Шурă акăш çулĕ :: Çерçи вăрçи
Юсуф шухăшне пĕлнĕ пекех пĕррехинче Эпеçе Хусан ханĕн элчи Киям бек пырса çитрĕ. Тĕрĕссипе вăл Шупашкарта пулнă-мĕн те каялла таврăннă чухне çĕнĕ Чăваш улусĕн пуçĕпе те курнăçма шут тытнă. Хан элчи ылтăн çиппе эрешленĕ сарă пурçăн халат, йĕри-тавра ахах тирсе тухнă тӳпеттей, сахьян атă тăхăннă, пилĕкĕнчен турккăсенни пек кукăр хĕç çакса янă. Унăн урхамахĕн йĕвенĕпе йĕнерне те пăхăр тӳмесемпе илемлетсе пĕтернĕ. Хан ячĕпе пурăнакан Юсуф унпа танлаштарсан, тупата, хула чухăнĕ пек кăна курăнчĕ тем. Çапах элчĕ хĕйне питĕ типтерлĕ тыткаларĕ, çĕнĕ улус хуçине хисепленине пур майпа та палăртма тăрăшрĕ.
— Салам аликкĕм! — пилĕк авсах сывлăх сунчĕ кĕтмен хăна Юсуфа, унтан мăсăльмансен йăлипе ăна хул пуççинчен çăмăллăн ыталаса пите-питĕн икĕ енчен те сĕртĕнсе илчĕ.
— Аликкĕм салам! — хуравларĕ ăна Юсуф. — Ăçтан пирĕн пата лекме пелтĕн эсĕ, хаклă хăна?
Элчĕ хăй тин кăна-ха Шупашкарта пулни, унта вара çак таврара çĕнĕ улус йĕркеленнĕ тенине илтни çинчен каласа кăтартнă хушăра Юсуф хăнана тимлесе пăхса ларчĕ. Пăлхарла пит тасах капаçманнинчен те, сайра сухаллă шĕвĕр янахĕпе монголсенни евĕр хĕсĕк куçĕнчен те çынни ку пăлхар юнлĕ марри кĕретех. Тепĕр тесен халь тин мĕн тĕлĕнмелли? Юлашки çĕр аллă — икçĕр çул хушшинче мĕнле кăна халăх сӳремерĕ пуль ку тăрăхра? Çавăнпа вĕсем пĕр-пĕрин-пе йăла-йĕркепе те, юнпа та тахçанах пăтрашăнса пĕтнĕ ĕнтĕ. Пăлхар-чăвашсем хушшинче те авă çуттисем те, тĕксĕммисем те, тĕреклĕ сĕмсаллисем те, хĕсĕк куçлисем те туллиех.
Кĕçех Юсуф пулăшуçи пӳрте вĕри чей, кăмăс, унтан нӳхрепре пăр çинче упранакан така шăрттанне илсе кĕчĕ. Хайхи калаçу та çăмăллăнрах, уççăнрах юхрĕ. Хăна Хусан епле аталанни, Уксах Тимĕр аркатса тăкнă хуласенче пурăннă пăлхарсем ун тавра чăмăртанни çинчен каласа кăтартрĕ. Элчĕ сăмахĕ тăрăх, вĕсем халĕ хăйсене Хусан ханлăхĕ теççĕ. Хан шучĕпе унăн çĕрĕ анăçалла Сăр шывĕ таранах тăсăлать.
— Вăл мĕн, пире те хăйне пăхăнса пурăнакан çынсем вырăнне хурать-им? — ыйтрĕ Юсуф.
— Пирĕн хан эсир хăвăрах унпа пĕрлешессе шанать, — чеен хуравларĕ Киям бек. — Шупашкар пирки те çаплах шутлать. Анчах эпĕ унти пуçлăхсем вырăссем еннерех сулăннине туйрăм. Ку вара пирĕншĕн, пăлхарсемшĕн, ырă япала мар. Е эсĕ, Юсуф хан, Шупашкар хуçисемпе килĕшетĕн-и?
— Унашкал шухăш пуçра пулас тăк эпĕ Чăваш улусне те йĕркелесе ярас çукчĕ — пăртак кӳренчĕ Юсуф.
— Эпĕ те çапла шутлатăп, Юсуф хан, эпĕ те çаплах шутлатăп. Анчах.
