Юманлăхра çапла пулнă :: 32-мĕш сыпăк
«Ивуков Илья Ильича... виçĕ çуллăха ачасене ĕçпе воспитани паракан колоние ямалла тăвас...»
Çак кĕске сăмахсем Илюк хăлхине чан сасси пек янраса пырса кĕчĕç. Вĕсем мĕне пĕлтернине тавçăрса илсенех унăн пуçĕ çаврăнса кайрĕ, куçĕ темле хуралса килчĕ, чĕри хыттăн-хыттăн тапса илчĕ. Çапах та ку нумая пымарĕ, часах иртсе кайрĕ.
Виçĕ çул...
Приговорта ку чи кĕске срок пулнă, ыттисене суд ытларах пачĕ: Артиста — вун пилĕк çул, Малание — саккăр, Катюкпа Варварие — пилĕкшер. «Капăр каччăсене» малтан хăйсене уйрăм суд тунă чухне икшер-виçшер çул çеç лартмалла тунă-мĕн, анчах халĕ вĕсен преступленийесем тата ытларах палăрнипе пурне те сроксем хушса пачĕç.
Судья приговорпа килĕшменнисем аслă суда çырса пама пултарни çинчен пĕлтерчĕ, анчах ун сăмахĕсем Илюк хăлхине лайăххăн кĕрсе те юлаймарĕç.
«Виçĕ çул... Халь тин ним тума та çук ĕнтĕ, чăтас, тӳссе ирттерес пулать епле те пулсан!..»
Карлăк патне Илюк адвокачĕпе амăшĕ, вĕсемпе пĕрле Нина Васильевна та пырса тăчĕç.
— Эпир паянах аслă суда çырса паратпăр, тен, срокне чакарттарма пулĕ, — терĕ адвокат.
— Кирлĕ мар, ан та çырăр, — пуçне пăркаласа ал сулчĕ Илюк.
— Мĕншĕн кирлĕ мар, ывăлăм? — ыйтрĕ амăшĕ ун çине калама çук хурлăхлăн пăхса.
— Укçуна пустуй ан тăккала, хăвна пурăнма кирлĕ пулĕ.
— Эп уншăн пĕр пус та илместĕп, — ĕнентерчĕ адвокат. Çавăнтах Нина Васильевна та хутшăнчĕ:
— Кирлех пулсан расхучĕсене хам тӳлетĕп...
Илюк чĕнмерĕ. Калаçма та сăмах пулмарĕ ĕнтĕ унăн. Залри халăх майĕпен тухса пĕтме пуçларĕ, суд та хăй вырăнĕнчен тăрса кайрĕ, унччен лăк тулли пулнă пысăк пӳлĕм пушанса юлчĕ. Çавăн хыççăн конвойсем тин çеç суд тунисене икшерĕн-икшерĕн тăратса, умлăн-хыçлăн уттарса урама илсе тухрĕç. Судра пулнă халăх саланман иккен. Суд тунисен ик енĕпе урам пек тăракан çынсем хушшипе утса тухмалла пулчĕ. Чăн кайра пыракан Илюк ниçталла та пăрăнса пăхмарĕ, пĕр çын сăнне те курмарĕ. Уншăн халь пурпĕр пулчĕ.
«Виçĕ çул... виçĕ çул...» тени янраса тăчĕ çеç унăн пуçĕнче.
Хупă машина çине хыçалти тимĕр пусма тăрăх хăпарнă чух кăна вăл тахăш самантра каялла çаврăнса пăхрĕ те кĕпĕрленекен халăх хушшинче хăйĕн амăшне курчĕ. Унăн сарăрах тутăрĕ ĕнси çинелле анса кайнă, çӳçĕ-пуçĕ сапаланнă, чарăлса кайнă куçĕнчен шăпăртатса куççулĕ юхать... Самантрах алăк шалтлатса хупăнчĕ те машина вырăнтан хускалса кайрĕ...
Приговор закона кĕрсен Илюка колоние ăсатрĕç. Çавăнтанпа вăл хăйĕн амăшне те, палланă çынсене те, хăй çуралса ӳснĕ çĕршыва та, Атăла та, Шупашкара та курман вара.
