Шурă акăш çулĕ :: Çĕрпӳ пасарĕ
1
Вăхăт, вăхăт! Санран хăватлăрах сиплекенни, санран тĕрĕсрех хаклаканни, малалла санран хăватлăрах, пĕр чарăнми талпăнаканни тĕнчере урăх никам та, нимĕн те çук. Эпир, вăйсăр та халсăр этемккесем, çакна ăнланмасăр тепĕр чухне сана ӳпкелеме те, кӳренме те, ятлама та пăхатпăр. Анчах ку вăл саншăн нимĕн те мар. Эпир сана мухтама, тав тума хăтланнине те эсĕ тимлеместĕн. Ма тесессĕн эсĕ чăннипех те никама пăхăнмастăн, никама итлеместĕн, хăвăн тĕнче уçлăхĕн саккунĕ шайĕнчи еккӳпе шав малалла, шав малалла каятăн. Эпир, этемккесем, мĕнле кăна турра пуççапмастпăр пулĕ. Христоса, Мăхаммата, Буддăна, Иудея, Çĕре, Хĕвеле, Шыва... Чăннипе вара, пирĕн Аслă Вăхăтăмăр, пĕр эсĕ çеç чăн-чăн Аслă Турă вырăнĕнче пулма пултаратăн. Анчах сана çак хисеплĕрен те хисеплĕ, чыслăран та чыслă ят та кирлĕ мар, ма тесессĕн эсĕ турăсенчен те аслă, эсĕ Турăсен Турри! Эпĕ, çак хайлав авторĕ, мана иртни çинчен хăвăн ятупа каласа кăтартма ирĕк панăшăн сана çĕре çити пуç таятăп, çак ĕçе тумашкăн хăват панăшăн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп.
Çапла вара, хаклă вулаканăм, Аслă Вăхăт ирĕк панипе эпĕ унăн историшĕн çав тери пĕчĕк сыпăкне — виçĕ теçеткене яхăн çула — сиктерсе хăварăп. Калав йĕрĕ татăласран çеç Чăваш улусĕн пурнăçĕнчи хăш-пĕр пулăмсем çинчен каласа хăварăп.
* * *
Ĕнтĕ Сĕвепе Сăр юханшывĕсем хушшинче тĕпленме ĕлкĕрнĕ чăваш ку хутĕнче чиперех хĕл каçрĕ. Ара, ку çул турăсем ăна тырри-пуллине çителĕклĕ пачĕç, выльăх-чĕрлĕхне те чир ярса аптратмарĕç, шартлама сивĕпе питех анратмарĕç. Çуркунне вара, мăнкун иртсен, Эпеçре пач кĕтмен-туман туй кĕрлесе иртрĕ.
Çул-йĕр çӳреме хăтлах мар пулин те Керим улусри паллă çынсене Хурал канашне пухрĕ. Сăмахĕ пĕрре — пулас чăваш патшалăхĕн тĕп хулине никĕслесси. Ĕçĕ ку çав тери пысăк пĕлтерĕшлине никама та ăнлантарма кирлĕ мар. Çавăнпа канашлăвĕ те вăраха каймарĕ. Икĕ Çавал пĕрлешнĕ вырăн пурне те килĕшрĕ. Чылайăшĕ унта пулса та курнă, вĕсем Керим майлă пулнăранах ĕнтĕ ыйтăвĕ хăвăрт татăлчĕ. Хула тума çийĕнчех пуçăнас терĕç. Чăн та, малтанлăха вăл ял шайĕпе кăна çĕкленĕ, каярах унта пурăнакан халăх йышлансан, ялтан хулаш, тата каярах вара чăн-чан хула тумашкăн май килĕ. Çакна шута хурса кашни яла çур аки вĕçленсен пулас хулана çĕклеме вунă вăй питти арçын пуçне пĕр çын уйăрма, çавăнпа пĕрлех çĕнĕ ялта кăçалах пурăнма тытăнас текенсене палăртма хушрĕç. Çĕнĕ çĕре куçакансене Пулат хан виçĕ çул хушши пур хырçă-марçăран хăтарма пулчĕ.
Канаша ют ялсенчен килнисем саланса пĕтсен Керим патне Эпеç пычĕ те хăнана чĕнчĕ.
— Паян нимĕнле уяв та çук пек-çке, — тĕлĕнчĕ Керим.
