Шурă акăш çулĕ :: Паттăрсен юлашки тĕлпулăвĕ
1
Те ырра, те усала, те Турă, те шуйттан пулăшнипе, анчах Çăрпӳ-Пулата Хусан ханĕ Мăхаммат-Амин тӳрремĕнех хушнă ĕçе пурнăçа кĕртме тивмерĕ.
Мускав пулăшнипе ханлăх пуçне ларнă Мăхаммат-Аминăн, паллах, хăйне те вырăссем евĕр тыткалама тивнĕ. Мускавпа тунă килĕшӳ тăрăх, Хусан ханлăхĕн Раççейпе çапăçма юраман. Тутарсем Мускавпа калаçса килĕшмесĕр урăх хак суйласа лартма та пултарайман. Унсăр пуçне вĕсен Хусан ханлăхне çӳрекен е унтах пурăнакан вырăссене тĕкĕнме те юраман. Ку çеç-и, çамрăк Мăхаммат-Амин арăмне те, нухай бекĕн хĕрне, Мускав хуçи хирĕçлеменнине пĕлсен çеç качча илме пултарнă. Çакнашкал танмарлăх йĕрки Хусанта нумайăшне килĕшмен. Çавна май вăхăт иртнĕçемĕн Мăхаммат-Амина хирĕç тăрас шухăшлă çынсен йышĕ хушăнсах пынă. Вĕсем вăрттăн каварлашса ăна сирпĕтсе антарма килĕшса татăлнă, Хусан ханĕ пулмашкăн Çĕпĕр ханĕн Ибакăн ывăлне Мамука палăртнă. Ку шухăш патне тутарсем Мамука хисепленĕрен мар, — вăл мĕнлерех çын иккенне вĕсем пĕлсех те кайман, — унăн ашшĕ Патухан йăхĕнчен пулнине шута хурса çитнĕ.
Çапла вара 1495 çулхи çуркунне, Çĕрпӳ-Пулăт Хусан ханĕ патне кайса килнĕ хыççăн темиçе эрнеренех, Мамук Çĕпĕр ханлăхĕн тĕп хулинчен Тӳменрен Атăл хĕррине пысăк çарпа килсе çитнĕ. Хусан Çĕпĕр тутарĕсене пач хирĕç тăмасăр парăннă. Мăхаммат-Амин хăйĕн кил-йышĕпе тата çывăх çыннисемпе аран-аран Мускава тарса ĕлкĕрнĕ.
Анчах Мамука Хусан ханĕ туса хуни ăнăçа килмен. Çĕпĕр ханлăхĕнчен пур енĕпе те чылай вăйлăрах аталаннă Хусан ханлăхне вăл тивĕçлипе ертсе пыма пултарайман. Çавăнпа ăна та тепĕр çултанах улăштарнă. Пуçланнă вара... Пĕр хушă патшалăха хан пулма пачах тивĕç мар çынсем (йĕрке тăрăх ку ĕçе чингизидсене çеç шанма юранă) те ертсе пынă. Капла май килменрен престола каярах чăн хансенех лартма тивнĕ. Анчах вĕсенчен те нумайăшĕ çĕршыва тивĕçлипе ертсе пырайман. Ара, ку яваплăран та яваплă ĕçре юн мар, тăн-пуç кирлĕрех-çке.
