Хĕçпе çурла :: 6
Йывăр, йывăр!
Эпир вăрçăччен пурнан пурнăçра ытла пысăках мар чăрмав-мĕн килсе тухсан та — кĕтмен çĕртен халех таçта васкамалла-и, алла тытнă ĕçне-хĕлне вăхăтра туса пĕтереймерĕн-и, вăл çитмест-и, ку тупăнмасть-и — хаш! сывласа: пурнăç йывăр! теттĕмĕр. Кун каçа ырми-канми ĕçлесе каç пулсан тин ывăнса киле таврăнаттăмăр та, çывăрма выртсан, ассăн сывланă май, чĕлхе çине каллех çав «йывăр» сăмах килетчĕ. Мĕн калас, хăш-пĕр çул, акнă тыр-пул ăнса пулманран, умран юличчен çимелли çăкăр-тăвар, аш-пăш, сĕт-çу çителĕксĕртен, пурнăçа ятласа илеттĕмĕр; çие-пуçа тăхăнмалли, тирпей кӳмелли çитменрен каллех пурнăçа кӳренеттĕмĕр. Çĕршывăн хуçисем хамăр пулнă-çке, мĕнпурĕ хамăртан килнĕ, пурпĕрех куллен-куллен пурнăçăмăра кӳреннĕ, вăрçнă. Пулнă-и вăл хутран-ситрен пурнăçăмăрта çапла? Пулнă! Курнă-и инкек-синкеке, тӳснĕ-и йĕпе-сапана Гурьянов, Игнатий Алексеевич? Курнă, тӳснĕ. Ятланă-и хăй ашĕнче те пулин хăех килĕштернĕ, хăех тăвакан пурнăçа? Вăл та пулкаланă. Чăтнă-и кил-йыш, ял, колхоз хăш-пĕр çынсем çине тиеннĕ йывăрлăха? Тем чухлех. Ĕç ăнмасан тата? Çилленнĕ, тарăхнă. Кахал услапсене, чее пăлахайсене, йăпăлти элекçĕсене, ултавçăсене хĕрсе кайса ятлани те пулнă — хăçан тасалса пĕтĕ-ши çавăн пек ирсĕрсенчен тĕнче! — çук, çăмăл пулман Гурьянов Йăкăначĕн вăрçăчченхи пурнăçĕ, çăмăл пулман. Анчах иртнĕ йывăрлăхсене пурне те хальхипе, вăрçăрипе танлаштарсан, иртни халĕ юмахри çăтмах пек туйăннă. Ĕçре ывăнсан килӳ-çуртна таврăнатăн, кăçаттуна шăлса-шаккаса ăшă пӳрте кĕретĕн, сарă сĕтел хушшине ларса тăраниччен апат çиетĕн, унтан çемçе вырăн çине выртса тутлăн çывăратăн. Халĕ, вăрçăра, иртнĕ ырă пурнăç тĕлĕкре курăнинччĕ! Мĕншĕн сахалтарах ĕçленĕ-ши эпир, мĕншĕн хăш чухне сăлтавсăр-мĕнсĕрех ятлаçнă-вăрçнă-ши, мĕншĕн тăнăç пурнăçра яланах савăнса кăна пурăнман-ши? Халĕ каялла тавăрасчĕ çав пурнăçа! Кунсем йăлтах урăхла иртнĕ пулĕччĕç. Йывăрлăх та çăмăл туйăнĕччĕ.
Акă, кур ĕнтĕ, çава-çурлана пăрахса хĕç-пăшал тытма тиврĕ. Кĕтнĕччĕ те, кĕтменччĕ те кун-çул çапла улшăнасса. Мĕн тăвăсăн хамăр çине усал тăшман хаяррăн тапăнчĕ пулсан, ăна хирĕç хăюллăн тăмаллах, унсăрăн вăл сана мăйран пăвăть е пĕрре куç хупса иличчен персе пăрахать, тертне çĕкленĕ кил-çуртна вут чĕртсе çунтарса ярать, юратса çуратнă ачу-пăчуна вута пăрахать, савнă арăмна хăй патне илсе кайса хăрхăм чура тăвать. Хăш ĕмĕрте, çĕр çинче ăçта пĕр-пĕр усал тăшман хăй хĕрхенӳсĕр çĕнтернĕ халăха ырă кӳни пулнă? Ку вара, çав ирсĕртен ирсĕр Гитлер, Германишĕн чура пулма юрăхлисене кăна вăхăтлăха хăварса, ыттисене пĕтерме хура ĕмĕт тытнă. Совет халăхне хирĕç ĕмĕрте пулман асар-писер хăрушă вăрçăпа килчĕ.
