Хĕн-хур айĕнче :: Чакка — ял-йыш судĕнче
Лараççĕ Мики, Чакак, Ериле.
Лараççĕ вĕсем хуллен пуплесе
Курни-тӳснипе малашлăх çинчен.
Кас-кас сулхăн çил килет кĕрлесе, —
Сар çулçă тăкать вăрман тăрринчен.
Ак çак самантрах хай чухăн çуртран
Хыткан Итюкка тухать Илюшпа.
— Мики, Ериле... эсир пулмасан
Пĕтеттĕмĕр нуль çак хĕн пурнăçпа...
Илюш юншăхлать. Манмасть амăшне...
Ах! — тет Итюкка, хуллен хăшлатса.
Асилчĕç çынсем Чакка пурнăçне.
— Пурнать-ха вăл! — тет Мики
йăлтрашса.
Тăватă çулхи тăлăх Илюшша
Кукамăш çинчен чупать çул çине;
Мики явса панă кантра пушăпа
Çапать вăл, хăвать сар çулçăсене.
Илюш выляса сиксе пынă чух
Умри вăрмантан тухрĕç икĕ хĕр.
— Кулин-акка, эй, пăх-ха... Эпĕ, ух,
Çулçăсем тытап... Эс киле ан кĕр! —
Кăшкăрчĕ Илюш, малалла чупса.
Вăл чупрĕ инçе, ĕшне вĕçнелле.
Вăрман хĕрринчен, калла çаврăнса,
Пырать хайхи тин хĕрсем патнелле,
Кунта хĕрсенчен пĕри — Ухвине —
Тытать те çĕклет тăлăх Илюша.
Мăнтарăн ачи! юлтăн ял çине.
Çеçке сарас чух — куратăн нуша! —
Тесе, сарă хĕр лăпкарĕ ăна.
Эс ан хурлантар... Пит шеллĕн
пуплен...
Аван пăхатпăр эпир ачана.
Маттур вăл, — терĕ Кулине хуллен.
— Чăнах, Кулине, пĕлмерĕм... Ну-ну,
Маттур-çке Илюш... Чупать вăл сиксе!
Мĕнле, юратать-и сана кукаму?
— Мана куками юратать йĕрсе...
Ачаш вăл, — терĕ Илюш шăппăнрах.
Кулас, ни йĕрес пулчĕç сар хĕрсем.
Хумханчĕç пулас.— Тур усратăрах!..
— Айван-ха айван!..— Кăшт кулчĕç
вĕсем.
Айван тăлăха хыт пăхма пулса,
Утаççĕ хĕрсем çынсен ушкăнне.
Кунта ваттисем, çаплах-ха ларса,
Сӳтеççĕ пуçри хуйхă çăмхине...
Нумай та иртмест, ак çывăх уйран
Çитет шăнкăрав сасси янраса.
— Каллех кантуртан, темскершĕн...
Шуйттан! —
Теççĕ те çынсем кĕреççĕ тарса.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...