Çил-тăвăл :: Дневник
«Мир» çыннисем патне кĕтмен, шухăшламан хыпар çитрĕ. Марсиансем çывăхри васанра çын выртнине пĕлтерчĕç. Ăна эрешменсем çыхлантарса парахнă-мĕн. Лешĕ планетă йĕркелĕхне пăснă имĕш.
Хынар карапри çынсене пăлхантарса ячĕ. Ку ют çын «Конкорд» экипажĕнчен пулни паллах. Анчах сывă-ши вăл? Американецсемпе мĕнле мыскара пулса иртни çинчен ун урлă пĕлме пулать. Тĕлĕнтерекен вăрт-тăнлăх! Ăçта кайса кĕнĕ ученăйсем? Чăрсăрла планетă çиие тухса хăйсен ирĕкĕпе тыткăна лекрĕç-ши?
Светловпа Валентин Владимирович ют çын патне çитрĕç, пăхрĕç, тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Ку леш иккен, Утрав çине СШАран пырса кайнă Чолон, сарлака çă-варли. Пăх-ха, кунта та çитнĕ, кунта-Та~Совет Союзĕ экспедицийĕпе çыхăнасшăн пулнă пулас. Скафандрпа кислород балонĕсем пушанман, вилĕмĕ урăх енĕпе çит-нĕ ахăр.
Питĕ шел: «Конкорд» экипажĕ ăçти татах паллă мар. Чолон пек, пурте сапаланса кайман-ши?
Вилнĕ çын умĕнче михĕ выртать. Салтса пăхрĕç. Тап-таса алмаз, икĕ пăтран та кая мар пулĕ. Капиталистсен ĕмĕче. Планетă çине ларсанах мул пухма тытăннă. Кунта кашни кристалĕ миллионер пурлăхне сутăн илме пултарать-тĕр. Кам пĕлет, хăш-пĕр кристалĕ Çĕр çинчи миллиардран та кая тăрас çук: ытла та пысăк, ытла та таса, ытла та хитре!
Светловпа Валентин Владимирович пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхрĕç, пĕр-пĕрне ăнланчĕç. Светлов миххе васана силлерĕ. Хаклă чул хĕвел çутипе вут пек çунса йăлтăртатать.
Чолона пытарнă чухне кĕсйинчен хулăн тетрадь тухса ӳкрĕ. Ку — дневник иккен. Ана вăл хуçине отчет пама çырса пынă пулас.
Дневникри паллăрах сыпăксем çаксем пулĕ:
«Мир» хыççăн вун икĕ кунтан тухрăмăр. «Конкорд» ятлă пирĕн карап аван пырать, пăхăнать. Анăçлă кун çула тухрăмăр...»
«Марс çинче пирĕн экспедици пуçлăхĕ коммунистсемпе пĕрлешсе ĕçлесшĕн. Пуçне таясшăн вĕсен умĕнче. Çук, килешмĕпĕр. Марс — Антрактидă пăрлăхĕ мар, Антрактидăра уйăрмалли çук, Марс — пысăк тĕнче, пулас колони...»
«Коммунистсем пирĕн Пысăк Сырт çине ларнă. Вăрттăн автоматлă станци ярса питĕ лайăх турăмăр. Вăл «Мире» чĕнсе илчĕ, марсиансен сигналĕ тесе йышăнчĕç. Пирĕн вымпел ӳкнĕ тĕл — пирĕн!..»
«...Марс патне çывхаратпăр. Вăрмансем, хуласем палăраççĕ. Пирĕн пулас колони. Эпир — Колумбсем!..»
«...Коммунистсене саламларăмăр. Вĕсем те пире саламларĕç. Хĕпĕртени курăнать. Ученăйсем-çке! Марс чĕрчунĕсемпе паллашма ĕлкĕрнĕ вĕсем, туслашнă, килĕштерме канашлаççĕ. Çитсен курăпăр...»
«Вăйли енче тĕрĕслĕх, çавна манмаççĕ американецсем...»
