Шурă акăш çулĕ :: Улăп ывăлĕ
...Çармăссем патĕнчен Чакăр пирвай Сăр хĕррипе çӳлелле хăпарчĕ, каярах Хĕр шывăн юппинче сулахаялла пăрăнса тепĕр кунне Камай уйне тухрĕ, унтан вара Эпеçе, Питтăпай патне пырса çитрĕ. Ку тăрăхра унăн паллакан çын урăх çук. Питтăпайпа вара Чакăр лешĕ Çĕрпӳре хан керменне тунă чухне паллашса туслашсах кайнăччĕ. Килĕшетчĕ ăна çак тӳрĕ кăмăллă ăста чăваш. Шел, ăна пуçăннă ĕçне туса пĕтерме памарĕç. Чакăр хуларан тухса кайнă чухне хан керменĕ уссе ларас çĕрте лапкăшĕпех хыт хура ашкăратчĕ, ун хыçĕнчен хӳнĕн çӳлерех купаласа хăпартнă пайĕсем çеç мĕскĕннĕн курăнкалатчĕç. Шахман тем пек тăрăшсан та хальлĕхе кермене малалла хăпартаймарĕ-ха. Ун патĕнче ĕçлес текенсем питĕ сахал, пуррисем те ăстасем мар, хура ĕçе кăна пултараканскерсем.
Питтăпай çарăçа кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Çак икĕ çул хушшинче вăл Илпенесле мăшăрланса ашшĕнчен уйрăлса тухнă-мĕн, хăйне валли ялта пĕрремĕш кирпĕч çурт лартнă. Пурчĕ пысăк унăн ултă кĕтеслĕскер икĕ пайран тăрать. Хыçалти пӳртĕнче вырăс кăмаки туса лартнă, унтах апат хатĕрлеççĕ, тумтир типĕтеççĕ. Малти пӳртĕнче вара Чакăр халиччен курман пĕчĕк тăваткăл кăмака. Вăл ăшăтма çеç кирлĕ иккен. Пӳрт урайне сарни кăна мар, маччине те наструкланă хăмапа витнĕ. Картишĕ те Питтăпайăн аслă. Картине вĕрлĕкрен çавăрман, хăмапа пĕр хушăк юлми çăтă, чăх вĕçсе каçайми çуллĕ çапса тухнă. Юписем кирпĕчрен. Лупас айĕпе сарай кĕтесĕсем те кирпĕчрен купаланăскерсем, хушшисене вара вĕтĕ пĕрене хурса тухнă. Урамри икĕ хутлă ампарне те, картишĕнчи кĕлетне те пĕтĕмпех кирпĕчрен хăпартнă. Çитменнине кашни хуралтăн кирпĕчĕ тĕрлĕ пулни палăрать: пӳрт-çуртăн — ăшă тытма пулĕ ентĕ — шăтăклăрах пек, ампарĕпе кĕлечĕн — тăчă та çирĕппи пек. Пӳртĕнне те, ытти хуралтисенне те тăррисене чуспа витнĕ. Кунашкал хуçалăх Чакăр ахаль çынсенне урăх ниçта та курман. Епле елкĕрнĕ-ши Питтăпай ăна икĕ çул хушшинчех çавăрма?
Аякран çитнĕ хăнана Илпенес те çав тери хавасла кĕтсе илчĕ. Вăл качча тухнăранпа пушшех чиперленнĕ. Çамрăк хĕрарăм хăйне еплерех тыткаланинчен вĕсем упăшкипе çав тери татуллă пурăнни палăрать. Илпенес арçынсен калаçăвне хутшăнасса хутшăнмасть те вĕсем мĕн пуплешнине кăмака умĕнче тăрмашнă хушăра тăнласах тăрать. Кирлĕ самантра вăл ăнсăртран тенĕ пек унтан тухса упăшкине пĕр-икĕ сăмах çеç калать. Лешĕ вара çавăнтах хăйĕн йăнăшне ăнланса урăхларах пуплешме тытанать.
Илпенес апатланма арçынсемпе лармарĕ, çапах вĕсене сăйланă май хăнаран Çĕрпӳ пурнăçĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлме тăрăшрĕ. Чакăр мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа кăтартрĕ, хăй Шахманпа вăрçăнса кайнине те пытармарĕ.