— Мĕнле çук пултăр? — чеен кулчĕ Эпеç. — Мăнкун иртрĕ. Эппин çур кунĕсем пуçланчĕç. Ку пĕрре. Тепри...
Эпеç каллех чеен кулса илчĕ те шăпланчĕ.
— Ну, тепри тата мĕн? — паян хăй те ырă кăмăллăскер тӳсĕмсĕррĕн ыйтрĕ Керим.
— Пулат хан, авлантăм эпĕ.
— Ак! — пушшех тĕлĕнчĕ Керим. — Арăму кам вара?
— Ăна мана эсĕ тупса панă. Çавăнпа, Пулат хан, эсĕ манăн чи хаклă хăна пулма тивĕç. Эпир туй таврашĕ тăвас темерĕмĕр. Çамрăк мар текех, тата арăм та манăн хĕр упраç мар, ачаллă хĕрарăм.
Керим тĕлĕнĕвĕ ĕнтĕ чикĕсĕр вăйланса кайрĕ:
— Ачаллă хĕрарăм? Кам вара вăл, çитменнине, эпĕ тупса панăскер?
— Астăватăн-и, Пулат хан, пĕррехинче эсĕ ушкăнпа Чăваш улусĕ тăрăх çӳренĕччĕ. Ун чухне пĕр хĕрачана тутарсен аллинчен çăлса хăварнăччĕ. Вăл пурăннă яла хурахсем çунтарса янине пĕлсен чĕрĕ юлнă амăшне эсĕ çемйипех Эпеçе куçса килме сĕннĕ... Вăт, эпĕ çав куçса килнĕ хĕрарăмпа — Чĕкеç теççĕ ăна — паллашрăм та... ĕç-пуç юлашкинчен çапларах вĕçленчĕ, — хаваспах ăнлантарчĕ Эпеç. — Халĕ эпĕ упăшка çеç мар, ашшĕ те пулса тăтăм. Манăн качча памалли хĕр те пур. Сарине ятлăскер. Хĕрĕмĕн каччи те пур няк-ха.
— Кам-ши тата çав телейлĕ яш? — кăсăкланчĕ Пулат-Керим.
— Сатăш ывăлĕ Асан. Вăйăра ман хĕртен хăпма пĕлмест теççĕ.
— Телейлĕ пулччăрах, — чунран ырă сунчĕ хан. — Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Асан вăл санашкалах пултаруллă çын. Сĕтел-пукан тума питĕ ăста тенине илтнĕ. Паллах, тимĕрçĕ ĕçне те эсĕ ăна аванах вĕретсе çитернĕ.
— Çаплах, çапла. Чăн та, тимĕр-тăмăртан ытларах вăл йывăçпа аппаланма юратать. Ку тĕлĕшпе ашшĕнчен пĕртте кая мар, — хăй кăмăллă пулнине пытармарĕ Эпеç.
Çав ĕçкĕре ĕнтĕ Эпеç Керимпа куçа-куçăн калаçма май тупрĕ те ăна та авланма сĕнчĕ. Ун шучĕпе, ханăн кил-йыш йĕркелесе ярасси çине те патшалăх шайĕпе пăхмалла-мĕн. «Енчен, Турă ан хуштăр та, санпа инкек сиксе тухсан, хăвăн вырăнна кам юлĕ? — тӳррĕн ыйтрĕ вăл. — Инкекĕ вара пурнăçра кашни кукăртах кĕтсе тăма пултарать. Хăвăнпа иртнĕ кĕркунне мĕн пулнине аса ил-ха. Леш ушкуйниксене тытнă чухнехине...» Тĕрĕсех калать те-ха Эпеç, анчах хан арăмĕ пулма кам тивĕç-ши ку таврара? Тĕрĕссипе, çакăн пирки Керим халиччен шухăшламан та. Эпеçĕн вара ку тĕлĕшпе те палăртса хунă çын пур-мĕн.
— Пинеслу мĕнрен япăх? — тӳрех каласа хучĕ вăл. — Юмахри пике пек сарă хĕр. Çавăнпа пĕрлех хăюллă, çине тăракан çын, сана нихăçан та сутмĕ. Тата сире пĕрле пулма турăсем хушнă, çавна ан ман. Аса илтернĕшĕн каçар та, вăл мар тăк эсĕ, тен, паян кун çакăнта манпа калаçса та тăраймăттăн.