Пĕр сăмахпа, Хусан пуçлăхĕсен çак пăтăрмахлă çулсенче Çĕрпӳ-Пулат чăвашĕсем пирки мар, пач урăххи тĕлĕшпе пуç ватма тивнĕ. Пирвай Мăхаммат-Амин хушни çинчен шухăшлама пăрахманскер, чăваш ханĕ пăртакран ăна-кăна тавçăрса илнĕ те каллех хăй пĕлнĕ пек пурăнма тытăннă. Чăн та, сых енне вăл текех Мускавпа çывăхланасси çинчен те сăмах тапратман. Пĕтĕмĕшле илсен чăваш ханĕ хăйĕн улусĕнчен уйрăм патшалăх туса хурас ĕмĕте тĕппипех пăрахăçланă ĕнтĕ. Ара, ăна пурнăçа кĕртеймесси халĕ уççăнах курăннăн туйаннă. Çĕрпӳ-Пулат хăй айăплă-ши çакăншăн е унăн умĕнхи хансем, е тата кунти чăвашсен пурнăç шăпи турăсен ирĕкĕпе çапла çаврăнса тухни — кăна халь тин кам уççăн татса парĕ-ши? Татса парайсан та мĕн усси? Эппин халĕ кунти чăвашсен малашлăхне тăнăçлăрах йĕркелесе ямашкăн урăхла майсем шырамалла. Майĕсем нумай мар, вĕсем тахçанах паллă: чăвашсен е Хусан ханлăхне хăйсен патшалăхĕ вырăнне хурса пурăнмалла, е унран татăклăнах уйрăлса вырăссемпе пĕрлешмелле. Тинтерех çеç-ха Çĕрпӳ-Пулат Мускавран вырăссем енне сулăнас кăмăлпа таврăннăччĕ. Анчах тутарсем Раççейрен хăрамаççĕ иккен. Ав тытрĕç те вĕсем лартнă Мăхаммат-Амина кăларса ывăтрĕç. Вара мĕн? Мускав хăй çыниине хӳтĕлес тесе нимех те тăваймарĕ. Апла тесен...
Апла тесен Çĕрпӳ-Пулат пурин çине те алă сулчĕ те хăйĕн пурнăçне майлаштарма тытăнчĕ. Вăл та хан-иç. Апла тăк мĕншĕн халĕ те тахçан, аслашшĕ вăхăтĕнчех туса лартнă йывăç керменре пурăнать? Мĕншĕн унăн тăватă тарçă кăна? Мĕншĕн? Мĕншĕн? Мĕншĕн?
2
Ĕмĕрне пулман япала!
1505 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Çĕрпӳ хулине Хусан ханĕ Мăхаммат-Амин хăй пырса çитрĕ. Хăй вырăнне вăл престол тавра пулса иртнĕ пăтăрмахсем хыççăн виçĕ çул каялла тепре ларнăччĕ. Мăхаммат-Амина çул çинче сыхлакан нукерсем сахалтан икĕ çĕрпӳ, вĕсемсĕр пуçне тата пулăшуçăсемпе тарçăсем те чылай. Пурте юланутпа. Кунашкал йыша Çĕрпӳ çыннисем хальхаççăн курманран хăшĕсем хулана тутарсен çарĕ тапăннă пек ăнланчĕç. Хайхи пĕрисем хăпăл-хапăл çывăхри вăрмана тарса пытанчĕç, теприсем çар картине Али паттăра тăшман килни çинчен пĕлтерме васкарĕç.
Тутар нукерĕсем вара çав хушăра чăваш ханĕн керменне никама кĕртмелле-кăлармалла мар çавăрса илчĕç. Çавăн хыççăн тин Мăхаммат-Амин урхамахĕ çинчен çăмăллăн сиксе анчĕ те хăйпе пĕрле пулăшуçă-çарăçа тата тăлмача илсе картишне кĕрсе кайрĕ. Çĕрпӳ-Пулат хуралçисем, аптраса кайнăскерсем, ăна чарма та хăтланмарĕç. Тепĕр тесен хăнасем патне чăваш ханĕ хăй тухрĕ ĕнтĕ, кам килнине курсанах хапха патне чупса тенĕ пек пычĕ те Мăхаммат-Амин аллине тытса ăна пирвай çамкапа, унтан тутапа сĕртĕнчĕ.
— Салам аликкĕм! — терĕ вăл пăлханнăран хыттăн илтĕнекен сасăпа. — Питĕ хавас сана кĕтсе илмешкĕн, хаклăран та хаклă хан, питĕ хавас. Ирт, тархасшан, пӳрте кĕр.
— Аликкĕм салам! — терĕ ăна Мăхаммат-Амин.
Чăваш ханĕн керменне кĕме васкамасăр вăл пирвай таврана пăхса çаврăнчĕ.
— Эс вара аптрамастăн, пирĕн эмирсенчен пĕртте кая мар пурăнатăн курăнать. Хă, чул куписем те куратăп сан картишĕнче. Çĕнĕ кермен лартас шухăш тытрăн-им? — те ырласа, те хурласа каларĕ Мăхаммат-Амин. Çавăнтах тата тĕксе илчĕ: — Керменӳ вара мĕнлерехскер пулĕ? Вырăссенни пекки-и е хамăрăнни майлăраххиех?