Хăна калаçма чарăнчĕ те тăрăшсах вĕри чее уфлата-уфлата вĕрсе сивĕтме пикенчĕ, анчах сыпмарĕ, чей чашăкне сĕтел çине лартрĕ.
— Мĕн — «анчах»? — элчĕ сăмахне кĕтсе илейменрен ыйтрĕ Юсуф.
— Эс мана, Юсуф хан, каçар та, тӳррине тӳррĕн калам-и? — ирĕк ыйтрĕ элчĕ. — Çапах та эпир арçынсем. Тата тепĕр чух тӳррине калани сăлтавсăр ырланинчен усăллăрах.
— Чăн сăмахăн суйи çук, — килĕшрĕ Юсуф.
— Апла тесен... Пĕлетĕн-и, ман шутпа, сан улусу вăй илессĕн туйăнмасть. Эпĕ, сăмахран, унăн малашлăхне вуçех курмастăп. Эпир халь вун пиллĕкмĕш ĕмĕре кĕретпĕр ĕнтĕ. Таврара унта та кунта çĕнĕ хуласем ӳсе-ӳсе лараççĕ, кунран кун вăйланса пыраççĕ. Çар ĕçĕ те улшăннăçемĕн улшăнать. Пĕлетĕн-и, Юсуф хан, халĕ тĕнчери чылай патшалăх тар тенипе усă курать.
— Тар мĕнне пăлхарсем унчченех пĕлнĕ те-ха, — аса илтерчĕ Юсуф. — Хăватлă япала. Шел, хамăр тĕллĕн пурăнма пăрахнăранпа ун çинчен мана пуçларăмăр.
— Хăватлă пулмасăр. Çавăнпа халĕ хуласене чул карпа хӳтĕлеççĕ. Эпир те Хусанта пурăна киле çаплах тăвас терĕмĕр. Эс вара... Кунта сирĕн... — йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ элчĕ.
Хăна шухăшне каласа пĕтермерĕ пулин те, Юсуф ăна лайăх ăнланчĕ. Тĕрĕсех калать-çке те вăл, тĕрĕсех кала-ать. Анчах мĕн тăвăн?
— Енчен эпир Шупашкарпа пĕрлешсен? — тахçанхи ĕмĕт-шухăшне пĕлтерчĕ вăл хăнана.
— Каларăм-çке, эпĕ шăпах унтан таврăнатăп. Шупашкар хуçисем Хусанпа та пĕрлешесшĕн мар. Сан Эпеçӳпе вара... Эсĕ хăв вĕсене пăхăнсан кăна. Анчах мана унта патшалăх шайĕпе шухăшлакан çын çук пек туйăнчĕ, — терĕ элчĕ. — Сана пăхăнма вĕсем, паллах, килĕшмĕç, ан та шан.
Пăртак кăмăспа чей сыпкаласа ларсан хăна пуçне чеен чалăштарчĕ те шăппăн каласа хучĕ:
— Пĕлетĕн-и, Юсуф хан, эпир те Хусан ханлăхĕн Чăваш тăрăхне туса хуратпăр. Сирĕн улусупа Шупашкара пĕрле илсен те пирĕн тăрăх унран калăпăшĕпе те, халăх йышĕпе те чылай пысăкрах пулать. Çав тăрăх пуçне ларма килĕшмĕн-и эсĕ? Ман шутпа, хăвăншăн та, Аллахшăн та çакă питĕ усăллă ĕç пулнă пулĕччĕ.
— Утсене ытла хытă хăваламастпăр-и эпир? — нимĕн хуравлама аптранăран каларĕ Юсуф.
— Çук, çук, Аллах курать, эпĕ никама хăваламастăп та, васкатмастăп та, — лăплантарчĕ элчĕ. — Пуçа шухăш пырса кĕчĕ те, лайăх çынна ма каласа пăхас мар терĕм, çавă çеç. Çапах эсĕ, Юсуф хан, шухăшласа пăх. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх пирĕн хан сан аçуна питĕ лайăх палланă. Сана та вăл пысăка хурать, эсĕ пăлхарсене каллех çĕклеме тăрăшнине те ырлать. Çапах, пирĕн шутпа, эпир Хусан тавра чăмăртансан кăна вăй илме пултаратпăр. Çавăнпа эпĕ каланине, тен, пуç тавра лайăхрах çавăрттарса пăхăн, э? Эпĕ пăртакран ку çулпа татах иртĕп. Сан пата та кĕрсе тухăп. Паллах, хăв хирĕç мар пулсан. Ун чухне пайăрларах калаçăпăр, юрать-и?
