канăçлăн шăлкаласа кулать-ха тата! Шăл йĕрен. Хăй патне пырса пурăнма кĕтес ыйтасса кĕтет пуль. Пӳртĕнче пӳлĕм хыççăн пӳлĕм туса пĕтернĕ — элес те мелес! Йышлă выльăх-чĕрлĕхне çавăнта хупса усрас пулсан та, вырăн çитмелле. Шерккейĕ хăй уйрăм пӳлĕмре иккен, çӳлти хутĕнче, урамалла тухакан çавра чӳречине тимĕр решеткепе тыттарнă çĕрте имĕш. Тимрукĕ — юнашар пӳлĕмре. Пăваран килнисем те çавăнта. Ытти пӳлĕмĕсен алăкĕсене тимĕр çăрапа питĕре-питĕре илнĕ, тет. Хай патне Шерккей никама та кĕртмест, тет. Ак Шерккей сана, Шерккей... Çын тейĕн-и ăна çакăн хыççăн? Çын мар вăл — укçа тултармăшĕ. Халь ак кӳршин хуйхине курса, чĕри çумне çу хывать, савăнать. Савăннипе кулать вăл. Култăрах! Пикмăрса пырасса кĕтет пуль. Пикмăрса пурпĕрех ун патне йăлăнас çук, пуççапас çук ăна. Пурпĕрех!
Пикмăрса ларнă çĕртен тăчĕ. Паçăр уртнă сăхманне тăхăнса ячĕ, пилĕкне пăявпа туртса çыхрĕ, валашкари улмана, чи шултрисене суйласа, хĕвне чиксе тултарчĕ, килйышĕ енне çаврăнса тăчĕ:
— Эсĕр... халлĕхе çĕрпӳрте пурăнма куçăр. Мĕн кирлине пĕтĕмпе çавăнта куçарăр... Уття, Марине, эсĕр иксĕр йĕтем çине кайăр, çумăр пулас пек, ав пелĕт капланать, çапнă ыраша улăмпа та пулин витме ĕлкĕресчĕ, — терĕ вăл.
— Эс... мĕн, çаплах тумланса ятăн? — ыйтрĕ мăшăрĕ.
— Тумлантăм çав-ха, карчăк. Ак, пилĕке те çыхрăм.
Пикмăрса, унпа калаçса тăмасăр, аслăк айне кĕчĕ, яка авăрлă пурттине илсе, çурăмĕ хыçне хĕстерчĕ, ишĕлнĕ çурчĕ хĕррипе катмакланса урамалла тухрĕ, тăвалла çул тытрĕ.
— Ăçта кая-ян? — пăшăрханса кăшкăрчĕ мăшăрĕ.
— Пăталуя. Хĕрлĕ вăрмана, — илтĕнчĕ упăшкин сасси. Хай вăл каялла çаврăнса пăхмарĕ, пуçне чикнипех малалла утрĕ.
— Атте!.. — кăшкăрчĕç йĕрсе ярасса çитнĕ хĕрĕсем.
Пикмăрса аллине кăна сулчĕ, каялла çаврăнса пăхмарĕ. Ачисен сассисене илтессе илтрĕ, анчах хăй пăр сăмах та чĕнмерĕ.
Каç сулхăнĕ çывхарать. Хутлам-хутлам пĕлĕтпе шăршăннă тӳпе пăшăрханнă çумăрпа сывлать. Катара кил хапхи чĕриклетсе хупăнать. Пикмăрсана хăйĕн йышлă çемйи мĕн куçран çухаличчен пăхса ăсатать. Вăл, аслă урам варрине çитсе, сылтăмалла пăрăнчĕ, йăлтах курăнми пулчĕ.
Элентейпе Тухтар хăма тиенĕ вăрăмккапа урампа анатчĕç. Пикмăрса тĕлĕнчен иртес чух пăртак чарăнса тăчĕç, мĕскĕн хуçана инкек пуснине асăрхарĕç, кулянакан килйыша йăпатмалли сăмах суйларĕç.
