Симĕс ылтăн :: XIV пай +
Актаевшăн лара-тăра пĕлми ĕçлес вăхăт пуçланчĕ. Кăнтăрла çитиччен вăл хăмлаçăсемпе пĕрле плантацире тăрмашать, каçчен вара тимĕрç лаççинче шпалер кармалли çекĕлсем тăвать. Килне хытă ĕшенсе таврăнать те çинĕ-çимен выртать, вилнĕ пек çывăрса каять теплерен кăна тĕлĕкĕнче тем аташать, вупăр пуснă евĕр, тытăнчăклă сасăпа кăшкăрса, ыйхăсăр амăшĕн сехрине хăпартать. Ирхине илĕм-тилĕмпех ĕçе тухса каять. Çак хушăра вăл плантаци вырăнĕсене тасатрĕ, пĕлтĕрхи хăмла авринен çумкурăксене пухса çунтарчĕ, ретсем хушшисене нӳрĕк тытса юлма умлă-хыçлă кăкарнă икшер сӳрепе сӳрелерĕ, тислĕкпе фосфорит çăнăхĕн хутăшне сапрĕ, çĕнĕ тымарсем лартма шăтăксем чаврĕ... Бригадăри çынсемпе пĕрле кашни ĕçе хăй хутшăнчĕ, хăй кăтартса пычĕ. Ăна хăйĕн юратнă ĕçне, тăван колхоз ĕçне туни, ашшĕн ĕçне малалла яма пикенни хавхалантарчĕ, çапах та вăл чун канăçне, киленĕçне-савăнăçне туллин туяймарĕ-ха. Пурнăçра хăйĕн телейне тупайманни, ĕмĕтне çитерейменни, вараланнă ятне çĕклейменни хытă пăшăрхатарчĕ ăна.
Варсуна яла таврăннăранпа та тĕл пулаймарĕ вăл.
— Вăт тамаша: ялти çынна икĕ эрне хушши ниçта та тĕл пулаймастăп, — текелерĕ Кузнецов умĕнче.
— Ăна Аристарх Михалч Горький хулине пралук, пăта тупса килме янă, — пĕлтерчĕ тимĕрç, хура куç харшисене пĕрсе. — Вăхăт мĕн чухлĕ иртрĕ, кунта ĕç çунать, анчах пирĕн чаплă снабженец çаплах çук. Санран тарса çӳремест пуль-çке вăл? — куçне хĕссе, чеен ыйтрĕ тепĕр чух йĕплесе калаçма юратакан тимĕрç.
— Таврăнать. Хăмла аври тем чул явăнсан та, шалчи вĕçне çитсе тухатех, вара усăнать, — терĕ Валентин ытарлăн...
Нинăна унăн плантацийĕнче тĕл пулчĕ вăл. Шупашкартан, республикăри хăмлаçăсен семинарĕнчен, таврăннă Атласкина хăй звенинче ĕçлекенсене паллă хăмлаçăсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартатчĕ, çынсем вăхăтлăха канма ларнăччĕ. Валентин вĕсем хушшине шăппăн пырса ларчĕ те хĕре тимлесе итлеме, ытарайми сăнама тытăнчĕ. Анчах, вăл пырсан, Нина чипер калаçнă çĕртенех такăна пуçларĕ, вара сăмахне вĕçне çитермесĕрех вĕçлерĕ. Валентина таврăннăранпа та курман хĕрарăмсемпе хĕрсем пĕрин хыççăн тепри пыра-пыра алă пачĕç. Пуринчен кайран Нина çывхарчĕ.
Вăл ыттисенчен уйрăмрах, «майралла» тумланнă: сăран атăпа, хура пустав пиншакпа, юбкăпа, пуçĕнче тутăр мар, хĕрле берет, унăн тĕсĕ хĕрĕн питне пушшех илем кӳнĕн курăнать. Тен, çипуçĕ ытла чаплах мар пуль те, çапах, ятне çĕленĕскер, йăрăс пĕве çăт тытать, хитре кăтартать. Нина сăнĕ-пуçĕпе, пĕвĕ-сийĕпе те хитре, кĕрнеклĕ, типтерлĕ. Çураçнă хĕре япăх çӳреме юрамасть...
