Симĕс ылтăн :: XVII пай
Хăмла пахчисенче юпа шăтăкĕсем алтма Нина Атласкина ялти комсомолецсене пурне те кăларчĕ, шкул директорĕпе калаçса татăлса, ку ĕçе аслă классенче вĕ-ренекен ачасене те явăçтарчĕ. Шкул ачисем хушшинче уйрăмах унăн вунçичĕ çулхи шăллĕ Толик хăй ĕçченлĕхĕпе палăрчĕ. Вăл Актаев çумне кăвапипе çыхăннă пекех çыхăнчĕ, пĕрмай ун пахчинче ĕçлерĕ. Валентина вăл вăрçăччен, лешĕ Нина патне улаха çӳренĕ чухне, хăнăхса çитнĕ. Ăна Валентин хăй вуланă кĕнекесем, тĕлĕнмелле исторсем каласа пани, унтан та ытларах баян ăста калани килĕшнĕ; ача хăй те Валентин пек нумай вуласа пĕлме, ăста купăсçă пулма ĕмĕтленнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вăл Валентин хыпарсăр çухалнине пĕлсен, хытă хурланнă, аппăшĕ макăрнине курсан, унăн та чунĕ кутнĕ.
Халĕ Валентин сывах таврăннăшăн Толик аппăшĕпе пĕрле савăнать. Анчах Актаев фащистсен тыткăнĕнче пулни çамрăк чуна пăшăрхантарать. Чĕринче пурпĕрех Актаева юратать вăл. Кузнецов та, шкул директорĕ те Актаевпа лайăх калаçаççĕ, час-часах вĕсене виççĕшне пĕрле курма пулать, апла пулсан, аслисем хисеплеççĕ Валентина. Толик тыткăнра пулнă совет салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен нумай вуланă. Сăмахран, Брест паттăрĕсем çинчен. Унти салтаксем пурте чăн-чăн геройсем пулнă. Актаев та çавсем пекех пулнăн туйăнать Толика. Вăл кун çинчен Валентинран хăйĕнчен ыйтса пĕлесшĕн те — вăтаннипе ыйтма хăяймасть. Пĕррехинче аппăшĕ килтисене Валентин тыткăна мĕнле лекни çинчен каласа пачĕ (Нина ун çинчен чи шанчăклă çынсенчен — Валентин амăшĕнчен, Урхи мучирен, Кузнецовран илтнĕ-мĕн). Çавăн хыççăн Толик Актаева пушшех юрата пуçларĕ. Валентин ун умне Брест паттăрĕ пекех тухса тăчĕ...
Хăмла пахчисенче тĕрев юписем лартма, пралук карма пур пек вăйпитти арçынсем, çуракинче пулманнисем, йăлтах тухрĕç, вĕсемпе пĕрлех аслă классенче вĕренекен çамрăксем те ĕçлерĕç. Толик вара пĕр ĕçрен те юлмарĕ. Пĕтнĕ кăксем вырăнне çĕннисене лартас ĕçе те хутшăнчĕ вăл. Пурне те пĕлме юратаканскер, кашни ĕçех мĕнле тумаллине хăнăхрĕ. Актаев ăна савăнсах вĕрентрĕ.
— Калăр-ха, Валентин Петрович, хăмлана пур çĕрте те çапла, алăпах лартаççĕ-и, ытла та час пулмасть-çке капла? — ыйтрĕ вăл пĕррехинче. Ытти çамрăксем те çавнах пĕлесшĕн пулчĕç.
— Халлĕхе пирĕн çĕршывра пур çĕрте те алăпах лартаççĕ пулас-ха, çавăнпа хăмла ĕçĕ питĕ кăткăс ĕç, хакла ларать. Анчах Европăра хăмла лартмалли машинăсем пур ĕнтĕ, — терĕ Актаев.
— Эсир курнă-и ун пек машинăсене?
