Шурă акăш çулĕ :: Ăмăрткайăк, акăш тата барс
Каçхине Виççĕмĕш Иван Грановитая палатăра чăваш хăнисен ячĕпе чаплă йышăну ирттерчĕ. Унта вăл хăйĕн чи çывăх çыннисене, паллă боярсене, Европăри çĕршывсен элчисене, ытти чаплă çынсене чĕнчĕ. Государь хăй пыл сăри çеç сыпкаларĕ, анчах ытти хăнасене кăмăла мĕн кайнă çавна ĕçме ирĕк пачĕ. Çавăнпа тарçăсем вырăссен «çуттинне» те, таçти тинĕс леш енĕ таран аякран кӳрсе килнĕ иçĕм çырли эрехĕсен пичкисене те пĕрин хыççăн теприне аран уçа-уçа ĕлкĕрчĕç. Пурте хĕрсе çитсен патша Çĕрлӳ-Пулатпа тăлмачне айккинчи пысăках мар хăтлă пӳлĕме ертсе кайрĕ.
— Ну, хан, халĕ тĕп сăмаха пуçарма та юрать, — терĕ Виççĕмĕш Иван. — Пирвай кала, курса ĕнентĕн-и вырăс патшалăхĕн хăватне?
— Çапла, государь, эсир питĕ вăйлă аталанатăр, — килĕшрĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Пытармастăп, манăн тĕллев — Мускавран «Виççĕмĕш Рим» туса хурасси. Тахçан тĕнчере çав тери хăватлă Рим империйĕ пулнине эсĕ пĕлетĕнех ĕнтĕ. Ылтăн Урта та пысăкчĕ, хăватлăччĕ, анчах вунçичĕ çул каялла эпир ĕна хырçă тӳлеме пăрахрăмăр. Тепĕр икĕ çултан Ахмат хан пире пăхăнтарма хăтланса пăхрĕ. Эпир ăна хирĕç Угра юханшывĕ хĕррине çар кăларса тăратрăмăр. Пĕр уйăх тăтăмăр тутар-монголсемпе хире-хирĕç. Анчах Ахмат хан пире тапăнма хăяймарĕ. Унтанпа вăхăт нумаях та иртмен, эпир вара ав еплерех сарăлса кайрăмăр. Ярославль, Аслă Пермь, Ростов, Тверь, Новгород — вĕсем пурте халĕ пĕр çĕршыв — Россия. Тунмастăп, малашне эпир Хусан ханлăхне те пăхăнтарăпăр. Ма тесессĕн вăл пире пĕрех май канăçсăрлантаратчĕ — е тапăнатчĕ, е ытти усал ĕçсем тăватчĕ. Эпир тутарсемпе мирлешме хăтланатпăр-ха. Вĕсен чылай çыннине хамăр çара хĕсмете илтĕмĕр. Сана пĕр пытармасăр калам: Хусанăн хальхи ханĕ Мăхаммат-Амин хăй те пирĕн çын. Ибрагим хан 1479 çулта вилсен ханлăх пуçне унăн пирвайхи арăмĕнчен Фатимаран çуралнă Али ларчĕ те Мăхаммат-Аминăн, Ибрагимăн иккĕмĕш арăмĕнчен Нур-Султанран çуралнăскерĕн, Хусантан тухса тарма тивнĕ. Ун чухне эпир ăна Мускавра йышăнтăмăр. Каярах, тепĕр сакăр çултан, эпир ăна çар патăмăр, Али хан çарне çĕнтерсе Хусан престолне йышăнма пулăшрăмăр. Çапах пурăна киле пирĕн Хусана пуçĕпех пăхăнтарма тивет. Тутарсем питĕ чее халăх. Эпĕ Хусан ханĕсем те тахçантанпах Мускава пăхăнтарас ĕмĕтпе ăнтăлнине лайăх пĕлетĕп. Ку телĕшпе хамăр майлă Мăхаммат-Амина та чăннипе шанса пĕтерме çук. Çавăнпа пирĕн ку ыйтăва хăçан та пулин татса памах тивет. Хăвах куртăн, эпир çак тĕллеве пурнăçламашкăн вăй пухса пыратпăр.
Патша калаçма чарăнчĕ те Çĕрпӳ-Пулата питрен чылайччен тĕсесе пăхса ларчĕ.
