Хĕçпе çурла :: 2
Гурьяновсен килĕнчи савăнăçлă кун хыççăн пĕр уйăх иртсен «Шурăмпуç» колхоз правленийĕн пысăк канашлăвĕ пухăнчĕ. Унта правлени членĕсене кăна мар, правленинче тăман бригадирсене, ферма заведующийĕсене, ревкомисси членĕсене — мĕнпур активистсене чĕнтерчĕ Алексей Гурьянович. Кун йĕркинче пĕр пысăк ыйту-çке — çуракине хатĕрленесси. Кун çинчен тĕплĕн, йĕрки-йĕркипе каласа пама председатель çĕрĕ-çĕрĕпе шухăшланă, ун пиркиех кирлĕ çынсемпе уйрăмăн-уйрăмăн канашланă. Тумаллине тунă, теççĕ кун пек чух.
Савăнмалли, çăмăлли е итлекенсене хавхалантармалли, паллах, пулман председатель шухăшĕнче. Алексей Гурьянович, утмăла çитнĕскер, хăй ĕмĕрĕнче никам умĕнче нихçан суйса курман çын, хурине хура, шуррине шурă, тенĕ, хăйĕн ачисене те тĕрĕсне куçран калама вĕрентнĕ, çавăн пек çынсене кăна хисепе хунă. Халĕ те вăл пĕтĕм йывăрлăха, пĕрне те çурăм хыçне пытарса хăвармасăр, итлесе ларакансем умне кăларса хучĕ.
— Çуркунне акса хăвармалли çĕр, — терĕ вăл, — пирĕн аттесем пек каласан, тăршшĕ тăхăр çухрăм, сарлакăш саккăр (вăл çĕрĕн виçине, лаптăкне шучĕпе пĕлтерчĕ); ĕç лашисен шучĕ çурри ытла чакрĕ, турри те манăçа хăварнă икĕ трактор пекки пурччĕ (вĕсене МТС та илсе каймарĕ. Пăрахăç!) халь вĕсем юр айĕнче тутăхса лараççĕ, сеялкăсем — иккĕ-виççĕ — сарай айĕнче, тăлăхсем пек, шăнса хутланнă тейĕн; плугсемпе сӳресем çителĕксĕр. Çавăн чухлĕ хире мĕнпе сухаласа, сӳресе тухăпăр-ши? Вăрлăх тесен, типтерлĕ тыткаласан, çитмелле, анчах ăна эпир вăхăтĕнче йĕркеллĕ тасатайман, халĕ сăвăратпăр та, веялка çинче çавраçил пек тусан парăлтатать, айĕнчен хывăх вĕçет. Сухалаканни, сӳрелекенни, акаканни кам пулĕ? Вăйпитти арçынсем ăçтине каламасăрах пĕлетĕр, ĕçлеме юрăхлисем ялта хĕрарăмсем кăна ĕнтĕ — хĕрарăм пирĕн енче ĕмĕрне суха туса курман. Ыттисем — ватăсем те ача-пăча. Пĕр куç пĕр кӳлĕ, халăх куçĕ çитмĕл, теççĕ. Халĕ халăхпа, çитмĕл куçпа, пурнăçа курса тăмалла...
Тата нумай-нумай йывăрлăх çинчен каласа тухрĕ Алексей Гурьянович. Хăш-пĕр çĕрте хăрушлăхсене юриех ӳстерчĕ, анчах мĕн тумалли çинчен шарламарĕ-ха. Пухăннисем председатель сăмахне çăвара шыв сыпнă пек шăпăрт итлесе ларчĕç. «Ĕлĕкрех çакăн пек канашлусенче, пухусенче чарса чарăнми шăв-шав тăратчĕ, — шухăшларĕ Тарас Микихверĕ, ялти çынсем пек каласан, коммунистсен пуçлăхĕ, — халĕ шăна вĕçни илтĕнмелле шăп. Вăрçă мĕнле улăштарать иккен çынна. Халăх савăнăçлă уявсенче çеç мар иккен пĕрле, терт-асапра та тачă пĕрлешсе тăрать».
Анчах сăмах ыйтса калаçма кăмăл тăвакан пулмарĕ-ха. Пурте тенĕ пек, пĕр-пĕрин еннелле пăхкаласа, кам малтан хăюлăх çитерессе кĕтсе шăпăрт лараççĕ. Вара, кăштах вăтаннă, именнĕ пек пулса, çаврака хĕрлĕ питлĕ, кăн-кăвак куçлă хĕр, ĕнесем патĕнче ĕçлекенскер, Вера Митрофанова — нумай пулмасть комсомол организацийĕн секретарьне суйланă иккен ăна — калаçма ирĕк ыйтса, сĕтел патнерех иртсе тăчĕ.