— Курмасăр! Германире, Чехословакире хăмла ĕçне йăлтах механизациленĕ. Унта, уйрăмах Богемире, Баварире, хăмлине те пирĕн пек мар, нумай туса илеççĕ, плантацисенче те сахаллăн ĕçлеççĕ, çын нумай кирлĕ мар. Пирĕн апла тума техника çитмест, вăрçă юхăнтарчĕ пире. Вăхăт çитĕ — пирĕн те пулĕ вăл, — хавхаланса каларĕ Актаев. — Эпĕ хамăрăн та хăмла лартакан машина çеç мар, хăмла татакан комбайн та пуласса шанатăп.
— Ну, каларĕ те кăна! — тĕртсе илчĕ хĕрлĕ çӳçлĕ самăр çамрăк. — Хăмлана алăпа та асăрханса татмалла та, машинăпа — мĕнле? Йăлтах чăмласа, тĕпретсе тăкăть вĕт вăл? Хăмла ача пек ачаш, теççĕ, çемçе алла пăхать. Актаев хăй тĕллĕн кулса илчĕ.
— А вăт эпĕ çав комбайна шутласа кăларакан çыннине лайăх пĕлетĕп, унпа, ак санпа калаçнă пек, куçа-куçăн тăрса калаçнă. Туслă та пулнă тес пулать... Тӳр-рипе калас-тăк, комбайнĕ хальлĕхе хут çинче кăна-ха, чертежсем çинче.
— Хут чăтать, тем çырсан та.
— Тем çырсан та мар, чăн пулмалли япала ку! Вăрçă тухни çеç çав комбайна ĕçе яма чăрмантарнă...
— Ăна шутласа кăларакан çынни мĕнлескер вара вăл, нимĕç-и, пĕр-пĕр фриц-и?
Актаев куç харшисене пĕрсе илчĕ.
— Çавăн ятлăрах, анчах нимĕç мар: Фритц Франтишек, чех çынни.
— А-а, — терĕ хĕрлĕ çӳçлĕ çамрăк, айккинелле пăрăнса.
«Сăнĕпе вăл Паххунккă Куçмине аса илтерет, çавăн ывăлĕ пулас, — тавçăрса илчĕ. Актаев. — Ĕçлеме тесен — ытлах мар, чĕлхепе кастарма маттур вара».
— Хăмлине нумай туса илеççĕ-и вĕсем, чехсем? — каллех ыйтрĕ Толик. Сăнĕпе вăл аппăшĕ евĕрлех: пысăк кăвак куçлă, путăк янахлă. Валентин ун çине кăмăллăн пăхса илчĕ.
Хальлĕхе вĕсем хăмла тĕлĕшпе пĕтĕм тĕнчипе те пуринчен малта. Халиччен эпир хамăр та хăмла вĕсенчен илсе тăнă.
— А-а, — мăкăртатрĕ Паххунккă ывăлĕ — нимĕн те çук пирĕн хамăрăн. Хаçатсенче кăна мухтаса çыраççĕ. Хут чăтать.
Актаев ун сăмахĕсене илтеймерĕ, часах ку калаçăва манса та кайрĕ, анчах кайран ăна ирĕксĕрех аса илме тиврĕ.
Çĕнтерӳ кунне уявласси ялта йăлана кĕнĕ. «Клуба пыр, кĕçĕр унта хаваслă пулать», — терĕ Кузнецов Валентина тимĕрç лаççинче. Каччă каясшăнах марччĕ: çи-пуçĕ те япăх, ĕçре те хытă ĕшеннĕ, çапах уяв каçхине килте ларма чунĕ чăтмарĕ. Вăл вăрçăчченхи костюмне тытса пăхрĕ — тăвăр, кĕскелсе юлнă. Вара кивĕ гимнастерка вĕççĕнех тухса утрĕ. «Сакăр çул каялла эпĕ çав клубра купăс каласа çынсене савăнтарнă, ташлаттарнă, юрлаттарнă. Мĕнлерех-ши халь унта? Кам купăсĕ янăрать-ши? Кам ташлать-юрлать-ши? Манăн ташлассăм иртрĕ пулас, — шухăшларĕ вăл, аякранах аккордеон сасси илтсе. — Аккордеон йăлана кĕчĕ, купăс-баяна мана пуçларĕç. Çавнашкалах эпир хамăр та «модăран тухрăмăр-ши?»
