Симĕс ылтăн :: V пай
Вăрçăри салтакăн та телейлĕ сехет пулать пулсан (ăна чăнах телейлĕ теме юрасан), вăл — çыру илнĕ сехет. Тăван-хурăнташран, юратнă юлташран е чун савнирен çыру илнĕ вăхăтра салтак хăй ăçтине, камне манать: вăл ĕнтĕ юнлă вăрçă хирĕнче мар, пĕтĕм чун хавалĕпе, шухăшĕ-ĕмĕчĕпе хăйĕн çывăх çынĕсемпе пĕрле; вăл ĕнтĕ çапăçусенче хытнă чĕреллĕ салтак мар, каллех вăрçăчченхи çепĕç чĕреллĕ те мирлĕ çын. Мĕн тери савăк-çке палланă алăпа çырнă хут таткине тăранайми çине-çинех вулама! Ах, мĕншĕн çав çырусене инçетри лăпкă ялсенчен, хуласенчен ытла сайра хутра та ытла кĕске çыраççĕ-ши? Мĕншĕн салтакăн виçесĕр тунсăхне туймаççĕ!
Актаев ялтан тухса кайнăранпа ашшĕнчен мĕнпурĕ те икĕ пĕчĕк çыру çеç илнĕччĕ. Тата — чи хакли! — Нинăран открытка пурччĕ. Хĕр ял хыпарĕсемсĕр, «хĕвел пек хĕрӳллĕ салам» тенисĕр пуçне нимĕн те çырманччĕ. Чăваш хĕрĕ темерĕн-и? Асту, çыру вĕççĕн чĕрине уçса парĕ-ха сана! Анчах çав çырусем те, нумай тытса вуланипе, кĕсъере чиксе çӳренипе çĕтĕлсе пĕтнĕскерсем, Дон шывĕ урлă каçнă чух пĕтрĕç... Валентин киле те, Нина патне те темиçе çыру çырчĕ — тем пек кĕтсен те, ответ илеймерĕ. Çулĕ инçех мар темелле, çапах хурав иличчен ик-виçĕ уйăх иртет. Вут-çулăм витĕр выртать-çке салтак çырăвĕн çулĕ, пĕр çухрăмĕ те çĕр çухрăма çаврăнать.
Фронтра çыру илесси пит тĕлĕнмелле япалах мар тейĕпĕр, анчах вăрçă хирĕнче ăнсăртран хăвăн тантăшна е пĕлешне тĕл пуласси чăнах тĕлĕнмелле, пинре пĕрре пулакан япала. Актаева шăп çак «телей» килсе тухрĕ.
Çапăçусенче самаях арканнă дивизие канма, — çĕне вăй хушма эрнелĕхе малти линирен кăларчĕç. Актаевсен полке печĕк юханшыв хĕрринчи вĕт хавалăхра, такам хатĕрленĕ блиндажсемпе çĕрпӳртсенче вырнаçрĕ.
Шыва кĕрсе уçăлнă Валентин тарпа касăлнă гимнастеркипе шăлаварне, хĕвелпе шупкалнă пилоткине, çĕрĕше пуçланă пуртенккисене çуса çакрĕ те ача чухнехи пек çарран, çара пуçăн çерем çине тăсăлса выртрĕ, кĕр енне сулăннă хĕвел ашшипе хĕртĕнме пикенчĕ. Çак ырлăхран ытла урăх нимĕн те кирлĕ марччĕ халь ăна, çавăнпа вăл взвод командирĕ хăйне чĕннине илтсен, илтмĕш пулса, куçне хупрĕ.
— Эй, Актаев! Хамăр ял! Ăçта эсĕ? Сан патна земляку килчĕ...
Çывăранçи пулса выртакан сержант ялт сиксе тăчĕ.
Хаваслă Осокинпа юнашар çамрăк салтак кулкаласа тăрать. Унăн çипуçĕ вĕр-çĕнĕ те тап-таса. Кивĕ те вараланчăк тумлă ватă сержант çумĕнче вăл пĕр-пĕр плакат çинчи салтак пек туйăнать.
— Пополнени çитрĕ, Актаев! Кур, мĕнлерех тумланнă, мĕнлерех хĕçпăшалланнă вĕсем, пĕр сăмахпа каласан, хăват! Фриц чĕтресе тăтăр!.. Ну, эсир калаçăр, чăрмантарам мар сире, — тесе, Осокин аяккалла пăрăнчĕ.
— Валентин! Паллаймарăн-им? — терĕ чакăр куçлă, чĕкеç шатриллĕ салтак чăвашла. «Р» сасса вăл, пыр тĕпне хыртарса, «хр» тенĕ пекрех каларĕ.
— Варсун!.. Аюхин!..