— Хан, эпĕ санпа çав тери уççăн калаçатăп. Эсĕ хамăр хушăри сăмаха никама та уçса памасса шанатăп. Енчен ытлашши пĕр сăмах персе ярсан та... Çавăнпа эсĕ сăмах тытасса шантараймасан калаçăва çакăнпа вĕçлĕпĕр, — терĕ вара.
— Государь, каларăм ентĕ, эпĕ ку таранччен никама пăхăнмасăр пурăннă, — терĕ чăваш хане çирĕппĕн. — Килессе те кунта тутарсене пĕлтермесĕр килтĕм. Çавăнпа иксĕмĕр мĕн пирки пуплешнине эпĕ никама та пĕлтерес çук. Тата пĕлтерни те мана сиен çеç кӳнĕ пулĕччĕ.
— Çапла тейĕпĕр, — ĕненнĕ пек пулчĕ Виççĕмĕш Иван. — Эппин сăмахăма каласа пĕтерем. Çак хирĕçтăрура пирĕншĕн, вырăссемшĕн, эсир кам майлă пулни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хусан ханлăхĕнчи Чăваш тăрăхĕ мар, шăпах эсир, Сăрпа Сĕве тăрăхĕнчи чăвашсем кам майлă пулни. Хăвах шутла. Паян Российăпа Хусан ханлăхĕ хушшинчи чикĕ Сăр тăрăх иртет. Енчен эсир пирĕн майлă пулас тăк вăл хăй тĕллăнех Сĕве патне куçать. Сĕве хĕрринчен Хусана вара алă тăссах çитме пулать.
Çĕрпӳ-Пулат вырăс патшин сăмахне ăсра тишкерсе тухрĕ те:
— Государь, эпир сире мĕншĕн кирлине эпĕ аванах ăнлантăм, — терĕ. — Пирĕ вара тутарсемпе мар, вырăссемпе пĕр пулни мĕн парĕ-ши? Тем тесен те, тутарсемпе чăвашсем ĕлĕк пĕр патшалăхра — Пăлхар патшалăхĕнче пĕрле пурăннă. Чĕлхесем те пирĕн пĕр евĕрлĕрех, кирлĕ тĕк тутар чăвашла, чăваш тутарла ним мар вĕренме пултарать.
— Хан, эс манпа ан чеелен. Эпĕ санпа уççăнах калаçатăп-çке. Эсир пĕрле пулнă вăл унчченре юлнă. Пирĕн малашпа пурăнмалла. Малашра вара сирĕн, чăвăшсен, пирĕнпе туслашасси. Мана çавăн пек туйăнать. Ма тесессĕн паянхи тутарсем вĕсем сирĕн Пăлхар патшалăхĕнчисем мар. Пăлхар патшалăхĕ çинчен калакан истори летопиçĕсене вуланă-и эсĕ? Вуланă тăк вĕсенче мĕн каланине пĕлмеллех. Ĕлĕкхи тутарсем Пăлхара ăçтан килнине те, паянхи тутарсем ăçтан пулса кайнине те...
Виççĕмĕш Иван Çĕрпӳ-Пулата куçран тĕсесе пăхрĕ. Чăваш ханĕ нимĕн хуравлама аптăрарĕ. Ара вăл, хутла вĕренменскер, нимĕнле летопись те курман, вуламан, унашкал хутсем пуррине те пĕрремĕш хут илтет. Анчах кун пирки епле-ха калăн? Вара Раççей патши ăна кам вырăнне хурса йышăнĕ?
Чăваш ханĕн хуравне кĕтсе илейменскер, вырăс патши хăйĕн шухăшне вĕçлерĕ:
— Пирĕн туслăхран сире мĕн усси тесен... Тĕрĕс ыйту. Санăн ăна татса памасăр татăклă сăмах калама юрамасть... Россия чăвашсене пăхăнтарма тăрăшмасть. Пире шанчăклăхпа тăнăçлăх çеç кирлĕ. Çавăнпа эпир сире тĕрлĕ çăмăллăх пама пултаратпăр пек туйăнать.
— Мĕнлисем-ши? — ыйтрĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Кăна тӳрех калаймăп. Ыйтăвĕ ку, хăвах ăнланатăн, паян-ыран татса памалли мар. Пирвай эсир Российăпа пĕрле пулма пултарас шухăша хăвăр тишкерсе-сӳтсе явăр. Май килет пек туйăнсан çăмăллăхсем пирки те, ытти пирки те каярах пайăрлăн калаçса татăлăпăр. Эпир сире кӳрентермĕпĕр.