— Усал, путсĕр этем вăл, — терĕ Илпенес хăнана итлесе пĕтерсен. Тата тем каласшăнччĕ те малти пӳртре ача макăрни илтĕнчĕ. Вара Илпенес тӳрех унта чупса кайрĕ. Вăл пепкине кăкăр пачĕ пулас, ача кĕçех тутипе мăчлаттарма тытăнчĕ те шăпланчĕ.
— Ывăл çуралчĕ пирĕн, — пĕлтерчĕ Питтăпай.
— Аван, — мухтарĕ Чакăр. — Мĕн ят хутăр?
— Арăм хам ятах хуртарчĕ. Эпĕ хам ăна Пулат тесе чĕнесшĕнччĕ, — терĕ Питтăпай. — Çапах та Илпенес ашшĕ вăл тымарĕпе Аслă Пăлхар ханĕ Пулат йăхĕнчен пулнă-çке. Çавна пĕлсен унăн ятне упраса хăварасшăнччĕ. Ара, хуняçана та хăй вăхăтенче çав сĕмпех Пулат ят хунă ĕнтĕ. Илпенес вара шарт та март килĕшмерĕ. Питтăпай, пире пурнăç хăй танлаштарчĕ. Эсĕ хăв та ханран нимпе кая мар, ывăлăмăра сан ятна парăпăр терĕ.
Чакăр пăртак шутласа ларчĕ те хăй шухăшне пĕлтерчĕ:
— А ма вара, арăму сан питĕ тĕрĕс калать. Чаплă хан йăхĕнчен пулĕ те Çĕрпӳ-Пулат, анчах халăхшăн вăл нимех те тăваймарĕ. Халăха мар, хăйне те упраймарĕ. Ун умĕнхисем те... Эпĕ вĕсене, паллах, пĕлместĕп, çавăнпа сивлеме пултараймастăп. Анчах вĕсем пултаруллă ĕçлес тĕк эпир, чăвашсем, паян куна хамăр уйрăм патшалăх шайĕнче пурăнма пултарнă. Нимĕнпе тутарсем те, нимĕнле вырăссем те пирĕн çĕр çинче ирĕклĕн саркаланса çуреймен пулĕччĕç.
— Ну, ку вăл... Пурнăç мĕнле кайма пултарнине турăсем çеç пĕлеççĕ, — тесе алă сулчĕ те Питтăпай хăнана тепĕр курка сăра ярса пачĕ.
Автансем авăтичченех ларчĕç вĕсем калаçса, анчах ку сăмаха урăх тăсмарĕç.
Питтăпай тем пек ӳкĕтлесен те Чакăр пурăнма Эпеçре юлмарĕ, куршĕри Ишекре çурт лартма шутларĕ. Ачаран Çĕрпӳ çумĕнчи çар картинче пурăнма хăнăхнăскер вăл халĕ те халăх йышлах мар яла кăмăлларах пачĕ. Питтăпайпа унăн ашшĕ Пайпулат юлташне пура касма та, ăна хăлартма та пулăшрĕç, каярах пуртĕнче вырăс кăмаки туса пачĕç. Пӳрчĕ Чакăрăн тăватă кĕтесли çеç, анчах самаях аслăскер пулчĕ. Пĕр тытăннăскер ултă кĕтесли ларт тесе те пăхреç ăна Питтăпайпа Пайпулат, ĕмĕре пĕччен ирттерес çук, кил-йыш хушăнсан тăвăр килĕ кунта текелерĕç. Анчах Чакăр аплах аппаланас темерĕ, авланма шухăш çук-ха, кирлех тĕк кайран çак çурт çумнех тата икĕ кĕтес тĕксе лартап терĕ.
Чакăр хуралтăсем те нумай çавăрмарĕ. Икĕ пулмеклĕ лаша вити, утă-улăм упрамалăх лупас ай, ăпăр-тапăр тытмалăх сарай, пысăках мар кĕлет, мунча — унăн пĕтĕм çурт-йĕрĕ. Çарăç пулнă çын выльăх-чĕрлĕх усрас темерĕ. Ара, выльăх вăл этеме кил çумне çыхса хурать, ма тесессĕн ăна пĕр кунлăха та пăрахса хăвараймастăн. Какай тесен Чакăр ăна сунара çӳресе те çителĕклех тупма пултарать, вăрмансем кунта йĕри-тавра. Сĕте вăл ачаран юратмасть, çăмарта кӳршĕсенчен туянма пулать. Пĕччен çын ĕнтĕ, нумай кирлĕ-им ăна.