Темле шухăш та пырса кĕрет ку вăхатра пуçа. Çапăçнă кунсенче ырни-ывăннине туймасăр тар тăкатăн, юн юхтаратăн, тавралăх шăпланнă сехетсенче шухăшласа ывăнатăн. Çакна Гурьянов сержант та тахçанах ăнланса çитнĕ. Те çумран сивĕ хăвалас тесе, те хăнăхнăран вăл тек шухăшлать те шухăшлать. Умра, вĕсенчен инçех те мар, нумай пулмасть нимĕçсем йăва çавăрнă пӳртсем йĕрки-йĕркипе лараççĕ. Вĕсем тĕрĕс-тĕкелех юлнă. Вĕсенчен пĕринче, чи çывăххинче, кăштах ăшăнма та пулĕччĕ, хулара çапăçу пĕтсех, шăплансах пырать. Хăш-пĕр çĕрте кăна хутран-ситрен автомат шатăртатса илни илтĕнсе каять, анчах кунтан хăпма хушман, юрамасть, шăлна çыртса чăтас пулать, ӳте-пĕве шăнăрлас пулать.
— Сержант! — терĕ сасартăк Савандеев, темшĕн пит сехĕрленсе. Гурьянов, тĕлĕрсе каяс тапхăрне сирсе, ун енне çаврăнса пăхрĕ те, янташĕ ăçталла тинкернине курса, вăл мĕн пĕлтерессине çийĕнчех ăнланчĕ.
— Пулемета тепĕр еннелле хăвăрт çавăрса лартма тивет, — терĕ вăл, хăнăхнă йывăр ĕçе тытăннă чухнехи пек тăстарса.
Хĕвеланăç енчен килен çулпала хура машинсем çывăхарни курăнчĕ. Акă вĕсем лапама анса çитрĕç сăрталла йывăррăн хăпарма тытăнчĕç. Пĕрре, иккĕ, виççĕ... Малалла шутлама та кирлĕ мар. Нимĕçсем нимĕçсене пулăшма васкани каламасăрах паллă. Кунтисем тепĕр çывăхри гарнизона тепле майпа пĕлтерме пултарнах иккен. Çакна Гурьянов çийĕнчех ăнланса илчĕ. Хуларисене хыпар, тума ĕлкĕрес çук ĕнтĕ, лешсем çывăхараççĕ, çывăхараççĕ, мотор сасси уççăнах илтĕне пуçларĕ. Тăшман хăвна асăрхиччен пулеметна пăрах та тар пĕр-пĕр хӳтлĕхе. Вара ютсем хулана ирĕккĕн кĕрсе кайĕччĕç, унтан хамăрăннисене хăваласа кăларса ярĕччĕç е нумайăшне вĕлерĕччĕç, тыткăна илĕччĕç. Çак хулашăн вара тата тепĕр хут мĕн-мĕн чухлĕ юн тăкмалла, мĕн чухлĕ пуç хумалла пулса тухĕччĕ.
Çук, пĕшкĕнсе тарасси çинчен Гурьянов отделенийĕнче, паллах, пĕри те шухăшламасть. Вĕсем тăшманпа çапăçса курман çынсем мар, «тайма пуçа хĕç витмест» теекенсем мар, вилĕмпе пĕрре мар куçа-куçăн тăнă. Малтан нимĕç хĕсетчĕ вĕсене, халĕ ĕнтĕ хайсем тăшмана хăвалаççĕ е, ăна çавăрса илсе, тĕп тăваççĕ те малалла васкаççĕ. Нимĕçсем те ик ураллă, икĕ алăллă, пĕр пӳçлăскерсемех, вĕсем халĕ нихçанхинчен ытла хăраççĕ. Халĕ пĕр утăм та чакма юрамасть!