Çапла татăлчĕç вара.
Чăвашсем хăнара тата тăватă кун пурăнчĕç. Çак хушăра Виççĕмĕш Иван вĕсене Мускав çумĕнчи хăш-пĕр хулапа тата саласемпе паллаштарчĕ, унтан çула хатĕрленме пулăшрĕ: çул апачĕ, утсем валли сĕлĕ, ханпа унăн çыннисем валли парнесем хатĕрлеттерчĕ. Çĕрпӳ-Пулата асăнмалăх аврине тем тери эрешлесе пĕтернĕ пищаль пачĕ. Пĕр çарăç хана унпа мĕнле усă курмаллине питĕ тĕплĕн ăнлантарчĕ, пертерсе те кăтартрĕ. Вырăс çарăçне ялан ханпа юнашар пулма тăрăшнă Питтăпай та пĕр сăмахне сиктермесĕр тăнларĕ. Сăмах май, патша ушкăнри чи çамрăк çынна та манмарĕ, ачана аякка çывăхлатса пăхмалли пăрăх парнелерĕ. Пăрăхĕ ку тинĕс леш енчи Акăлчан çĕршывĕнчен кӳрсе килнĕскерех-мĕн. Çав акăлчансем тинĕспе пĕтĕм тĕнче тăрăх çӳреççĕ иккен, çулçӳревре вара çакнашкал пăрăхсемпе усă кураççĕ.
Хаклă хăнасене Виççĕмĕш Иван ирпе хăй ăсатса ячĕ. Мĕн хуларан тухиччен çарăçсен çĕрпĕвĕ вĕсем валли çул уçса пычĕ. Çавăнпа хĕвĕш çулсемпех чăвашсем Мурăм тракчĕ çине хăвăрт ӳкрĕç те малалла май килнĕ таран васкаса кайрĕç. Ара, тăван кил хăй патне хытă туртать çав.
2
Паян Çĕрпӳ-Пулат ир тăмарĕ. Çуркунне енне кайнĕ пулин те хĕвел час тухмасть-ха, анчах вăл халĕ шит çӳллĕшĕнче ĕнтĕ. Çĕрпӳ-Пулат васкамасăр халат уртса ячĕ, урине сахьян атă тăхăнчĕ, вара ылтăн кăмкан патне пит çума пычĕ. Халачĕ унăн Мăхаммат-Аминăннни пекех, симĕс пурçăнран çĕленĕскер; пиçиххине пурçăн çипрен явнă, вĕçне шерепеленĕ. Атти вара Виççĕмĕш Иванăнни пек, хĕрлĕ тĕслĕ, пуçĕ шĕвĕр, кăштах çӳлелле каçăрăлса тăрать. Ылтăн кăмканри шыв лĕпĕ, çӳçентермест, çав вăхăтрах таса, аванах уçăлтарать. Акă Çĕрпӳ-Пулат çумне, сылтăм енне, арăмĕ пырса тăчĕ, упăшкине шап-шурă йĕтĕн пит шăлли тăсса пачĕ. Арăмĕ хăйĕн те пек, вырăс патшин майри те пек. Унччен те пулмарĕ, сулахай енне тепăр хĕрарăм пырса тăчĕ. Ку та Çĕрпӳ-Пулат арăмĕ пекех, çав вăхăтрах тутар ханĕн матки те пек. Иккĕшĕ те упăшки çине йăл-йăп кулса пăхаççĕ. Куллисенче вара — чăн-чăн юрату! Çăрпӳ-Пулат иккĕшне те черетпе ачашшăн чуптуса илчĕ, çӳллĕ чӳрече умне пырса тăчĕ. Тулта — вăл тăвакан кермен кĕтесĕсем. Пĕри — шурă чулран, тăррине мечетĕнни евĕр авса витнĕ; тепри — хĕрлĕ кирпĕчрен,
Мускав кремлĕн çӳльхӳчĕ пек шĕвĕр тăрăллă. Картишне мĕн курăннă таран кирпĕч хӳнь тытса çавăрнă, хӳнĕ тем хулăнăш, ун тăррипе юланутçăсем хуралта çӳреççĕ. Тата унтах кашни вунă утăмран тем мăнăш тупăсем лартса тухнă. Çу-ук, халĕ чăваш ханĕ патне нимĕнле тăшман килсе сĕкĕнеймĕ! Çавăнпа Çĕрпӳ-Пулат тек никама пăхăнмасть, унăн тĕп хули Çĕрпӳ текех ĕнтĕ Хусантан та, Мускавран та вăйлăрах!
