Шурă акăш çулĕ :: Хусана парăнтарни
Тăвăл хыççăн пăртак тăна кĕрсен патша воеводăсем пулса килнĕ дворянсемпе боярсене канашлăва пухрĕ. Владимир Андреевич, Турунтай, Пронский, Львов, Хилков, Мстиславский, Воротынский, Щенятев, Курбский, Микулинский, Владимир Воротынский, Горбатый-Шуйский, Михаил Глинский, Серебряный кнеçсем, пиччĕшĕпе шăллĕ Шереметевсем, Плещеев боярсем пурте пĕр саслăн Тăваттăмĕш Ивана çарсене каялла çавăрса таврăнма ыйтрĕç. Уйрăмах Атăлпа наряд кӳрсе килнĕ Морозов боярин хальлĕхе Хусана илессине кайрана хăвармалла тесе ĕнентерчĕ. Шах-Гали ханпа Чакăр вайпут шăпăртах ларчĕç пулин те ăшра вĕсемпе килĕшрĕç темелле.
— Государь: Атăл хĕррине çитсе курсан çӳç-пуç вирелле тăрать. Çапăçмасăр-тумасăр эпир мĕн чухлĕ çар хатĕрĕпе апат-çимĕç çухатрăмăр. Капла пирĕн Хусана нумайччен хупăрласа тăмашкăн вăй çитес çук. Кĕске хушăрах вара ăна, хăв куран, тытса илме май килмест. Атя киле таврăнса тĕплĕн хатĕрленер те ун хыççан тепре килер кунта, — çине тăрса ӳкĕтлерĕ Морозов.
Ытти воеводăсем те унпа килĕшсе пĕр ăстрăм кĕрлесе илчĕç.
Патша пурне те тимлĕн, лăпкăн тăнларĕ, анчах тахăш самантра сасартăк тарăхса кайрĕ те ура çине сиксе тăчĕ.
— Ништо-о! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Вăрçă çухатусăр пулмăсть. Хусана пирĕн хальхинче пурте çакăнта вилсе выртсан та илмеллех. Ку кампани пирĕн Раççейĕн пĕтĕм малашлăхне татса парать. Час илĕпĕр-и пăссăрмансен хулине е хĕле кĕрсех çапăçăпăр-и, анчах тек çĕнтерӳсĕр каялла чакмастпăр! Вăт çапла манăн ирĕк! Кам та кам манпа килĕшмест, çавă ним мар пуçне çухатма пултарать. Дворянин-и çав сехри хăпнă çын, боярин-и — ниме те пăхса тăмастăп. Ăнлантăр-и?
Патшана хирĕç мĕн калăн? Вара халех Свияжскран çар тапăрне пур-çук пухута турттарма, унсăр пуçне каллех чăвашсенчен пулăшу ыйтма йышăнчĕç. Çавăнпа пĕрлех Атăла путнă тупăсене кăларма, усă курма юрăхлă ытти пурлăхпа апат-çимĕçе пуçтарма çĕршер çын ямалла терĕç. Çапла патша пурне те лăплантарса çитерчĕ.
Çĕнтерĕве шанма пăрахнă çынсене тепре чун кĕнĕ пекех пулчĕ. Вĕсем Хусана илессе çиреп ĕненсех саланчĕç.
— Хаяр та вара пирĕн патша, ах хая-ар! — те сивлесе, те кăмăлтан каласа хучĕ пĕри.
— Çапла, чăнах та хаяр пирĕн Иван, — килĕшрĕ унпа тепри, — А мĕн калăн, унсарăн пирĕн патшалăхăмăра çĕклеймĕн.