Клуб умĕнче те, шалта та çамрăксем, ача-пăча йышлă, çитĕнсе çитнисем пăч-пач кăна курăнкалаççĕ. Иртерех-ха, ĕç хыççăн апатланаççĕ пуль... Клубра, чи курăнмалли вырăнта, пысăк стенд: «Хамăр ялсем — вăрçă паттăрĕсем». Ну, паллах, Аристарх Савировпа Федор Иванч сăнĕсем чи варринче, чи пысăккисем. Варсун сăнĕ те пĕчĕкех мар. Çапăçура паттăррăн вилнисен сăнĕсем те юнашарах. Валентин сăнĕ чĕррисем хушшинче те, вилнисем хушшинче те çук. «Пачах салтак шутĕнче мар иккен эпĕ, — кӳренсе шухăшларĕ вăл; анчах куншăн кам айăплă-ха? Пурте паттăр çапăçнă...»
Чаплă пухăва колхоз парторгĕ Кузнецов уçрĕ. Вăл кĕçĕр кительпе, пĕтĕм наградисене çакса тухнă. Унпа юнашар, президиумра, Аристарх савăнăçлă çуткам сăнĕпе кăкăр тулли медалĕсемпе ялкăшса ларать; темшĕн вăл кĕçĕр лейтенант пакунĕсене те тăхăннă.
Хĕрлĕ пустав сарнă сĕтел хушшинче колхозри паллă çынсем лараççĕ, вĕсенчен чылайашĕ çар тумĕпе, наградăсемпе. Нина Атласкина та президиумра, Аристархпа çума-çумăн вырнаçнă. Кăвак чечеклĕ шура пурçăн тутăр çыхнăскер, вăл хăй те çурхи чечек тĕслех курăнать.
Çынсене вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн медальсем параççĕ иккен. Награда илнисене райкомран килнĕ çын алă тытса саламлать, ĕçре тата пысăкрах çитĕнӳсем тума ырă сунать... Тивĕçлисем хушшинче Нина Атласкина та пур. Валентин уншăн савăнчĕ. Анчах çак вăхăтрах унăн хăй çак уява килсе кĕнĕшĕн ӳкĕнмелле, вăтанмалла пулчĕ.
Наградăланисен списокне кăшкăрса вулакан Савиров унăн амăшĕн ятне асăнчĕ. Никам та хирĕç сасă паман пирки Наталия Семеновна Актаевăна тепĕр хут чĕнчĕ вăл. Çакă вара Савиров юриех, ĕçчен карчăкăн телейсĕр ывăлне намăслантарасшăн пулнă евĕр туйăнчĕ Валентина (пĕр кӳтсе çитнĕ чуна кӳрентерме нумаях кирлĕ мар-çке). Вăл хăйĕн тĕттĕм кĕтесĕнче сас кăлармасăр ларчĕ...
Пуху хыççăн пĕчĕк концерт пулчĕ. Валентин пĕр минутлăха кăна — Толик Атласкин аккордеон каланă чух чунĕпе киленчĕ. Ăста пултарать ача! Çул çеммине вăл шăпах тахçан Валентин каланă пек кăларать, астуса юлнă иккен... Аккордеонĕ унăн хăйĕн мар, ăна Аристарх вăхăтлăха панă. «Пулас йыснăшĕ», — хăй ăшĕнче вĕчĕрхенсе шухăшларĕ Актаев.
Ташă пуçлансанах ун патне Толик аккордеон çĕклесе пычĕ.
— Шăрантарăр-ха пĕрре, Валентин Петрович.
— Аккордеон калама пĕлместĕп, пӳрнесем те тахçанах хытнă, — сиввĕнрех тавăрчĕ Актаев. Чăннипе, вăл калама пултаратчĕ, анчах кĕçĕрхи уявра çакăнта купăсçă пулни хăйне килĕшмĕ терĕ, кунта ташлакансене пăхса ларни те килĕшмĕ терĕ те клубран шăппăн тухрĕ, юнашарах лавккара çутă пуррине курсан, унта пирус туянма кĕчĕ.