Çапла татăлса уйрăлчĕç вĕсем. Хусан ханĕн элчипе мĕн çинчен пуплешнине Юсуф никама та, вăл шутра шăллĕне Керима та пĕлтермерĕ. Хăй вара уни-куни самаях шухăшлама тытăнчĕ.
Вăхăт вара шăвать те шăвать. Чăваш улусĕ аталанать пулин те унта пурăнакан халăха хула витĕмĕ кирли кунсерен ытларах та ытларах палăрать. Ара, кашни вак-тĕвекшĕн Чулхулана е Хусана çӳреймĕн. Тата çулĕ те унта хальлăхе çулла, Атăл пăрланман чухне кăна меллĕ. Улусрах хула пулас тăк пурнăç палăрмаллах çăмăлланĕччĕ. Çинех хула вăл — тăшманран хӳтĕленмелли тата таврари чăвашсене те хӳтĕлеме пултаракан вăй. Анчах чăваш-пăлхарсемпе çыхăннă хула çывăхра пĕр Шупашкар кăна. Унта вара...
Унта мĕн пулса иртнине Юсуфпа Керим чăннипе нимех те пĕлмеççĕ-ха. Мĕншĕн-ха çав чăваш хули халăха пĕр чăмăра пĕрлештерес ĕçрен пăрăнать? Нивушлĕ вăл хăйне уйрăм пурăнма шутлать? Анчах ку чухне ун пек пулма пултараймасса хула пуçĕсем хăйсем те ăнланаççех ĕнтĕ. Е вĕсем, çакна ăнланнипе, ӳлĕм кампа пĕрле пурăнмаллине кăна палăртайман-ши? Ку тĕлĕшпе суйламалли вара нумай мар: е Чулхулапа, е Хусанпа пĕр чĕлхе тупмалла. Тепри — Чăваш улусĕн пуçне тăрса уйрăм патшалăх туса хурасси. Çав патшалăхăн аталанса ĕлкĕрмелĕх вăхăт пулассăн туйăнать, ма тесессĕн пăпхар-чăвашсем пурăнакан тăрăха çывăх çулсенче нимĕнле пысăк вăй та килсе тапăнмĕ. Ара, ют çĕре кайса тапăнасси вăл калама кăна канас, анчах çав ĕçе тумашкăн ай-яй нумай вăй хумалла, пурлăх тăккаламалла. Çавăнпа тăр ухмах кăна никама кансĕрлемен халăха çеç ахаль пырса тапăнма пултарать. Ухмах пуçлăхсем вара телее Хусанта та, Чулхулара та, Мускавра та курмаççĕ-ха.
Кирек епле пулсан та Шупашкар ыйтăвне татса памасăр чăвашсен, эппин пĕтĕм пăлхар халăхĕн малашлăхĕ пирки шухăшлани те усăсăр. Çавăнпа ĕнтĕ, Хусан ханĕн элчипе калаçнă хыççăн пушшех те, Юсуф ку ыйтăва татса памах шут тытрĕ. Пирвай вăл хулари лару-тăрăва тĕпчесе пĕлмешкĕн Эпеçе ячĕ. Тимĕрçĕ хăйĕн Шупашкарти ĕçтешĕ Няка урлă нумай çынпа паллашма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа унăн тепрехинче тимĕрçĕ лаççи валли тимĕр туянма кайсан пĕртен-пĕр ыйту çине тĕплĕ хурав пĕлсе килмелле: хулара пурăнакан чăвашсем те хула пуçĕсем майлă-и е вĕсем чăваш-пăлхарсен вăйлă патшалăх туса хумалла текен шухăшпа килĕшме пултараççĕ?
Эпеç Юсуф хан хушнине итлесе Шупашкарта темиçе кун та пурăнса ирттерчĕ. Ĕçтешне Някана та, унăн юлташĕсене те сахал мар сим пыл, сăра ĕçтерчĕ. Лешсем халăх малашлăхĕ пирки калаçма унсăр та хатĕр-мĕн. Аслă Пăлхар, Шери-Пăлхар, Сăвар, Пӳлер, Джукету, Меречен хулисен синкерлĕ шăпине кунта лайăх пĕлеççĕ.