Çапли çапла та-ха, чăн сăмахран пăрăнаймăн. Пинеслу хăйне килĕшнине, çав тери килĕшнине те Керим ăшра пĕрре çеç мар сиснĕ. Çапах...
— Эпеç, эсĕ Пинеслу пирки пĕтĕмпех тĕрĕс каларăн, — килĕшрĕ Керим. — Çапах... Хăвах пĕлетĕн-çке вăл пăсăк хĕр иккенне.
— Пулат хан, турăсем умĕнче те, халăх умĕнче те, сан умăнта та ку тĕлĕшпе Пинеслун нимĕнле айăп çук. Ытти вăл пĕтĕмпех хамăр кăмăлтан, хамăр мĕнле çын пулнинчен килет. Тата кам пĕлет кунта Пинеслу инкекĕ çинчен? Эсĕ те эпĕ. Пиртен сăмах тухас çук. Кирлех тĕк эпĕ сана кун пирки çĕр çыртса тупа тума хатĕр.
— Ун пекех мар та-ха... Эпĕ сана, Эпеç, ахаль те ĕненетĕп, шанатăп, — аванмарланчĕ Керим.
— Эппин тата мĕн шухăшламалли? Ман шутпа, чăрмавĕ санăн ун пирки мар, пачах урăххишĕн пулма пултарать.
— Мĕншĕн-ши тата? — ăнланмарĕ Керим.
— Пĕлетĕн-и, Пулат хан, Пинеслу вăл сана качча тухма килĕшмесен те пултарать.
— Ак тата, — аптăрарĕ Керим. — Сан сăмаху ăçталла кукăрăласса ниепле пĕлсе çитереймĕн. Нивушлĕ хĕр хăйĕн ханне качча тухма килĕшмĕ?
— Ахаль хĕр тесен — сăмах та çук. Пинеслу вара... Çук, вăл сана чăнласах юратать тесе калама та хăятăп, эпĕ кăна темиçе те асăрханă, анчах вăл шăпах ĕнтĕ хăйне айăплă хĕр тесе шутланăран сан мăшăру пулма килĕшмесен те пултарать. Эсĕ пуринчен малтан çавăн пирки шухăшла.
Шухăшларĕ вара Керим. Пĕр-икĕ кун та шухăшларĕ. Кайран Пинеслупа килне кĕрсех калаçрĕ. Эпеç асăрхаттарнă пекех, хĕр качча тухма шарт та март килĕшмерĕ. Турăсем пире пĕрле пулма хушнă, ахальтен тĕл пулман эпĕ сана Сĕве леш енче, эсĕ те мана вилĕмрен ăнсăртран çăлман, кусем пурте пĕтĕмпех турăсем хушнипе пулса пынă тени кăна пулăшрĕ ăна ӳкĕте кĕртме. Тата, паллах, Керим ăна хăй тахçантанпах юратни çинчен калани. Пĕлесчĕ камăн та пулин хана çавнашкал сăмахсем калама мĕн тери çăмăл маррине?..
— Туйне мĕнле ирттерĕпĕр вара? — пуçне именчĕклĕн усса ыйтрĕ Пинеслу. — Аслă Пăлхарта эпир мăсăльмансемччĕ. Халĕ такамсем ĕнтĕ.
— Эпир пăлхар-чăвашсемпе пурăнатпăр, апла тăк вĕсен йăли-йĕркине пăхăнăпăр, — терĕ Керим.
— Керим... Пулат хан, вĕсен йăли-йĕркипе туйăн виççĕмĕш кунĕнче пулас мăшăра хĕве хупаççĕ. Ун хыççăн çамрăк арăмăн йĕмне тĕрĕслеççĕ. Çав йĕм хĕр хăйĕн чысне упрани-упрайманнине кăтартса памалла, — йĕрес пек каласа ăнлантарчĕ Пинеслу. — Куратăн-и, эпĕ сана качча тухни вăл санăн ятна, пĕтĕм чăваш пуçĕн ятне яни çеç пулнă пулĕччĕ. Çавăнпа эпĕ сана ниепле те качча тухма пултараймастăп.
— Вара мĕн, унсăр ниепле те май çук-им? — аптрарĕ Керим.