Лавккара темиçен харăс шавласа калаçатчĕç, ахăрса кулатчĕç — Актаев кĕрсен, сасартăк пурте шăпланчĕç. Чи малтанах вăл Аюхина курчĕ: Варсун. халь сăран тумпах, сулахай куçне марльăпа çыхнă, пит çăмартийĕ тăртаннă пулас. «Янахран çапрăм-çке эп ăна, куçран мар», — йĕрĕнсе шухăшларĕ Валентин, вара, ним пулман пекех, çынсен еннелле пуçне сĕлтсе илчĕ те продавецран пирус ыйтрĕ.
Варсуна хирĕç Савировпа Паххунккă Куçми тăраççĕ. Виççĕшĕ те самаях хĕрме ĕлкĕрнĕ. Тавар сĕтелĕ çинче ĕçсе ярайман çур литр кĕленчи, пушă стакан ларать.
Савиров çур стакан эрех тултарчĕ те Актаева сĕнчĕ.
— Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе, тантăшăм!
— Каçарăр, ĕçместĕп, юрамасть мана, — терĕ Актаев хуллен.
— Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе те юрамасть-и? Э? Мĕн эсĕ эпĕр çĕнтернĕшĕн савăнмастăн-и вара? Э? Совет çынниех пуль эсĕ? Э? — мĕкĕрекен сасăпа ыйтрĕ Паххунккă, хăй те упа евĕрлех курăнчĕ. Сухалне хырманран вăл миçерине те пĕлмелле мар — те хĕрĕх пиллĕксенче, те аллă пиллĕкех çитнĕ? Сăркавай пички пысăкăш хырăмне кивĕ шинель аран çеç хуплама çитнĕ, çиелтен ăна пушăт урхалăхпа туртса çыхнă, çăмламас мăк пуçĕ çинче салтак çĕлĕкĕ халь ӳкесле чалăш ларать. Ĕмĕрĕнче те аçлăка тар çапиччен ĕçлесе курман, хуралçăран ытла нимĕнле ĕçре те пултарайман çак этем тĕлĕнмелле нумай кӳпме пултарать; вăл нихçан та тăранаймасть тейĕн, çавăнпа ăиа ялйыш Пахмат, Паххун, Паххунккă т. ыт. çавнашкал илемсĕр ят панă. Ялта ăна ытларах «Паххунккă» теççĕ. Çыннин чăн хушамачĕ те пурах ĕнтĕ, çапах вăл çак суя хушаматпа çӳрет. Ĕçсе çиес енĕпе Паххунккă чăннипех тĕнчене тĕлĕнтерет. Вăл пĕр ярмаркăра — тавлашмалла — пĕрре ларса икĕ кило шушкă çисе яни çинчен каласа култараççĕ; тепрехине тата пĕр витре çĕр улми, пĕр çавра çăкăр харăс çисе янă пулать. Çак хăрушă кӳпен-хырăм карланкине пулах ашшĕн кил-çуртне аркатнă, пӳрт кăмакине пĕр кило пылла сутса янă, теççĕ. Паххунккă мĕн ĕлĕкренех колхозри пĕрремĕш мăн кахал шутланнă, халĕ те ыр çын шутне кĕмен. Ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине ятланă чух тӳрех Паххунккă çине кăтартать: «Паххунккă пек пулас килет-им сан?» — тесе хăратать.
Куçма çынсем хăйĕнчен йĕрĕннине, ютшăннине тахçанах хăнăхса çитнĕ, çавăнпа вăтанма-именме пăрахнă, намăс-симĕсе те маннă. Вăл колхозра сăр хурт хăраххи пулнине çынсем пурте пĕлсе çитнĕ, анчах, тĕлĕнмелле, çак пахмат халăх ĕнси çинче пурăннипе темшĕн килĕшнĕ; тарăхнă чух ятланă та ăна, майĕпен ун çинчен маннă, унпа аппаланмасăр та ĕç мăй таран тесе шутланă.
