Хĕн-хур айĕнче :: Çапăçу
Пур пек лавсене вăл ярать хыçала;
Кам ухă-пăшаллă маттур çынсене
Тăратрĕ картипе, рет-ретĕн мала.
— Юр тарăн, путать вăл... Çуран е утпа
Пĕр çулсăр килмешкĕн кунта майĕ çук.
Пире хуса килĕç тӳрех çак çулпа,
Эпир çунтаратпăр вĕсем килнĕ чух.
Пире кунта лайăх: кашни йывăç — хӳт.
Кашни çын хăюллăн, хаяррăн тăрсан,
Нимле чунилли те тăваймĕ тек шӳт!
Кулмашкăн ан парăр ĕçчен халăхран.
Ан манăр пĕри те: пире çĕнтерсен —
Каллех кĕтет мăшкăл, асаплă кун-çул...
Тарма сăлтав çук! — тет Чакка чĕререн.
Вăл çивĕч те паттăр, вăл — çирĕп вутчуль.
Пăшаллă, çĕмренлĕ хастар арçынсем
Йĕркен тăрса тухрĕç вăрман хĕррипе,
Тукшан, сăнă, сенĕк, чукмар йăтнисем
Вырнаçрĕç çул тăрăх эшкер-эшкерпе.
Кашни юман, хурăн, ват йывăç вулли —
Вĕсемшĕн тĕреклĕ хӳтлев вырăнне,
Кашни сыв арçыннăн хĕрӳллĕ алли
Тытса хуçма хатĕр салтакăн хĕçне.
Нумай кĕттермерĕ хайхи утлă çар.
Хула хапхинчен ак тухать эскадрон.
Икшер юланутăн, вĕçе-вĕçĕн, кар
Тухать уттарса малти ушкăнĕ ун.
Пĕлмест-ха отряд ку — вăрман хĕрринче
Пăлхавçăсен çарĕ тăрать çапăçма,
Шутлать пуль — ăна вăл таçта, çул çинче,
Хуса çитсе тĕппĕн касса ваклама.
Малтан ерипен çеç уттарнă отряд,
Сĕвек тăвайккийĕ çине хăпарсан,
Командăпа харăс кăштах юрттарать,
Унтан сиккипех вăл вĕçтерчĕ туран...
Пырать эскадрон тăман кăларса.
Çитет, — инçе мар вăл раща хĕрринчен.
Чакка паллă пачĕ виç хут шăхăрса,
Вара персе ячĕ — малтан хăй пĕччен,
Унтан шатăртатрĕ пĕр ушкăн пăшал.
Шилерĕç, ӳлерĕç тăхлан пульăсем;
Икшер те виçшерĕн, касса сывлăша,
Йăмса вĕçсе кайрĕç çĕмрен йĕпписем.
Ик-виç салтак ӳкрĕ лаши çийĕнчен,
Ик-виç лаши, çӳллĕн чĕвен çĕкленсе,
Çĕре чикĕленчĕ отряд умĕнчен.
Такам кăшкăрашрĕ хыттăн, çилленсе.
Малти лашисем чакса кайнипе
Колонна сасартăк тăрать чыхăнса,
Хыçран çав-çавах та хирсе килнипе
Тăрать пĕр тĕле вăл, хăвăрт капланса.
Юхан пăр çыртан хирĕнсе тухнă пек,
Колонна çултан тăкăлать ик енне.
Нумай юланучĕ, çынни-лашипех,
Кĕре-кĕре ларчĕç юр кĕрчĕ çине.
Анчах тĕркешӳ ку пымасть нумая.
Сасартăк арканнă гусар1 йĕркисем,
Кăштах чаксан, кĕчĕç каллех пĕр шая.
Тăхтарĕç пăртак та чухларĕç вĕсем:
«Пăшаллă пăлхавçă питех йышлă мар.
Çулу-пăшалпа2 майлашса пересси
Ялти мужике вăл пит çăмăл та мар.
Çĕмрен йĕпписен — сайра лекесси...»
Умри офицер ак вăрçса кăшкăрать,
Хушать вăл васкавлăн сиксе ыткăнма.
Отряд хĕçсене кăларса сулкалать,
Пĕр харăс сикет — малалла сулăмпа.
Пĕр-ик самант çеç. Отряд — ращара.
Пырса вăркăнать вăл Чакка ушкăнне:
Тукшан, сенĕк тытнă çынсем хăвăртрах
Сике-сике тăчĕç çул икĕ енне.
Пуçланчĕ сасартăк тискер çапăçу:
Касаççĕ, чикеççĕ урсах пĕр-пĕрне.
Çул тăрăх пуçланнă хаяр тытăçу
Ӳссе кĕрсе кайрĕ вăрман хушшине.
Кунта кĕрт çинче, йывăçсен хӳттинче,
Чакка çар йышые çаврăнма майĕ пур.
Ыр утлă гусарĕ мужик умĕнче
Пăшалĕпе çеç тăрать халь маттур...
Старик Тевенеш тĕлĕнтерчĕ кунта:
Алла вăрăм сăнă тытса тухнăскер,
Пуçлать çапăçма вăл хăюллăн, малта.
Пит-куçĕ çунать ун, сăпачĕ — синкер.
Гусар-юланут таптама тытăнсан,
Вăл юс пек чăмать йывăçсем хыçне;
Салтак айăкран çаврăнса пырсан,
Кушак пек сикет хăй тăшманĕ çине.
Пĕр харсăр гусарĕ ăна, йĕрлесе,
Çырма кукрине хĕссе хупăрлать, —
Пĕтес пек старик ăна тĕллесе
Вăрать сăннипе те — гусар ывтăнать.
Васкать Тевенеш хĕвĕшӳ хушшине.
Курать вăл — умрах пĕр утлă капрал
Хуса çитсе касрĕ хула çыннине.
Старик чĕри çунчĕ, вĕрет ун вăй-хал.
Хăрушлăх, вилеслĕх-мĕнне те манса,
Сăнна тăсса, чупрĕ капрал патнелле.
Капралĕ, сасартăк утне çавăрса,
Сиктерчĕ кĕрт çийĕн старик çинелле.
Старик чакма тăчĕ. Пулмарĕ ун хӳт.
Хыçран хуса пынă уссиллĕ капрал
Пĕрре кăна печĕ. Çурăм çинчи ӳт
Пĕçерчĕ старикĕн... чĕтрет шур сухал,
Хуллен тĕршĕнет вăл, ӳкет юр çине.
«Пĕтерчĕç-ши?» — терĕ. Куçне чалхăртса
Пăхать пĕлĕт витнĕ вăрман тăррине.
Туять вăл ак — юнĕ юхать сăрхăнса.
Кĕскен сывласа туртăшса выртнă чух
Старик асилет ял-йышне, çемйине.
Асилчĕ унтах — Пăкачав вăрçи чух,
Хальхи пек, вăрçма халăхпа тухнине.
Ун чух парăнман вăл, алла та лекмен.
Ак халь те каплах пĕтессе пит кĕтмен...
Пĕр пысăк лаша кăкăртан таптасан,
Старик пĕлми пулчĕ... каять вăл ăнран.
Хаяррăн кĕрешрĕç Чакка çыннисем:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...