— Пирĕн хамăрăн кунта кил-йыш тĕлĕшпе нимĕнле саккун та çук. Апла пулсан тĕн саккунĕсемпе пурăнмалла. Анчах чăвашсен ку енĕпе тĕн саккунĕсем те çук. Эппин халăх йăли-йĕркине пăхăнмалла, — хана тăнăçлăн ăнлантарчĕ хĕр.
— Эпир кирлĕ саккунсем кĕçех йышăнма пуçлăпăр, — патшалăх ĕçĕсене аса илчĕ Керим. — Малтанлăха Пăлхар саккунĕсене тĕпе хурăпăр. Каярах чăваш йăли-йĕркине шута илсе вĕсене улшăнусем кĕртĕпĕр.
— Апла туй пирки те çавăн хыççăн сăмах татăпăр, — салхуллăн каларĕ Пинеслу.
— Çук, çук, ку ыйтăва эпир вăраха яма пултараймастпăр, — килĕшмерĕ Керим. — Ку вăл, пĕлетĕн-и, иксĕмĕршĕн çеç мар, пур чăвашшăн пĕлтерĕшлĕ ыйту. Эс калани тесен... Ăна эпир майлаштарăпăр.
Чăнах та, кĕçех Эпеçре виçĕ кун та виçĕ çĕр туй кĕрлерĕ. Ял халăхĕ кăна мар, таврари нумай-нумай ялтан килнĕ çынсем те ĕçсе-çисе, ташласа-юрласа кăмăл туличчен савăнчĕç унта. Юлашкинчен çамрăк мăшăра кĕлете пĕр-икĕ сехетлĕхе хупса хучĕç. Ун хыççăн вара мăн кĕрӳ — ку вăл Эпеç пулчĕ — сăлăпа мăнаçлăн туртса кăларчĕ те кĕлете хунисенчен ыйтмасăр-тумасăр таплаттарса кĕрсе кайрĕ, пăртакран хĕрарăм йĕмми тытса тухрĕ, алăкран тухсанах йĕм тытнă аллине пурте курмалла çĕклерĕ. Шурă йĕтĕн пусма çинче юн йĕррисем уйрăмах уçăмлăн курăнчĕç. Мăн кĕрӳ тухасса кĕтекен халăх ырласа кĕрлесе илчĕ. Çавăнтах арçынсем сăра пички çапса уçрĕç те сăрапа тулли алтăр пĕр çын аллинчен тепринне черетпе куçма тытăнчĕ. «Чыс та мухтав çĕнĕ мăшăра!», «Иккĕн выртрăр, виççĕн тăрăр!», «Телейлĕ пулăр!» — илтĕнчĕç сăра ĕçес умĕн каланисем.
* * *
Çур акине тăрласан хăвăрт кăна акатуй ирттерчĕç те чăваш ялĕсенчен Çавал шывĕсем еннелле вуншар лав туртăнчĕ. Эпеçрен те çын нумай кайрĕ. Вĕсен хушшинче тимĕрçĕ Эпеçпе унăн пулăшуçи Асан, ăста платник Ешлек, кирпĕч çапакан Кутюк тата Эпеç маткипе Чĕкеçпе Пулат хан арăмĕ Пинеслу та пулчĕç. Ара, хĕрарăм пулăшăвĕ те кирлех çĕнĕ ял хăпартакансене: вĕсене апат та пĕçерсе çитермелле, кĕпе-йĕмне те çуса памалла, тăм çăрма е турпас пуçтарма та пулăшмалла, мунча та хутса кĕртмелле.