Савнине питĕ çывăхран, хире-хирĕçех курсан, унăн кулса тăракан ăшă кăвак куçĕсемпе тĕл пулсан, Валентин хăйĕн ăшĕнче питĕ пысăк, ырă туйăм — çепĕç хурлăхпа виçесĕр савăнăç капланса çĕкленнине сисрĕ. Тен, хăй халиччен çак хĕршĕн мĕн тӳссе ирттерни, мĕн шухăшлани, ăна мĕнле туйăмпа юратни çак телейлĕ самантра чĕрене йăлтах пĕр харăс килсе тулчĕ пуль? Нумай вăхăт хушши ăмăр, тĕксĕм çанталăк тăнă хыççăн сасартăк хура пĕлĕтсем хушшинчен сар хĕвел çутатса янăн туйăнчĕ ăна Нинăн йăлтăрти кулли. Каччă хĕрĕн йĕрĕлче пек чипер тути çурхи çилпе кушăрханине, куçĕ айĕнче чĕкеç шатрисем кăштах палăрнине, янахĕнчи путăкне курчĕ те таврара мĕн пуррине манса кайрĕ. Сакăр çул асапланса та ĕмĕтленсе кĕтнĕччĕ вăл çак саманта!..
— Киле таврăннă ятпа, Валентин! Миçе çул кĕттертĕн...
Алли те кушăрханă иккен, тăпрапа хуралнă, çапах тĕнчери чи çемçе, чи хитре алă...
— Каçар, Нина, çапла килсе тухрĕ мăн тĕле, — терĕ Валентин, савăнăç куççульне çăтса. Урăх вăл нимех те калаймарĕ — хĕр хăйĕн юлташĕсем патнелле çаврăнса утрĕ.
Савăнăçпа çунатланнă каччăн çакăнтан, савнийĕ çывăхĕнчен, каяс килмерĕ. Вăл хăй кунта мĕншĕн килине аса илчĕ те ĕçлекенсем патне пычĕ — вĕсем хăмла маткин ытлашши хунавĕсене касаççĕ. Валентин темиçе хĕрарăма ытлашши хунавсене мĕнле касмаллине, хатер маткана мĕнле тĕрĕс вырнаçтармаллине кăтартрĕ, вара, черечĕпе, пĕрле ĕçлекен Нинăпа Кузнецов арăмĕ Наçтук патне пычĕ, вĕсем мĕнле ĕçленине пăхса тăчĕ. Наçтук хăмла тымарне пуртăпа чавса кăларать, Нина тĕп тымара ытлашши хунавĕсенчен касса татать те шăтăка лартать.
Унăн аллисем вăр-вар хускалаççĕ, сылтăм аллинчи кукăр çĕçĕ выляса кăна тăрать.
— Эсир хăмла маткине мĕнле мелпе касатăр? — сасартăк ыйтрĕ Валентин.
Кукленсе ĕçлекен хĕр, ун еннелле пуçне çавăрса, ăшă кăвак куçне чарса, тĕлĕннĕ пекрех ыйтрĕ:
— Мĕнле «мĕнле мелпе»? Çаплах. Матка çумĕнчи чи вăйлă хунавне икĕ куç хăварса касатпăр, ытти хунавĕсене — куçсăр хăварса. Пире çапла вĕрентнĕ.
— Кам вĕрентнĕ? — кулса ыйтрĕ каччă.
— Аюхин. Вăл пирĕн асли шутланать, ятарласа курс пĕтерчĕ...
— Япăх пĕтернĕ вăл сирĕн... Пур хăмла маткине те апла касма юрамасть. Акă ку сирĕн икĕ çулхи кăк тетĕр-и? Апла пулсан, унăн çĕр айĕнчи вăйлă пĕр хунавне икĕ мăшăр куç хăварса касмалла. Çапла тума хушать çĕнĕ наука... Варсун мар, — терĕ Актаев, хăй ытлашширех каланине сисмесĕр.
Нина хĕрелсе кайрĕ, пуçне чиксе, каснă маткăна шăтăка лартрĕ, кăпкалатнă тăпрапа витсе хучĕ.
— Миçе сантиметр хулăнăш тăпра витетĕр? — каллех ыйтрĕ Актаев. Ĕçе профессионалла пĕлсе юратни çĕклентерсе ячĕ ун чĕрине.
— Вунă сантиметр, — пуçне çĕклемесĕр каларĕ хĕр. Каччă çавăнтах унпа юнашар кукленсе ларчĕ: — Каçарăр мана, — терĕ те Нина, лартнă кăка каялла кăларчĕ, унтан каллех ăна, хăй пĕлнĕ пек вырнаçтарса, тăпрапа витрĕ.
— Пирĕн участокра вунă сантиметр хулăнăш витсен те юрать, мĕншĕн тесен унта хăйăрлă тăпра. Сирĕн кунта — тăмлă тăпра. Çавăнпа пилĕк-ултă сантиметр çеç витĕр. Ак çапла.
— Ĕмĕр вĕрен — ухмаххăн вилен тесе ахаль каламан çав. Кам вĕрентет тетĕн пире? Аçу вилнĕренпе ялта пĕр ăста юлмарĕ. Халь ĕнтĕ эсĕ ун вырăнне килтĕн, — сăмах хушрĕ чĕмсĕр Наçтук. Валентин калаçнине вал савăнсах итлерĕ.
