Хĕрес хывнă хĕвел :: Иккĕмĕш сыпăк


— Сăрă типтĕр-ха малтан, — алă сулчĕ те Жора Роберт çине çулланса пăхса илчĕ.

Роберт тăсса панă укçана ниçта та чикме васкамарĕ, аллинчех тытса тăчĕ. Пуçне кăлт çĕклерĕ те унталла-кунталла пăхкаларĕ. «Стоматологи» тесе çырни куç тĕлне пулчĕ те, вăшт кăна вырăнтан хускалчĕ. Унта аптека пурах тесе шутланипе çул кĕскетсех васкарĕ.

Аврукăн та, Робертăн та гараж уçса кĕрес килмерĕ. Паянлăха ĕç çук унта.

— Эс каçар ĕнтĕ вăхăтсăр чăрмантарнăшăн, — çурăмранах пырса лăпкарĕ Роберт. — Малтан курсанах чăнах та хăраса ӳкрĕм. Алă сулас та таçта тарса каяс килчĕ. Аптăранипе пытăм сан патна. Мĕн тумалла ку Тимохăна? Суда памалла-и?

— Судпа ан аппалан. Ун пек чухне яланах путсĕр хутне кĕрет суд. Çавсем укçа тыттарма та, куç хупмасăр суйма та пĕлеççĕ. Жора вĕрентсе çитерет ак... Шуйттанран хăранă пек хăрама тытăнать. Курăн-ха. Тĕрмене ларса тухнă çынсем... — Каласа пĕтереймерĕ, чыхăнса кайрĕ. Анчах сăмах татăлнăшăн кăна калас тенине каламасăр çырлахмарĕ. — Çĕршыва та тытса тăма тытăнĕç-ха малашне вĕсем. Халех депутата суйланаççĕ. Çĕршыв пуçне те çитĕç каплах пулсан...

Роберт ку сăмахсене сӳрĕккĕн кăна итлерĕ. Унăн ирхине курнă тискерлĕх хыççăн хускалнă кăмăлĕ ниепле те вырăна ларса çитеймест-ха. Темиçе те асăрханă вăл, тарăхас та тулашас килнĕ чухне чунĕ йăшать те каять. Вара алă усăнать, вара усал тăвакана мар, хăйĕнче усаллăх çуккишĕн ӳпкелешме тытăнать. Паянхи çак йăмшак кăмăл та темиçе куна пымаллаччĕ. Çак самантра тухтăр умне тăрас пулсан унра темле чир хускалнине те асăрханă пулĕччĕç. Хавшак нервсем пулмалла çав ун. Гараж стенисемпе алăкĕ çинче халĕ те хура хĕрессемпе хура йĕрсем пулнă пулсан çаплах хашлатса сывламаллаччĕ, пуç çĕклейми çӳремеллеччĕ. Пăртак лăпланнă пек туйăнать-ха хăйне, анчах та пăртак кăна. Çак тискерлĕхе часрах манас тесе, Тимоха çинчен шухăшлам мар-ха тесе автолавкăсем тăрăх çӳреме шутларĕ. Аврука та чĕнчĕ. Лешĕ канам-ха паян тесе турткаланчĕ. Роберт тахçанах шутласа хунă, хулари лавккасенче ăçта мĕн пуррине, кирлĕ чухне тӳрех ăçта каймаллине пĕлсе тăмалла пултăр тесе хăйне майлă реестр тумалла тенĕ.

— Леçсе хăварам-и хваттере? — лăпкăн ыйтрĕ вăл.

— Çула май пулсан хирĕç мар, — хуравларĕ Аврук.