— Апла эсир ма-ха чăваш-пăлхарсен вăйлă çĕршывне туса хурассине хирĕç? Е эсир Шупашкар карманĕ айккинче тĕрĕс-тĕкел тăрса юласса шанатăр? — тӳртен ыйтрĕ Эпеç хулари тусĕсенчен.
— Сана кун пирки кам каларĕ?
— Унашкал шухăш пирĕн ĕмĕрне пулман, — харăссăн хуравларĕç ăна темиçе çын.
— Апла эпĕ сире пушшех ăнланмастăп, — кăмăлне пытармарĕ Эпеç.
Кил хуçи пулнă май Няка хăнана пуриншĕн те хăй ăнлантарчĕ:
— Пĕлетĕн-и, Эпеç тусăм, пирĕн хула халĕ вырăссем майлă мăрса аллинче. Вăл вара халăха çапла ăнлантарать. Пăлхарсем тек хăйсен патшалăхĕпе пурăнаймаççĕ имĕш, вĕсене хӳтлĕх кирлĕ. Çав хӳтлĕхе чăвашсене вырăссем кăна пама пултараççĕ, ма тесессĕн таврара вĕсенчен хăватлăрах вăй халĕ çук. Вырăссем Уксах Тимĕрпе те пĕр чĕлхе тупнă пулать, çавăнпа ĕнтĕ Тимĕр Аслă Пăлхара çапса аркатнă... Çавна чăнахах çапса аркатни анратать те халăха. Тунмастăп, Эпеç тусăм, мана хама та шухăшлаттарать.
— Итлĕр-ха, вырăс халăхĕ вăл пиртен пач расна халăх. Унăн чĕлхи, йăли-йĕрки, тĕнĕ — нимĕн те, нимĕн те пирĕннипе, чăвашсеннипе пĕр килмест. Енчен вĕсемпе туслашас тесен те, ăнланăр-ха эсир, пирĕн вăйлă патшалăх туса хумалла. Ун хыççĕн, тен, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасси çинчен те каласса татăлма май килĕ. Анчах эпир хамăр патшалăхсăр тăрса юлсан ятсăр-йăхсăр халăх кăна пулса юлатпăр. Пире ун чухне кам хисеплĕ? Хисепсĕр çынна вара хăвăр пĕлетĕр, тарçă вырăнне е тата чура вырăнне çеç хураççĕ. Халăхсемпе те çавнашкалах.
— Вăл çаплах ĕнтĕ, чăн сăмахăн суйи çук, — ассăн сывларĕ тахăшĕ. — Халь нумай чăваш кăнтăралла, Крым тутарĕсемпе турккăсем еннелле пăхать. Ман пĕлĕш вара нумай пулмасть Крымран аран тарса таврăнчĕ. Унта вăл икĕ çул каялла пĕтĕм кил-йышĕпе куçса кайнăччĕ. Тĕрĕсрех, вăл турккăсем патнех çитесшĕнччĕ, анчах Крым тутарĕсем ăна ярса тытнă та ывăлĕпе иккĕшне те чура туса хунă. Кил-йышĕнчен вуçех уйăрнă, арăмне таçта кил-çурт пăхса тăма янă, икĕ хĕрне арабсене сутнă. Пĕлĕшпе ывăлне пӳртре те мар, ямра усрарĕç тет. Кун каçа хĕвел тухса аниччен ĕçлеттеретчĕç тет иçĕм çырли пахчинче, кайран çав ямма антаратчĕç тет те çиелтен тимĕр решеткепе витсе питĕрсе илетчĕç тет. Çиме те, тула тухма та çавăнтах тиветчĕ тет.
— Вара мĕн, пĕлĕшӳ пĕчченех тарса килчĕ-и? — кăсăкланса ыйтрĕ пĕри.
— Эй, эсир, таçта кĕрсе ан кайăр, эпир халь урăххи пирки пуплешетпĕр, — аса илтерчĕ Няка юлташĕсене.
— Вара мĕн? — сăмах илчĕ алăк çумĕнче паçăртанпах чĕнмесĕр ларнă пĕр арçын. — Ну, эпир чăваш патшалăхне туса хурасшăн тейĕпĕр. Анчах эпир пĕчĕк çынсем, пиртен нимĕн те килмест. Хула мăрси пире мĕн калать — çапла пулать.