...Акă халĕ, шăп икĕ çултан, приговорти срок çитиччен пĕр çулталăк малтан, вăл киле таврăнать.
Киле, тăван ялне, юратнă амăшĕ патне! Мĕн чухлĕ кĕтнĕ вăл çак телейлĕ саманта, мĕн чухлĕ шухăшланă, ĕмĕтленнĕ ун çинчен! Тинех ĕнтĕ ĕмĕтленсе пурăнни çитрĕ, вăл — ирĕкре, ирĕклĕ çын, хăйшĕн хăй хуçа!.. Тепрер кунтан вăл килте пулать, уншăн нумай хуйхă-суйхă курнă амăшне ыталаса илет, унтан вĕçĕмсĕр ĕçлеме, пурнăç тума тытăнать. Мĕн пур ĕнтĕ çĕр çинче çакăнтан лайăхраххи, çакăнтан ырри?
Пĕлекен çынсем çапла калаççĕ: этем пĕр çĕртен тепĕр çĕре кайма тухсан çур çула çитиччен хăй тухса килнĕ вырăн çинчен шухăшлать теççĕ. Çакă вăл тĕрĕсех пулмалла.
Колонирен тухнă хыççăн икĕ талăка яхăн, поезд çинчен анса Атăл патне, сарлака та хăватлă, тĕкĕр пек çутă, пĕрре пăхса илсенех кăмăла çĕклентерекен тăван Атăл хĕррине çитичченех, Илюк колонири пурнăç çинчен асаилсе пычĕ. Юри аса илме тăрăшнипе мар, çук, унта пурнăç сыпăкĕсем, уйрăм-уйрăм самантсем, икĕ çул хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем хăйсем тĕллĕнех таçтан аякран, темле çăра тĕтре ăшĕнчен шуса тухнă пек куç умне туха-туха тăчĕç. Паллах ĕнтĕ, икĕ çул хушшинче пулса иртнисенчен нумайăшĕ яланлăхах манăç пулнă, анчах вĕсенчен хăш-пĕрисене нихçан та, виличчен те манас çук çав!
Малтанах Илюк питĕ хăранăччĕ... Мĕнлерех-ши вăл колони тени? Тĕрме пекех-ши? Вăрăм коридор, çӳлте, мачча çумĕнче, тĕксĕмрех электричество лампочки çунать, коридорăн ик енĕпе — тимĕрленĕ йывăр алăксем, кашни алăкĕнчех шалалла уçса пăхмалли шăтăк пур, ăна «куç» — «глазок» теççĕ. Камерăсенче — сарлака нарсем, вĕсем çинче улттăн-çиччĕн пĕрле выртаççĕ... Нивушлĕ виçĕ çул хушши çавăн пек çĕрте пурăнмалла пулать-ши?
Анчах колонире пĕртте ун пек мар иккен. Илюка та, унпа пĕрле илсе килнĕ ытти ачасене те машина çинчен антарса çӳллĕ хапха хыçĕнчи пысăках мар çурта илсе кĕртрĕç, унтан пурне те тӳрех мунчана илсе кайса çӳçĕсене шап-шакла касса ячĕç, вĕри шывпа, супăньпе, мунчалапа лайăх кăна çăвăнтарчĕç те тап-таса кĕпе-йĕм пачĕç, кайран столовăйĕнче «какăриччен» апат çитерчĕç.
Вĕсене пур çĕрте те вăтăрсенчен иртнĕ хĕрлĕ уссиллĕ сержант ертсе çӳрерĕ. Юлашкинчен вăл ачасене хĕрлĕ пысăк йывăç çуртăн иккĕмĕш хутне илсе хăпартрĕ те икĕ сарлака чӳречеллĕ çутă пӳлĕме кĕртрĕ. Ку пӳлĕмре хитре кăна утиялсемпе витнĕ тăватă койка тăнă.
— Кĕçĕрлĕхе çакăнта çывăратăр, — терĕ сержант. — Ыран сире зонăна куçаратпăр.
«Зона» сăмаха Илюк ăнланмарĕ, анчах ыйтса пĕлме те хăюлăх çитереймерĕ. Кайран тин пĕлчĕ: «зона» тени вăл колони вырнаçнă тĕп вырăн, унăн темĕн пысăкăш кил картийĕ пулнă-мĕн.