Юман кĕрешĕ пек тĕреклĕ Актаев лутра салтака ыталаса çĕклерĕ те хăй тавра темиçе хут çавăрчĕ.
— Сана, мура, пин çын хушшинче палласа илме пулать: «р» сасса тĕнчере никам та сан пек хитре калаймасть. Мĕнле тупма пĕлтĕн?
— Мана сирĕн писарь тупма пулăшрĕ, бронебойщиксен ротинче пĕр чăваш пур, питĕ маттурскер терĕ. Командир вара тӳрех кунта илсе килчĕ, — вĕçĕ-хĕррисĕр «хăрлаттарса» каларĕ Варсун, çапах вăл чăвашла калаçни Актаева темле хитре музыкăран та хитререххĕн илтĕнчĕ.
— Ну, пирен ротăнах лекрĕн пулсан, пĕрле çапăçăпăр, сана хамăн иккĕмĕш номер тăвăп. Бронебойщнк-и эсĕ? Ăçта вĕрентĕн? Лар, каласа пар йĕркипе, ăçтан илсе килчĕç? Килтен тухни миçе уйăх? Ман ваттисем мĕнле унта?
— Тăхта-ха, эсĕ, сывлăш çавăрма пар...
Варсун хăмăт пек тăхăннă скаткине, вĕр-çĕнĕ автоматне, тулли кутамккине хывса хучĕ те çерем çине ура хуçса ларчĕ, кутăмкка анине салтнă май каларĕ:
— Бронебойщик эпĕ. Запаснойра виçе уйăх вĕрентрĕç те тӳрех кунта маршевăй ротăпа ăсатрĕç. Халĕ урăх ăçта ăсатчăр — пĕтĕм çар Сталинградалла куçать. Ну, хамăра ăсатасса пĕлсенех (салтак вăл ун пеккине малтанах пĕлсе тăрать) аннене систертĕм. Ху пĕлен, халĕ кам амăшĕ ывăлĕшĕн ан çунтăр! А ман анне вара хăй çунма кăна мар, ыттисене те çунтарса яма хатĕр маншăн.. Вокзалта икĕ талăк кĕтрĕм тет пирĕн эшелона... Пуйăс станцире нумаях тăмарĕ те, темех калаçаймарăмăр çав, ялйыш пирки нимех те ыйтса пĕлеймерĕм. Ак çак кучченеçсене тыттарса яма ĕлкĕрчĕ..
Варсун темиçе хут хаçатпа чĕркенĕ çыхă кăларса хучĕ: пĕр пысăк шăрттан, чăкăт; çавăнтах вĕсенчен пĕрер пĕчĕк катăк касса илсе, Актаева тыттарчĕ.
— Çисе пăх ман кучченеçе, Валентин. Чăвашсем мĕн авалтан салтака каякана чăкатпа шăрттан парса янă. Шăрттанĕ те, чăкăчĕ тĕ нихçан пăсăлас çук, лайăх тăварланă.
Актаев, Варсун амăшне мухта-мухта, кучченеç çиме пикенчĕ, çав хушăрах пăшăрханса ыйтрĕ.
— Табак парса ямарĕ-и? Туртассипе япăхрах кунта пирĕн, вырăсла каласан, уши пухнут без курева.
Аюхин, чеен кулкаласа, тулли пĕчĕк хутаç кăларса лартрĕ те ун анине васкамасăр салтрĕ.
— Акă, тăванăм! Килти, ампархыçтрест, первăй сорт!
Актаев вĕтĕ туранă табак тунипе çулçине курсан, савăннипе çавăнтах пĕр ывăç ывăçласа илчĕ, пуç пӳрне хулăнăш чикарккă чĕркерĕ.
— Эс мана запасри полксенчи пурнăç çинчен мар (ăна хам тӳссе ирттернĕ), эс мана ялти, килти çинчен ытларах каласа пар.
— Ытлашши мĕнех калам-ха? Эпĕ санран çулталăк çеç юлса пурăнтăм унта. Килтисем сан сывах. Ял хушши пушанса юлчĕ темелле. Вăйпитти арçын юлмарĕ, Каччăсем çукпа пĕрех, çук тесен те йăнăш мар. Халĕ çеç çĕрле амăшĕсĕр тула тухма хăракан йĕпе сăмсасем те хĕрсем патне чупма тытăнчĕç. Хĕр тесен вара — хăть пуслăхпа çыхсах турттар, вырсарни пасарĕнче никам хĕрĕх пус парас çук.
