Виçĕ хĕрпе сар каччă :: Иккĕмĕш пайĕ
1
Вĕлт-вĕлт туса хыçа юлаççĕ нумай хутлă çуртсем, шурлăхсем, лутра хурăнсем, ялсемпе хуласем. Самантлăха кăна курăнаççĕ кĕр сăрипе сăрланнă уйсемпе вăрмансем. Кайран вара инçете-инçете юлса çухалаççĕ.
— Çамрăк çын, сирĕн туртмалли тупăнмасть-и? Тамбурта пирус ĕмсе тăракан арçын пуçне сасă еннелле пăрмасăрах кĕсйинчен «Marlboro» пачкине кăларчĕ, çавăн пекех сăмахсăр тăсса пачĕ.
— Тавах. Эпĕ Эля ятлă, — чĕвĕлтетрĕ такам пирус чĕртнĕ май. — Сире мĕнле чĕнмелле?
Арçын тинех çăварĕнчен çăра тĕтĕм вĕрсе кăларакан çын еннелле çаврăнчĕ. Ун умĕнче самаях çамрăк, çав тери чипер хĕр тăрать иккен. Хулпуççи çине хумлăн-хумлăн шуса анакан ылтăн тĕслĕ çӳç, пĕкĕ пек авăнчăк та çӳхе куç харши айĕнчен пăхакан пысăк та кăн-кăвак куç, хуп-хура та çăра вăрăм куç хăрпăкĕсем, кăшт шĕвĕртерех тӳрĕ сăмса, хĕп-хĕрлĕ писев сĕрсе хулăнлатнă тута хĕррисем тăрăхларах пит çинче ытла та асамлăн курăнаççĕ. Пĕтĕм пĕвĕ илĕртӳллĕ те илемлĕ. Кĕлетки çумне тачă выртакан кĕске кĕпи вара арçынсене каçăхтаракан пĕтĕм мăкăра аван палăртать.
— Иван Васильевич, — çăварĕнчи пирусне кăлармасăрах хуравларĕ арçын.
Çакна илтсен тăруках ахăрса ячĕ хĕр.
— Тен, Василий Иванович?
Арçын хĕр мĕнрен кулнине ăнкарса илчĕ те хăй те кулмасăр чăтаймарĕ.
— Пулма та пултарать. Ентешсем мар-и-ха эпир унпа? Çапла паллашрĕ Эля ятлă вырăс хĕрĕпе Иван Васильевич. Тĕрĕссипе, вăл Иван Васильевич тесе чĕнмеллех ватă çын мар. Кăçал кăна çирĕм ултта кайрĕ. Анчах ăна, прораб пулнăскере, инçетри стройкăра урăхла нихăçан та чĕнмен. Ачалăх кунĕсенче Ванька, яшлăх çулĕсенче Иван, Ваня тесе чĕннине паян Иван Васильевич хăй те манса кайнă. Стройкăра ăна çамрăксем кăна мар, хăйпе пĕр çулхисем те, сухаллă ватăсем те хисеплесе ашшĕ ячĕпе кăна чĕнетчĕç. Çавăнпа Эльăн хаваслă кулли Иван Васильевича хăй çапах та çамрăк пулнине аса илтерчĕ.
— Сирĕншĕн вара, чиперкке, Иван. Ванька тесен те кӳренместĕп, — шӳтлеме пăхрĕ вăл.
— Ванька-встанька» — çаплипех кулма чарăнмарĕ Эля. Тепĕр тесен, ăна кулни те килĕшет. Шăнкăр-шăнкăр сасси, тип-тикĕс шурă шăл речĕ хĕре татах та илĕртӳллĕрех кăтартать. — Эсĕ хăш куперен?
— Виççĕмĕшĕнчен. Кĕретĕн-и хăнана?
— Темле. Сан кӳршӳсенчен аван мар.
— Ним аван марри те çук. Пĕчченех эпĕ. Хальлĕхе. Куратăн пулĕ, вакун çурри пушă. Эпир те иккĕн çеçчĕ. Вăл та пулин иртнĕ станцире анса юлчĕ.
— Апла пулсан... Анчах эпĕ хĕр тусăмпа-ха. Ăна пĕччен тăратса хăварма аванах мар.
