Çил-тăвăл :: Отчет
Чӳрече витĕр кăнтăр çутине кĕртмен чаршавлă пӳлĕмре кăлкан пек шурă çӳçлĕ типшĕм çын пĕчченех ларать. Сĕтел çине хунă сылтăм аллин çинçе те вăрăм пӳрнисем илтĕнмен темле музыкă такчĕ майăн сиккелесе тăраççĕ. Ку ун хăнăхнă йăли пулмалла.
Кăшт ларсан, вăл шĕвĕр пӳрнипе кнопкă çине пусрĕ. Пӳлĕме çавăнтах вĕр-çĕнĕ костюм тăхăннă Чолон кĕчĕ, сарлака çăварне карса, типшĕмми патне çăмăллăн утса пычĕ те унăн сĕтел урлă тăсса панă аллине чăмăртарĕ. Хуçи ăна ларма хушрĕ. Чолон çемçе тенкел çине ирĕклĕн тĕшĕрĕлсе анчĕ, пĕр урине тепĕр ури çине утлантарчĕ; пушмакĕн йăлтăркка вăрăм сăмси сĕтел çийĕпе пĕр тан.
Хуçи сигарăллă коробкă тăсрĕ. Иккĕшĕ те туртса ячĕç.
— Мĕнле таврăнтăн, мистер Чолон? — ыйтрĕ хуçи.
— Питĕ лайăх!
— Сана лере ытти ученăйсенчен уйăрса илеймерĕç эппин?
— Ăçта унта уйăрса илме! — мухтанчĕ Чолон. — Паллă ученăй вырăнне йышăнчĕç.
— Унти çынсем çапла, çынна ĕненеççĕ.
— Çапла вĕрентеççĕ вĕсене. «Çын çыншăн тус та, тăван та!»— лĕх-лĕх кулса илчĕ Чолон.
— Отчет! — умĕнче ларакан çын сăмахĕсене ырламан сасăпа ыйтрĕ хуçи.
— Тархасшăн! — Чолон папкă тыттарчĕ. — Каласа парсан аван пулмĕ-ши?
— Хамах вулăп. Вăхăта перекетлес пулать, — тавăрчĕ хуçи.
Чолон хул пуççисене сиктеркелесе илчĕ.
Хуçи Чолон отчетне пăхма тытăнчĕ, тĕлĕ-тĕлĕпе сасăпа вуласа илет:
«Утрав çинче темле планетă çине яма экспедици хатĕрлеççĕ». Ку пирĕншĕн тахçанах паллă. «Утрав çинче нефть кăлараççĕ, ылтăн тавраш çук...» Ылтăн пур тесе ухмахсемшĕн çеç сăмах сарнăччĕ. «Станци начальникĕ Светлов ывăлĕпе туслашрăм. Парне йышăнчĕ. Тумланма юратакан каччă. Айванскер, ашшĕ катерне те тыткала пĕлмест, чутах путарса вĕлеретчĕ. Мана чĕререн ĕненчĕ, Утрав пурнăçне пытармарĕ, пĕтĕмпех кăтартрĕ, ӳкерсе илме те чармарĕ. (Альбомне çак отчетпа пĕрле паратăп.)»
Хуçи альбомне пăхса тухрĕ- те сĕтел çине пăрахрĕ.
— Çĕнĕ япала ним те çук! — çилĕллĕ сасăпа мăкăртатрĕ вăл.
Чолон хăй отчетне пăхса тухиччен урăх ним те чĕнмерĕ.
— Айван эсĕ! Çырса пĕлтернинче нимле çĕнĕ япала та çук! — ятлама тытăнчĕ отчета пăхса тухнă хыççăн шурă çӳçли.
— Унта пиртен пытарни çук вĕсен! — тӳрре тухасшăн пулчĕ Чолон.
— Саншăн çеç çук!
— Ман алла лекнĕ Вадим нимĕн те пытармарĕ!
— Ухмах эсĕ! Эсĕ мар, вăл сана хăй аллине илнĕ! Вăл сана сăмсунтан çавăтса çӳренĕ. Упана сăмсинчен ункă тăхăнтарса çавăтса çӳресси унти халăхсен авалхи йăли.
— Ха-ха-ха! — ахăлтатса кулса ячĕ Чолон. — Айванскер, мана çавăтса çӳренĕ пулать! — каçса кайса кулчĕ вăл. — Тумланма çеç ăста йĕкĕт. Çерçи хурчкана ăçтан çĕнтерет?
— Айван мар вăл! Ăслă çын! — кăшкăрса пăрахрĕ шурă çӳçли. — Тумланма кам юратмасть? Пуринчен ытла Совет Союзĕнчи çамрăксем! Унта лайăх пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче сутăнакансене ан шыра! Ху куçна çеç шан унта!
— Парнене йышăнчĕ-çке вăл!
— Эсĕ ăна ку вăл пирĕн ученăйсен йăли тесе ĕнентернĕ. Джентльменла йышăннă вăл.
— Мистер...
— Шавламасăр лар! Шанчăксăр çын эсĕ!
— Мистер Кларк...
— Пирвайхи зонăра мĕнле вăрттăнлăхсем пур?
— Пирвайхи зонă çук...
— Ухмах эсĕ! Спутник ӳкерчĕкĕсем пăрлăхра уйрăм зонă пуррине кăтартаççĕ.
— Мистер Кларк... — йăлăнакан сассипе çаплах тархасларĕ Чолон.
— Çитĕ. Ыран аслă хуçа патне чĕнĕç. Хатĕрлен. Кларк шавламасăр уткаласа çӳрерĕ, унтан радиоприемникне ячĕ. Пӳлĕме арçын диктор сасси сарăлчĕ:
«Кеннеди сăмсахĕнчен Уйăх çине пулас экспедици валли автоматлă ракетăпа материалсем янă. Ракетă орбитăна тухман, океана ӳкнĕ».
— Çав ĕç ăнманнинче сан айăпу та пур! — сиввĕн каласа хучĕ Кларк. Унтан вăл радиоприемникăн пăркăчне ярса тытрĕ. Пӳлĕме çавăнтах хăватлă сасă вăркăнса кĕчĕ:
«...Юлашки сехетре. ТАСС пĕлтерет: паян вунă сехет те 00 минутра Уйах çине «Луна-156» ятлă космос карапĕпе пирвайхи экспедици янă. Карап çинче 12 çын, кирлĕ оборудовани ирĕккĕн шăнăçнă. Экспедици задачи — геологсемпе астрономсене йышăнмашкăн станци хатĕрлесси...»
Чолон, темрен тем пулĕ тенĕ пек, хуçипе шăппăн сыв пуллашрĕ те пӳлĕмрен хыпалансах тухса кайрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...