Варсун хĕрсем çинчен çаплах: калани Актаева килĕшмерĕ. Тӳррипе каласан, Валентин ăна вăрçăчченех юратман. Ун чухне Варсун ялти çамрăксем хушшинче нимĕнпе те палăрса тăмастчĕ: вăтам вĕренетчĕ, суйма юрататчĕ, комсомола кĕресшĕн марччĕ, çамрăксен вечерĕсене, спектакльсене, концертсене хутшăнмастчĕ. Ача чухне унăн пĕр тĕлентермĕш йăла пурччĕ: вал сакăр çула çитиччен амăш кăкăрне çисе ӳсрĕ, шкултан та «пысăк переменăра» чĕчĕ ĕмме киле чупатчĕ, тен, çавна пулах вăл хĕп-хĕрлĕ, тулли питлĕччĕ; каярахпа, вăйпа чĕчĕ пăрахтарсан, Варсун пӳрне ĕмме тытăнчĕ, çавăнпа унăн сылтăм аллинчи шĕвер пӳрни шап-шурă та çинçеччĕ, вăл ĕмĕрлĕхех çапла тăрса юлчĕ.
— Эс мана хамăрпа пĕрле вĕреннĕ хĕр-тантăшсем çинчен кала, — чăтăмсăррăн пӳлчĕ Варсуна Актаев, юлташен аллисене сăнаса. «Леш пӳрни халĕ те ыттисенчен имшертерех, пăшал мĕнле пемелле унпа?» — пĕр самантлăха çеç вĕлтлетсе илчĕ йĕрĕнчĕклĕ шухăш ун пуçенче, хăй çапах юлташĕ мĕн каласса пăлханса кĕтрĕ...
— Хĕр-тантăшсем-и? — Варсун, чакар куçне хĕссе, чеен кулчĕ. — Эсĕ кам пирки... Нина Атласкина пирки ыйтатăн-и?
Валентин хăйĕн пичĕ пĕçерсе, хĕрелсе кайнине сисрĕ те хаяр табак тетĕмĕпе чыхăнса ӳсĕренçи пулчĕ.
— Ну, ун çинчен пултăр хăть, вăл та хамăр тантăшах...
— Тӳррипе каласан, Валентин, эпĕ ăна курсах кайман. Вăйăсене тухсах çӳреместчĕ, пĕрмай ĕçлетчĕ вăл. Сана ăсатнă хыççăн кăштах Аристархпа çӳрерĕ пулмалла. Мĕн тăвăн, ăс вылянă, юн вĕренĕ вăхăт. Хĕр чухне хĕрех, теççĕ. Кашни килĕ хăйĕн кисĕпне шырать...
Актаев тӳссе лараймарĕ, юлташне хăвăрт пӳлчĕ.
— Çапах та... циник эсĕ, Варсун, хамăр тус-тантăшăмăр пирки çапла ним вăтанмасăр, намăссăр калаçатăн!
Варсун кăштах именнĕ пек пулчĕ.
— Мана мĕн? Ик айкки те тăвайкки. Тӳррипе каласан, эпĕ хам курман, çынсем пупленине çеç каларăм, — тере вăл, чĕкеç шатриллĕ питне тĕтĕмпе хупласа. — Эсĕ Нина патне çыру яни çинчен те калаçкалатчĕç хĕрсем, вĕсенчен нимĕн те пытараймăн.. Аристарх та çыркалать ун патне, кăна вара хам точнă пĕлетĕп. Вăл эсир кайсан тепĕр уйăхран хăй ирĕкĕпе тухса кайрĕ, тӳрех фронта лекнĕ, халĕ ун медаль те пур теççĕ.
Актаев, малтан хăй Варсуна курнăшăн питĕ савăннăччĕ пулин те, халĕ калама çук кӳренчĕ. Çапах ку кӳренӳ çеçки кăна пулнă-мĕн, çырли каярах пиçе пуçларĕ... Мĕнле пулсан та, пушă вăхăтра Валентин Варсунпа чăвашла калаçса, ялйыша, ĕлĕкрех пулни-иртнисене аса илсе йăпанма тăрăшрĕ. Аюхин тата ăна, хăй пĕлмесĕрех, акă мĕнпе савăнтарчĕ: амăшĕ ăна табак туртма пилĕк-ултă номер «Чăваш коммуни» хаçат парса янă-мĕн. Хаçачĕсем çĕнех марччĕ ĕнтĕ, пĕр эрне каялла тухнăскерсемччĕ, анчах тахçантанпа алла чăваш хаçачĕ тытса курман Актаевшăн вĕсем чăн-чăн хаклă парне пулчĕç. Вăл Варсуна табак туртма урăх хут тупса пачĕ те «Чăваш коммуни» номерĕсене йăлтах пуçтарса илчĕ, вĕсене çине-çинех вуларĕ, чăвашла пĕлмен юлташĕсене вырăсла куçарса ăнлантарчĕ.