«Марс орбитипе çаврăнатпăр... Çывхаратпăр... Атмосферă пурри палăрать. Тĕк евĕрлĕ шурă пĕлĕтсем пур. Кратерсем чашăксем пекех. «Мир» урлă каçса кайрăмăр. Тепре çаврăнсан, çавăн çывăхне ларасшăн пирĕн экспедици пуçлăхĕ...»
«Карап планетă çине ăнăçлă ларчĕ, пырса перĕннине сисмерĕмĕр те. Эпир «Мир» ларнă Пысăк Сыртран инçе мар антăмăр, пирĕн вырăна хамăр ученăйсем «Çĕлен тинĕсĕ» теççĕ. Карттă çинче те çаплах кăтартнă…»
«Эпир тăваттăн. Коммунистсене хамăр ăнăçлă ларни çинчен пĕлтертĕмĕр. Канма канашларĕç. Ăçта унта канмă! Часрах планетă çине тухса курасчĕ. Çĕр çинчен хыпарсем ыйтса анратаççĕ. Пирĕн ученăйсен шучĕпе, нимрен хăрамалли те çук, Совет Союзĕн ученăйĕсем çул хывнă ĕнтĕ кунта, çавăнпа нумай кĕтсе тăмарĕç, карап ăшĕнчен тухрĕç. Мана сыхăра тăма хăварчĕç...»
«Тӳррипе каласан, маншăн лайăх-ха вăл...»
«Вĕçекен аппаратсемпе марсиансем çитрĕç. Çынран лутрарах, сарлака кăкăрлă, пăхăр... çук, сенкер сĕмлĕ пăхăр тĕслĕ. Пирĕн çынсем хĕрелме, шуралма пултараççĕ, марсиансем пĕрре сенкер сĕмлĕ пулаççĕ, тепре таса бронзă тĕслĕ пулса тăраççĕ...»
«Марс хăвăлĕсенчен мăн эрешменсем сиксе тухрĕç. Марсиансене итлеççĕ. Роботсем-тĕр. Пирĕннисем лазер пăшалĕсемпе пеме тытăнчĕç. Çапăçу пырать. «Мир» çыннисене сигналсем пама тытăнтăм, çыхăну аппарачĕ мана пăхăнасшăн мар: ĕçлеттерме пĕлейместĕп...»
«Марсиансем кайрĕç. Хамăрăннисем çук. Таса хир. Пĕр чĕрчун та çук: чĕрри те, вилли те... Пĕчченех юлтăм... Кăшт тăрсан, çунатлă çĕленсем килчĕç те карапа тăпăлтарма тытăнчĕç. Аран çăлăнса юлтăм...»
«Пĕччен... Пĕччен... «Мир» сигналĕсем çитеççĕ. Темле Вадима шыраççĕ. Ăçта-ши вăл?.. Талăк иртрĕ...»
«Аран-аран сигналсем патăм: «Пулăшăр! Пулăшăр! Çăлăр! Çăлăр!» Аппарат каллех ĕçлеме пăрахрĕ... Пĕччен юрамасть. Кунта тискер кайăксем мана тупсан пĕтереççех. Марсиансем те шеллесе тăрас çук. Светлов патне каяс пулать. Ун хӳтлĕхĕнче лайăхрах пулĕ. Хамăрăннисем пĕтрĕç пулĕ...»
«Кислород нумая илтĕм, тата çав газа тăвакан аппарат пур. Аллăмра лазер пăшалĕ, кĕсьере пĕчĕк пăшал... Халĕ марсианина çывăхранах куртăм. Куç шуррисем сап-сарă. Манран хăрамарĕ. Калта çинче ларса пырать. Аран-аран çынсем патне илсе кай-ха тесе ăнлантартăм. Тӳррипе каласан, ăнланасса ăнланаймарĕ-тĕр те, çапах Светлов ушкăнĕнчи çын вырăнне хурса тĕрĕс çулпах илсе кайрĕ пулас. Çул çинче алмаз крис-талĕсем тĕл пулчĕç. Марсиан вĕсем еннелле пăхмасть те. Эпĕ алмазсене пухнине курсан, тĕлĕнсех кайрĕ, нумайччен темĕскер сӳпĕлтетрĕ. Çавна ăнлантам: таçта алмазсем çав тери нумай. Эх, тупасчĕ!»