Çапла пурăнчĕ те пурăнчĕ Чакăр. Çуркунне ака-суха тăвать, çулла урхамахĕпе турта лаши валли утă хатĕрлет, кĕркунне тырă пухса илет. Ытти чухне вара вăхăтне ытларах сунарта, пулăра ирттерет, тăрсан-тăрсан куршĕри Эпеçе Питтăпай патне хăнана кайса килет. Вăхăчĕ вара шăвать те шăвать. Ентĕ çулталăк иртрĕ, икĕ çул, виçĕ çул.
Пĕррехинче Чакăр Кĕтне хĕррине шак лартмашкăн кайма пуçтарăнатчĕ. Пулла вăлтапа тытмасть вăл, сĕрекепе те сĕрмест. Вăлта пулла амантать тесе шутлать, çитменнине ăна тин чун илнĕ вĕтĕрнĕксем те хыпаççĕ. Сĕрекепе сĕрсен вара пулă ытла нумай тытăнать, ăна ун чухлĕ кирлĕ мар. Шак тесен, унта кĕрессе те çителĕклех кĕрет, вĕттисем лексен вĕсене кăларса яма та пулать.
Чакăр шакă йăтса урама тухнăччĕ ĕнтĕ, çак самантра укăлча хапхи енчен юлан утçă сиккипе вĕçтерсе килнине курчĕ. Хайхи çын Питтăпай пулах кайрĕ.
— Чакăр, тусăм, пулăшу кирлĕ! — терĕ вăл ут çинчен сиксе аннă-анман. Вара мĕнле пулăшу кирли çинчен каласа пачĕ.
Кӳршĕри Асанкасси ялне Хусан паскакĕсемпе нукерĕсем килсе çитнĕ-мĕн. Ясакпа хырçă пуçтараççĕ, яшсене хан çарне хĕсмете илсе кайма хатĕрленеççĕ. Питтăпайăн Асанкассинчи тăванĕсем ун патне ывăлне пулăшу ыйтма янă, Питтăпай вара тӳрех Чакăра аса илнĕ. Тем тесен те çарăç пулнă çын, кунашкал лару-тăрура мĕн тумаллине пĕлĕ тесе шутланă.
— Эпĕ пулăшма хатĕр-ха, анчах пĕччен мĕн тăвайăп? — хуравларĕ Чакăр тусне. — Миçен-ха вĕсем, Хусан çыннисем?
— Нумаййăнах та мар, вăтăр çынран ытла мар терĕç, — пĕлтерчĕ Питтăпай.
— Сахал та мар. Вăтăр нукер вăл пысăк вăй... — килĕшмерĕ унпа Чакăр. — Пĕччен вĕсене нимĕн тăваяс çук. Арçынсене пуçтарсан вăт...
— Пуçтаратпăр, — шантарчĕ Питтăпай. — Ман Асанкассинчи тăвансем пурте хирĕç тăма хатĕр. Тутарсем вĕсен икĕ ывăлне илсе кайма хатĕрленеççĕ-çке. Хирĕç тăма хăраманнисем унта татах пур. Эпеçре те вĕсен тăванĕсем чылай. Ара, пирĕн ялсем пуçланасса та тăвансенчен пуçланнă теççĕ, халĕ пушшех пĕтĕмпе тăванлашса-хурăнташланса пĕтнĕ.
— Эппин, атя, пирвай вăрттăн пуçтарăнар. Вара куç курĕ. Хусан çыннисем паянах каяс çук. Пĕрре курнă эпĕ вĕсем мĕнле ĕçленине. Ясак шучĕпе мул-пурлăх кунĕпе пуçтараççĕ, яшсене тыта-тыта пĕр çĕре хупса хурасси те час пулакан япала мар. Çавăнпа хирĕç тăрăва шухăшласа йĕркелемелĕх пирĕн вăхăт пур-ха.
Часах Ишекрен икĕ юланутçă сиккипе вĕçтерсе тухса кайрĕç.