Çапла вара Паххунккă кунран-кунах этем сăнне çухатса пынă. Килйышĕ те, тус-йышĕ те çук унăн: пурăнасса та вăл, кăмакине сутса çисе янă хыççăн, кив мунчара пурăнать, конюхсен пӳртĕнче, фермăсенче, утарта — ăçта май килнĕ унта выртса тăрать. Çапла пурăнсах çак тарана çитрĕ вăл. Актаевсен ĕçчен те тирпейлĕ килйышĕнче, паллах, пĕри те çакнашкал мăн кахала хисеплеме пултарайман, анчах ăна тӳрлетесчĕ, çын тăвасчĕ тесе те тăрăшман; ку ĕçе усăсăр аппаланни вырăнне хунă...
— Пирĕн мĕншĕн ĕçес мар паян, э? — сĕмсĕррĕн мĕкĕрчĕ Паххунккă, каччă çинелле эрех шăршипе сывласа. — Çĕнтерӳ кунĕ паян. Ак çĕнтерӳçĕсем тăраççĕ, пирĕн геройсем! Ак Савиров! Ак Аюхин!.. Эп хам фронтра пулман, конешнă, эп салтака юрăхсăр. Мана ура тупанĕ хăма пек тӳрĕ тесе илмерĕç салтака. Вара ман хамăрăн çĕнтерӳçĕсен ячĕпе ĕçмелле марччĕ-и? Э? Пурпĕрех, ĕçмесен те ĕçнĕ теççĕ мана. Кураймасăр калаççĕ... Паян эпĕ ĕне ферми тавра карта юсарăм. Мана карта çунтарса янă тесе айăпларĕç... Çавнашкалах мана утар картине çунтарса янă тесе айăпларĕç. Ăна сан мучу, Урхи утарçă, çапла ят кăларчĕ. Э?
— Мучишĕн эпĕ калаймăп, эс унпа хăйпе калаç, — терĕ те Актаев пирус кăларчĕ, ăна хăйĕн пĕртен-пĕр трофейĕпе — нимĕç зажигалкипе чĕртрĕ, Савиров та пирус кăларнине курсан, ăна та вут сĕнчĕ.
Аристарх пирус чĕртрĕ те йăлтăрти зажигалкăналампа çутине тытса пăхрĕ.
— «Золингеп». Ман аккордеон çине те çапла çырнă, унпа юнашарах «Хохнер» тесе çырни пур, — терĕ вăл ним тĕлсĕрех, анчах ун сăмахĕсемпе Варсун усă курчĕ.
— Тавай эс, Аристарх Михалч, чăвашлах калаç, кунта нимĕç тавраш çук. Ĕçер хамăр çĕнтерӳ ячĕпе! — терĕ вăл, юлашки сăмахĕсене уйрăмах хытă саспа палăртса.
«Нимĕç тавраш» тени те, «хамăр çĕнтерӳ» тени те Валентина хăй пирки тĕртсе каланăн туйăнчĕ.
— Паян эпир, салтаксем — пурте çĕнтерӳçĕсем, — Варсун сăмахне çемçетме тăрăшса каларĕ Аристарх, анчах Актаев ун сăмахне ĕненесшĕн пулмарĕ, хăй ку ушкăнра ытлашши иккенне туйса, пĕтĕм чунтан тарăхса, магазинтан тухрĕ; алăкра вăл кăшт çеç Нинăпа çапăнмарĕ.
— Çук! Килĕшместĕп снрĕнпе, Аристарх Михалч! — терĕ сасартăк хăюланнă Аюхин. — Пурте çĕнтерӳçĕ пулман! Кадровăй çар çĕнтерчĕ, партизансем мар, пленнăйсем те мар!..
Атласкинăна курнă Аристарх хĕрелсе кайрĕ.
— Каçар, Нина Сергеевна, эпĕр кунта кăштах... вопшĕм Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе... — теме пуçланăччĕ Аюхин.
Хаярланса кайнă хĕр вĕсем çине кăвар пек ялкăшакан куçпа пăхса илчĕ те, йĕрĕнсе, шăл витĕр каларĕ:
— Эх, эсир, арçынссм!.. Виçĕ паттăр пĕр сусăра хирĕç... Тупăннă... тупăннă çĕнтерӳçĕсем...
Вăрт çаврăнчĕ те алăка хытă хупса тухса кайрĕ. Çак самантрах, Аристарх хăй пуриăçĕнче каçарма çук нихçан тӳрлетме çук йăнăш тунине туйса илчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...