— Ишĕлсе анчĕ иккен.
— Ишĕлчĕ çав, ишĕлчĕ.
— Ĕмĕрĕ иртрĕ пулать.
— Хăй ăçта?
— Халь çеç тухса кайрĕ. Каçа хирĕç каймалла марччĕ те, каласа ӳкĕте кĕртме çук-çке ăна. Тумланчĕ, пуртă тытрĕ, тухса кайрĕ. Пăталуя, Хĕрлĕ вăрмана, терĕ. Урăх пĕр сăмах та каламарĕ. Тем тума кайрĕ ĕнтĕ унта.
— Туй курма кайман вăл, шураппаçăм. Пуртăпа тетĕн. Пăшăрханса ан ӳкĕр. Апларах иккен... — шухăша кайса тăчĕ Элентей. Урам варрине чарнă лаши канăçсăр кукалет, хӳрипе сулкалашать. Тухтар сăмаха хутшăнчĕ.
— Хăта, атя эпĕр те каяр. Вăй çитнĕ таран пулăшаймăпăр-ши?
— Тĕрĕс каларăн, Тухтар. Кайăпăр. Нимене. Хамăр кăна мар. Халăхпа хăпса.
— Хамăр тенĕ халăха кăна чĕнĕпĕр.
— Пурпĕр. Самаййăн пуçтарăнăпăр.
— Юрĕ, хамах чĕнсе тухатăп, хăта, — Тухтар хăма тиенĕ лавне куçларĕ. — Итле, хăта, манăн хăпартман çуртăм ишĕлсе анас çук-ха, элле çак лава та кунтах пушатса хăварар-и?
— Çавăт лашана, — Элентей кил хуçи карчăкне пăхса илчĕ. — Шураппаçăм, ăçта пушатар?
— Ах, Элентей, эсир хăвăр валли тиенĕ хăмăра кунта пушатасшăн-и?.. Çын инкекĕшен çын айăплă мар-ха ĕнтĕ, хăй килтĕрччĕ.
— Иккĕ те калаçмастпăр.
— Ара ĕнтĕ, пушататпăр тетĕр те... уншăн мĕнле тӳлемеллине те пĕлместĕп-çке?
— Уншăн тӳленĕ, шураппа.
Тухтар лаша çавăрса, лавне пахчаран кĕртрĕ. Элентей лав пăявĕсене салтрĕ. Вĕр-çĕнĕ хăмасене Тухтарпа иккĕше тирпейлĕн пушатма тытăнчĕç.
— Эсир, çăкăр мурĕсем, аллăр татăласран хăратрам? — каласа хучĕ Элентей. Тĕлĕнсе пăхса тăнă хĕрсем вăтанса хĕрелчĕç, арсынсене пулăшма тытăнчĕç.
Каçхине çумăр çуса иртрĕ. Çĕр сĕм-тĕттĕм пулчĕ. Тухтар ял халăхне нимене чĕнсе тухрĕ. Мулентей, Имет, Шинкел, Савантей... йыш самай пуçтарăнчĕ... Çын инкекĕ теприн чĕрине ыраттарать. Йывăр чухне пулăшни ĕмĕрне манăçмасть. Çавна шута илсе, чĕннĕ çынсем эпир пыраймастпăр çав темеççĕ. Вĕсем, çĕр варринче лаша кӳлсе, лашасăррисем пуртă та пăчкă илсе, пĕрле пуçтарăнчĕç те ушкăнĕпех Пăталуй вăрманне çул тытрĕç.
Кустăрмаран пылчăк явăнать, çул тикĕс мар, шăтăк-путăксене шыв тула-тула куçлантарнă. Лавсем пурпĕрех вăрманалла васкаççĕ. Лупашкаран тухнă сăрă кашкăр шавлă çултан айккинелле пăрăнса чупрĕ. Ăна сиснĕ лашасем, хартлатса, енчен енне пăхкаларĕç, çулпа васкасарах утрĕç.
