Хĕн-хур айĕнче :: Кантур-чунилли
Кушлавăш текен вуникĕ ял уйĕ
Хура вăрманпа хупланса выртать.
Çулла е хĕлле — такам та туйĕ —
Вăрманлăх кунта хӳтлĕхне тытать.
Хаваслă кĕтес! Сывлать вăл кал-кал...
Илемлĕ, аслă çакăнти вăрман.
Пĕр-икĕ ĕмĕр пирĕнтен авал
Вĕçĕ-хĕрри ун ниçта курăнман.
Ик-виççĕр çулхи яштак ват хырсем
Кармашнă унта пĕлĕте пăхса,
Кунĕн те çĕрĕн канмасăр вĕсем
Кашланă текех тем канашласа.
Çак хырлăхсенчех ушах мăк шурри
Талккиш-талккишпе выртнă сарăлса.
Пăши-пăлансем, — сăрри, чăпарри, —
Çӳренĕ унта шурлăха çăрса.
Мăк шурлăх леш енĕ — чăрăшлăх, вĕтлем —
Хĕвел çутине çĕр çине яман;
Унта çăмламас, хаяр упасем
Нимле кайăка пуç пулма паман.
Унтах, тĕлĕпе, катмар юмансем
Çăра сулçăпа шавланă текех.
Çамра1 тĕрлĕрен кайăк-кĕшĕксем
Янратнă юрра кунĕ-çĕрĕпех.
Унта та кунта ахрат çырмисем2
Выртнă пытанса вăрман тĕпĕнче,
Çут тĕкĕр тĕслĕ тăрă шывĕсем
Курăк айĕпе юхнă вĕсенче.
Янтак3 чăрăшсем вăрман варринчен
Пăхнă кармашса тĕнче хĕрнелле,
Таçти, инçетри уй-хир тӳпинчен
Курăннă вĕсем чиркӳ тăррилле.
Çынна палламан вĕлле хурчĕсем
Сĕрленĕ унта ирĕклĕн вĕçсе,
Ешне-уйсенчи чăпар чечексем
Чӳхеннĕ вĕл-вĕл вĕсене чĕнсе.
Çак аслă вăрман сĕмлĕхĕсене
Чылай ĕмĕрсем çын пырса кĕмен.
Катмар йывăçсем хăйсен ĕмĕрне —
Мĕскер вăл пуртă — курман та пĕлмен.
Кунсем, çулсем иртнĕ.
Хайхи вăрмана
Этем пырса çитнĕ.
Улах вырăна
Уй-хир çĕрĕнчен пынă чăвашсем
Ларса хӳтĕленнĕ:
Кушлавăш, Хапăс, Хумпуç ялĕсем
Унта тĕвĕленнĕ.
«Каяр сĕмлĕхе,
Пурăнар ирĕкре...
Пире пуçлăхсем унта тупас çук», —
Шутланă вĕсем куçса ларнă чух.
Анчах, инкеке, пытанчăк ялсем
Часах-мĕн тухнă «тĕнче» куç умне;
Патша тарçисем, усал пуçлăхсем
Кунти кĕтессе те пуçланă çитме.
Ырхан ялсене вăхăт-вăхăтпа
Тустарнă çитсе кантур таврашсем4.
Шăнкравлă лавпа, виçшер лашапа
Ян-ян! янратса çӳренĕ вĕсем.
Яла пырсанах, хурал пӳрт умне
Мĕнпур халăха пухтарнă хуса.
Пуху пухсанах — пĕл унта камне —
Пурмис е тиек кăшкăрнă урса:
— Часрах куланай! Куланай!.. — тесе,
Чухăн халăха пăвнă сывлайми;
Парăмлисене çĕре ӳкерсе
Хунав хулăпа кастарнă манми.
Хулли пĕтес çук: кĕлти-кĕлтипех
Выртнă тăсăлса пуху умĕнче;
Хресчен çыннин ăна курнипех
Сăрканă сив юн çан-çурăмĕнче.
Мĕскер тăвас тен? Тӳлесех пулать.
Кам-ха çиес тет вилĕм патакне?
Çӳçенчĕк чĕрӳ хуйхăпа тулать:
Парăма юлсан — сĕвеççĕ тирне.
Ялти чухăнсем усаççĕ пуçа,
Шыраççĕ меслет кăшт укçа тупма.
Вăрман çĕрĕнче килмест-мĕн укçа.
Тырри шав пулмасть. Ăçта тыр сутма?
Сутсан тырруна — пӳлмӳне тасат.
Çемйӳ пĕтме те вара пит ансат.
Мĕнпур пек шанчăк — пĕр аслă вăрман,
Пулать-ши усси, унпа тăрмашсан?..
Аптранă чăваш çав укçашăнах
Ваклать вăрмана, касать те кăклать.
Çырма тĕпĕнче, тарне юхтарсах,
Пĕве пĕвелет те курăс тăвать.
Чĕрет чĕренче5 — хирелле сутма,
Сарать уй çĕрне — нумай акма.
Пур пек тавара йывăр асаппа
Шупашкар енне леçеççĕ лавпа.
Вăрманĕ нумай — май пур-ха касма,
Анчах усси ун сахал пурăнма.
Ĕçлен кунĕпе — илен пилĕк пус,
Ăçтан эс унпа витен тăкакна?
Хĕлӳ çывхарать, кĕтсех тăр ак, тус:
Сан пур-и, çук-и, пĕлмеççĕ ăна, —
Кантур-чунилли çитет те хĕсет,
Укçу пулмасан, — тытать те хĕртет.
Пĕрре ак хĕлле, сивĕ кунхине,
Вăрман хушшинчи Кушлавăш ялне
Кантур таврашĕ çитет ыткăнса,
Çитет те хăвăрт пухать халăха.
Хура хурал пӳрчĕ. Аш-чикĕ кичем:
Тарпа, тĕтĕмпе сăрланнă стена;
Ик енчен пĕрер пĕчик чӳрече
Кăшт çутă кĕртсе тăраççĕ ăна.
Малта, тĕпелти тур кĕтессинче,
Ларать тăлăххăн лутрака сĕтел.
Кăвак кантăкран сар сĕтел питне
Имшеррĕн пăхса çутатать хĕвел.
Пӳрте кĕрсе кайрĕç пурмиспа тиек.
(Вĕсем килсенех — кĕтсе тăр инкек!)
Кантур пуçĕсем иккĕш те мăнтăр,
Пит-куçĕ вĕсен шыçмак та сăнсăр.
Çиллессĕн пăхса, хуллен мăшлатса
Лараççĕ вĕсем сĕтел хушшине.
Умри мужкиксем шикленсе кайса,
Пуçа пĕшкĕртсе пăхрĕç урайне.
Пӳртри халăх шăп, вилнĕ пек тăрать.
Паллах, ырра мар, ун чунĕ хăрать.
Ак сас илтĕнет, пуху хусканать;
Хăравçă çынсен чĕри кускалать.
Тиек ерипен мăн кĕнекине
Хурать кăларса, уçать листине.
Сив куçлă пурмис сулать алăпа,
Пуçлать сăмахне хулăм сасăпа:
— Ну-с... пĕлетĕр пуль пурте хăвăрах:
Пухатпăр эпир хырçă-куланай...
Каланă сире текех, хыттăнах:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...