Канашлу хыççăнах вырăс çарĕсем хулана шăши кĕмелле, çерçи вĕçсе иртмелле мар хупăрлама тытăнчĕç. Шанчăклă пултăр тесе Хусана редутсен икĕ ункипе çавăрса илес терĕç. Иккĕшне те артиллери вырнаçтармалли турсемпех майлаштара пуçларĕç. Тур тесе вырăссем куçса çӳрекен çӳльхӳте калаççĕ. Ăна хăйне евĕр çаврака çатанран тăваççĕ. Çав çатана çĕрпе те чулпа тултараççĕ те ун çине тупă хăпартса лартаççĕ. Çӳлтен пени йĕтрене чылай аяккарах тата кирлĕ тĕк карман хӳнĕ урлă та ывăтма май парать. Редутсемпе турсене майлаштарнă çĕрте çарăçсене Питтăпай мăрса ертсе килнĕ чавашсем нумай пулăшрĕç. Çурт-йĕр тума ăсталанса çитнĕскерсем вĕсем оборона хуралтисене те хăвăрт та çирĕп майлаштарчĕç. Питтăпай сĕннипе хальхинче тата тур çатанĕсене икĕ хутлă турĕç. Капла тăшман йĕтри лексен те хутлĕхе турех аркатаймĕ.
Пирвайхи турсене хăпартса лартнă-лартман Морозов боярин ертсе пынипе вĕсем çине хăватпă тупăсем вырнаçтарчĕç. Пуçланчĕ вара.. Артиллери канонади çав кунран пуçласа мĕн Хусана парăнтариччен чарăнмарĕ. Тем йывăрăш йĕтресем карман хӳнне те, шалти çуртсене те кунсерен пысăк сиен куни хутĕленекен тутарсене çав тери канăçсăрлантарчĕ. Вĕсем вырăс артиллерине пусарас тесе карманран çарăç ушкăнĕсем темиçе хут та кăларса пăхрĕç, анчах патша çарăçĕсем тăшмана редутсен çывăхне те ямарĕç. Çак хушăра тутарсене пулăшма нухай кнеçĕ Япанча хăйен çарĕпе килсе çитрĕ. Вăл тӳрех Арçа уйĕнче вырнаçнă малти полка тылран пырса çапрĕ. Çĕнтерессе нухайсем çĕнтереймерĕç те-ха, анчах çак кунран вырăссене пĕрех май хĕсĕрлесе тăчĕç. Уйрăмах Хусана йывăр килнĕ самантсенче. Тутарсем çавнашкал самант çитсен карман çӳльхӳчĕ çинче хăйсен ялавне çĕклеççĕ те çавăнтах нухай юлан утçисем вырăссене хыçалтан пырса тапăнаççĕ. Вĕсемпе пĕр вăхăтрах кармантан тутарсем те тухаççĕ. Çапла майпа вĕсем пĕр пулса вырăссене чылай чăрмавпа сиен кучĕç.
Нухайсене çапса аркатмасăр Хусана илеес çуккине ăнланса Тăваттăмĕш Иван вĕсене пусарма вăтăр пин юлан утçăран тата вун пилĕк пин стрелецран тăракан çар уйăрчĕ, ăна ертсе пымашкăн чи пултаруллă воеводăсене — Горбатый-Шуйскийпе Серебряный кнеçсене хушрĕ. Шуйский тĕп вăйсене засадăра пытарса тăратрĕ. Нухайсене илĕртсе çывхартмашкăн вара Чакăр çур тӳменне хушрĕ.