Аптрамасть чăваш. Пĕрин инкекĕ тепринне те варне витет. Çынна пулăшмалла, ниме тумалла. Çывăрас ыйхи вăхăтсăр татăлсан та, шӳтле сăмах канăç кӳнĕ пек туйăнать, чăваш юмахласа йăпанать, кирек мĕнле пулсан та, хуйхине кăтартасшăн мар. Çав аптраманлăхах тăван халăха мĕн ĕмĕртен хăват кĕртсе тăнă пуль. Антăхнă нуши ăна урăхран хăратаймасть ĕнтĕ, тата пысăк инкек пуласси те ытла пăшăрхантармасть. Мĕн пĕчĕкрен ун урине ĕне пуснă иккен те, вăл çапах та сывă юлайрĕ пулсан — паттăр çав вăл, пиçĕхнĕ, ĕмĕрсен вучахĕнче шăранса туптаннă. Чул хушшине парка тымар ярса ӳснĕ юман пек вăл, кирлĕ чухне урнă тăвăла хирĕç тăмашкăн та вăй та, хал та çитерет.
Нимене каякан çынсем çул хĕррипе утаççĕ. Вăрçăран имшерленсе тăврăннă Шалпак яппунсемпе çапăçни çинчен кала-кала тĕлĕнтерет. Пирĕн çарсем вĕсене çĕнтернех пулĕччĕç, енчен ахвицерсем хăйсен ĕçне тĕрĕс туса пынă пулсан, тет вăл. Шăрттан Имечĕ иртнĕ эрнере пулнă туй мыскарине кала-кала култарать. Çул кĕскелни сисĕнмест. Çутăлнă çĕре вĕсем вăрмана та çитсе кĕреççĕ. Пăталуй. Хĕрлĕ вăрман. Петĕр патша вăхăтĕнче çакăнта хамăрăн мăн асаттесем лашманта çӳренĕ иккен; таçта инçете кĕрсе, вĕсем патша валли карапсем тума ал вĕççĕн юман кĕрешсем касса лашмансемпе турттарнă. Вăрман паян кунччен те чака пĕлмест, кунта халь пулин те иртсе тухма çук чăтлăх, кукăр-макăр çулпа çеç васкамасăр шăвать ниме халăхĕ. Шалта пĕр чун курăнмасть, кĕре хирĕç вĕçен каиăк сасси те илтĕнмест. Çынсем чарăнса тăрса итлеççĕ. Катара пуртă чанклатнă пек сасă илтĕнсе каять.
— Э-эй!
— Ан кăшкăр-ха, Шинкĕл. Пире палламасăр, вăл ĕçне пăрахма пултарать.
— Пуртă сасси чăн та, илтĕнми пулчĕ-çке.
Хăш енчерех илтĕнчĕ-ши çав сасă? Тен, шăпах унта Пикмăрсаччĕ пулĕ. Сĕм вăрманăн куçĕ çук, сасă илтĕннĕ еннелле кăна çул тытма пулать. Ушкăн тата малалла иртет, унтан кăшт чарăчса тăрать. Сас-чӳ çаплах илтĕнмест.
— Шаларах кĕмелле марччĕ-ши?
— Иртсе пăхар эппин татах пăртак.
Нӳрлĕ çул çине вĕтĕ турат тăкăннă. Кустăрма айне пулсан, вĕсем çатăртатса ванаççĕ. Çурта пек йăрăс çӳллĕ яхтăсем куçа илĕртеççĕ. Пикмăрса Хĕрлĕ вăрманта тесен, çакăнта пулма кирлĕччĕ-çке...