 

7

Пĕчĕк трактор сутатăп тесе сататкă пуçтаракана та, гаража хура сăрă сапса варалакансене те маннăччĕ ĕнтĕ. Пуç çĕклеми, алă пушанми ĕç пулчĕ Аврукăн. Ун пек чухне чăваш çынни ыйхă кĕскетет. Ку йăла ĕнтĕ юнрах пулĕ. Пĕрремĕш троллейбуспах ĕçе каякан пулчĕ. Таврăнма вара — ĕç мĕнле кал-кал пынине кура. Кирли ала айĕнче чухне, чăрмав-мĕн çук чухне сехет пăхса тăмарĕ. Кун пек ĕç купаланса çитни яланах пулмасть. Пĕр эрнере виçĕ машина юсаса çӳрекен турĕ, улăштарнă пайсене салата-салата пуçтарчĕ. Тепĕр эрнинчех ĕçсĕр супса ларма тиврĕ. Аптăранă енне Роберт манса хăварнă хаçатсене сирсе пăхма шутларĕ. Ытти чухне киоскра туяннă хаçатсене машинăрах хăвараканччĕ. Кусене темшĕн кунта илсе кĕнĕ. Тытрĕ кăна алла, «минитрактор» сăмах куç умĕнче мĕлтлетсе илчĕ. Те чăнах пулчĕ, те туйăнчĕ кăна. Тимлесех статья ячĕсене вуларĕ. Вĕсенче ку сăмах пулмарĕ. Çӳлтен аялалла, аялтан çӳлелле куçпа чупса тухрĕ. Тинех тĕл пулчĕ леш сăмаха. Тимлесех вулама пуçларĕ. Шупашкар районĕнче пурăнакан пĕр çын темиçе çын ячĕпе çырнă çырăва пичетленĕ. Ку çур акинче пĕчĕк тракторпа çĕр ĕçлеме ĕмĕтленсе пурăннă çынсене Тимофей Шевницын ултавçă чике тăршшех лартнишĕн тарăхса çитнĕ çынсем влаçран пулăшу ыйтаççĕ, тракторлă пуласси пулмастех, сататкă панă укçана тавăрма пулăшăр тесе тархаслаççĕ чиновниксене.

Пуç пăркала-пăркала вуларĕ Аврук. Роберта кивçен панă укçине каялла тавăрттарма пулăшнăшăн савăнса та илчĕ.

Шухăша путнă вăхăтра, алла ĕç тытнă чухнехи пекех, унăн тимлĕхĕ пĕр тăпка пулса тăратъ. Çавăнпах ĕнтĕ гараж умĕнче машина сасси пулнине те, алăк уçса çын кĕнине те асăрхамасăрах юлчĕ.

— Киоскра хаçатсем туяннăччĕ паян, кунта манса хăварман-и, Арефий Якимович?- илтрĕ Роберт сассине.

— Акă эпĕ вуласа ларатăп, — терĕ те Аврук хаçатсене Роберт еннелле тăсрĕ.

— Кирлĕ пулчĕç-ха вĕсем, çавăнпа таврăнтăм, — хăй теллĕн пек калаçса илчĕ те Роберт васкаса килсе кĕнĕ пекех васкаса тухса кайрĕ. Алăк хупăниччен каласа ĕлкĕрчĕ:

— Паян сан валли ĕç пулмасть, кайма пултаратăн.

Тăмаллаччĕ те ĕнтĕ Аврукăн гаражран тухса каймаллаччĕ. Вăл çăра шырама тытăннăччĕ. Роберт уçса кĕрсен ăна пĕр çĕре хурать. Аврукăн каллех хăйĕн вырăнĕ пур. Паян унта та, кунта та куç тĕлне пулмарĕ. Çăра шыранă хушăра гаража икĕ çамрăк кĕрсе тăнине те сисмен.

— Ватти, сана чăрмантарма юрать-и? — илтрĕ вăл çамрăк сасса.

Хăй те самантрах çамрăкланнăн пулчĕ, яштах тӳрленсе тăчĕ.

— Ĕçпе пулсан чăрману мар, — терĕ те çамрăксене тĕсеме пуçларĕ.

Кусем кирлĕ ĕçпех çӳрекенсем пек туйăнмарĕç темшĕн. Пĕри гараж хуçалăхне пăхкаласа тăчĕ, тепри ларма-и, тĕршĕнме-и меллĕ вырăн шырарĕ. Тупаймарĕ те Аврук çывăхнех пырса тăчĕ.

— Ярса парсан тиркеместне? — кулмасăрах ыйтрĕ вăл.

— Эсир кунта тĕрĕс мар килнĕ, ку гараж кăна, сире ресторан кирлĕ.