Пит çусан Çĕрпӳ-Пулат апата ларчĕ. Кунта ăна темиçе тарçă сăйлаççĕ. Пĕри ылтăн куркана сим пыл ярса тăрать, тепри вĕтнĕ кăвакал какайне вакласа парать, виççĕмĕшĕ вĕри пашалу хуçать. Сĕтел çилче тата — таçтан тупăннă-çке хĕл варринче — чашăк тулли иçĕм çырли. Какăриччен çирĕ-ĕçрĕ Çĕрпӳ-Пулат. Ара, чăваш ханĕн çапла çимелле-ĕçмелле мар-им вара?
Паян кĕçнерни, канмалли. Кунĕ калама çук ырă тăрать. Çĕрпӳ-Пулат хăйĕн юратнă урхамахне утланчĕ те сунара тухса вĕçтерчĕ. Кунта унăн тӳрех ăнчĕ. Хуларан тухса пĕр-икĕ çухрăм кайсанах вăл умра шурă кашкăр ларнине курчĕ. Кашкăрĕ унран хăрамасть, ăна кĕтсе ларнăнах туйăнать. Çĕрпӳ-Пулат ун патне çывăхах çитсен çех вăл тăрса хускалчĕ те вăрмана шалалла лӳпперрĕн кĕрсе кайрĕ. Çĕрпӳ-Пулат утне кашкăр йĕрĕпе ячĕ. Акă çав йĕр тепĕр чĕрчун йĕрĕпе пĕрлешрĕ. Кашкăрĕ вара ку тĕлте айккинелле вăшт! тапса сикрĕ те самантрах куçран пăч çухалчĕ. Çĕрпӳ-Пулат урăх чĕрчун йĕрне тишкерчĕ. Ара, барс иртнĕ-мĕн кунтан, тинтерех çеç. Вăл, ăшă çанталăка юратаканскер, епле лекнĕ кунта? Анчах халĕ уни-куни шухăшласа тăмалли самант мар. Çийĕнчех хăваласа çитмесен тискер кайăка вĕçертме те пулать. Çапла шухăшласа илчĕ те Çĕрпӳ-Пулат урхамахне хытăрах чуптара пуçларĕ. Акă вăл умра тĕмсем хушшинче тем мĕлтлетнине асăрхарĕ. Барс! Шурă барс! Сунарçăран пĕртте хăрамасть, ун çине куçне мăчлаттармасăр пăхса тăрать. Çĕрпӳ-Пулат хуллен ухă тытрĕ, ăна йывăр çĕмренпе авăрларĕ. Пăнк! тутарчĕ çак самантра темскер пуçран. Хан çӳлелле пăхрĕ те умри чăрăш çинчен тӳпенелле шурă акăш вăшлаттарса вĕçсе хăпарнине курчĕ. Ăçтан тупăннă вăл кунта хĕл варринче? Унччен те пулмарĕ, пĕлĕтре ăмăрт кайăк курăнчĕ. Хăй те пуçне пĕрех май унталла-кунталла пăркалать, те икĕ пуçлă. Вăл шурă акăша хăвалама пикенчĕ. Те тытрĕ ăна, те тытаймарĕ — кăна Çĕрпӳ-Пулат курса ĕлкĕреймерĕ, чăрăш лăсси çинчен тепĕр юр чăмакки персе анчĕ те шăпах куçран лекрĕ. Хан куçне шăлкаласа уçнă тĕле тӳпери шурă акăшпа ăмăрт кайăк та, умри шурă барс та çукчĕ ĕнтĕ. Эх, мĕн тери чаплă пулма пултарнĕ сунар пĕтрĕ!
— Хан, асăрхан! — илтĕнчĕ çак самантра такам хытă кăшкăрни.
Çĕрпӳ-Пулат шартах сикрĕ те вăранса кайрĕ. Вăл ут çинчех тĕлĕрсе кайнă-мĕн. Ывăннăччĕ çав, виççĕмĕш кунччĕ ĕнтĕ çул çинче.