Çапăçу вăл çапăçу. Эсĕ ăна ячĕшĕн çеç пуçлама шутланине хирĕç тăракан пĕлмест. Çаванпа Чакăр хăйĕн çарăçĕсене Арçа вăрманĕнче пытанса тăракан нухайсем енне питĕ асăрханса ертсе кайрĕ. Малтан вăл çур тӳменне икке пайларĕ те нухайсем патнелле икĕ енчен çывхарма хушрĕ. Ан тив Япанча кнеç кусем ăна хупăрласа илме хатĕрленеççĕ тесе шутлатăр. Икĕ ушкăнĕ те сăнавçăсене мала çеç мар, тăсăмсен айккисемпе те ячĕç. Нухайсем çав тери чее çапăçнине кунта пĕлсе çитрĕç ĕнтĕ, вĕçĕнчен темĕнле ăнсăртлăх та кĕтме пулать. Чăнах та, унччен те пулмарĕ, нухайсем пĕрех пач кĕтмен çĕртен сиксе тухрĕç. Чакăр çарăçĕсене тăшманпа çыхлантармарĕ, майĕпен вăрман тулашне чакса тухма хушрĕ, çапла майпа нухайсене Шуйский хатĕрленĕ серепене çактатасшăн пулчĕ. Анчах Япанча çав тери сыхă çын иккен. Унăн нукерĕсем Чакăр çарăçĕсене вăрман хĕррине çитиччен те хăваламарĕç, мĕнле ăнсăртран сиксе тухнă çаплах куçран пăч çухалчĕç. Ара, капла Япанча нукерĕсене Шуйский хатĕрлесе хунă засадăна вуçех çаклатаймăн. Чăваш çарăçĕсене ниме пăхмасăр хăвалаттарас тесен нухайсене мĕн туса астарса ямалла тет вара? Чакăр апла та шутларĕ, капла та, çапах пуçа нимĕнле путлĕ шухăш пырса кĕмерĕ. Унăн çарăçĕсем вара çав хушăра пăртак канса илесшĕн пулчĕç курăнать, хăшĕсем ут çинчен анса курăк çине тăсăлса выртрĕç, теприсем кăшт апат çырткаларĕç, виççĕмĕшсем тата — пурнăç пурнăçах ĕнтĕ, унсăр та май çук — тĕмсем хыçне кайса... Чим! Ара, çавна кăтартни такама та тарăхтармалла, мăсăльмансене — пушшех те, нухайсем вара ун хыççăн урсах кайĕç...
— Ну, çитĕ канса! — кăшкăрса ячĕ Чакăр. — Хатĕрленĕр!
Хăй çав хушăра çарăçĕсене пăхса çаврăнчĕ те пинпӳ пуçĕсене хушрĕ:
— Халех ман пата кашни пинпӳрен самăртарах çирĕмшер çын ярăр!
Çитсе тăнă çĕр çынран вайпут чăваш йăлипе çитмĕл те çичĕ çынна суйласа илчĕ. Вĕсене мĕн тума хушнине пĕлсен лешсем пирвай кӳренме пăхрĕç. Ку ĕç мĕн тума кирлине лайăхрах ăнлантарсан вара ахăлтата-ахăлтата килĕшрĕç. Ун хыççăн Чакăр пулас ĕç çинчен пурне те каласа ăнлантарчĕ, çак çитмĕл те çичĕ çынна тăшман тӳрех пырса тапăнасран сыхлакан икĕ çĕрпӳ уйăрчĕ, ыттисене пулас ĕç вăхатĕнче шăрса ярас пек ахăлтатса кулма хушрĕ.
Кĕçех чăваш çарăçĕсем каллех нухайсем патне çывхарчĕç, пĕр уçланкă хĕррине çитсе чарăнчĕç.
— Эй, нухайсем, эпир сире валли тĕлĕнтермĕш хатĕрлерĕмĕр, килсе курăр! — кăшкăрчĕ чăвашсенчен чи хăватлă сасли. — Ан хăрăр, тĕлĕнтермĕше курнă хушăра никама та тивмĕпĕр! Эй, Япанча кнеç, эсĕ те килсе кур! Пирĕн вайпут сана тĕкĕнместпĕр тесе сăмах парать!
Кĕçех уçланкăн тепĕр енче нухайсем курăнчĕç. Самаях йышлă хăйсем. Вĕсен хушшиче йăлтăр та ялтăр çиçсе тăракан юлан утçă та пур. Ахăртне Япанча кнеç хăй килнĕ. Тăшман çарĕн пуçĕ тĕкĕнместĕп тесе сăмах панă тăк ма килес мар унăн тĕлĕнтермĕш курмашкăн?