Кӳршĕ яла пулăшас тĕлĕшпе Эпеçре иккĕленекенсем пулмарĕç. Чăнах, нукерсем паян Асанкассине тустараççĕ тĕк ыран Эпеçе килсе çитмĕç тесе кам шантарма пултарĕ. Анчах Чакăр вăй питти арçынсене çеç çирĕм çынна яхăн суйласа илчĕ. Çав хушăрах Асанкассинчен те тепĕр çавăн чухлĕ арçын анчĕ. Чакăр вĕсене пĕрле пухрĕ, нукерсем тытса пухакан яшсене мĕнле майпа хăтарасси çинчен калаçса татăлчĕ. Вăл, çармăс çамрăкĕсене хăтарса курнăскер, ку ĕç еплерех пулса пырасса чухлать ĕнтĕ. Хăтару ĕçне тĕттĕмленсен пуçăнма йышăнчĕç. Вара Чакăр Асанкассинчен килнĕ пĕр çынна каялла ячĕ, хăйсем унта пырса çитиччен Хусан çыннисем çĕр каçма ăçта чарăннине, хурала еплерех йĕркеленине пĕлме хушрĕ.
Тĕттĕмленеспе хĕрĕх арçын Асанкассине хăпарчĕç, яла кĕмесĕр пахча хыçĕнченех пуçланакан вăрман хĕрринче пытанчĕç. Пурте чукмарпа, хăшĕсем хĕçпе. Çава е сенĕк суйласа илнисем те пур. Кĕçех вăрттăна янă çын вĕсем патне пычĕ, паскаксемпе нукерсем ăçта-ăçта çĕр каçнине пĕлтерчĕ, хурала еплерех йĕркеленине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Ял каччисене вара хурал пӳртне хупса хунă-мĕн, унта вĕсене нукерсем черетпе икшерĕн сыхлаççĕ.
— Пирвай ачасене хăтармалла, — терĕ Чакăр. — Çав вăхăтрах ытти нукерсене каннă çĕртен тухма памалла мар. Икĕ хуралçа эпир тăваттăн та тытса чарма пултаратпăр. Ыттисем нукерсем канма вырнаçнă куршĕллĕ икĕ хуçалăха çавăрса илĕр. Астăвăр, сирĕн хушăран шăши чупса ан тухайтăр, сирĕн урлă çерçи вĕçсе ан каçайтăр.
Яшсене хăтарма каякансене Чакăр хăй ертсе пычĕ. Тепĕр тесен ĕçĕ ку кăткăсах та пулмарĕ. Хуралçăсем темшĕн-çке иккĕшĕ те алăка çеç сыхлаççĕ-мĕн, пӳрт тавра вара сайраран пĕрре çех çаврăнса илеççĕ. Нимĕнле усала та кĕтмеççĕ курăнать. Чакăр хăй çыннисене пытанса выртма хушрĕ те хуралçăсем çурт тавра тепре çаврăнса илессе кĕтрĕ. Çакăн хыççăн хурал пӳрчĕ патне çывхарма çăмăлрах, ма тесессĕн лешсем хыçал енне пачах курмаççĕ.
Икĕ кĕтесрен икшер арçын сиксе тухсан нукерсем хĕçĕсене йĕннисенчен кăларма та ĕлкĕреймерĕç, вĕсене вăй питти чăвашсем самантрах çĕре персе антарчĕç, ан кăшкăрччăр тесе çăварĕсене хăйсен мулаххайĕсемпех пăкăларĕç, унтан пĕрле илсе килнĕ сӳс пăявсемпе алли-урине çыхса лартрĕç. Ирĕке кăларнă çамрăксем сых енне турех вăрмана чупрĕç. Чакăр ушкăнĕ вара çыхса пăрахнă хуралçăсене хурал пӳртне хупса хăварчĕ те ытти нукерсене çавăрса илнĕ юлташĕсем патне васкарĕ.
Кунта хупăрлакансемпе хупăрланнисем хушшинче хĕрӳ тавлашу пыратчĕ ĕнтĕ. Нукерсем, хăйсене камсем миçен тапăннине пĕлменскерсем, çапăçăва кĕме шикленеççĕ курăнать. Тапăнаканнисен вара вĕсемпе çапăçас шухăш малтанах пулман, алла хĕç е чукмар вĕсем ирĕксĕртен тытнă.