Çул хĕрринче ем-ешĕл тĕмсем. Пасарса çитнĕ йытçĕмĕрчĕ кăн-кăвак курăнать, ун айĕнче тем хулăнăш та сарлака шурлăх кăмпи. Тепĕр чухне кăмпа татма та пулатчĕ пуль, халь ун пек шухăш мар.
Вăрманта сасартăк пĕр мĕлке курăнса кайрĕ.
— Пикмăрса, эсĕ-çке?
— Эпĕ, — тет вăрман çынни. Вăл çамкине шăлкалать. палланă çынсене курсан, васкамасăр çеç тата маларах çывхарать. — Ытла та ир тухнă-çке, ăçталла васкатăр капла?
— Нимене, — тавăрса каларĕ Элентей.
— Тата такама хĕрӳ килчĕ пулинех!
— Сана пулăшас терĕмĕр. Ушкăнпа хăпса килтĕмĕр. Ертсе кай вăрманна.
— Вăрманăм... — аптрасарах тăчĕ Пикмăрса, — çук çав ман вăрман. Пулнă пулсан, пăшăрханман та пулăттăм. Хам тĕллĕн тăрăшмастăп-и çапла, саккунсăр.
— Саккунлă. Пĕтĕмпе саккунлă. Кунта пĕтĕмпе хамăр вăрман: санăн та, пирĕн те. Кирек ăçта пулсан та касса турттарăпăр, — татса каларĕ Тухтар.
— Сутма касмастпăр çав ĕнтĕ, çынна çурт пултăр тетпĕр.
— Ăçта ĕçлетĕн?
— Ара ĕнтĕ...
— Кур-ха, шанмасть тата! Сана пулăшма килтĕмĕр тесе, чăнласах калатпăр ĕнтĕ.
Мĕскĕн Пикмăрса, çак сăмахсене илтсен, макăрса-йĕрсе яманни кăна. Мăн туйра ташлама тухас пек пускалать вăл урисемпе. Хулăнламас ал тымарĕнче юн тапни палăрса тăрать хăйĕн, питçăмарти канăçсăр турткаланать.
— Ертсе кай пире. Хаклă вахăта ура çинче тăрса ирттерер мар, — терĕ Имет.
— Мĕн сире ертсе каясси? Ак çакăнта аппаланса пăхаттăм...
Пикмăрса малта. Лавсем йывăç хушшипе çулсăр-мĕнсĕр шалалла кĕрсе каяççĕ. Акă Пикмăрса ĕçленĕ вырăн. Вăл, пуртă вĕççĕн каскаласах. икĕ йывăç тӳнтерме ĕлкĕрнĕ. Ай асапланнă та, апăрша. Вăрман хăяхĕ хушшинче çынсем лашисене тăвараççĕ, илсе килнĕ ĕçми-çимисене пĕр вырăна тирпейлесе хураççĕ. Ĕçе тытăнас умĕн пĕрле пухăнса лараççĕ. Сыпăнать вĕсен юмах-сăмах. Кашнийĕн хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕ, ĕçĕ-хĕлĕ. Кунĕсем халь ытла йывăрланчĕç, темле тăрăшсан та, çиттине çитерме çук.
— Питех мĕн кирлĕ вара пире, — тет Имет, — пире пĕчĕкçĕ кăна телей кирлĕ çав та...
— Телей тени çул çинче выртмасть, хӳри кĕске, тыттарасшăн мар.
— Тулта ăшăрах пулни те çитĕччĕ пире, — тет Шинкĕл, — а тулĕккĕш тумтирсем питĕ мар.
Ун çийĕнчи сăхманĕ йытă вĕрнипе çурăлас пек, чăн та.
— Ĕнтĕ сивви-ăшшине суйламăпăр, çимелĕх çăкăр пулсан та, кĕтнĕ телейĕмĕр çитрĕ иккен тенĕ пулăттăмăр.
— Юрĕ нăшăклатма, — тесе хучĕ Имет, — май пулсан, сӳсменĕ тупăнĕ-çке.