— Эля! Купе пушă тетĕп-çке. Чĕн тусна та.
Хĕр хăйне икĕ хут чĕнессе кĕттерсе тăмарĕ. Тепĕр самантран виççĕмĕш купе алăкне пырса шаккарĕç. Хăнасене кĕтекен Иван Васильевич алăка уçса килнисене шалалла ирттерчĕ. Эльăпа пĕрле килнĕ хĕр те самаях çамрăк. Тусĕнчен кăшт пĕчĕкрех те туллирех пулнине пăхмасăрах Венера (иккĕмĕш хĕрне шăпах çапла чĕнеççĕ) сăн-пичĕпе илемлĕ. Икĕ хĕрĕ те самаях хăюллă иккен. Вĕсем хăйсемпе пĕрле çур литр шур эрех те чиксе килнĕ. Иван Васильевич вара çул çине илнĕ апат-çимĕçне сĕтел çине кăларса хучĕ, вакунсем тăрăх тĕрлĕ эрех-сăра, пылак çимĕç, пирус-сигарет сутса çӳрекен официантран тата тепĕр литр эрех илчĕ. Пуçланчĕ вара асар-писер ĕçкĕ! Малтанах хĕрсем хăйсене сăпайлă тыткаларĕç-ха. Анчах пĕр-ик черкке хыççăн чиперккесем пачах вăтанма пăрахрĕç. Иккĕшĕ те ик енчен пырса ларса купе хуçине хывăнтара пуçларĕç. Арçын, паллах, хирĕçлесшĕн пулчĕ, анчах Эля унăн çăварне хăйĕн писевлĕ тутипе хупларĕ. Тепĕр самантран Венера Иван Ва-сильевич çăварĕ патне тăп-тулли эрех кĕленчи илсе пычĕ.
Ну! Кăтарт ху мĕнле арçын пулнине. Яр кĕленчеренех!
Усĕрĕлме ĕлкĕреймен Иван Васильевич çакă пĕтĕмпех ырăпа иртес çуккине чĕрипе туйрĕ. Анчах хĕрсене хирĕçлеме унăн вăй тупăнмарĕ. Çак çур литра пĕр сывлăш çаврăмĕпе ĕçсе ямасан арçын чысне çухатассăн пек туйăнчĕ-ши ăна? Кам пĕлет? Анчах вăл кула-кулах кĕленчене алла илчĕ. Пĕрремĕш тумламне çăвара ярсан вара текех чарă-наймарĕ. Хĕрсем кĕленчене сывлăш çавăрса яма та çăвартан кăларттармарĕç. Пĕр ăстрăмпах пушатрĕ вăл çур литр эрехе. Юлашки тумламне çăтса ярсан вара тăруках ӳсĕрĕлсе кайрĕ те тăнне çухатса йăванчĕ. Мĕскĕн Иван Васильевич! Хăйĕн чипер хăнисем унăн кĕсйинчи пĕтĕм укçи-тенкине, чăматанĕнчи парне тесе илнĕ хаклă япалисене илсе кайнине те сисмерĕ.
— Чипер юл, айван, — ăнăçлă сунар пулнишĕн савăнса ахăлтатрĕç чипер майрасем. Юлашкинчен «сунарçăсем» сĕтел çинчи уçман эрех кĕленчине те пуçтарса чикрĕç.
2
— Пассажир юлташ! Пассажир, сирĕн станцине çывхарса пыратпăр. Анса юлма хатĕрленĕр.
Иван Васильевич вырăн çинчен аран-аран çĕкленчĕ.