— Тĕрĕсех, — тăстарса каларĕ ĕçме сĕнекенни. — Ярса парар-и? Эпир лăпăр-лапăр ĕçместпĕр.

— Эп хамăнне ĕçсе татнă. Сывлăхăр пулсан ĕçĕрех. Анчах кунта мар.

Тахçанах шыракан çăра куç тĕлне тулчĕ. Васкаса пычĕ те сулмаклăскерне ярса тытрĕ. Çамрăк çын шартах сикрĕ. Кускер хăмсарма пăхасшăн мар-и тесе Аврук çинчен куç тартмарĕ.

— Тухăр, гаража питĕретĕп. Ман кайса çӳремелли пур...

— Ырă сунсах килнĕ эпир, — калаçăва хутшăнчĕ хальчченех чĕмсĕр тăнă çамрăк та.

Чĕнмесĕр килсе кĕнĕ çынсен гаражран тухмах тиврĕ. Анчах çамрăксем Аврукран хăпасшăн пулмарĕç. Лешĕ гаража çăраласа уççисене тирпейлесе кĕсьене чиксен чĕлхеллĕреххи çывăхах пырса тăчĕ.

— Ĕç хушасшăнччĕ эпир сана, — терĕ пăшăлтатса. — Укçаллă ĕç. Эрехне чĕлхе салтма кăна сĕнтĕмĕр. Кирлĕ пулсан ярса парăп. Кирлĕ-и?

— Каланă пĕрре, хамăнне ĕçсе татнă тенĕ. Ĕç пирки гараж хуçипе татăлмалла. Эп кунта никам та мар. Хушнине тăваканни кăна.

— Малтан эсĕ калаç хуçупа. Парăмра юлмастпăр.

— Мĕн ĕçне калăр.

— Эс тăвакан ĕçех. Эсĕ халь çынсене юсаса паратăн. Пире салатса памалла...

Çамрăксем пĕр-пĕрин çине чеен пăхса илчĕç. Аврук çакна сисрĕ те, лешсем кăлт кăна пуçĕсене усрĕç, тĕлсĕр-палсăр уткалама пикенчĕç.

Калаçу вĕçленчĕ, ĕç пĕтрĕ тесех шутланăччĕ Аврук. Куллен çӳреме хăнăхнă çулпа ярăнтара пачĕ. Унччен те пулмарĕ, çамрăксем иккĕн тан ун çулне пӳлчĕç.

— Пит кутăнланан пулсан эпир чĕлхе уçмалли майне те пĕлетпĕр, — терĕ чĕлхеллĕреххи. Чăмăрне çĕклерĕ те темшĕн Аврук еннелле мар, юлташĕ еннелле сулсаячĕ.

Кун хыççăн сехри хăпатех тесе шутланă çамрăксем Аврук ним чухлĕ те хыпăнса ӳкменнине, çитменнине тата, лăхлатсах кулса янине курсан хăйсем нимле мар пулса кайрĕç. Çакна курсан Аврук хăюлансах çитрĕ.

— Эсир ĕнтĕ çынсен машинисене вăрласа тăратăр, манăн вĕсене сӳтсе памалла. Пайĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн сутма. Çапла-и? Милици аллине сирĕн мар, манăн лекмелле. Çапла-и? Ма чĕнместĕр? Тупăр хăвăр пек шульăк. Эп ĕмĕрĕпех таса алăллă пулнă. Халь тин варалас теместĕп. Çыннăнне эп йĕп те ыйтмасăр илсе курман.

Çамрăксем чĕнеймиех пулчĕç. Ку Аврука тата хытăрах хĕртсе ячĕ.

—Каçа хирĕç алăсем кĕçĕтме тытăнмаççĕ ман. Кашкăр пек çутăран хăракан çын мар эпĕ. Пуç тӳпинчен пăс тухса тăмасть ман! — Хăй те сисмерĕ, аллисене малалла тăсрĕ. Вăрă алли кукăр теççĕ, курăр, ман кукăр мар тесшĕн пулчĕ-ши?

Ăса вырнаçмаллах, вара витмеллех каларăм тесе шутланăччĕ Аврук. Курăсăн, çамрăксем çĕнĕрен чĕрĕлсе тăчĕç. Леш чĕлхеллĕреххи мар, тепри вашлаттарса пырса та тăчĕ ун умне.