Вĕсем хăйсенчен çĕршер хут ытла тăшманпа çапăçма хатĕрленсе çитрĕç. Тасатса тирпейленĕ пулеметне аван çирĕплетсе лартнă, патрон çителĕклĕ, халлĕхе автоматсем йĕркеллĕ, çумра гранатăсем те çук мар. Вăхăтлăха тытăнса тăмаллах. Хуларисем кунта мĕн пулса пынине хăвăртрах пĕлме тивĕç. Чим, вĕсем тăлăх-турат пек пĕчченçи мар-çке. Юнашарта, çул урлă, паллах, пирĕннисем татах та пулма кирлĕ. Пулеметчиксемсĕр пуçне, стрелоксем те пур-тăр. Хула хĕррине сыхлавсăр мĕнле командир хăвартăр? Çыхăну пулма кирлех! Çак шухăшсем Гурьянова йăлтах лăплантарчĕç.
Малта килекен машина çывăхрах ĕнтĕ. Ун çинче хутланса лăрсă пыракан нимĕçсем те уççăнах палăраççĕ. Вĕсем вăрçа мар, таçта урăх çĕре ăшăнма васкаççĕ пек туйăнать. Унта-кунта пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнменрен пулас, хăрани-шикленни сисĕнмест.
Çывăх, çывăх.
Гурьянов сержант чи малтан машинăна кабинăран тĕллерĕ.
Тра-та-та-та, тра-та-та.та!.. пĕр черет пуля вĕçтерсе ячĕ пулемет. Машина, аманнă е тĕлĕннĕ тискер кайăк пек, тăпах чарăнчĕ. Ун çинче хупланса ларса пыракансем ик еннелле те хыçалалла чул пек вăркăнчĕç, анчах пĕри те пуçне çĕклемест-ха, автомат черечĕ вĕсене лапчăтса хучĕ, хашĕсене ĕмĕрлĕхех пулас, теприсем шăшисем пек вăштик! кăна машина хыçне пытанчĕç. Хыçалти машина та чарăнчĕ, вăл малтинчен иртсе кайма пултараймасть — юр ытлашши тарăн, анчах ун çинчен салтаксем чиперех анчĕç. Сиксе анчĕç те ик енĕпе сапаланса кунталла, юр ашса утма тытăнчĕç. Йĕрме варринче пĕри пистолетне çĕкленĕ, сулахая пăхса илет — юнать, сылтăма пăхать — тем кăшкăрать. Командирĕ пулмалла. Гурьянов, ютсем çывăхарсан, чи малтан çавна тирĕнтересшĕнччĕ — ĕлкĕреймерĕ: хăйсенчен сулахайран тепĕр пулемет сасă пачĕ те нимĕç командирĕ аллисемпе саркакаланса юр çине пуçпа вăркăнчĕ. Ыттисем выртрĕç.
Гурьянов сержант савăннăран кĕçех урра! кăшкăрса ямарĕ. Эпир пĕччен мар! Эпир тытăнса тăратпăрах! Умра хир çатма пек тикĕс, кăтартчăр кăна ютсем тăм илнĕ сăмсисене — пуçсăр юлĕç! Виççĕмĕш машина çинчисем те хир тăрăх сапаланса автомачĕсене ĕçлеттерме пикенчĕç, ăçталла пемеллине тĕплĕн пĕлмеççĕ хăйсем, çапах шатăртаттараççĕ те шатăртаттараççĕ. Çакă пушă хирте полкпа полк — тăшмансем — калама çук вăйлă çапăçу пуçласа янă тейĕнех. Вĕсене куçран вĕçертми вăрттăн пăхса тăракан Гурьянов сержант та, çул леш енчи унăн палламан тусĕ те тем пуласса кĕтсе шарламаççĕ-ха. Ютсем иккĕмĕш рете тапаçланса çитсен, юлнă пеккисем тăрса кусемпе хутшăнсан, сержант пулемет гашеткине икĕ пуç пӳрнипе хыттăн-хыттăн пусрĕ те, çав самантрах сулахай енчи те сасă пачĕ. Нимĕçсем ӳксе юра «сухалама» тытăнчĕç.
Гурьянова палламан юлташăн сасси хитре юрă пекех туйăнчĕ. Юрăра — ăна тăвăнпа пĕрле тăван шăрантарать пулсан — пурнăç пурах, сывлама çăмăл, чĕрӳнте савăнăç. Чим, пеме чарăнар, патронсене перекетлеме тивет, пулăшу хăçан килесси паллă мар.