— Эй, эсир мĕн, йăлтах ăсран тайăлнă-им? Патшалăх влаçне хирĕç тăратăр. Пĕри те пĕри ясакпа хырçă-марçĕ тӳлемесен пирĕн ханлăх тытăнса тăраймĕ, — ăнлантарать нукерсен асли. — Çар та пире хамăр патшалăхăмăра хӳтĕлеме кирлĕ. Унсăрăн епле пултăр? Чăвашсен асли çук, çавăнпа хирĕç кам мĕн пĕлнĕ çавна кăшкăрать:
— А мĕн тума кирлĕ пире сирĕн ханлăхăр?
— Унта эсир хăвăр хуçа, хăвăрах хӳтĕлĕр эппин.
— Ясакне тӳлĕпĕр-ха, пирĕн ачасене ма тытса каятăр?
Чакăр килсе çитсен арçынсем тӳрех ăна мала тухма çул пачĕç, хăйсем вара шăпăртах пулчĕç.
— Акă пирĕн асли, унпа пуплешĕр, — Чакăр енне алă тăсса кăтартрĕ малти ретре тăракансенчен пĕри нукерсен аслине.
Чакăр турткалашмарĕ, нукерсен аслипе калаçа пуçларĕ.
— Итлĕр, эпир сире вуçех тĕкĕнмĕпĕр. Анчах эсир кунтан никама та тытса каймастăр, пухнă мул-пурлăха пĕтĕмпех хăваратăр, — терĕ вăл.
— Эсĕ кам пулатăн? Епле хăятăн мана хушма? — хаярланчĕ нукерсен аслийĕ.
— Эпĕ ахаль хресчен, — терĕ Чакăр лăпкăн. — Анчах хамăр çĕр çинче эпир хамăр хуçа. Çаванпа сире çак ялтан чип-чипер йĕркеллĕн халех тухса кайма сĕнетпĕр.
— Килĕшмесен вара? — сăмахпа мар пулин те сассипе хăратса каларĕ аслă нукер.
— Килешмесен вăйпа кăпарса сирпĕтетпĕр. Анчах аманакан-сусăрланакан пулсан пире ан айăплăр вара.
Ку сăмахсем аслă нукера хытах тарăхтарчĕç.
— Эс!.. Сысна, пĕлетĕн-и хăть кампа калаçнине?! — тилĕрсе кайрĕ вăл. — Эпĕ — хан кĕрӳшĕ, ăна тӳрремĕнех пăхăнса тăракан мăрса. Манăн сирĕнпе темĕн тума та ирĕк пур! Тытатăп та акă нукерсене сирĕн ялти пур арçынна та касса тухма хушатăп.
Халĕ ĕнтĕ ял çыннисем те тарăхса çитрĕç. Хăйсен асли пуррине мансах вĕсем пĕрне-пĕри пӳле-пӳле кăшкăра пуçларĕç:
— Эс ху сысна, хан мăрси!
— Тытăпăр та ак хăвăн нукерусене пуçсăр тăратса хăварăпăр.
— Чĕрĕ чухне тухса тар кунтан матку лĕппи патне. Пурăн хан хĕрĕн хӳттипе, чĕтре кут!
Кунашкал мăшкăла çар çынни, паллах, тӳсме пултараймарĕ.
— Джигитсем, а ну тăн кĕртер çак тăртаксене! — терĕ те вăл тутарла хăй пуринчен малтан хĕçне йĕннинчен туртса кăларчĕ. Ытти нукерсем те çаплах турĕç, вара пурте асли хыççăн чăвашсем енне ыткăнчĕç. Анчах кунта харпăр хăй ирĕкĕпе килнĕ арçынсем хăракан йышшисем мар. Вĕсем сенĕк-çава тытнисем маларах тухрĕç, хĕçпе чукмарлисем хыçаларах тепĕр рете тăчĕç. Çапăçу епле хăвăрт пуçланнă çаплах хăвăрт вĕçленчĕ. Чакăр пуринчен мала сирпĕнсе тухрĕ те ыттисем тытăçса ӳкиччен мăрса умне çитсе тăчĕ.
— Пирвай иккĕн тытăçар! — пурте илтмелле хыттăн кăшкăрчĕ вăл.