Сержант тухса кайрĕ, анчах алăкне тул енчен питĕрмесĕрех хăварчĕ пулас. Пĕр-икĕ самантран вăл каялла таврăнса пычĕ те алăк умĕнчех чарăнса тăрса сулахай еннелле сулса кăтартрĕ:
— Тула-мĕн каяс пулсан уборнăй коридор вĕçĕнче. Анчах хăвăр хыççăн шывне антарса яма ан манăр. Тирпейлĕ пулас пулать... Ну, халĕ çывăрма та пултаратăр ĕнтĕ. Çутине сӳнтерĕр!
«Ха, питĕрмеççĕ те иккен!..» — тĕлĕнерех шухăшларĕ Илюк. Унтан вырăн çинчи утияла хĕрринчен туртса сирчĕ те, ун айĕнче таса юр пек шап-шурă простынь курăнса кайрĕ. Пĕрре кăна та мар тата, иккĕ тан! Аялта — çемçе матрас, çытарĕ те çавăн пекех çемçе, ватка тултарнă курăнать.
«Малтанлăха пире больницăна хучĕç пулмалла... сывлăхсене тĕрĕслеме», — терĕ Илюк хăй ăшĕнче хăюсăртараххăн хываннă хыççăн утиял айне кĕрсе выртса. Анчах вĕсем пĕртте больница таврашĕнче мар, малтанхи карантин пӳлĕмĕнче кăна пулнă.
Ытти ачасем те выртрĕç. Нихăшĕн те ыйхи килмерĕ пулас. Калаçма та сăмах тупăнмарĕ. Кашниех хăй тĕллĕн, хăй çинчен шухăшласа выртрĕ ĕнтĕ. Чылайран тин, мăшлаткаласа, ассăн сывлакаласа, енчен енне çаврăнкаласа выртнă хыççăн, Илюкăн кӳрши — унран чылай çӳллĕ, хытканрах, темле малалла тухса тăракан çамкаллă вунултă çулсенчи ача, пуçласа сăмах хушрĕ:
— Лайăх кĕтсе илеççĕ вĕт, каламалли те çук, э? Курорт!.. Сире мĕнле пек туйăнать?
— Аптрамасть, — сас пачĕ Илюк ун сăмахĕсене тӳррĕн ăнланса.
— Ухмахсем теççĕ ĕнтĕ вĕсем пире...
— Мĕншĕн?
— Ара, курмастăр-им, пире çак таса простыньсемпе, тутлă апатпа сутăн илесшĕн. Пĕлетĕп эп вĕсен ырлăхĕсене! Йăпăртлăх тутлă шăрш сарни çеç вăл. Кайран акă лаша пек ĕçлеттерме тытăнаççĕ — план, норма тултармалла, хĕрлĕ хăма çинелле чаваланмалла! Шкулта вĕрентме тапăнаççĕ тата — визикă, фими, истори те геограхви кирлĕ вĕсене, пĕр пирус туртса ямалăх та вăхăт памаççĕ! Воспитателĕсем пĕр самантлăха та хăпмаççĕ, сан хыççăн çăхансем пекех çӳреççĕ...
— А эсĕ... Ăçтан пĕлетĕн ăна? — хуллен ыйтрĕ Илюк хăй сисмесĕрех тăрса ларса.
— Пулкаланă эп кун пек крайра, çавăнпа пĕлетĕп. Икĕ колонирен тухса тартăм, кунтан та пурпĕрех таратăп! А эсĕ, мĕн, пирвайхи хут вĕçсе кĕтĕн-им кунта?
— Пирвайхи...
— Мĕншĕн?
— Мана вăрăсем ирĕксĕрлесе хăйсемпе пĕрле илсе çӳрерĕç...
— Çын вĕлернине курнă-и?
— Çук, ун пекки пулман...
— Ну, апла пулсан эсĕ симĕс-ха, пурнăç тутине ним чухлĕ те пĕлместĕн. Анчах эпĕ куркаланă, тусăм. Пысăк ĕçсенче пулнă. Васька-Корольпе пĕрле çӳренĕ. Васька-Король çинчен илтнĕ-и эсĕ?