— Хан, сыхлан! — терĕ такам татах.
Кам çапла кăшкăрнине пĕлесшĕн пулса Çĕрпӳ-Пулат утне сасă еннелле вăрт! пăрчĕ. Шăп çак самантра унăн мулаххайне çапăнаслах пуç çумĕпе ухă çĕмренĕ вшиклетсе вĕçсе иртрĕ. Хан самантрах ут çинчен сиксе анчĕ, çĕр çумне лăпчăнчĕ, çĕмрен вĕçсе килнĕ еннелле пăхрĕ. Унта çара тĕмсем хыçĕнче темиçе çын мĕшĕлтетни курăнать. Пĕри, ахăртнех, каллех ухăран пеме хатĕрленет, ăна хыпалансах авăрлать. Тĕлĕкри сунара асаилсе Çĕрпӳ-Пулат хăй те аллине хул пуççи урлă хыçалалла ухă патне тăсрĕ. Анчах алла ухă мар, пищаль лекрĕ. Хан ăна сӳсе антарчĕ, апла та капла пăхкаларĕ, мĕнле пемеллине пăлханнипе ниепле асаилеймерĕ. Çак самантра ун çумне Питтăпай пырса выртрĕ. Çавă кăшкăрса асăрхаттарнă иккен Çĕрпӳ-Пулата. Ача хан аллинчен пищале илчĕ те кăшт аппалансан тĕмсем еннелле кĕрслеттерчĕ. Ухă тĕллекен çын çавăнтах пичĕпе юра пăнкăлт тăрăнчĕ, ытти темиçе çын, кунашкаллине кĕтменскерсем, вăшт кăна сиксе тăчĕç те айккинелле тĕк пек вĕçтерчĕç.
Маларах кайма ĕлкĕрнĕ юланутçăсем пăшал сассине илтсе хан патне каялла сиккипе вĕçтерсе таврăнчĕç, вăл алă сулнă еннелле пăхрĕç те çывăхри тĕм хыçне кайса унта выртакан çынна сĕтĕрсе килчĕç. Çынни чĕрехчĕ-ха, анчах унăн кăкăрĕнчи суранĕнчен юн çаплах юхатчĕ. Çĕрпӳ-Пулат ăна питрен пăхнă-пăхман палласа илчĕ. Ара, ку çын — Виççĕмĕш Иван патша çарăçĕ, чăвашсене Мускавра Пожар тӳртумĕнче тĕл пулнă тутар иккен. Ахмет ятлăччĕ пулас вăл.
— Ахмет, сана çыхса ярар-и? — шеллесе ыйтрĕ унран Çĕрпӳ-Пулат.
— Сан пулăшăву мана кирлĕ мар, — вăйсăр сасăпа пулин те çирĕппĕн хирĕçлерĕ Мамук. — Сутăнчăк эсĕ. Мăхаммат-Амин хана çеç мар, Хусан ханлăхĕнчи пĕтĕм халăха сутатăн. Анчах ан савăн, сутăнчăксене мĕн тумаллине эпир пĕлетпĕр, вырăс патши сана пурĕ пĕр çăлса хăвараймĕ. Тьху сана!
Сасартăк тарăхса кайнă Çĕрпӳ-Пулат алă сулчĕ те аманнă тутар патĕнчен пăрăнса утрĕ, самантранах йĕнер çине сиксе ларчĕ, нимĕн шарламасăр утне çавăрчĕ те киле илсе каякан çулпа Алатур еннелле юрттарчĕ.
— Хан, ку çынпа мĕн тумалла? — кăшкăрса ыйтрĕ унран хуралçăсен асли.
— Хăвар пăрахса, юлташĕсем килсе илĕç, — çаврăнса пăхмасăр хушрĕ Çĕрпӳ-Пулат. Тек вăл çул çинче мĕн Çĕрпĕве çитиччен пĕр самант та тĕлĕрмерĕ. Алатурта çĕр каçма чарăнсан та путлĕн çывăраймарĕ, тем шухăшларĕ те шухăшларĕ.