— Республикăра халĕ авăн çапаççĕ иккен, кĕрхи тырăсене акса пĕтернĕ, пĕтĕм чăваш халăхĕ государствăна тырă ытларах пама, фронтри ывăлĕсене пулăшма тăрăшать, — терĕ Актаев пĕррехинче.
— А-а, хаçатра мĕн çырнине йăлтах ĕненес пулсан, — аллине сулса каларĕ Варсун. — «Пулăшаççĕ... тăрăшаççĕ...» А эпĕ, сăмахран, килтен тухнăранпа та тăраниччен çисе курман.
Сержант куç харшисене хаяррăн пĕрчĕ.
— Эсĕ, Аюхин, циник çеç мар, скептик та иккен, пурне те ху пекех шанчăксăр тетĕн пулас, никама та ĕненесшĕн мар. Пурте суеçĕ, пĕр эсĕ çеç тĕрĕс çын. Пĕтĕм рота ылмашшăн утать, пĕр эсĕ кăна хăвна ху харăссăн утатăн пулать?.. Ак кунта хамăр ентеш Федот Орлов летчик çинчен çырнă. Кур, епле «маттур сăнлă вăл. Вăл çак вăрçăра Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнĕ пĕрремĕш чăваш. Çакна та ĕненместĕн-и? Ак кунта вĕсен ялĕсем Герой патне янă çырăва пичетленĕ: Кĕçĕн Ямаш колхозникĕсем ыраша вунвиçĕ кунта вырса пĕтерес вырăнне тăхăр кунта пĕтернĕ, гектартан вунпилĕк центнер тырă илнĕ, фронтовиксене тата лайăхрах çапăçма хушаççĕ...
Варсуна лайăх мар пулчĕ пулас.
— Мĕнле эсĕ мана тапăнтăн? Эпĕ фашист мар вĕт? — терĕ вăл тарăхса. — Эпĕ те фронта каймасăр юласшăн пулман вĕт. Сывлăхăма пула çеç мана сирĕнпе пĕр вăхăтра илмерĕç. Халĕ те эпĕ пĕтĕм чун хавалĕпе фронта туртăнатăп, йăлăхтарса çитерчĕ мана тылра, тĕрлĕ запаснойсенче тертленсе. Кунта хăть пире, гвардеецсене тăххăрмĕш нормăпа çитереççĕ...
— Эсĕ, Аюхин, тӳрех гвардеецла çиесси пирки ан калаç, малтан гвардеецла çапăçасси пирки шухăшла! — хăй сисмесĕрех кăшкăрса тăкрĕ Актаев. Юлташĕ хĕрелсе кайнине курсан, сержант сассине пусарчĕ, хăй тантăшне ятран мар, хушаматран чĕннине сисрĕ те (кăшт йăвашланчĕ. — Нервăсем ман, тăванăм Варсун, каçар мана... Сана ак çак çывăра вулаттарасшăн эпĕ, вуламан пуль-ха эс: акă, икçĕр аллă ултă чăваш салтакĕ, командирсемпе политработниксем алă пуснă. «Тăшмана хамăр земляк Чапаев пек аркатса пырар!» — тесе тупа тăваççĕ вĕсем тăван халăх умĕнче.
— Вуланă эпĕ ăна, тахçанах вуланă. Унта чăваш нумайччĕ...
— Ман акă мĕн пĕлес килет, Варсун: алă пуснă гвардеецсем хушшинче «хĕрлĕ армеец-пулеметчик А. Савиров» тени пур. Е ку ахаль пĕр евĕрлĕ хушамат çеç-ши, е хамăр Аристархах-ши?
— Аристархах, — кăмăлсăртараххăн пĕлтерчĕ Аюхин. — Çавă ялан: шкулта та, колхозра та ыттисенчен мĕнпе те пулин маларах тухма тăрăшатчĕ, чапшăн çунатчĕ.
— Ан кĕвĕç, Варсун. Вăл, чăн та, пуринчен малта пыратчĕ, ăна тунаймăн.
— Ман мĕн кĕвĕçмелли, эс ху ан кĕвĕç...
Актаев хăйне мĕн пирки тĕртсе каланине ăнланчĕ те шăлне çыртрĕ, унтан сасартăк хастарланса каларĕ:
— Апла пулсан, эпĕ ку çыру çине ним иккĕленмесĕр икçĕр аллă çиччĕмĕш алă пусатăп!
Вăл лӳчĕркеннĕ хаçата автомат приклачĕ çине саркаласа хучĕ те химически кăранташпа «257-мĕш — гварди сержанчĕ бронебойщик В. Актаев» тесе çырчĕ.
— Асту, халь ĕнтĕ эсĕ пĕтĕм халăх умĕнче тупа турăн, ху сăмахна тӳрре кăлар, — терĕ шӳтлесе Аюхин.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...