Халăх йышлă килнĕрен харăсах темиçе ĕçе пуçăнчĕç. Пĕрисем çурт лартрĕç. Хальлĕхе ял хăпартнă пулин те пӳртсене хулари пек çума-çумăн, йăрт урамсем хĕррипе вырнаçтарса тухрĕç. Каярах, урамĕсем палăрсан, çынсем хăйсем те тĕлĕнчĕç вара: курăр-ха, епле меллĕ урамсемпе пурăнма, лавпа та ăçта кирлĕ çавăнта пĕр чăрмавсăр пырса кĕме пулать. Уйрăм ушкăн хан керменне тунă çĕрте ĕçлерĕ. Çурчĕ йывăçран пулин те хурăмĕпе те, калăпăшĕпе те кермен темелĕх пур. Чи пахи — сахалтан çĕр çарăç вырнаçмалăх аслă картиш, унтах аллă вырăнлă лаша вити, пысăк мунча, икĕ çăл пусси, çăнăх-тырă упрамалли икĕ пысăк кĕлет, çар хатĕрĕсем упрамалли виçĕ ампар, çарăçсене апат пĕçерсе памалли аслă лаç, вĕсенех выртса канмалли вăрăм çурт тата ытти хуралтăсем, кĕтессенче хурал валли тăрăллă çӳль вырнаçтарнă хӳнь харăсах туни. Керим çак хăйне евĕр тĕркеçре сахалтан çĕр çарăç тытса тăма шут тытрĕ. Çавăнпа ялне те Çĕрпӳ тесе ят пачĕç. Çурт-йĕр тунипе пĕрлех Мăн Çавал урлă çĕнĕ кĕпер хыврĕç. Сăвай çапакансем эхлетни-ахлатни уйăх та кĕрлесе тăчĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен сăвайсене сахалтан çĕр çулхи юман кĕрешсенчен ячĕç, вĕсене май килнĕ таран тарăнрах та тачăрах çапса кĕртме тăрăшрĕç. Кĕперне вара, вырăнти çынсем шыв ейӳре мĕн таран хăпарни çинчен каланине шута хурса, çӳллĕрех тума тăрăшрĕç. Кĕпер хывас ĕçе Пулат хан хăй тĕрĕслесе тăчĕ. Хăшĕсем, тен, вăл çапла мĕншĕн тăрăшнине ăнланмарĕç те пулĕ. Анчах çамрăк хан унччен те, халĕ те асĕнче Шупашкара асра тытса пурăнчĕ. Çĕнĕ хула вăл пултăр та-ха, анчах унăн Шупашкарпа танлашасси пĕрех инçе-ха. Çавалĕ те Атăл мар, Çĕрпӳн те Шупашкар шайне çитмешкĕн вуншар çул вăй илмелле. Çавăнпа Керим тĕп хула шайĕпе мар пулин те Шупашкара пĕрех хăй енне туртса илмешкĕн ĕмĕтленме пăрахмарĕ. Унпа çыхăну тытмашкăн вара чи кирли — кĕпер.
Çапла майпа вырма тĕлнелле Çĕрпӳ ялĕн хурăмĕ уççăнах палăрчĕ ĕнтĕ. Кĕперĕ те хапарчĕ. Çакна кура Керим ĕçлекен çынсен çуррине ялĕсене таврăнма ирĕк пачĕ. Ара, тырă хатĕрлесси вăл çурт лартассинчен те кирлĕрех япала. Тата пӳрт хăпартнă тăк унта пурăнас хуçа ыттине малалла хай вăйĕпех туса çитерме тивĕç. Вăрман инçе мар, касма чаракан çук, турттар кăна, пĕрене хатĕрле, хăма çур, карта тыт... Пулат хан хăй Пинеслупа çĕнĕ ялтах, çĕнĕ керменре юлчĕ. Малашне унăн тĕп вырăнĕ Çĕрпӳ пулĕ.
Ĕçлеме юлнă ăстасем вара улус кантурне, хурал пӳртне хăпартрĕç, çарăçсене пурăнма çуртсем лартрĕç. Çапла Çĕрпӳре пуртă-пăчкă сасси мĕн хура кĕрччен кĕрлесе тăчĕ.