Çан-çурăмĕ вут пуленки пекех хытса кайнă. Шыçса хăпарнă куçне уçма та йывăр. Мĕн мурĕ пулнă-ши? Пуç кĕрхи çил пек улать. Иван Васильевич мĕн пулнине аса илме тăрăшрĕ. Чипер майра... Эля... Ун тусĕ Венера... пылак тутасем... хаяр эрех... Ăçта-ха унăн хăнисем? Арçын пушă купене пăхса çаврăнчĕ те тĕлĕннипе хытса ларчĕ. Йĕри-тавра ун япалисем сапаланса выртаççĕ. Сăран тиртен çĕленĕ чăматанĕ вара ниçта та курăнмасть. «Çаратрĕç!» — вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Иван Васильевич хурах кăшкăрма хатĕрччĕ, анчах хăйне вăхăтра тытса чарчĕ. Кам ĕненĕ ăна? Хăв япалусене хăв ĕçсе янă тейĕç кăна. Ĕнентерсе те параймăн. Шыçса тухнă куç, сĕтел çинчи ĕçкĕ юлашкийĕ — йăлтах урăххине ĕнентереççĕ. «Эх, ăс кĕмен тăмана, — хăйне хăй вăрçрĕ Иван Васильевич. — Чипер майра курнипех пуçна çухатнă. Айван-çке, айван!» Çапла мăкăртата-мăкăртата арçын купен пур кĕтессинче те сапаланса выртакан япаласене хутаçа пуçтарса чикрĕ, кивĕ, лӳчĕркенсе пĕтнĕ пиншакне тăхăнса ячĕ те тамбура тухрĕ. Хăйне юлашки йĕм таранах çаратса кайнине çаплипех ĕненес килмерĕ унăн. Çакă пĕтĕмпех хаяр шӳт, усал тĕлĕк пек çеç туйăнчĕ. Ытла айванла çакланчĕ-çке вăл. Иван Васильевич тăван яла çĕнтерӳçĕ пек мăнаçлăн пырса кĕресшĕнччĕ. Халĕ вăл çĕнтерӳçĕ мар, çумăр айне лекнĕ чăх чĕппи пек ытларах курăнать. Капла яла пырса кĕнинчен кĕменни лайăхрах. Анчах ăçта вырнаçĕ Иван Васильевич ют хулара? Ни пĕлĕшсем, ни тăвансем çук. Хăна çуртне вырнаçма кĕсье тĕпĕ яка. Çитменнине, пуйăс та станцине çур çĕр иртсен пĕр сехетре çитет. Çĕр каçмалли пĕртен-пĕр вырăн та вокзал кăна. Хытă сак çинчех çĕр çĕрлеме тивет.
Çак шухăшсемпе анса юлчĕ пуйăс çинчен Иван Васильевич. Анчах шутланă пек пулмарĕ. Пĕчĕк вокзал алăкне питĕрнĕ иккен. Пуйăс вырăнтан хускалса кайсанах а-çын перрон çинче пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Ăçта каймалла? Инкеке, мухмăрĕ те минутсерен вăйланса пырать. Çак самантра аптраса çитнĕ Иван Васильевич нимĕн çинчен шухăшлама та, пĕр ытлашши хускану тума та пултараймарĕ. Вăл пуçĕ айне тумтир çыххине хучĕ те перрон çинчи вăрăм сак çинех выртрĕ.
Те тĕлĕрсе, те çывăрсах кайнăччĕ ĕнтĕ Иван Васильевич, такам силленипе вăранчĕ.
— Эх, çав хальхи çамрăксене! — такамăн хулăн сасси кĕчĕ унăн хăлхине. — Хăйсене пĕртте уямаççĕ-çке. Капла шăнса пăсăласси те ним мар. Тăр. Тăр, ывăлăм.
Иван Васильевич хăйне ирĕксĕрлесе çĕкленсе ларчĕ. Вăл ыйхăран вăратнăшăн кăмăлсăрланчĕ. Ăна тăратнă çын лутра кĕлеткеллĕ, сарлака çан-çурăмлă, вăрăм шурă сухаллă мучи пулчĕ.
— Апла выртсассăн каçхи патруль те тытса кайĕ тата, — хăй сăмахне малалла каларĕ çакскер. — Айта çĕклен, киле кай.
— Эпĕ пуйăс çинчен анса юлнă-ха. Ку хулара пĕлĕшсем çук.
— Ăçта кайма тухнă вара?
— Тăван çĕршыва. Чăваш ене.
— Эсĕ чăваш-им?
— Çапла.
— Ак тата. Ман юратнă кинĕм те чăваш хĕрĕ вĕт! Ун ентешĕсем — ман ентешсем. Каяр ман пата.
— Сире чăрмантарасси-ха.
— Мĕн чăрмантарни! Эпĕ пурпĕрех ĕç вĕçлесе киле кайма тухнă, айта. Мана Степан Иваныч тесе чĕнеççĕ.