«Марсианин мана çыран патне илсе çитерчĕ. Аллисемпе çынсем çывăххине ăнлантарчĕ, мана хăварса, хăй çулĕпе каясшăн пулчĕ. Калтине памарăм: «Мир» патне çитме кирлĕ. Кĕрешме тытăнчĕ. Вĕлертĕм те пытартăм. Чĕрĕ хăварнă пулсан, тытса паратчех пулĕ. Тексем утлĕ чĕрчун, мулат пекех, çын мар...»
«Хапха умĕнче чеченлетнĕ калтасем тăраççĕ. Марсиансем тем аппаланаççĕ...»
«Хăруша халат мĕлки... Марсиансем мана курчĕç... Тытасшăн… Шăтăкран мăн эрешмен сиксе тухрĕ. Робот мар иккен, чĕрчун! Лазер пăшалне хута ямалла пулчĕ. Темиçе хут кĕрĕслеттертĕм, тусан çеç юлчĕ çав вырăнта, пĕр тĕлте, çыран сăмси ишĕлсе анчĕ, хăвăл курăнса кайрĕ. Шалалла кĕтĕм. Пӳлĕм. Унта алмаз купи. Йăтма вай çитнĕ таранах тултартăм. Çĕр çине илсе çитерсен, пуйсах каймалла. Çуррине Совет экспедицине пама хирĕç мар, хăйсенчен çеç ан хăварччăр...»
«Мир» инçе маар. Мăн калта хире тухмарĕ: сывлăш типĕ. Ирĕксĕрех çуран утмалла пулчĕ... Калта марсиансен лаши иккен...»
«Бинокльпе «Мир» лайăх курăнать... Çăлăнасси куç умĕнче… Унта, çапах та, паллакан çынсем...»
«Ăçтан тискер эрешмен сиксе тухрĕ тата? Ман хыçран пырать. Лазер пăшалĕпе персен, марсиансем сисрĕç. Эпĕ ăна кĕске пăшалпа... Аха, пульăран хăрать, пытанчĕ. Çак эрешмен çăварĕнчи наркăмăшлă сăннипа чиксен? Ух, çан-çурăм çӳçенсех кайрĕ, пăрлă шывпа пĕрĕхрĕç тейĕн. Ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ-ха... Телейĕм çапах та пур иккен..»
«Васкас, васкас, пирĕн хыççăн çынсемпе марсиансен хушшинче хирĕçӳ пуçланасса сисетĕп. Ун чухне Светловăн Çĕр çине васкамалла пулать. Пĕччен юлас марччĕ…»
«Инçе маар. «Мир» лайăх курăнать. Кислород аппарачĕ ĕçлет. Кунта сывлăш сайрарах, çӳллĕ вырăн, унсăрăн пуçне… Йывăр… Ывăнтăм... Скафандра хывса çисе ĕçесчĕ… Чăтасчĕ… Алмаза илсе çитересчĕ...»
«…Хама Çĕр çине илмесен вара? Ун чухне Светловпа биолога пĕтермелле, капитанне ирĕксĕр пăхăнтармалла. Вадим? Курăпăр. Хĕре? Хĕртен кам тарĕ?»
«...Хыçалтан татах мăн эрешмен пырать... иккĕмĕшĕ таçтан сиксе тухрĕ... Малалла, Чолон! Телейӳ çывăх! Ан хăра! Никама та ан шелле. Сан аллунта пысăк вăй!..»
— Пĕтни лайăх! — терĕ Валентин Владимирови дневникне ывăтса ярасшăн пулса.
— Пăрахма юрамасть, — терĕ Светлов. — Докмент, хаклă документ. Акă мĕнле çынсене яраççĕ Марс çине капиталистсем. Ман шухăшпа, Чолон нимле ученăй та мар.
— Тĕрĕс, ученăй марри паллă, — килĕшрĕ биолог. — Разведкă агенчĕ пулмалла... Çухалнă ученăйсене чун-чĕререн шел.
Чолона пытарнă тĕлте купаланă тăпра çине Светловпа Валентин Владимирович алмаз сапрĕç. Ан тив, уншăн палăк пултăр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...