Валентинăн тем пекех хăйĕн чĕрери чи хакăл шухăш-туйăмне уçса парасчĕ, анчах вăл çакăнта, хăмла пахчинче, хăй хăмла ĕрчетес енĕпе çеç вăйлине сисет те ирĕмсĕрех çак ĕç пирки калаçать; ăна Наçтукпа Нина хисеплесе итлени те калаçма хавхалантарать. Вăл пĕрмай пĕр япала çинчен калаçни хĕре йăлăхтарса çитерме пултарасса та сисмест.
— Халĕ пирĕн кунта ретри хăмла пĕртен-пĕр çӳлелле кăна явăнса ӳсет, капла плантаци валли çĕр нумай кирлĕ. Вăхăт çитĕ — эпир пĕр ретри хăмлана çӳлелле кăна мар, икĕ еннелли тĕревсем çине те карса ярăпăр, вара çĕрĕ те, ĕçлекенсем те сахалтарах кирлĕ пулаççĕ, хăмла тухăçлăхĕ те ӳсет. Европăра тахçанах çапла тăваççĕ ĕнтĕ... Эпĕ Германире, Чехословакире курнă...
Хĕрсе калаçакан Актаев сасартăк шăпланчĕ. Хăмла пахчине Аристарх Савиров килсе кĕчĕ, çынсем патĕнче чарăнса тăмасăр, тӳрех Актаевпа Нина, Наçтук ушкăнĕ еннелле утрĕ. Валентинăн савăнăçĕ çавăнтах лап сӳнчĕ. Савиров яштак пӳне салтак пек тӳрĕ тытса, çăмăллăн утса килет. Сарă симĕс шинельпе, чалăш лартнă карттуспа, çутă хром атăпа; аттине варалас мар тесе, типĕрех çĕрпе утма тăрăшать, çапкаланакан планшетне хăрах аллипе тытса пырать. Вăл, аякранах Нинăна хирĕç ялкăшса-кулса килекенскер, çитнĕ-çитменех:
— Здравия желаю! Ну, ĕçсем мĕнле пыраççĕ? — терĕ те, хăшĕ те пулин сăмах хушасса кĕтмесĕрех хушса хучĕ: — Савăнăç! Варсун станцие темиçе центнер пралук пуйăспа тиесе килнĕ. Халех икĕ лавпа станцие кайăр та çав груза турттарса килĕр. Бригадирсене сире лашасем пама каларăм. Хăвăрпа пĕрле пĕр-икĕ грузчик илĕр.
Председатель командир хушнă пекрех каларĕ пулин те, савăнаçлă хыпар никама та кӳрентермерĕ: хăмлаçăсем вăл пралука тахçантанпах кĕтетчĕç...
Çур сехетрен Актаев пĕр лавпа, Нинăпа Наçтук тепĕр лавпа станцие тухса кайрĕç.
Çул çинче Валентин Нинăпа Аристарх хушшинчи çыхăнусем пирки шухăшласа пычĕ. Мĕнле ăнланмалла вĕсене? Иккĕшĕ те, нимĕн пулман пекех, пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçаççĕ, хире-хирĕç пăхса кулаççĕ... Апла туй хыпарĕ тĕрĕсех... Мĕнле ăнланмалла Нинăна? Тепĕр тесен, чунĕпе хĕрарăм мар-и вăл та? Кушак пек, ăçта ăшăрах — унталла туртăнать, кам ачашлать — унпа мăрлатать...
Вăрманти асран кайми вырăнта, сукмак мăн çул çине тухнă тĕлте, Валентин хайхи тункатана юриех тĕнĕл пуçĕпе çаклатрĕ — ырхан лаша тăпах чарăнса тăчĕ. Каччă ăна пĕр хушă хускатмарĕ, хыçалти лав хăваласа çитессе кĕтрĕ.
— Мĕн пулчĕ, Валентин? Кăнтăр çутинчех çул хĕрринчи тункатана асăрхамарăн-им, каччă? — шӳтлесе кăшкăрчĕ Наçтук.
Тилхепе тытса пыракан Нина сас памарĕ. Мĕн шухăшларĕ-ши вăл, çав тункатана курсан? Аса илчĕ-ши хуть сакăр сул каялла савнине вăрçа ăсатнă чух çакăнта уйрăлнине?..
Актаев çĕрĕшнĕ тункатана тĕнĕл пуçĕпе хытă шăйăрса, чĕрпĕклентерсе хăварчĕ.
Станцие çывхарнăçемĕн ун чĕрине тепĕр шеллевсĕр шухăш чăрмалама, çунтарма тытăнчĕ: мĕнле тĕл пулĕç Варсунпа иккĕшĕ, Сталинград салтакĕсем?.. Мĕн кӳрĕ Актаева виççĕмĕш тĕлпулу?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...