Çак çула çитсе мухтанса курман сăпайлă çын паян тан мар çапăçура парăнманшăн хăйне хăй мухтарĕ. «Хам отделенипе тата çул леш енчи палламан юлташăмпа — чĕрĕ-сывă юлтăрах вăл! — йышлă тăшмана хирĕç хăрушă çапăçăва кĕтĕм, ăна малалла иртесрен тытса чартăм. Кашни-пĕр пирĕн пек çапăçсан-и?.. Тăшман пирĕн çĕр çинче вăрах тытăнса тăраймĕ, халĕ те ун айĕнче вĕри вут çунать, пуçĕ çинче çулăм ялкăшать».
— Сержант! — ĕмĕтĕнчен вăратрĕ ăна Савандеев. — Тăваттăмĕш машина çинчен аннисем кунталла васкаççĕ.
Гурьянов сержант, хăй пăшăрханнине юлташĕсем умĕнче палăртас мар тесе, çул еннелле лăпкăн тинкерсе пăхрĕ. Унтан ыттисене куçпа тĕрĕслерĕ: Савандеев çумрах, Ивасьев та хӳме çине хунă автоматне хатĕр тытса выртать, Хакимовпа Петренко та юнашарах, Бурундуковпа Саша Казаков хула çинчен куç илмеççĕ.
Нимĕçсем, чăн та иккен, пĕр машина патĕнчен теприн патне пĕшкĕне-пĕшкĕне чупаççĕ. Хăш-пĕрисем малти машина хыçнех çитсе выртрĕç ĕнтĕ. Пынисенчен пĕри машина çине улăхасшăнччĕ пулмалла, анчах витĕр куçлă Казаков ăна çавăнтах каялла йăвантарчĕ. «Пуçне пултăр!» — терĕ çилĕллĕн.
Малтисем кĕпĕрленсе аппаланнă вăхăтра хăшĕсем иккĕмĕш машина çине улăхма ĕлкĕрчĕç. Унччен те пулмарĕ — мина вĕçсе килсе умрах хаплатса çурăлчĕ, унтан тепре, татах... Вара автомат тăрăлтатма тытăнчĕ, ку ĕнтĕ нимĕçсĕм Гурьянов пулеметне шыраса тупнине пĕлтерчĕ. Отделенин вара çак пĕчĕк кăна пĕр ушкăнăн, пуçа сыхлас тесе — сыхлама вăхăчĕ хушать-çке! — ирĕксĕрех юр ăшне пăчăрăнса выртма тиврĕ. Сехре хăпартса юр çийĕн шăвакан ютсем çак самантпа усă курса, малти машина çине кăпăр-капар хапарса кайма ĕлкĕрнĕ те, унтан пĕр чарăнми пеме тытăнчĕç. Пульăсем чăввăшлатаççĕ, автоматсем вилĕм кӳресле шатăртатаççĕ, уяр уйрах çил-тăман кăлараççĕ.
Акă Юрий Петренко, тăван килне васканăран ыррăн ĕмĕтленсе те тарăхса çитнĕскер, чунĕпе тек чăтайман енне пулас, автоматне тулли дискпа авăрларĕ те никĕс чулĕ çине выртсах пеме тытăнчĕ. Те тивертеймерĕ вăл хăшне те пулин пуçран е кăкăртан, анчах нумай вăхăт иртмерĕ, пуçне хăй лĕнчĕрех ячĕ, юр çине тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ. Ун патне Хакимов васкаса упаленсе пычĕ: çумне выртрĕ, унтан-кунтан хăвăрт хыпашларĕ, «пуçран» терĕ. Ку вăл отделенин пĕрремĕш çухатăвĕ пулчĕ. Тăван çĕр-шывне тăшманран тасатма ĕмĕтленекен маттур салтак çапла ĕмĕрлĕхе куçне хупрĕ. Анчах çакă хăрушă самантра хурланма-хуйхăрма, ура çине тăрса, çĕлĕк хывса, юлташ умĕнче пуç тайма май пулмарĕ. Гурьянов пурпĕрех çĕлĕкне хыврĕ, ыттисем те çавнах турĕç. Тăшмана хирĕç юнашар тăрса çапăçнă юлташ!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...