— Çук, илтмен...
— Ăна тĕнчери кашни вăрă пĕлет. Çунатлă вăрă вăл, нихçан никам тытаймасть. Лексен те туххăм тарать. Часовойсем ним те тăваймаççĕ... Пĕлтĕр эпир унпа пĕр больница бухгалтерне тирпейлерĕмĕр. Ялти тухтăрсем валли шалу илнĕччĕ вăл — пĕр чăматан укçа, пурте çĕршер тенкĕлĕх. Эпир çавăн çинчен пĕлсе ăна уйра ыраш хушшинче сыхласа лартăмăр. Малтан эпĕ сиксе тухса лашине йĕвенĕнчен çавăрса тытрăм. Унтан Король чупса тухрĕ те пĕррех пуçĕнчен свинчаткăпа тăхăнтарчĕ. Старик тăрантас çинчен палт! анчах тухса ӳкрĕ. Хăйне ыраш хушшине сетĕрсе кĕртсе пăрахрăмăр та лашипе кĕрлеттертĕмĕр кăна... Чăматанĕнче алă пин пулнă.
— Ăçта чикрĕн вара ун чухлĕ укçана? — хăрарах ыйтрĕ Илюк.
— Ха! — терĕ кӳрши. — Лайăх вăрăшăн вăл укçа нумай-им? Пĕлетĕн-и, Королĕн мĕн чухлĕ тус-юлташ? Тупăшлă ĕç хыççăн вĕсене пурне те хăна тăвас пулать-çке. Пĕр каçра вунă пин пĕтет!
— Леш старикĕ вилнĕ-ши вара?
— А кам пĕлет ăна? Эпир кайран унăн сывлăхĕ çинчен пĕлсе çӳремен! Хуть вилтĕр, хуть чĕрĕлтĕр — хăйĕн ĕçĕ вăл, пире мĕн? Эпир Хусана çитсе самолет çине ларнă та Çĕпĕрелле ярăнтарнă... Тепринче тата эпир пĕр районти перекет кассине питĕ ловкă тасатса тухрăмăр... Кăнтăр кунĕнчех! Темиçе минут хушшинче — вăтăр икĕ пин!
Юнашар кравать çинчи арçын ача каçса кайсах истори хыççăн истори каласа пама тытăнчĕ, ăна пула ытти ачасем те тăрса ларчĕç, анчах Илюк пăлханса кайрĕ те унăн хăлхине йĕркеллĕн нимĕн те пырса кĕмерĕ. Вăл халь кăна илтнĕ историсем пирки мар, вĕсене каласа панă ача çинчен шухăшлама тытăнчĕ. Мĕнле çав териех пăсăлса кайма пултарнă-ха ку ача?! Тен, вăл суять те пулĕ, тен, вăл хăй чăнахах та хутшăннă «ĕçсем» çинчен мар, ыттисем умĕнче «чапланас» тесе такамсенчен илтнисене каласа парать, анчах мĕнле тулли кăмăлпа калать вĕт, çавăнтан тĕлĕнмелле! Кашни çаратăва, çынсене тапăнса вĕсен укçи-тенкине, хаклă япалисене вăйпа, вĕлерессипе хăратса туртса илнисене вăл калама çук паттăр ĕç тунă пек шутлать!..
...Çак ача, Мишка Лобан — Мăн Çамка тенĕскер — Илюка малтанхи каçах килĕшмерĕ те, ăна вăл кайран та яланах сиввĕн пăхса пурăнчĕ. Ун çине ăшă кăмăлпа пăхма та, унпа килĕштерме те май килмен çав. Пĕчĕклех, ашшĕпе амăшĕ темшĕн уйрăлнă хыççăн, ăна ватă кукамăшĕ патне леçнĕ те, вăл ун патĕнче ытлашши «ирĕклĕ» ӳснĕ, çав тери чарусăр ашкăннă пирки ăна шкултан кăларса янă, унтан вăл пăсăлнăçемĕн пăсăлса пынă, вăрăсемпе çыхланнă, колоние лексен пĕрре тарнă, иккĕ тарнă, халь акă каллех лекнĕ. Кайран воспитательсем те хăшкăлса çитрĕç унпа — колонири йĕркесене пĕрмай пăсатчĕ, никама та пăхăнасшăн мар, итлесшĕн мар. Ырăпа та калаçрĕç вĕсем çак Мăн Çамкапа, штрафной изолятора та пĕрре кăна мар лартрĕç, усси питех пулмарĕ. Юлашкинчен вара ăна çирĕпрех режимлă колоние куçарчĕç. Анчах тухса кайиччен вăл Илюка хирĕç тӳсме çук кӳренмелле ĕç туса хăварчĕ...