* * *
Пулат ханăн кил-йышĕнче те савăнăçлă улшăнусем пулса иртрĕç. Мăшăрланнăранпа икĕ çул та çитмерĕ, Пинеслу ăна ывăл çуратса пачĕ. Каснă-лартнă Керим. Аслашшĕне асăнса ăна Пулат ят хучĕç. Керим хăй халăх ирĕкĕпе Пулат пулса тăчĕ, ывăлне вара çак ята ашшĕн тăхăмне малалла тăсас шутпа хучĕ. Ан пĕтчĕр Пулатсем чăвашра, нихăçан та ан пĕтчĕр! Анчах пĕр ывăл пĕр ывăлах, тăхăм-несĕле шанчăклăн тăсас тесен ку пурнăçра ывăлсем татах кирлĕ. Çакна ăнланнă пекех тепĕр икĕ çултан Пинеслу тата тепĕр ывăл çуратрĕ. Керим ăна Юсуф ят хучĕ. Ку ĕнтĕ пиччĕшне манманран. Хусан ханĕ патне хĕсмете кайнăранпах тĕл пулман вĕсем, анчах Керим Юсуфа тăтăшах аса илет, унпа хăçан та пулин курнăçма ĕмĕтленет. Хăй вара Хусан енчен килекен пăлхарсенчен Чăваш тăрăхĕ çинчен яланах ыйтса пĕлме тăрăшать. Хыпарĕсем тĕрлĕрен. Шел, нумайăшĕ Хусан патшалăх пуçĕ пулас пирки иккĕленсе калаçать. Чăваш тăрăхĕ тесен, ăна никам та ханлăх шайĕпе хакламасть, вăл пĕтĕмпех Хусан тутарĕсене пăхăннă тесе шутлать. Унта ĕнтĕ пăлхарсен йали-йĕркине те ниме хумаççĕ имĕш, вуçех ислам хушнă пек пурăнаççĕ. Ислам йĕркисем уйрăмах хĕрарăмсене килĕшмеççĕ. Ара, чăваш хĕрарăмĕсем килте хăйсем пуç пулма хăнăхнă, упăшкине темиçе арăмпа пурăнма ирĕк памаççĕ, автанланма хатĕр арçынна тытса чарайманран тепĕр чухне пĕтĕм кил-йышне ку енне куçарттарса килтереççĕ. Çавăнпах-и юлашки вăхăтра Сĕве леш енчен Сăр еннелле каллех чăвашсем йышлăн туртăна пуçларĕç.
Пурнăç вара малаллах шăвать. Кĕçех Пинеслу виççĕмĕш ача та çуратрĕ. Ку — хĕр пулчĕ. Амăшĕ пекех чиперскер, ашшĕ пекех ăслăскер. Керим ун чухне хăйсен кил-йышне те аса илнĕччĕ. Вĕсем те ашшĕпе амăшĕн виççĕн пулнă — икĕ арçын ачапа пĕр хĕрача... Чăн та, çакăн хыççăн тем пулчĕ Пинеслуна, икĕ çул та иртрĕ, виççĕ, тăваттă та — вăл текех çуратмарĕ. Керимăн та шăпи ашшĕнни евĕр килсе тухасса пĕлтермест-ши çакă? Тепĕр тесен, шухăшĕ ку çурхи вăркăш çил пек: самантлăха пуçа сивĕтсе илчĕ те иртсе кайрĕ. Ытти тесен, пурăн та савăн темелле. Çук çав, хана савăнăç кӳмешкĕн кил-йышри тăнăçлăх çителĕксĕр. Унăн шухăшĕ — пĕтĕм халăх çинчен. Халăхĕ, ав, йышлансах пырать. Анчах вăл мĕнле йĕркепе пурăнать? Патшалăх тес ку тăрăха — патшалăх мар вăл. Улус тес — улус шайĕнчен тахçанах иртнĕ ĕнтĕ. Паллах, Çĕрпӳ тавра Чăваш патшалăхĕ туса хунă тесе пĕтĕм тĕнчене пĕлтерме пулать. Анчах ун чухне кӳршĕсем ку тăрăха пач урăхла хаклама тытăнĕç, çĕнĕ патшалăха вăй иличчен пăхăнтарма пăхакансем те тупăнĕç. Епле хӳтĕлеме пултарĕ Пулат-Керим хăйĕн ханлăхне? Пĕтĕм çарăçсемпе турхансене пухсан та, вĕсен çумне хĕç тытма пĕлекен арçынсене хушсан та пĕр тӳмен пухăнаймĕ... Эппин, нимле мар апла йĕркепех пурăнма тивет. Капла пĕрех хут чăвашсене никамах та чăн-чăн вăй вырăнне хумасть-тĕр, çавăнпа хальлĕхе тĕкĕнмест. Хурахсем тесен, вĕсене хӳтермелĕх вăй Пулат-Керимăн пур. Нумайăшне çакă та тивĕçтерет. Анчах хан ку çеç çителĕксĕррине çав тери аван ăнланать, çавăнпа хăйĕн патшалăхне тĕреклетес тĕлĕшпе çĕнĕ утăмсем тумашкăн вăхăт çитрĕ тесе шутларĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...