— Эс хăçан пире вăрăпа тытнă?! Мĕн кӳрентерсе тăран? Куншăн тивертсе яма та пултаратпăр.

— Хăтланса пăх-ха, — чĕрре кĕчĕ Аврук та. — Ман шăмăсем хытса çитнĕ, сирĕнне вара шачăрт кăна авма пулать. Чарса ан тăр, пăрăн çул çинчен...

Транспорт чарăнакан вырăна çитсен Аврук пуçне чиксех шухăша кайрĕ. Ара, ара, кусене леш ултавçă Тимоха вĕслеттерсе яман-ши-ха? Вăрланă машинине илсе килеççĕ кунта. Аврук ăна сӳтме-салатма тытăнать кăна, милици персе те çитет. Пулчĕ те ун валли статья. Леш çамрăкĕсем, тыркас пек, вăльт кăна тарса пытанаççĕ.

Э-э-э тесе пуç уха-уха илчĕ Аврук. Сăнран-питрен лайăхах астуса юлчĕ-ха вăл. Малтан хăйĕн милицие каймалла мар-ши? Çапла-çапла усал шухăшлă çамрăксем пырса çулăхрĕç тесе евитлемелле те, сыхлаччăр, тытчăр...

Юраманни урлă пĕрре каçса кайсан кирек кам та иртĕхме тытăнать. Ăна вара никам та, нимпе те тытса чараймасть пекех туйăнать. Çын чарайманнине Турă курать. Хăçан та пулсан таса мар ĕçпе пурăнакан тĕллĕн инкек йăтăнса анать-анатех. Çĕршыв пуçĕнче тăнă çынсем тĕллĕн те тавăру çаврăнса çитет пулсан, ахаль çын пирки калаçма та кирлĕ мар. Çамрăк чухне çакна темшĕн пĕрре те пуçа хывас килмест. Хамăра пуринчен те ăслăрах та чеерех тесе шутлатпăр-ши? Турă саккунне пире валли мар, урăххисем валли çырнă тетпĕр-ши?

Киле таврăнсан хăй çумне çамрăксем çулăхнине Кирăна та пулин каласа паратех-ха, анчах унăн кама та пулсан халех пĕлтерес килсе тăчĕ. Темшĕн тата леш çамрăксем халĕ те гараж умĕнчех тăнăн туйăнчĕ те, чăтаймарĕ, калла таврăнчĕ. Шăп çак самантра ăна лартса каякан автобус-и, троллейбус-и килсе чарăннă пулсан аплах тумастчĕ те пулĕ. Васкаса утнă чухне тепĕр пĕтĕмлетӳ турĕ. Гаража хура сăрăпа вараласа тухнисем те çаксемех мар-и-ха? Жора калани аса килчĕ те завод управленийĕ еннелле, çырма еннелле пăха-пăха илчĕ. Вĕсене кĕтсе тăракан машина таврашĕ курăнмарĕ. Хальхинче ăна урăх вырăна лартса хăварнă пулинех.

Тĕл пулнă пĕрремĕш çынна мар, Роберта хăйне каласа парас терĕ те гаража уçса кĕчĕ. Ытах ĕçсĕр аптăранă чухне унăн япаласене вырăнтан вырăна куçаркалас йăла пур. Çавăн пек чухне çухални тупăнать, манăçа тухни куç тĕлне пулать. Килĕнчен илсе килнĕ пысăк уçă, кирек мĕнле шĕрĕпе те пăрмалла майлашăнаканскер, çухалнăччĕ. Кунашкаллисене халь ниçта та тупса туянма çукран тахăшĕ хĕстерсе кайрĕ ĕнтĕ тесе шутланăччĕ Аврук. Пĕр майлă урайне те шăлса каям-ха тенĕ хыççăн шăпăр пăхкалама тытăннăччĕ. Верстак айĕнче çак уçă вырта парать. Ĕштеленсе ĕçленĕ чухне пулать çав, хăш япалана ăçта хунине мана-мана каятăн. Хальхинче кускерне куçран вĕçертесшĕн пулмасăр ăçта курăнмалла çĕре хурам тесе ун-кун пăхкаланă вăхăтра Роберт сасси илтĕнех кайрĕ:

— Эс кайман-и-ха, Арефий Якимович? Питĕ лайăх, питĕ лайăх. Хваттерне шăнкăравларăм та, таврăнман-ха терĕç. Тӳрех кунта васкарăм. Çула май Ильменева чĕнсехăвартăм. Вăл та пуçтарăнса килĕп терĕ. Ĕç тупăнчĕ. Тепĕр çур сехетрен çапăннă машинăна кӳрсе памалла.