Çĕрпӳ-Пулат нимĕн хуравлама аптăрарĕ, пуç тайса тата сулахай аллине малалла тăсса хăнасене татах кермене кĕме чĕнчĕ.
Хусан ханĕ çак вунă çул хушшинче палăрмаллах улшăннă. Çӳллĕскер, халĕ вăл хытанка çамрăк мар ĕнтĕ, самай сарăлса тĕрекленнĕ арçын, ярлаттарса хăватлăн утать. Унăн сăн-питĕнче те чăн-чăн хăват палăрать. Сухалне вăл унчченхиллех кĕскетсе-якатсах тăрать, пĕрчисем кĕске, çапах çăран курăнаççĕ. Вăрăмрах сăмсан икĕ енĕпе çывăх вырнаçнă хăмăр куçĕсем пĕр-пĕр çын енне кăшт вĕлтлетсе илсен те ăна шăтарасла витĕр пăхнăн туйанаççĕ. Сăмах май, пуçĕнче унăн хальхинче Мускав патшин евĕрлĕ мулаххай мар, сарă пурçăн чалма.
Чăваш тĕрри касса эрешленĕ сарлака юман алăкран хăна пуринчен малтан кĕрсе кайрĕ. Ун хыççăн пĕр утăмран кая юлмасăр пулăшуçи, хыççăнах тăлмачă талпăнса пыраççĕ. Хуçа, вĕсем хыççăн аран ĕлкĕрекенскер, алăк патĕнче тарçисене апăла паллă парса чаплă хăнасем валли ĕçмели-çимелли йăпăрт хатĕрлеме хушрĕ.
Мăхаммат-Амин малти пӳлĕме те пуринчен малтан иртрĕ, кĕрекере сĕтел пуçĕн вырăнне йышăнчĕ.
— Ну, Çĕрпӳ-Пулат, эс мана манман-и-ха? — ыйтрĕ вăл пурте сĕтел хушшине вырнаçса ларсан.
— Епле манăн, хисеплĕ те хаклă хан, — пуç тайса хуравларĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Эпĕ эс каллех таврăнасса та шансах пурăннă. Ма тесессĕн Хусанăн сан хыççăнхи хуçисем, ман шутпа, санăн чĕрне хурине те тăман.
— Эппин эсĕ эпир санпа мĕн пирки сăмах татнине те манман-и? — хуçана куçран шăтарасла пăхса ыйтрĕ хăна.
— Ман... Манман, паллах, — сисчĕвленерех хуравларĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Аван. Пит якши. Апла санăн сăмахна тытмалли вăхăт çитрĕ.
— Мĕн пулнă тата? — ăнланмарĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Эпĕ Мускавпа вăрçма хатĕрленетĕп. Васкасах çар пухатăп, — кĕскен те тӳррĕн пĕлтерчĕ Мăхаммат-Амин.
— Мускавпа? Вăрçма? — аптрарĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Хисеплĕ хан, ара эсĕ Виççĕмĕш Иванпа туслă пекчĕ-çке.
— Вырăссен пуçĕпе туслă пулни вăл пĕр япала. Хамăр халăха юрăхлă ĕç тăвасси — пачах урăх япала, — терĕ çеç Мăхаммат-Амин, вара хуçана тĕсесе пăхрĕ те вăл мĕн каласса кĕтсе куçне пач мăчлаттармасăр ларчĕ.
Мускава тапăнас шухăш ăçтан пуçланса кайнине вăл чăваш ханне ăнлантарас темерĕ.
Ĕç-пуç вара чăннипе ăнсăртран çаврăнса тухрĕ тесен те юрать. Тĕрĕсрех пачах та ăнсăртран мар-ха, вăл Мăхаммат-Аминшăн çеç çапла çаврăнса килчĕ.