Тăван хула Çĕрпӳ-Пулата чус витнĕ çурт тăррисенчен патлатакан тумлампа, юр ирĕлсе пынăçемĕн урамра тĕллĕн-тĕллĕн курăна пуçланă лаша тислĕкĕ çинче чĕвĕлтетсе чаваланакан çерçи ушкăнĕсемпе кĕтсе илчĕ. Хусанпа Мускав хыççăн çак сăнсем Çĕрпӳ-Пулата çав тери мĕскĕннĕн те нишлĕн курĕнчĕç. Хăйĕн керменĕ те халĕ ăна тем мăнăш сарай пек çеç туйăнчĕ... Чăваш ханлăхĕ пулма ăнтăлакан улусăн тĕп хули. Çав улус пуçĕн керменĕ. Тата улус пуçĕ хăй, Çĕрпӳ-Пулат хан... Ăçта сĕкĕнет вăл? Кампа танлашасшăн? Çав тери кирлĕ-и ăна, Çĕрпӳ-Пулата, никама пăхăнман пуçлăх пулса çак сарайра пурăнни? Хусанта та, Мускавра та ăна уççăнах каларĕç-çке: унăн Чăваш улусĕ Хусан ханне е вырăс патшине пăхăнса, итлесе пурăнсан Çĕрпӳ-Пулат хăй чăн-чăн керменре çăтмахри пек ырă курса пурăнĕ. «Анчах халăх умĕнчи тивĕçе ăçта пытармалла?» — вĕлтлетсе илчĕ шухăш. «Халăх умĕнчи тивĕçе? — тĕлĕнчĕ çавăнтах тепĕр Çĕрпӳ-Пулат. — Мĕн тивĕçĕ пултăр санăн ун умĕнче? Кам хушнă сана çав туйăмпа пурăнма?»
Тивĕç... Кăмăл... Туйăм... Халăх... Кил-йыш... Пăхăну... Пăхăнтару... Нишлĕх... Ырлăх... Кам шухăшласа кăларнă вĕсене? Кама кирлĕ вĕсем? Кирлех тĕкхăшĕ кирлĕрех? Çакна татса пама пултаракан пĕр çын та пулин пур-ши çут тĕнчере?
3
1495 çулхи çуркунне кăшăл! çитсе кăшăл! иртсе кайрĕ. Чăвашăн савăнмалла пек ĕнтĕ. Ара, çĕр хăвăрт пиçсе çитнĕрен хресченсем çуракине ăнăçлă ирттерчĕç. Тыр-пула нӳрĕ çухатман çĕре вăхăтра акса хăварни хăех çур ăнăçлăх. Юр хăвăрт кайни выльăх-чĕрлĕхе те курăк çине яланхинчен маларах кăларма май пачĕ. Ку та чăвашшăн çав тери пысăк çăмăллăх. Анчах пурнăçра пурте лайăх пулма пултараймасть. Çураки тăрланă ятпа ирттерекен акатуйсенче турхансем пурне те шухăша яракан хыпар пĕлтерчĕç. Кăçалтан пуçласа хан хыснине хырçă-марçă чылай нумайрах пухма тивет. Турханшăн мĕн — вăл карт патакне вăрăмраххине суйласа илет те хырçă-марçа унчченхиллех пухма тытăнать. Хресченĕн вара çав патакри йышланнă кашни картшăн тырă, тир, çăмарта, аш-какай тата ыттине те ытларах памалла.
Çĕрпӳ-Пулат тӳрисем унăн çак хушăвне Хусан ханĕ кунти чăвашсенчен те ясак ытларах ыйта пуçланипе ăнлантарчĕç. Чăннипе Мăхаммат-Амин пачах урăхла, хăйĕн тӳре-шарине Сĕвепе Сăр хушшинчи чăвашсен тӳлесе татман парăмĕсене те курмăш пулма хушнă. Улшăнăвăн тĕп сăлтавĕ пачах урăххинче — Çĕрпӳ-Пулат хан хăй валли Çĕрпӳре чул кермен лартма шут тытнинче. Чăн та, ку ĕçе вăл çитес çулсенче çеç пуçăнма пултарнă, ма тесессĕн пивай тир, ытти япала сутса укçа пухма тивет. Чулне те Чăваш çĕрĕ çинче кермен лартмалăхах тупаймăн. Анчах хан Мускавра кирпĕч мĕнле çапнине курнă ĕнтĕ. Кирлех тĕк вăл вырăс ăстисене чĕнсе илме те пултарать. Ав вырăс патши хăй патĕнче таçти çĕршывсенчи ăстасене те ĕçлеттерет.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...