— Алексей Гурьянович! — терĕ вăл уçă сассипе. — Эпир, комсомолта тăракан çамрăксем, çапла калаçса татăлтăмăр. Колхозăн «техника» тени юлнă-ха: плугсемпе сӳресем, çава-çурла, урапа-çуна тата ытти ăпăр-тапăр. Анчах вĕсем пурте тенĕ пекех ăçта килчĕ унта сапаланса выртаççĕ. Эпир, комсомолецсем, вăрçа кайма çул тухман çамрăксем эппин, çапла калаçса татăлтăмăр: çав ĕç хатĕрĕсене пĕр çĕре пухас та тирпейлесе, ĕçлеме юрăхлă туса хурас. (Ан тив, хăвăр каларăшле, турă маннисем пулччăр!) Анчах механизаторсем фронта тухса кайрĕç. Халĕ танксем çинче-тĕр ĕнтĕ вĕсем... Маттур çапăçчăрах…
— Аван çыпăçтарса пырать сăмахне, — терĕ тахăшĕ юнашар лараканнине шăппăн.
— Вĕсем вырăнне кунта пирĕн ĕçлемелле килсе тухрĕ. Вăрçа пула. Районта çак кунсенчех трактористсен курсĕ уçăлмаллă. Пире, ултсăмăра, çавăнта вĕренме яма ыйтатпăр. Хăçан та пулин пирĕн те тракторсем, комбайнсем çине лармаллах.
— Мĕншĕн ун чухлĕн? — ыйтрĕ ларнă çĕртен пĕри. — Колхозра ахаль те çын сахал.
— Эпир çын мар-им? — хирĕç тавăрса та хучĕ Вера, именес-тăвасси, калаçнă мăй, таçта кайса кĕнĕ унăн. — Эпир, тармастпăр, ун чухне те колхозах таврăнатпăр. Эпир çĕнтеретпĕрех! Ун чухне мĕн кирли пурте пулать пирĕн.
Итлекенсем шухăша кайни сисĕнчĕ. Пурте шăп пулчĕç.
— Унтан, — сăмахне малалла тăсрĕ Митрофановсен хĕрĕ, — талăкне виçĕ сменăпа ĕçлемелле. Ĕçĕмĕр çĕрле те чарăнса лармалла мар. Вăхăчĕ çавна хушать. Лере, фронтра, вăрçă çĕрле чарăнать-им?
— Ăслă шухăшлатăр, — терĕ Гурьянов. — Тĕрĕс тăватăр. Тăвтапуç. Вĕренме кайма килĕшекенсем камсем?
Вера Митрофанова хушамачĕсемпе ячĕсене каларĕ. Виçĕ яш, виçĕ хĕр.
— Халех мăшăрла выляма вĕренеççĕ! Хи-хи-хи, — ĕхĕлтетсе илчĕ алăк патнерех ларнă пĕр мăнтăркка хĕрарăм.
Вера ун еннелле çилĕллĕн куç хыврĕ, вирлĕ сăмах персе яма хатĕрччĕ, тутине çыртма ĕлкĕрчĕ. Алексей Гурьянович сĕтеле чăмăрĕпе çапрĕ. Пӳртре каллех шăп пулчĕç.
Правлени комсомол организацийĕ сĕнĕвне ырларĕ, анчах Вера Митрофанова, темшĕн-çке, хăй вырăнне кăмăлсăррăн кайса ларчĕ: вăл, çамрăк чĕрипе, хăйĕн сĕнĕвне пурте хапăл пуласса кĕтнĕччĕ. Кĕтни ăна харама кайнăн туйăнчĕ.
Унтан сĕтел умне Укçине тухса тăчĕ.
— Нуша кулачă çиме вĕрентнĕ, теççĕ, — майĕпен, темле тарăн шухăша кайнă пек пуçласа ячĕ вăл сăмахне. — Çавăн чухлĕ çĕре юлкаланă лашамăрсемпе сухаласа пĕтерес çук. Лаша трактор мар. Тем пек çитерсен те, унăн канмалла, çывăрмалла, вăл, хамăр пекех, — чĕрĕ чун. Хирĕç каласран-тăвасран малтанах асăрхаттаратăп: айва вырăнне ан хурăр, «хĕрарăмăн çӳçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске», тенĕ сăмах ан пултăр.
— Кирлине кала! — терĕ пĕри хăйсах. — Мĕн, чӳпĕк чăмласа тăмалли пур кунта?
Укçине ун енне кăнн! пăхса илчĕ, анчах сăмахне хăлхи витĕр çеç кăларса ячĕ. Ним пулман пекех малалла калаçма тытăнчĕ:
— Пуçăма ак мĕнле шухăш пырса кĕчĕ. Мĕн калас, чăн та, анана ĕне кӳлсе сухаланине пирĕн таврара, чăвашра тейĕпĕр, эпир мар, асаттесен аслашшĕсем те курман пулĕ. Вăрçи те ĕлĕк-авал халăха çаплах нуша кăтартман-тăр. Эпĕ ăна пĕлсех каймастăп. Ку — ытла хăрушши. Мĕн тăвăн, мăнтарăн выльăха та турта хушшине тăма вĕрентме тивет...
— Вĕсем сĕт антарми пулсан? — лăпкăнах ыйтрĕ унран пĕр хĕрарăм.
— Антарасса антарĕç вĕсем сĕтне, анчах чакарĕç. Уншăн ытла хăрамаллиех çук: çуркуннепе çулла сиплĕ курăк çителĕклĕ, лайăхрах çитерĕпĕр... Курман-илтмен япала мар. Авă, Украинăра ĕнесене кӳлеççĕ-çке...