Мăрсан мĕн тăвас — килĕшме тиврĕ. Ун пек чухне ыттисен пĕр ĕç — пăхса тăрасси. Кайран мĕн тăвасси икĕ çын тытăçăвĕ вĕçленсен палăрĕ. Мăрса чăваш хресченĕсем хушшинче çарăçла вăйлă çапăçма пултаракан çын тупăнасса шутламан курăнать, тытăçăва вăл хĕçĕпе йĕкĕлтерех çавăрттарса пуçăнчĕ. Йăнăшрĕ вăл, ах вăйлă йăнăшрĕ. Чакăр унăн хĕçне хăйĕннипе пĕррех! урлă туртса çапрĕ те мăрса самантрах пушă алăпа тăрса юлчĕ. Чакăр ăна-кăна пăхса тăмарĕ, аптранă нукера хырăмран пырса тапрĕ. Хан кĕрӳшĕ çурмаран хуçăлнă пек кукăрăлса çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Хавхаланса кайнă чăвашсем çавăнтах пĕринчен тепри хăрушăрах кăшкăрашса ытти нукерсене çавăрса илчĕç, вĕсене хăшĕ кăкăртан сенĕкпе тиресле, хăшĕ çава çивчĕшне мăй тĕлне тытса çапăçăва кĕресрен чарса тăчĕç. Нимĕн тăвайман нукерсем хĕçĕсемпе уххисене çĕре пăрахрĕç те аллисене çĕклерĕç. Чăвашсем вĕсен çапăçу хатĕрĕсене пуçтарса илчĕç, нукерĕсене пĕр ушкăна тăратса тата тачăрах хӳптĕрлерĕç.
Тăна кĕнĕ марса ура çине тăчĕ, сурчăк сирпĕтсех хăратса кăшкăра пуçларĕ:
— Эсир, чăваш сыснисем, халĕ питĕ пысăк йăнăш турăр! Эсир хан кĕрӳшне тапăнтăр. Хусана таврăнсанах эпĕ сирĕн пата пысăк çар яратăп, çак тăрăхри пур арçынна пуç касса вĕлерттерĕп!
— Ах, апла хăрататăн-и-ха эсĕ! — тарăхрĕ Чакăр. — Хăвăра пурне те чĕрĕ хăварнишĕн тав тăвас вырăнне каллех юнатăн-и? Сире пĕр çын юлми вĕлерсе пĕтерес тĕк эсир ăçта пуç хунине те никам пĕлес çук. Анчах эпир çын вĕлеренсем мар, эпир сире пурсăра та чĕрĕллех тухса кайма ирĕк паратпăр. Эс вара пире хăратса кăшкăрашан! А ну, ачасем, хывăнтарăр хан кĕрӳшне!
Чăвашсем ăна ăнлансах çитеймерĕç, пĕр-пĕрин çине чăл-чал пăхкаларĕç.
— Хывăнтарăр, хывăнтарăр! — чăнласах хушрĕ Чакăр. — Ан тив маткипе хуняшшĕ патне мăрса çаппа-çарамас таврăнтăр! Пĕлччĕр вĕсем кĕрӳшĕ мĕн тери маттур та паттăр çын иккенне. Вара курăпăр, ярĕ-и хан хăйĕн çарне çавнашкал çаттана хутĕлемешкĕн.
Чăвашсем тинех утаманне ăнланчĕç те мăшкăлласа ĕрлеше-ĕрлешех мăрсана çапла-çарамас тăратса хăварчĕç.
— Халĕ тухса кай пирĕн ялтан! — хушрĕ Чакăр.
— Эсир... Юрамасть капла... Çылăх ку, Аллах каçармĕ сире! — ал лапписемпе намăс вырăна хупланăскер хускалма хăяймасăр тăчĕ мăрса.
— А ну, хăшĕ унта çавапа? Хăвала путсĕре! — хушрĕ Чакăр.
Мала Питтăпай тухрĕ те çавипе мăй тĕлĕнче сула-сула майĕпен мăрса патнелле çывхарчĕ. Лешĕн нимĕн тума çук, вăл çава лекесрен чакса-чакса пычĕ те урăх май çуккине кура çаврăнса вăрманалла тĕк пек вĕçтере пачĕ. Çапăçакан арçын чăвашсем те, шăв-шава илтсе курма килнĕ халăх та çĕр кисренмелле ахăрса юлчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...