— Иван Васильевич... Иван.
3
Тăван килтен инçетре хăвăн ентешне тĕл пулма тӳр килни ялан уявпа пĕрех. Ăçта та пулсан чăваш хĕрĕ çинчен илтсен вара Иванăн чĕри уйрăмах хытă тапа пуçлать. Çав хĕрпе курса калаçмасăр та лăпланаймасть ун пек чух каччă. Кашнинчех ăна çак хĕр Валя пулассăн туйăнать. Халĕ те, вокзалта ăнсăртран паллашнă мучи хыççăн утнă май, Ивана таçта çывăхра хăйне Валя кĕтнĕнех туйăнчĕ. Чĕри те кашни утăм тумассерен вăйлăрах шаккарĕ. Кăкăртан тухса тарас пек.
— Çитрĕмĕр! — лутра йывăç çурт умĕнче тăп чарăнчĕ Степан Иваныч. — Ирт, — пĕчĕк калинккене уçса Ивана валли çул турĕ мучи.
Халиччен пĕлмен туйăм Иванăн ал-урине çыхлантарчĕ. Алăк урати урлă аран каçрĕ вăл. Унта та пулин такăнчĕ.
— Çутă çут. Çутмалли стена çинче, сылтăмра.
Чăлт çутăлса кайрĕ лампочка. Тĕттĕм урамран кĕнĕ çынсен куçĕсем самантлăха пачах курми пулчĕç. Çутта хăнăхса çитсен Иван куçĕ умне Степан Иваныч пӳрчĕн ăш-чикĕ туллин тухса тăчĕ. Пур çĕрте те типтерлĕх. Таса. Кашни кĕтесрех ку çуртра хĕрарăм алли пурри лайăх курăнать. Тĕрĕллĕ шап-шур чӳрече каррисем, таса пит шăлли, типтерлĕ пуçтарнă тĕпел кукри. Анчах çак çуртри кашни япала кунта пĕр тăлăх чун кăна пурăннине ытла та лайăх палăртать. Пĕртен-пĕр ансăр кравать, тĕпелте — сĕтелпе пĕр пукан. Пĕр ытлашши япала та çук. Пӳртри сывлăш та темĕнле тунсăхлă.
— Пĕччен эпĕ, — те Иван шухăшне вуларĕ, те ахаль çеç каларĕ мучи. — Ывăлăмпа кинĕме çĕнĕ микрорайонта хваттер панă. Мана та чĕнеççĕ-ха хăйсем патне. Анчах хам ĕмĕре ĕмĕрленĕ вырăнтан мĕнле таçти юта каяс? Килĕшмерĕм хам çурта сутса вĕсем патне куçма.
— Пĕччен пулсан та типтерлĕ сан кунта.
— Типтерлĕхне кинĕм тăвать. Ĕçе кайиччен е ĕç хыççăн кĕрсе пуçтарса, тасатса хăварать. Ӳркенмест ман кинĕм. Инçетерех пулин те, час-часах ман пата кĕрсе тухать.
Тахăш самантра сĕтел çине пуçтарчĕ вашават Степан Иваныч.
— Ытла пуянах мар та, мĕн пуррипе çырлахма тивет, — сĕтел хушшине чĕнчĕ мучи. — Мухмăра ирттерме кĕленче тĕпĕнче кăшт юлнă ак.
Хăй мĕнле выçă пулнине тинех туйса илчĕ Иван. Хирĕçлемесĕр сĕтел хушшине вырнаçрĕ те апат çинĕ май Степан Иваныч калаçăвне итлерĕ. Мучи вара калаçрĕ те калаçрĕ. Степан Иваныч сăн-пичĕпе, кĕлеткипе çамрăк курăнать пулсан та, çулĕсем чылай иккен унăн. Кăçал тăххăрмĕш теçетке вакланă. Ик вăрçăра пулнă вăл, çичĕ хутчен аманнă. Алă пилĕк çул хушши депора пăравус юсанă. Халĕ те, тахçанах пенсире пулнине пăхмасăрах, ватă рабочи хăй ĕçне пăрахмасть. Çамрăксене ĕçе вĕрентет.