— Эй, пире хирĕç çапăçакан ухмах чăвашсем! Мĕнпе тĕлĕнтересшĕн эсир? — ыйтрĕ вăйлă саслă пĕр нухайĕ.
— Эпир сире хăвăр питĕрсене тĕкĕр çинчи пек кăтартăпăр! — хуравларĕç ăна чăвашсен енчен. Çавăнтах Чакăр алă сулчĕ те çитмĕл те çичĕ чăваш ик-виçĕ утăм маларах тухса тăчĕç, нухайсем енне çурăмпа çаврăнса тăчĕç. Чакăр тепре алă сулсан çак çитмел те çичĕ арçын малтанах вĕçертсе хунă йĕммисене сасартăк антарчĕç те пурте пĕр харăс пĕшкĕнчĕç. Хĕвел çутинче çитмĕл те çичĕ çара кут нухайсем енне пăхнăн йăлтăраса кайрĕç. Харăсах пиншер чăваш çарăçĕ хирĕç тăракансенчен мăшкăлласа хăватлăн ахăрса ячĕ. Кунашкал намăса нухайсем мар, çĕр çинче никам тӳсеймĕ.
— Халех тĕп тăвăр ку нĕрсĕрсене! — урса кайнăн кăшкăрса ячĕ Япанча.
Çитмĕл те çичĕ чăваш йĕм хăпартма та ĕлкĕрейменччĕ, нухайсем ут утланса уçланкăна сирпĕнсе те тухрĕç, хаяррăн кăшкăрашса чăвашсемпе çапăçа пуçларĕç. Чакăр çур тӳменĕ ерипен чакма тытăнчĕ, кĕçех чăвашсем пурте хăранă пек хăрушшăн кăшкăрашса каялла вĕçтере пачĕç. Тарăхнипе шăмарсах кайнă нухайсем асăрханулăх çинчен манчĕç ĕнтĕ, хăйсене мăшкăл кăтартнă чăвашсене тавăрас тесе вĕсем хыççăн ниме пăхмасăр талпăнса пычĕç. Акă ĕнтĕ пурте вăрмантан та тухрĕç, Арçа уйне кĕчĕç. Унччен те пулмарĕ, окопсенче пытанса ларнă стрелецсем нухайсене пăшалпа ăшалама тытăнчĕç. Пăшал ухă мар, аяккарахран та лектерет, юлан утçăсем вара стрелецсем патне ухăпа пемелĕхех çывхараймаççĕ. Хăйсем аманса е вилсе çĕре ӳкеççĕ те тăрăнаççĕ, ӳкейменнисене учĕсем каялла илсе каяççĕ, çавна май малалла тапăнса килекеннисене чăрмантараççĕ. Хайхи нухайсем хушшинче асар-писер пăтрану пуçланчĕ, Çакăн хыççăн тин Япанча хăйсем мĕнле инкеке лекнине тавçăрса илчĕ.
— Каялла! Вăрмана! — пыр çурăласла кăшкăрчĕ вăл. — Пурте халех каялла!
Анчах вăрмана чакмалли çула казаксем пӳлнĕ ĕнтĕ. Ытти енне тарма та çук, пур енчен те вырăс юлан утçисем вĕçтерсе çывхараççĕ. Нухайсем ункă пекки туса хутĕленме тытăнчĕç. Вилĕмпе пурнăçшăн Чакăр халиччен курман хаяр çапăçу пуçланчĕ. Сыввисем тăшмана хăртса тем кăшкăраççĕ, аманнисем ахлатса пулăшу ыйтаççĕ, лашасем пĕр-пĕрне хĕсе-хĕсе хартлатаççĕ, хĕçсем пĕр-пĕринпе çапăнса чанклатаççĕ... Хăрушă, этемле мар тытăçу. Аманасса-вилессе шута хумасăр çапăçаççĕ вырăссемпе чăвашсем. Хăюллăн та паттăррăн хирĕç тăраççĕ вĕсене нухайсем. Анчах вырăссем вĕсенчен виçĕ хут нумайрах. Акă ĕнтĕ нухайсене хупăрласа хĕссех лартрĕç. Яманчапа ăна сыхлакан пысăках мар ушкăн çеç хупăрлуран сирпĕнсе тухса каялла вăрмана тарса ĕлкĕрчĕç ыттисене вара вырăссемпе чăвашсем чылайăшне вĕлерсе пĕтерчĕç, чĕрĕ юлнисене тыткăна илчĕç.