...Ирхине вĕсем патне каллех ĕнерхи хĕрлĕ уссиллĕ сержант пычĕ те столовăйне илсе кайса килчĕ, унтан вĕсем тухтăр патĕнче пулчĕç, юлашкинчен канцелярине пырса кĕчĕç. Çакăнта вара питĕ тĕлĕнмелле, пачах та кĕтмен япала пулчĕ.
Пӳлĕме вĕсене коридортан пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕнсе кĕртрĕç. Чăн малтан Илюка каçхине хурахла «ĕçĕсемпе» мухтанса йĕрĕнтернĕ Мишка Лобана чĕнчĕç, Вăрахчен пулчĕ вăл шалта, пĕр сехете яхăнах иртрĕ пулмалла. Тем пирки пӳлĕмре вăхăчĕ-вăхăчĕпе хытă шавларĕç, унтан шăпах пулчĕ, кăшт тăрсан татах хĕрсе кайса калаçни илтĕнчĕ... Юлашкинчен алăк вăр! уçăлчĕ те Мăн Çамка футбол мечĕкĕ евĕр ыткăнса тухрĕ. Хăй мунчара умлăн-хыçлăн темиçе хут çапăннă пекех хĕп-хĕрлĕ пулса кайнă, йĕп-йĕпе тара ӳкнĕ. Вăл никам çине пăхмасăрах, тӳрех тулалла тухса кайма пикенчĕ, анчах алăк патĕнче тăракан сержант унăн çулне картларĕ те, вăл ирĕксĕрех пукан çине ларчĕ.
— Мĕн пулчĕ? Хĕнемерĕç пуль те? — ним ăнланмасăр ыйтрĕ Илюк.
— Хĕнеттерĕп эп вĕсене! Çапса пăхчăр-ха! — кăшкăрчĕ Мăн Çамка. — Ун пек саккун çук халĕ, патша вăхăчĕ мар! Пĕрре алă сĕрсенех хăйсене пурне те Колымана яратăп!..
— Мĕн тата? Ма пит пăлханатăн?
— Агитаци тăваççĕ! Пуçа минретеççĕ, вĕрен, ĕçле вĕсем валли! Тупнă ухмах!
Вăл урайне лач! сурчĕ.
— Вĕренни хăвнах кирлĕ пулать вĕт-ха, айван ача, — терĕ алăк патĕнчи сержант. — Вĕсем санран çын тăвасшăн, эсĕ пур, çавна ăнланмасăр, пусма тытăннă сысна çури пек çухăратăн...
— Ан çыпăç, эсĕ ытла та пĕчĕк начальник-ха кунта! — кăшкăрса пăрахрĕ ăна Мишка. — Эп хама мĕн кирлине вĕреннĕ ĕнтĕ, çитет. Васька-Король мана прохвессорсенчен те лайăхрах вĕрентнĕ! Халĕ хам пурнăçа мĕнле пурăнас тенĕ — çапла пурăнса ирттеретĕп, никамăн та ĕç çук манпа! Тупăннă маншăн атте-анне! — чарăнма пĕлмесĕр çĕтĕлчĕ вăл тарлă çамкине çаннипе шăла-шăла.
Вăл мĕншĕн çав териех урса кайнине Илюк ăнланса çитеймерĕ, кĕçех алăк уçăлчĕ те ăна хăйне хушаматпа чĕнчĕç:
— Ивуков, кĕр!