Çухалса тупăннă уçă валли шанчăклă вырăн тӳрех тупăнмарĕ те, Аврук ăна алăрах тытса тăчĕ. Роберт сăмахĕсем ăна хыпăнтарсах ямарĕç. Ĕç тупăнни лайăх тесе шутларĕ те уçă хума каллех шанчăклă вырăн пăхкаларĕ.

— Ку инструмента хăçан туяннине астумастăп та. Кăнтăр пасарĕнче пĕр ӳсĕртен йӳнĕпех илнĕччĕ. Тутăхса пĕтнĕскерччĕ. Халь темшĕн кăлармаççĕ кунашкаллисене.

— Кăлараççĕ пулĕ те, эпир курмастпăр пулĕ. Атя яриех уçса хурар гараж алăкĕсене.

— Пит хытах ватса пĕтернĕскер-и вара?

— Курман-ха, пĕлместĕп.

Робертпа Аврук гараж умне тухса тăчĕç.

— Пĕр çур сехет каялла икĕ çамрăк килсе кайрĕ. Вăрланă машинăсене пулĕ кунта сӳтсе салатма калаççĕ. Укçа тӳлетпĕр текелеççĕ. Чăмăрпах юнаса илчĕç. Шанчăксăр ачасем пек туйăнчĕç.

— Килĕшрĕн-и вара?

— Ан калаç-ха. Усал ĕçпе çыхланатăп-и вара?

— Пĕри хăнчăртарах куçлă марччĕ-и?

— Сан патна та пынă-и вĕсем?

— Пынă кăна мар, пĕр-икĕ кун сыхласа çӳрерĕç.

— Кӳпкесе хăварасшăн-и?

— Çук-çук, — кулсах ячĕ Роберт. — Хăйсене кăна пуринчен те чеерех тесе шутлаççĕ ĕнтĕ. Эпĕ хам пулсан сисес те çукчĕ. Сехечĕ-сехечĕпе подъезд умĕнчи сак çинче ларакан Силантьевпа мăшăрĕ асăрханă çаксене. Кама сыхлаççĕ-ха кусем тесе пăхатпăр тет. Анчах вĕсем иккĕн мар, виççĕн пулнă. Акăш-макăш сăрланса пĕтнĕ чиперккепе пĕрле. Пирĕн çурт пуçĕнче тĕртсе хăпартнă лавкка пур. Ун умĕпе иртсе çӳретпĕр эпир. Çавăнта сыхласа тăнă вĕсем. Силантьев калать, мана сыхланă тет. Подъезд урлă манран кăшт аслăрах арçын пурăнать. Ман пекех куçлăхпа çӳрет. Çавăн çумне çулăхнă çаксем. Силантьев каланă тăрăх, эпĕ тесе. Лавкка умĕнчен иртнĕ-иртмен çак арçын умне чиперкке сикейсе тухнă та туртмалли ыйтнă. Эпĕ туртмастăп, леш арçын — çăварĕнчен пăрахмасть. Лавкка умне çитсен çĕннине чĕртсе янă пулнă. Ăна-кăна ним чухласа тăрас темен лешĕ, кăларнă та панă пĕр сигарет. Зажигалкине чĕртнĕ те чиперкке еннелле тăснă аллине.

— Ман сăра пур, ĕçетне? — тенĕ ку пăк-пак ĕмсе илнĕ хыççăн.

— Ăш хыпман-ха, — хуравланă кӳршĕ.

— Сан пек тулли ӳтлĕ арçынсем питĕ килĕшеççĕ мана, — пач кĕтмен çĕртен каласа хунă чиперкке.