— Эх, эпĕ те çав, ватсупнă! Хăнана сăмахпа тăрантаратăп. Санăн вара выртса канас та килет пулĕ, — Иван анасланине асăрхаса калаçрĕ мучи. — Вырнаç кравать çине.
— Çук, çук. Эпĕ сак çинче те лайăх çĕр каçатăп.
— Эсĕ манăн хăна. Эпĕ килте хам валли вырăн тупатăп.
Ăçта эсĕ, Валя? Ăçта? Çутта сӳнтерсен те чылай вăхăт хушши çывăрса каяймарĕ Иван. Çак ыйтăва вăл хăйне юлашки сакăр çул хушшинче сахалтан та пин хут панă. Анчах хуравне тупайман. Халĕ те пĕлмест ăна вăл. Тупĕ-ши Иван хăçан та пулсан çак хурава? Тĕл пулĕ-ши Вальăна?
...— Кураймастăп! Кураймастăп!
— Валя! Ирĕк пар ăнлантарса пама.
— Мĕн ăнлантарасшăн эсĕ, Ваня? Ху мĕнле выльăх пулнине-и?
— Пулам эп выльăх. Эп айăплă. Анчах эпĕ унăн пĕрремĕш те юлашки те мар. Ăна эп ирĕксĕрлемен.
— Ку пачах та сан айăпна çăмăллатмасть. Хĕр пĕрре йăнăшни сана унран кулма нимĕнле ирĕк те памасть.
— Каçар, Валя! Каçар! Юрататăп эпĕ сана.
— Юрататăп тетĕн. Анчах эпĕ те çĕр çине хĕр пулса килнĕ. Эпĕ те хĕрарăм пулăп. Паян Нина урлă каçнă пекех, хăçан та пулсан эсĕ ман çинче те пушмакна тасатăн. Чăх кайăк мар, хĕрарăм çын мар тесшĕн-и эсĕ мана? Манăн вара, ытти хĕрсенни, хĕрарăмсенни пекех, мăнаçлăхăм, хамăн чунăм пур. Эпĕ те санпа шай çынах.
— Каçар! Чĕркуçленсе ларса каçару ыйтам-и тата?
— Мĕне кирлĕ мана эс чĕркуçленни? Мĕне кирлĕ сана эп каçарни? Сана Нина, унăн пулас ачи — санăн ачу — каçарĕ-и? Эпĕ вара сана кураймастăп! Çакăн пек ирсĕр, хура чунлă çынна юратма пултарнишĕн хама кураймастăп! Кураймастăп!
4
«Кураймастăп... Кураймастăп...» Çаплипех янăрарĕ хăлхара. Тĕлĕк-ши ку е чăн? Акă вăл — Валя. Куç умĕнчех. Анчах паян унăн пичĕ хаяр мар, вăл ăшшăн кулать. Ирхи хĕвел ун куллине татах та ăшăрах тăвать. Савăнăçпа çиçет сăн-пичĕ. Илемлĕ куçĕ кăна ытла та тунсăх. Темĕнле ырату, пăлхану, пысăк тунсăх вĕсенче.
— Ырă ир пултăр. Аван-и, Ваня? «Çывăратăп-и эпĕ?» — вĕлтлетрĕ пуçра шухăш.
— Палламалла марах ватăлтăм-ши вара? Е ыйхунтан вăранса çитеймерĕн-и? Эпĕ ку, Валя. Мĕн усала курнă пекех хытса кайрăн?
— Валя... — кăшкăрса е пăшăлтатса çеç каларĕ-ши çакна Иван, анчах хăй сăмахне вăл илтмерĕ. — Валя! Ăçтан? Мĕнле?
— Хам пăятама Степан Иваныча кĕрсе курас терĕм. Эсĕ вара кунта мĕнле çилпе килсе тухнă?
Иван тăрса тумланчĕ. Тăхăннă вăхăтра вăл çул çинче хăйпе пулса иртнĕ пăтăрмах çинчен кĕскен каласа пачĕ. Паллах, пурне те каламарĕ Иван. Нумай япала çинчен асăнмасăр хăварчĕ. Ун калавне итленĕ май Валя чупа-чупа тенĕ пекех ирхи апат хатĕрлерĕ.