— Çавна каламастăп-и, — сывлăшне хаш çавăрчĕ Пикмăрса. — Акă манăн та пурнăçăм шалт каялла кая пуçларĕ.
— Эпир малалла туртăнар.
— Туртăнар тетпĕр çав та, нушамăр хăтармасть. Ак паçăр кăна шухăшларăм-ха: ĕнем ман виçĕ çул ĕнтĕ вăкăр хыççăн вăкăр тăвать, сурăхсем така тăваççĕ, чăххăмсем ялан автан пусса кăлараççĕ, арăм тата хĕрача хыççăн хĕрача çуратса тултарчĕ...
Пикмăрсан сăмахĕ шӳтленĕ пек илтĕнчĕ, пĕрене çине чĕкеç ушкăнĕ пек ларса тухнă çынсем кăмăллăн кулкаларĕç. Пикмăрсан вăхăтсăр пĕркеленнĕ питĕнче те кулăш тытмарĕ каркаланчĕ. Унтан тавраналла пăхса çаврăнчĕ те, кулăшне йăмтарса, сăмах хушрĕ:
— Каплах вăрман касни хамăр тĕллĕн иртĕхнĕ пек пулса тухать иккен те, темле пуçласа яратпăр ĕнтĕ...
— Мĕнле иртехни пултăр вăл? — терĕ Тухтар. — Ак Кашаран инçех те мар, Васильевка ятлă ял пур. Çавăн халăхĕ Беляев улпут вăрманне пĕр йывăç хăварми касса тухнă.
— Хăçан?
— Иртнĕ уйăхра, ара.
— Çыннисене мĕн тунă-ши?
— Мĕн туччăр çыннисене? Ял халăхне тĕрмене хупса пĕтерейместĕн ĕнтĕ.
— Тĕрме тесен тата, çын ларман вырăн мар-ха.
— Вăл та тĕрĕс...
— Беляевне хăйне те тустарнă темеççĕ-и?
— Эпĕ шăпах çавăнтаччĕ ун чухне, — терĕ Тухтар. — Пысăк именийĕнчен кăшăлне кăна хăварчĕç. Тыррине лавĕ-лавĕпе тиесе тухрĕç те халăх хушшинче валеçрĕç, выльăхне пĕр пуç хăварми хăваласа кайрĕç. Астăватăп-ха, пĕри çапла улпут çуртĕнчен алăк пысăкăш куçкĕски çĕклесе тухнă та хӳме çумне таянтарса хунă пулнă. Улпучĕ хăй çук. Чĕмпĕре тухса тарнă, тарçисем пăрахса кайнă. Картишĕнчи витинче улпутăн пăлан пек пысăк хĕрлĕ вăкăрĕ пурччĕ. Хăваласа каясшăн кăлараçç те ăна, ун тĕлне шăпах куçкĕски пулать. Пăхать — хăйне хирĕç тепĕр çиллес вăкăр тăра парать. Улпут вăкăрĕ чакса-чакса пычĕ те вара вăйе çитнĕ таран талпанса сĕкĕшме сиксе çитрĕ. Кускĕскийĕ сĕлĕ пĕрчи пек ванса тĕпренчĕ. Çапăннă вăкăрĕ тискеррĕн мĕкĕрсе кайса ӳкрĕ.
— Ай, тупата!
— Çавă кирле те.
— Леш, Беляев патне каймарĕ-ши Шерккей иртне кунсенче?
— Ун патне мар, Шемĕршел улпучĕ патне кайнă терĕ Алапа Велюшĕ, — сăмах хушрĕ Шинкĕл. — Велюш ун пек сăмаха пĕлмесĕр каламасть. Шемĕршел улпучĕн çĕрĕпе вăрманне илесшĕн, тет, Шерккей, а тулĕккĕш калаçса татăлайман, тет.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...