Шалти пӳлĕмре, кăвак пуставпа витнĕ сĕтел хушшинче, симĕс китель тăхăннă типшĕмрех, кăшт курпунтарах сăмсаллă, хурарах сăнлă майор ларать (погонĕ çинче икĕ йĕр, варринче пысăк çăлтăр — Илюк нимрен малтан çавна асăрхарĕ), сĕтелĕн пĕр пуçĕнче — ахаль тум тăхăннă самăртарах, кукшаланма пуçланă арçын, тепĕр пуçĕнче — сап-сарă çӳçлĕ, питĕ илемлĕ, сенкер куçлă майра. Анчах кусем çине Илюк йăпăрт çеç пăхса илчĕ, мĕншĕн тесен майор тӳрех сăмах пуçларĕ те, пĕрмаях вал ыйтнисене хирĕç каласа пымалла пулчĕ.
— Ивуков, Илья Ильич? 1941 çулта çуралнă? — ыйтрĕ майор хăй умĕнче выртакан «Дело» çине пăха-пăха. — Çапла-и?
— Çапла.
— Чăваш? Сана Шупашкарта суд тунă?
— Шупашкарта...
— Пĕрремĕш хут? Унччен суд умне тăман?
— Çук, унччен пĕрре те пулман...
— Аван... — Майор «Дело» папкине аяккалла илсе хучĕ. — Миçе класс пĕтернĕ-ха эсĕ?
— Кăçал çиччĕмĕш пĕтермеллеччĕ. Çак ĕç пулса тухрĕ те, вĕренме май килмерĕ.
— Анчах та хăвăн вĕренес кăмăлу пур-и? Лайăх кăна специальность илес килет-и?
— Вĕренĕттĕм те, тĕрмере вĕт эп халĕ, ăçта вĕренес? — Хăй сисмесĕрех Илюк тутине чалăштарса кулам пекки туса илчĕ. — Хăçан та пулин киле таврăнсан мĕн пулĕ ĕнтĕ...
— Тĕрĕс мар калаçатăн, Ивуков! — Майор хура куçĕпе ун çине тӳррĕн, чăрлаттарса пăхма тытăнчĕ. — Пирĕн кунта тĕрме мар, пирĕн кунта колони. Эпир пурнăçра сан пек йăнăш тунă çамрăксене малашне йĕркеллĕ, тӳрĕ пурнăçпа пурăнакан граждансем, чăн-чăн совет çыннисем пулма вĕрентетпĕр. Шкул та пур пирĕн, тĕрлĕ ĕçсене вĕренмелли мастерскойсем аван. Пирĕн патран вăтам шкул пĕтерсе аттестат илме те, кунпа пĕрлех тата лайăх квалификациллĕ рабочи пулса тухма та пулать — слесарь, токарь е столяр. Паллах, хăвăн кăмăлу пулсан, ху тăрăшсан... Ăнланатăн-и?
— Ăнланатăп, — терĕ Илюк çĕрелле пăхса. Темшĕн майор каланисене унăн ĕненесех килмерĕ.
— Вĕренетпĕр эппин?
— Майĕ пулсан... тем пекчĕ...
Майор сĕтел пуçĕнче ларакан сар çӳçлĕ майра еннелле çаврăнчĕ.
— Ирина Никитична, çиччĕмĕш класс пĕтерменскер, пирĕн патра саккăрмĕшне ларма пултарĕ-ши вăл? Мĕнле шутлатăр эсир?
— Манăн вĕренмелли пĕр уйăх çеç юлнăччĕ, — терĕ Илюк.
Майра ун çине пăхрĕ те пуканĕпе пĕрлех малалла шуса ларса вăрăммăн сывласа ячĕ.
— Чимĕр-ха, Илья Кузьмич... — терĕ вăл майора хăй палăрмаллах пăлханса. — Манăн ку ачапа хамăн калаçса пăхас пулать. Эпир пĕр-пĕрне кăштах палланă пек туйăнать...
— Палланă пек? Мĕнле майпа-ши? Пирĕн колоние вăл пирвайхи хут килнĕ-çке? — тĕлĕнчĕ майор.
— Çук, колонипе çыхăнман-ха пирĕн паллашу, урăхларах пулнăччĕ вăл. Кăçал çуркунне, эпĕ хамăн отпуск вăхăтĕнче аннесем патне Шупашкара кайсан...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...