Çуллен çул вăйланса пынăçемĕн Раççей патшалăхĕ кӳршĕри Хусан ханлăхне те ытларах та ытларах витĕм кӳме тытăннă. Вырăс купцисемпе ĕç тăвакан çынсем, вăйланса пыракан тăван Россия хӳтĕлессе шанса, Хусанта кăна мар, пĕтĕм ханлăхра хăйсене хуçа евĕр тыткала пуçланă. Çинех вĕсем тутарсен йали-йĕркипе тĕнне те хисеплесех кайман. Çакă ахаль çынçене çав тери тарăхтарса çитернĕ. Хайхи çӳпçи тулса çитнĕ пулас çав, Хусанта йăлана кĕнĕ Атăл ярмăркки уçăлас кун хура халăх сасартăк вырăс купцисене хирĕç çĕкленнĕ, вĕсен лавккисене тустарса, таварĕсене ватса-çĕмĕрсе пĕтернĕ. Хĕрсе кайнă халăх хирĕç тăракан ютсене вĕлерни те пулнă. Каярах вара çав вăхăтра ханлăха лекне вырăссене пурне те чура туса хунă. Мускавра ӳссе çитĕннĕ, вырăссене хисеплекен, вĕсем Литвапа вăрçнă чухне Раççей çарне те ертсе пынă Мăхаммат-Амин, хăйне пĕрре хан престолĕ çинчен сирпĕтнине манманскер, халăха хирĕç кайма хăяйман. Тата чунĕнче вăл хăй те Хусан ханлăхен куçумĕнчех Мускава ытларах та ытларах пăхăнма тивнипе килĕшмен. Çавăнпа, пĕр çапла килсе тухнă япала, Мăхаммат-Амин Мускава хăй маларах тапăнма шут тытнă. Çарĕ ун чухне тутарсем 40 пин çынран тăнă. Тепĕр 20 пинлĕ çарпа вĕсене Нухай Урти пулăшнă, çав çара нухай бекĕ, Мăхаммат-Амин арăмĕн пиччĕшĕ ертсе пынă, çавăнпа чылай чухне пит шанчăклах мар туссем хальхинче Хусана чăнласах пулăшасса ĕненме май килнĕ.
Çапла, чăваш ханне çакнашкал кăткăс сăлтава уçса памасан та юранă...
— Хисеплĕ Мăхаммат-Амин, манăн çарăн ячĕ çеç. Паян тесен паян çапăçма хатĕр сарăçсем пулсан пулĕç çур пин. Хамăра санăн ханлăх унта шутланăран эпир вĕсене хатĕрлес ĕçе питех тимлемен, — кăшт чееленчĕ Çĕрпӳ-Пулат. Чăннипе Али паттăр ертсе пыракан çарта çак кун тĕлне пин ытларах та çын тăнă, унсăр пуçне маларах хĕсметре пулса çар ĕçне вĕреннĕ арçынсем темиçе пин. Çапла вара ку тăрăхри чăвашсенчен çав тери кирлĕ чухне пĕр тӳмен таран çар пухма май килнĕ.
— Мана санран пулăшу нумаях та кирлĕ мар, — те хуçана ĕненнĕрен, те урăх сăлтавпа каларĕ хăна.
— Миçе çын кирлĕ вара? — чунĕ лăш кайнине туйса ыйтрĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Эсĕ ман çарпа пĕрле хăвăн Али паттăрна яр. Пирĕн хамăрăн паттăр, суймасăр каласан, вырăс паттăрĕсемпе çапăçмалăхах пиçсе çитеймен-ха. Çавăнпа ку ыйтупа сан пата эпĕ хам килес терĕм.
— Али паттăра-и? — тĕлĕнчĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Анчах вăл килĕшĕ-ши?
— Мĕнле вăл — «килĕшĕ-ши»? Хан сăмахĕ уншăн саккун мар-им тата? — тӳрех сасси-не хăпартрĕ Мăхаммат-Амин,
«Тепĕр тесен, пиншер çынлă çар вырăнне пĕр паттăра яни лайăхрах та, тен, — шухăшларĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Пирĕн Али никам умĕнче те маххă парас çук, çавăнпа уншăн пит шикленме кирлĕ мар».
— Юрать, хисеплĕ хан, эпĕ Али паттăра сирĕнпе яма килĕшетĕп, — терĕ вăл.
Ку тĕлелле Çĕрпӳ-Пулат тарçисем хăна сĕтелĕ хатĕрлесе çитернĕччĕ ĕнтĕ, вара пурте юнашар пӳлĕме куçрĕç. Икĕ хан хушшинчи калаçу малалла çăмăлраххăн пычĕ. Анчах хăнасем нумаях лармарĕç. Мăхаммат-Амин кунче Шупашкара та çитсе пăхасшăн-мĕн.