Иван Вальăна юлашки хут курнăранпа сакăр çул иртнĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт! Мĕн чухлĕ... Валя çак сакăр çул хушшинче самаях улшăннă. Çав вăхăтрах пачах та улшăнман. Хĕр чухнех тулли кĕлеткеллĕччĕ вăл. Халĕ вара татах та сарăлнă. Çавăнпах пулĕ çӳллĕшĕпе те пĕчĕкрех курăнать. Çакна пăхмасăрах Валя хăйĕн илемне çухатман. Яланхиллех типтерлĕ вăрăм çӳçне ĕнсе çине пуçтарнă. Паян Валя тата та илемлĕрех. Анчах ку ĕнтĕ текех хĕр илемĕ мар, хĕрарăм илемĕ. Чун кăмăлĕпе вара ним чухлĕ те улшăнман курăнать. Вашават, ĕçчен те çепĕç.
— Мĕншĕн шăплантăн? — Иван паçăртанпах сăмах чĕнменнине кура çеç сас пачĕ Валя.
— Сан çине пăхатăп ак. Санпа киленетĕп. Илемлĕ эсĕ, Валя.
— Мĕн илемĕ ĕнтĕ текех.
— Çук, çук. Эсĕ питĕ илемлĕ.
— Ай, Ваня, тем ан калаç. Питĕме ахаль ан хĕрет. Акă ларса апатлан. Степан Иваныч ирех ĕçе тухса кайрĕ. Манăн та васкамалла. Хальлĕхе чипер юл.
— Чим, тăхта!
Анчах Валя пӳлĕмрен хăвăрт тухса кайрĕ. Чăннипех те васкать пулас вăл. Е Иванран хăвăртрах уйрăласшăн пулчĕ.
Валя, Валентина. Тухса кайрĕ те вăл — пӳртре те тĕксĕмленчĕ. Пĕр минут каялла кăна, хĕрарăм тĕпелте кăштăртатнă чух, пĕтĕм пӳрт хаваслă та пуянччĕ. Халĕ вăл каллех чухăнланчĕ, салху сăн çапрĕ ăна.
Тунсăх туйăмĕ арçын чĕринче те вăйланчĕ. Халĕ тин Иван нумай çул каялла пĕр хăй айванлăхне пула мĕн çухатнине пĕтĕм ăс-тăнĕпе ăнланса илчĕ. Пурнăç тĕрекне, чун хаваслăхне, пĕрремĕш юратăвне... Пĕтĕмпех çухатнă вăл. Анчах, тен, яланлăхах мар. Çак сакăр çул вĕсен туйăм çирĕплĕхне тĕрĕслени кăна пулмарĕ-ши? Тен, паянхи тĕлпулу та ăнсăртран мар. Шăпа ку. Тен, пĕтĕмпех каялла тавăрма та кая юлман? Тен, Валя... паян та юратать?
5
Пӳртрен вĕçнĕ пек тухрĕ те Валя — чарăнчĕ. Ирхине яланах лăк тулли пулакан пăчă троллейбуса пĕртте ларас килмерĕ. Смена пуçланиччен вăхăт чылай. Çуран та çитĕ.
Мĕншĕн ытла хăвăрт тапать чĕре? Ăçта васкать вăл? Мĕнрен таратъ? Хăй мĕншĕнех çапла пăлханса кайнине Валя пит лайăх пĕлет. Çапах тĕлĕнет. Шутламанччĕ хĕрарăм тĕлпулу çапла çитессе. Хăйĕн туйăмĕ вилнĕ, лере, таçта инçетре, юлнă тесе пурăнатчĕ вăл. Çук иккен. Пĕ-тĕмпех мар.
Ваня... Вальăн пĕрремĕш юратăвĕ. Вун ултă çулта юратса пăрахрĕ вăл пуçтах Ваньăна. Е çук? Калама пулать-и ара çак сехетрен, çак минутран эпĕ сана юрататăп теме? Юрату ерипен тĕвĕленет. Сехетсерен, минутсерен вăйланать, çирĕпленет. Валя та Ваньăна ачаран кăмăлланă. Юрату мĕнне пĕлмесĕр, ыт ахаль кăна. Кайран вара килĕштерӳ туйăмĕ юратăва куçнă. Анчах хăш самантра? Кам пĕлет?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...