Ку сăмах арçынна иментерсех янă. Килĕшет тени хăртса тăкни мар-çке. Пăлханса ӳкнĕ çакă. Пăрăнса утма тăнă, анчах чиперкке ăна алăран ярса та тытнă.

— Кĕрер те пĕр подъезда, чуптума ирĕк парăп, — тенĕ. Ку сăмах вара арçынна хăратсах пăрахнă. Васкаса утса кайнă. Чиперкке унран юлман. Пытанса тăнă çĕртен леш çамрăкĕсем те тухнă. Вăлтана çакланчĕ-ха ку тесе пулĕ йăпшăнса утнă. Силантьев калать, пирĕн кӳршĕ хăйсен подъездне мар, пирĕнне кĕрсе кайрĕ тет. Ун хыççăнах чиперкке те çавăнта чăмрĕ тет. Çамрăкĕсем те унран юлмарĕç тет. Тем самантран хĕрарăм çухăрашни илтĕнсе те кайнă.

— Краул! Краул! Пусмăрлаççĕ! Пулăшăр!

Иккен, ку арçын пирĕн подъезда ахаль кĕмен. Такама курса сăмах каламалла пулнă. Лешĕ ĕçрен таврăнайман. Чиперкке çак аялалла анма тытăнсан пынă та тăнă ун умне, блузкине хывнă та арçын еннелле ывăтса пенĕ. Пирĕн çуртра пурăнакансем ăна пурте Юрист тесе чĕнеççĕ. Те кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте эп юрист тесе пере-пере янăшăн çапла сăмах сарнă? Ăна пĕлместĕп. Куншăн хăй кӳренмест.

— Тĕрĕс мар çыпçăннă эс ман çума. Эпĕ юрист. Тытатăп та ак леçетĕп кирлĕ çĕре, — тенĕ хайхискер.

Юрист тенинчен чиперккен сехри хăпса тухнă. Калаçаймиех пулса тăнă.

— Çапла шантаж туса çӳренĕшĕн статья тупатпăр, — тенĕ малалла арçын.

Вăл каласа пĕтереймен, чиперкке арçын умне ӳкнĕ блузкине пĕшкĕнсе илнĕ. Вирхĕнсе тухнă çак подъездран. Çиллессĕн пăхса илчĕ тет Силантьевпа мăшăрĕ çине, вара пилешсен айĕнче йăпшăнса тăракан çамрăксем патнелле ыткăнчĕ тет.

— Тĕрĕс мар тĕллесе янă эсир мана. Нимле Роберт Алексеевич та мар, юрист пулнă вăл.

Çамрăксем тӳрех пуç чикрĕç тет Силантьев, васкаса утса кайрĕç те куçран çухалчĕç тет.

— Курасчĕ-ха ман çав çамрăксене, — калаçса илчĕ Роберт. — Астуса юласчĕ. Ман ятпа атте ятне те пĕлеççĕ пулсан, тĕллесе яраканни çав Тимоха мар-ши тетĕп.

— Çавă, çавă, ним те ан иккĕлен, — хĕрӳллĕн алă сулчĕ Аврук.

Пĕр кӳлĕм шăпланса тăчĕç.

— Халь хаççăн ун офисĕнче пулса курман-и ăнсăртран? Халь унта урăх çынсем тени хăлхана кĕнĕ.

Ыт ахальтен тенĕ пек каласа хунă сăмах Роберта мар, Аврука хăйне тулаштарса ячĕ. Пĕр туххăмра капланса килчĕ çилĕ. Ун пек чухне темшĕн айккинелле пăрăнас та лачлаттарса сурас килет унăн. Çаплах турĕ. Унтан чĕтрекен сасăпа калаçса кайрĕ:

— Ман хамăн санран ытларах пĕлмелле те... Тен, чăнах та пурнăçран тăрса юлнă эпĕ? Ним туса, нимле пуçа шăнăçтараймастăп. Чăн сăмаха мар, суяна ытларах ĕненеççĕ хальхи çынсем. Манăн хамăн, сăмахран, суя шăрши тухнă-тухман чун шашулкки шаплатса хупăнать. Темле сисет. Çынсен те çавах пулмалла пулĕ тетĕп-çке.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6