— Шупашкар мăрсине вырăна лартма вăхăт çитрĕ, — нимĕн пытармасăр каларĕ вăл Çĕрпӳ-Пулата. — Эпĕ вăл мана вуçех те пăхăнасшăн мар текеленине унчченех илткеленĕ. Анчах Шупашкар пуçĕ вырăссене тӳрремĕнех пулăшать теççĕ тата. Çав хыпара хамах кайса тĕрĕслетĕп. Патшалăхăмра пур çĕрте те йĕрке туса çитерме вăхăт ĕнтĕ. Унсăрăн пире пурне те япăх килĕ.
Çерпӳ-Пулат халь тин Хусан ханĕ хăйпе пĕрле çакăн чухлĕ нукер мĕн сăлтавпа илсе çӳренине тавçăрса илчĕ. Çук, чăваш ханĕн халĕ пĕртте Шупашкар мăрси вырăнĕнче пулас килмерĕ...
Каярах Çĕрпӳ-Пулат тĕлĕнмелле хыпар илтрĕ. Мăхаммат-Амин Шупашкар мăрсине Хусана тытса кайнă-мĕн, унта ăна уйăха яхăн усранă. Мĕн пирки калаçнă вăл мăрсапа, мĕн тунă ăна — кăна никам та пĕлмест. Анчах уйăхран Шупашкара таврăнсан мăрса тӳрех Хусана пĕр обоз хырçă тиесе яртарнă. Каярах тата тутарсен çарăçĕсем валли тепĕр обоз апат-çимĕç, тĕрлĕ пурлăх леçтернĕ. Çавăнтанпа Шупашкарпа Чулхула хушшинчи çыхăнусем те сивĕнсе-сивĕнсе пыни сисĕнчĕ. Çĕрпӳ ханĕпе кăна Шупашкар мăрси хăйне çав-çавах юттăн тыткаларĕ. Чăн та, ăна куç кĕрет хирĕç тăрасси текех пĕтрĕ тесен те юрать.
3
Тутарсемпе нухайсен 60 пинлĕ çарĕ вырăс çĕрĕ çине вăрçăпа каймашкăн икĕ уйăхра хатĕрленсе çитрĕ. Мăхаммат-Амин ăна ертсе пыма хунчăкамне — нухай бекне хушрĕ.
Чăвашсем те чылайччĕ Хусан пухнă çарта, анчах ытларах Сĕве леш енчисемччĕ. Ку енчисенчен вара тутарсемпе Шупашкартан лаша таканлакансемпе хĕç-пăшал юсакан ăстасем темиçе теçетке çын тата Çĕрпӳрен Али паттăрпа тĕкĕрçĕсен пысăках мар ушкăнĕ пычĕç.
Авăн уйăхĕнче Хусан çарĕ Чулхула патнелле çывхарчĕ. Темшĕн-çке тутарсем, хăй вăхăтĕнче ханлăхра иртĕхсе пурăннă патша çыннисемпе вырăс купцисене тарăхса çитнĕскерсем, ахаль вырăссене те шеллемерĕç. Чулхула патне çывхарнăçемĕн нукерсем ун çумĕнчи посадсене пĕтĕмпех аркатса-çунтарса пычĕç. Вĕсенчен пĕринче пулса иртни Али паттăра уйрăмах витерчĕ.
Посад урамĕпе чип-чипер иртсе пынă çĕртех пĕр нукерĕ сăмаларан çуткăç авăрларĕ те никама чăрмантарман çуртсене вут тивертме тытăнчĕ. Пĕринчен сасартăк ача йăтнă хĕрарăм чупса тухрĕ, нукер умне чĕркуçленсе ларчĕ, манăн пӳрте, тархасшăн, ăн тĕкĕн, пилĕк ача манăн, упăшка вара Атăлта путса вилчĕ тесе ӳкĕтлеме тытăнчĕ. Йукер ăна те ăнланмарĕ, те тăнласшăн пулмарĕ, утне хĕрарăм урлах сиктерчĕ те пӳртĕн улăм витнĕ тăррине самантрах вут хыптарчĕ.
— Ирод! — нимĕн тăвайман енне тăвăнса кăшкăрчĕ хĕрарăм ачине кăкăрĕ çумне хытăрах пăчăртаса. — Çĕр çăттăр сире, пăссăрмансене!