— Эх çав пирĕн, чăвашсен, мĕскĕнлĕхĕпе нишлĕхне! — тарăхса чăмăрĕпе юман сĕтеле шарт! çапса кисрентерчĕ Няка. — Çавна пулах пĕтсе пыратпăр та. Шутлăр-ха эсир, туссем, енчен Хасан хан чăвашсене Аслă Пăлхар патĕнчен кунта куçарман пулсан, тен, Пăлхар патшалăхĕ те паян кун тĕрĕс-тĕкел тытăнса тăратчĕ. Вăл вара пире тăшманпа çапăçасран пăрас, çапла майпа упраса хăварас тенĕ имĕш. Чăннипе хăйне те упраса хăвараймарĕ.
— Çавă çав, халĕ пирĕн пуçлăх та çук. Пуçсăр кĕтӳ вара кĕтӳ мар, — каллех каласа хучĕ алăк патĕнче лараканни.
— Пур пирĕн пуçлăх! — çирĕппĕн хирĕçлерĕ Эпеç. — Вăп — Юсуф хан, Аслă Пăлхар ханĕн Пулатăн ывăлĕ.
— О-о!
— Апла иккен-ха.
— Пирĕн тăрăха епле лекнĕ вара вăл? — илтĕнчĕç тĕлĕннĕ сасăсем.
— Аслă Пăлхартан эпир кунта пĕрле килнĕ. Вĕсем шăллĕпе Уксах Тимĕр тыткăнĕнчен тарса хăтăлма пултарнă. Вĕсен ашшĕпе амăшне тата йăмăкне вара Тимĕр çунтарса янă. Кăна пирĕнпех тарса килнĕ хĕр Пинеслу та лайăх пĕлет, — каласа кăтартрĕ Эпеç.
— О-о, эппин вăл чăн-чăн хан!
— Апла вăл ма-ха Шупашкара килсе вырнаçмасть? — тенисем илтĕнчĕç.
— Пĕлетĕн-и, Эпеç, — пуриншĕн те татса каларĕ алăк патĕнче ларакан арçын, — Эс калани тĕрĕсех тĕк Юсуф хан, чăнах та, Шупашкара килтĕр те пирĕн мăрсана хăваласа ятăр. Вара эпир ăна шанма пултаратпăр. Ытах вăл пирĕн мăрсана та хӳтерсе парăнтараймасан, унăн хан ятĕнчен пире мĕн усси?
Килне таврăнсан Эпеç Юсуф хана хăй курни-илтнине ним пытармасăр каласа пачĕ.
— Мĕнех, — терĕ вара Юсуф, — Шупашкар çыннисем тĕрĕсех калаççĕ, эпĕ мăрсана та пăхăнтараймасан, паллах, хан ятне тивĕçлĕ çын пулаймăп. Юрать, эппин манăн Шупашкара кайса килмех тивет. Ыттине кайран куç курĕ.
Мăрса патне Юсуф Керима тата хан канашне кĕрекен икĕ вăй питти арçынна илсе кайрĕ. Çула тул çутăлнă-çутăлман тухнăскерсем хулана кăнтăрла иртсен çитрĕç, ниçта чарăнса тăмасăр тӳрех мăрса патне пычĕç. Вăл карман картишĕнче вырăс кнеçĕсенни евĕр пысăк çуртра пурăнать-мĕн.
— Мăрсана ун патне кам килнĕ тесе пĕлтермелле? — ыйтрĕ хапха хуралçи Юсуфран.
— Чăваш улусĕн ханĕ Юсуф тесе кала, — хушрĕ Керим.
— Чăваш улусĕн ханĕ? — тĕлĕнчĕ хуралçă, анчах юлташне мăрса патне пĕрех чуптарчĕ.
Лешĕ çур сехетсем иртсен тин таврăнчĕ.
— Мăрса сире кĕтет, — терĕ кĕскен.
— Хăй пире тухса кĕтсе илеймест-им? — кăмăлсăрланчĕ Юсуф. — Е эсĕ ăна хан килни çинчен пĕлтермерĕн?