Шуйский хула хĕррине çĕнтерӳпе таврăнни Тăваттăмĕш Ивана самаях хавхалантарчĕ. Вăл хăйĕн хыпарçине Этикер хана крепость стени çине калаçма тухмашкăн чĕнме хушрĕ. Хыпарçа çавăнтах рупор тытрĕ те таçтан илтĕнмелле кăшкăрчĕ:
— Эй, Этикер хан, сана вырăс патши хăватпă Тăваттăмĕш Иван чĕнет!
Хусан ханĕ çывăхрах пулман-ши е ăна хăйне çапла чĕнни килĕшмен — анчах крепость стени çине никам та тухмарĕ. Патша хушнипе хыпарçă тепре кăшкăрчĕ:
— Эй, тутарсем! Вырăс патши сирĕн ханпа тыткăна илнĕ çĕршер нухай шăпи пирки калаçасшăн! Е сире тусăрсен пурнăçĕ пачах та кăсăклантармасть-и?
Тинех крепость стени çинче чаплă тумланнă çын курăнчĕ. Чăн та, вăл Этикер хан пек туйăнмарĕ, анчах час-часах хыçалалла çаврăна-çаврăна пăхнăран ун хыçĕнче хан хăй те пур пек туйăнчĕ.
— Ну, калăр мĕн калас тенине! — терĕ тутар. Çултен калаçнăран унăн сасси рупорсăрах аван илтĕнчĕ.
Патша хыпарçăран рупорне илчĕ те хăй кала пуçларĕ;
— Çак çынсене куратăр-и? — ыйтрĕ вăл. — Вĕсем — сирĕн тусăрсем нухайсем. Пин ытла. Пирĕн çарăçсем вĕсене тыткăна илнĕ. Ыттисене вĕлерсе пĕтернĕ. Текех сире тулаш енчен пулăшакансем çук ĕнтĕ. Çавăнпа эпир — паян-и, ыран-и — Хусана пĕрех илетпĕр. Ытлашши юн тăкиччен эпĕ сире парăнма, крепость хапхисене уçса пире шала кĕртме сĕнетĕп. Вара сирĕн тыткăнри тусăрсем чĕрех юлĕç. Енчен ман сĕнӳпе килĕшмесен, эпир вĕсене пурне те вĕлерсе пĕтеретпĕр. Анчах вĕсен вилĕмĕшĕн эпир мар, эсир айăплă пулатăр. Капла вара нухайсене те, хăвăра та çăлса хăваратăр. Шухăшламалăх пĕр сехет паратăп. Ман сĕнӳпе килĕшмĕсен, тусăрсене сирĕн умăртах вĕлерсе пĕтерĕпĕр.
Вырăс воеводисемпе пĕрле патша калаçнине Чакăр вайпут та тимлĕн итлесе тăчĕ. "Нивушпĕ патша чăнласах калать? — шухăшларĕ вăл. — Ахаль кăна хăратать пулĕ. Тыткăнри çынсене сăлтавсăрах вĕлерсе пĕтерни пысăк çылăх-çке".
Патша чăнласах е ахаль хăратни тепĕр сехетрен паллă пулчĕ. Тăваттăмĕш Иван каллех крепость стени умне çитрĕ, çывăхрах тыткăна лекнĕ нухайсене пурне те ретĕн-ретĕн тăратса тухрĕ. Горнист какăр кăшкăртса тутарсене патшапа калаçмашкăн тухма ыйтрĕ. Хальхинче карман хӳнĕ çине хан хăй хăпарчĕ.