Нукер пăссăрман тенине ăнланчĕ курăнать, утне вăрт! çеç çавăрчĕ те каялла, хĕрарăм патне çитсе тăчĕ, аллине йĕнĕ патне тăсрĕ. Вăл ĕнтĕ хĕçне кăларса çĕкленĕччĕ, çапах сулса яма ĕлкĕреймерĕ, ăна хыççăнах çитсе тăнă Али хулран çатăрласа тытрĕ.
— Ан тĕкĕн! — шăппăн, анчах хыттăн асăрхаттарчĕ вăл. — Ăна вĕлерсен ачисене кам пăхса ӳстерĕ.
— Ӳстермесен вара? — тарăхрĕ нукер. Калаçнинчен вăл нухай иккенни палăрчĕ. — Пире хирĕç тăракансем сахалрах пулĕç. Мĕн, япăх-им?
— Çарăç вăл хĕрарăмсемпе тата ача-пăчапа çапăçакан çын мар! Унăн хăйĕн вăйне хăй пек çарăçсемпе тытăçса кăтартмалла! — касса татрĕ нухая Али паттăр.
— Ну-ну, — нимĕн тăвайман енне айккинелле пăрăнчĕ нукер. — Курăпăр-ха эс хăвăн вăйна еплерех кăтартнине.
Тутарсем çапла тапăнасса вырăссем кĕтмен курăнать, вĕсене çул тăршшĕпе те никам хирĕç тăракан пулмарĕ. Ара, юлашки çулсенче Раççей патшалăхĕпе Хусан ханлăхĕ хушшинчи çыхăнусем чиперех аталанса пынă пекчĕ-çке. Çакна Чулхулара та пĕлнех ĕнтĕ. Икĕ уйăх каялла Хусанта пулса иртнĕ аркату çинчен вара, тен, пурте илтме те ĕлкĕреймен. Е илтсен те çав аркатăва, ахăртне, икĕ патшалăх хушшинче вăрçă пуçламалăх сăлтав вырăнне хуман.
Хусан çарĕ Чулхулана каç енне кĕрсе кайрĕ. Урамсем пуш-пушахчĕ ĕнтĕ. Пăссăрмансем çывхарни çинчен илтме ĕлкĕрнĕ çынсем таçта тарса пĕтнĕччĕ. Çавна май тутарсем вырăссен хула карманĕ патне пĕр чăрмавсăр çитрĕç, ăна хăвăрт кăна çавăрса илчĕç, вара тапăр турĕç те, хурал тăратса çĕр каçма вырнаçрĕç. Çар çыннин мĕн — канма хушсан вăл савăнсах канать. Часах пиншер арçын хăватлăн харлаттарни таврана кисрентерсех сарăлчĕ. Али паттăр çеç ниепле çывăрса каяймарĕ. Мĕн тума килнĕ вăл кунта? Ма янă ăна Çĕрпӳ-Пулат Хусан çарĕпе? Тата тутарсемпе нухайсем мĕншĕн Мускава мар, Чулхулана килсе тапăннă? Енчен вырăссене çĕнтерсен те вĕсене кунта çапăçни мĕн парать? Кирек мĕн тесен те Чулхулана çĕнтерни Раççее парăнтарнине пĕлтермест-çке. Мускав патшалăхĕ халĕ ав еплерех анлă та хăватлă. Пĕр хулана тапăнни тутарсемшĕн çав хăвата хăйсене хирĕç тăратни çеç пулĕ. Хусан ханлăхне кирлех-ши çак хирĕç тăру? Эх, çав патшалăха тытса пыракан çынсене! Тепĕр чухне ытла та малаш пирки шухăшламасăр тем аппаланаççĕ-çке. Шел, ку ĕнтĕ Али ĕçĕ мар. Вăл — çарăç, унăн тивĕçĕ — хушнине пурнăçласси. Çĕрпӳ-Пулат ăна Хусан ханĕн çарне пулăшма янă, эппин унăн халĕ нухай бекĕ мĕн каланине тумалла. Анчах çул синче пулни-иртнине курса пынă паттăрăн ют бек хушнине пурнăçламашкăн пĕртте чунĕ туртмасть. Çапах мĕн тăвăн? Çар çынни вăл çапăçура çеç хăватлă, ытти чухне ăна такам та пăхăнтарать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...