— Эпĕ пĕчĕк çын, мĕн хушаççĕ — çавна тăватăп, — ăнлантарчĕ хапха хуралçин юлташĕ. — Эсир калама хушрăр — эпĕ кайса каларăм. Мăрса сире калама хушрĕ — сире килсе каларăм.
Çаплах ĕнтĕ, унран мĕн ыйтмалли.
Юсуфпа унăн çыннисем учĕсене хапха умĕнчи карлăкран кăкарчĕç те картишне иртрĕç. Чăн та, мăрса пӳртне Юсуфпа Керим кăна кĕчĕç, хăйсемпе килнĕ икĕ арçынна картишĕнчех хăварчĕç. Пӳрчĕ ку Юсуфăннипе танлаштарсан чăн-чăн кермен. Ахăртне, Хасан хан шăпах çакăнта пурăннă. Ум пӳлĕмре хуралта тăракан хĕçлĕ арçын хăнасене алă сулса сылтăмри алăк енне çул кăтартрĕ. Юсуфпа Керим унта кĕчĕç.
Шалта вырăс кнеçĕсен керменĕсенчи пекех. Кантăклă чӳречесене атлас карăпа илемлетнĕ. Стена çумĕпе хыçлă саксем лартса тухнă. Пĕр тĕлте çеç чӳрече карри тĕслĕ атлас чаршавпа уйăрнă вырăн пур. Пӳлĕм варринче — вырăссенни пек çӳллĕ вăрăм сĕтел. Ун хушшинче, эрешлесе пĕтернĕ хыçлă пукан çинче, сарă пурçăн халат тăхăннă самăркка арçын ларать. Сăнран пăхсан вăл хĕрĕх пиллĕк-аллăсенче. Виçĕ кĕтеслĕ пичĕ çинче пĕрех май вылянса тăракан çивĕч хăмăр куçĕпе кукăр вĕçлĕ пĕчĕк сăмси кăна палăрса тăраççĕ, ытти пайне пĕтĕмпех хура çăра сухалпа мăйăх пусса илнĕ.
— Иртĕрех, иртĕр, хаклă хăнасем, — ура çине тăрса кĕтсе илчĕ хуçа. Çӳллĕшпе вăл Юсуфпа Керимран çур пуç чухлĕ лутрарах-мĕн. — Ман çын сиртен пĕрне Юсуф хан тесе пĕлтерчĕ. Ку чăнах-и?
— Чăнах, — терĕ Юсуф. — Вăл хан — эпĕ, Аслă Пăлхар ханĕн Пулатăн аслă ывăлĕ. Ку акă — Керим, манăн шăллăм тата манăн элтепер.
— О-о, апла-и! Питĕ хавас сире хăнара курма, питĕ хавас, — терĕ хуçа — Мана Ишмет тесе чĕнеççĕ, эпĕ кунти мăрса... Сирĕн аçу шăпăвĕ çинчен эпĕ илтнĕ, çавăнпа сирĕнпе пĕрле хурланатăп.
— Вăл тахçан пулнă япала, — калаçу кирлĕ мар енне пăрăнасран хуçана тӳрех пӳлчĕ Юсуф.
— Çапла ĕнтĕ, çапла ĕнтĕ, — тӳрех килĕшрĕ мăрса. — Чĕррисен пурăнмалла, пурнăçа малалла тăсмалла. Эй, унта! — кăшкарчĕ алăк еннелле. — Халех хаклă хăнасем валли сĕтел хатĕрлĕр! — Унтан каллех Юсуфпа тата Керимпа калаçрĕ. — Мĕнле çитрĕр? Эпĕ илтнĕ сирĕн улус çинчен. Унтан пирĕн пата çитме çул çывăхах пулас çук.
— Аякра та мар, — ун майлах каларĕ Юсуф. — Çĕрĕ пирĕн, пăлхар-чăвашсен хĕсĕкленсех пырать.
— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Пулат вăл чăвашсен йăхĕнчен марччĕ пулас, — ытахальтен тенĕ пек каларĕ мăрса.
— Анчах эпир пурте — пăлхарсем. Çавăнпа, шăпа пире кунта илсе çитерчĕ тĕк эпир Керимпа хамăра та чăваш тесе шутлатпăр, — ун майлах лăпкăн хуравларĕ Юсуф. Чăннипе мăрса çакна ахальтен каламаннине вăл тӳрех ăнланчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...