— Ну, Этикер, мĕн шут тытрăн? Крепость хапхисене уçатăн-и? —тӳрех ыйтрĕ Тăваттăмĕш Иван.
— Эпир никама та парăнас халах мар! — çирĕллĕн каларĕ Этикер.
— Ку санăн татăклă сăмаху-и? — тепре ыйтрĕ патша.
— Кунран татăклăрах сăмах пулма пултараймасть! — тата çирĕпреххĕн хуравларĕ хан.
— Ну, мĕнех. Эппин сирĕн тусăрсен вилĕмне пăхса тăрăр! — тарăхса кăшкăрчĕ те патша алă сулчĕ.
Çавăнтах стрелецсем таçтан вуншар юман каска илсе килчĕç, крепость стени çинчен лайăх курăнмалла вырăнсене лартса тухрĕç. Айпăлта йăтнă тепĕр стрелецĕсем тыткăна лекнĕ нухайсене çав каскасем патне малтанлăха пĕрерĕн таратса тухрĕç.
— Эй, Этикер хан, сана парăнма юлашки хут сĕнетĕп! — кăшкăрчĕ патша.
Ăна никам та хуравламарĕ. Вара Тăваттăмĕш Иван каллех алă сулчĕ. Стрелецсем çавăнтах нухайсене чĕр куççи çине антарса лартрĕç, пуçа каска çине хума хушрĕç. Хăшĕсем кунпа килешесшĕн пулмарĕç, вĕсене çарăçсем пуçран çапса анратрĕç те хăйсем майлаштарса йырнаçтарчĕç. Патша айккинелле пăрăнчĕ, ун вырăнне воеводăсенчен пĕри йышăнчĕ. Стрелецсем пурте хатĕрленсе çитнине курса ĕненсен вăл хыттăн кăшкăрса хушрĕ:
— Руби!
Вуншар айпăлта анăçа çитнĕ хĕвел питтинче хĕрлĕ тĕспе йăлтăраса илчеç те каскасем çинелле сулмаклăн вăшлатса анчĕç. Çавăнтах вуншар пуç çĕре тăнчлатса ӳкрĕ.
— 0, Аллах! — çĕршер çын харăссăн ахлатса кăшкăра ячĕç карман хӳнĕ çинчен. Çавăнтах тутарла та вырăсла каласа вырăссене чи хăрушă та усал самахсемпе ылхана пуçларĕç, вĕсене леш тĕнчере хăватлă Аллах, ку тĕнчере вара хăйсем пуриншĕн те тавăрасса шантарчĕç.
Стрелецсем вара нухайсене каскасем патне татах та татах пыра-пыра тăратрĕç, касрĕç те касрĕç вĕсен пуçĕсене. Нумаййăн лекнĕ çав вĕсем тыткăна, çав тери нумаййăн. Чакăр юнпа вараланса пĕтнĕ айпăлтасем каскасем çине йăлтăра-йăлтăра сулăннине тек пăхса тăма пултараймарĕ. Вăл ĕнтă хăйĕнпе тинтерех çеç-ха пур вăйран çапăçнă çак çынсене шеллеме тытăнчĕ, вĕсен синкерлĕ вилĕмĕшĕн хăйне те айăплăн туйрĕ. Нухайсене каса-каса вĕлернине таçта айккинче Питтăпай ертсе килнĕ чăвашсем те пăхса тăчĕç. Питтăпай кашни айпăлта сулăнса анмассерен чунра темскер сӳ! те сӳ-ӳ! туса илнине туйрĕ. Çавнашкал япала иккен вăл — уйрăм патшалăх туса хурса унăн вăйне тĕреклетсе-çирĕплетсе пырасси...
Тăшман нукерĕсене вĕлернине воевода пулса килнĕ дворянсемпе боярсем те пăхса тăчĕç.
— Ах хаяр та вара пирĕн патша-а! — тĕлĕнчĕ тахăшĕ.
— Çапла, хаяр пирĕн Иван, çав тери хаяр, — те ырласа, те хурласа каларĕ тепри. Тепĕр тесен, кунашкал тĕлĕну вырăссем хушшинче ĕнтĕ йăлана кĕнĕ пулас.
— Ништо-о! — хыттăн пӳлсе чарчĕ пурне те Морозов боярин. — Тăван Раççей çеç вăй илтĕр, ытти ниме те пĕлтермест. Хаяр Иванран вара патшалăх историйĕнче халиччен пулман чăн патша ӳссе çитĕнĕ акă, каларĕ тесе калăр мана кайран!
Стрелецсем вара хăйсен çурма çаврака та сарлака пурттисене çаплах сулаççĕ те сулаççĕ. Нумай-ха вĕсен хыçĕнче нухайсем, пурне те вĕлерсе пĕтериччен самай ырмалăхах нумай.
Çав çĕр Тăваттăмĕш Иван священника хăйĕн чатăрне чĕнтерсех çылăх каçарттарчĕ, ирпе вара, чунне тап-тасатса çитернĕскер, пысăк çар канашĕ пухрĕ. Унта воеводăсемсĕр пуçне Шах-Гали хана, ăна çывăх темиçе бека, Чакăр вайпутпа Питтăпай мăрсана тата акăлчан инженерне Бутлера чĕнчĕç. Чи кирлĕ ыйту халĕ Хусан крепоçне кĕресси пулнă май пуринчен ытларах ăна сӳтсе яврăç. Бутлер çак тĕллевпе крепость стенине пĕр-икĕ тĕлтен сирпĕтсе антарма сĕнчĕ. Кун пирки пирваях шутласа хунăран, инженерне те çак тĕллевпе илсе килнĕрен патша унпа тӳрех килĕшрĕ. Хула тытăмне лайăх пĕлекен Шах-Гали вара карман хӳнне ăçта-ăçта сирпĕтсе антарсан вирлĕрех пуласси çинчен каласа пачĕ. Çапла вара крепость стенине икĕ тĕлте — ĕçмелли шыв юхтаракан Казанка хулана кĕнĕ тĕлте тата Арçа хапхи айĕнче сирпĕтме палăртрĕç. Пирвай Казанка çийĕнчи хӳнь патне çитмешкĕн йышăнчĕç, ку ĕçе Питтăпай ертсе пыракан чăвашсене хушрĕç. Туннель текен çĕр ай çулне еплерех хывмаллине ăна Бутлер инженер лайăх ăнлантарса пачĕ. Тутарсем ан курччăр тесе çĕр айне чавса кĕмешкĕн питĕ аякран тытăнма тиврĕ. Çавăнпа, вăхăтра ĕлкĕрес тесе, чăвашсем çĕрĕн-кунĕн ырми-канми ĕçлерĕç. Çапла вĕсем юпа уйăхĕн виççĕмĕш кунĕ тĕлне кирлĕ тĕле çитрĕç-çитрĕçех. Карман хӳнĕ айне вун пĕр пичке тар вырнаçтарса хучĕç. Тепĕр кунне çав тĕлте крепость стени ун çинче тăракан тутар çарăçĕсемпе пĕрлех хăватлăн сирлĕнсе кайрĕ. Çав вырăнта самантрах тем сарлакăш уçă вырăн тăрса юлчĕ. Вĕçĕмсĕр çапăçу пынă хушăра ăна çĕнĕрен хупласа тутарсене ай-яй йывăр килĕ. Тата унран та япăххи — сирпĕнĕве пула Казанка пӳлĕнниле хулана шыв пыма пăрахни. Хусанта пурăнакансем текех пăтранчăк шыв кăна ĕçме ппултарчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...