— Хăй кайса курнă пекех калаçать, — йĕплесе илчĕ хальхинче çав хĕрарăмах.
— Курман тетĕн-им? Курнă! — хыттăн тавăрчĕ хальхинче хăйне те Укçине. — Кинора курнă эппин, пĕлессӳ килсен. Валентина кинĕмĕр, учительница, каласа панине темиçе хут итленĕ. Вăл Украинăран. Халĕ, нуша килсе тухсан, иккĕленмелли, шикленмелли, пăркăланмалли вăхăтсем иртсе кайрĕç. Куç умĕнче шуйттанран хăрушă тăшман тăрать.
«Аван кастарать», — терĕ тахăшĕ, леш хĕрарăмĕ, ейкеленме хăтланни, тутине çыртрĕ, урăх тавлашакансем, пулмарĕç, правлени Укçине сĕнĕвĕпе килĕшрĕ. Хăй вăл пуканĕ çине лăпкăн кайса ларчĕ.
Мала, сĕтел умне, Мирун Тимахвийĕ, çук мăйăхне сăтăркаласа, хăюллăн тухса тăчĕ. Вăл вăрçă пуçланнăран вара ним чухлĕ те улшăнман иккен. Сăн-сăпачĕ те çавах унăн — кăштах путса кĕнĕ питçăмартиллĕ, çамки çинче икĕ йĕр выртать, ĕнсипе янахĕ ни çӳхелмен, ни хулăмланман, куçĕ ни сенкерленмен, ни хуралман, çӳçĕ кавакарман — шатра питлĕ çынсене ватăлнине асăрхама хĕн тесе ахаль каламан-тăр, — çийĕ-пуçĕ те çавах: кивелнĕ костюм, унăн пĕр тӳми кăна татăлнă, хăй лартма ĕлкĕреймен пулмалла, умне тĕрленĕ кĕпи те ни хуралман, ни шуралман, атти те ни çĕнĕ, ни кивĕ. Ку çын çак тапхăрта халиччен ниçта ура ярса пусман пек туйăнать.
Анчах Мирун Тимахвийĕ пурнăçĕнче улшăнусем паллисемех пулнă иккен. Хура кĕркунне, тыр-пул пуçтарса пĕтернĕ хыççăн, тухăçа шутласа тухсан, колхозра отчетпа суйлав пухăвĕ пулса иртнĕ. Çав шавлă пухура колхоз правленийĕн председателĕ пулма, хăй хăйне хирĕç темиçе хут тухса калаçсан та, Алексей Гурьяновичах хăварнă, ревкомисси председательне... Мирун Тимахвине суйланă! Кун пек тамашана ялта никамах кĕтмен. Анчах ун майлисем, колхоз тунă çулсенчи пек каласан, карма çăварсем тупăннах иккен. Тĕрĕссипе, Мирун Тимахвийĕ вĕсене хăй тупнă: пĕрисем умĕнче йăпăлтатнă, вĕсемшĕн тăрăшма пулнă, теприсене вăрттăн-хĕттĕн хăраткаланă, пухура вара хăйне ăслă шухăшлă, çивĕч чĕлхеллĕ çын пек тытнă, — уншăн пайтахăш алă çĕкленĕ.
Çапла, Мирун Тимахвийĕ сĕтел умне, мала хăюллăн тухса тăчĕ, стакана шыв тултарса ĕçрĕ, ӳсĕркелесе илчĕ, вара тин калаçма тытăнчĕ.
— Юлташсем! — терĕ вăл. — Эпĕ мĕн калассине хăвăрах чухлатăр. Ревкомисси председателĕн сăмахĕ çу çĕрнĕ пек çемçе пулас çук, пыл сĕрнĕ пек тутлă пулас çук...
Халăх тĕк ларнă çĕртен йăшăлтатса илчĕ, «акă ку парать ĕнтĕ!» тенĕ пек, çынсем пĕрне-пĕри куçран пăхкаларĕç.
— Фашизма хирĕç хаяр вăрçă пырать, — калаçма тытăнчĕ Мирун Тимахвийĕ кăшт чарăнса тăнă хыççăн. — Тăвансем пурнăçне хĕрхенмесĕр çапăçаççĕ, вĕсем кунĕн-çĕрĕн вутра-çулăмра. Авă епле каялла хăвалама тытăнчĕç тăшмана! Вулатăн та çавăн çинчен, чун-чĕре çĕкленсе каять, тупата.
Пăхатăн та «Шурăмпуç» колхоз çине, чун сӳлетсе илет. Тар тăкса тунă хаклă тырра-пулла, шултра çĕрулмипе тутлă пахча-çимĕçе этемле йĕркеллĕ пухса кĕртеймерĕмĕр. Çĕрулми нӳхрепĕсене уçса тĕрĕслемен, тен, унта пирĕн иккĕмĕш çăкăр халех çĕрме-пăнтăхма тытăннă. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хуман. Лашисен, мĕн калас, айăк пĕрчи шăммисем халех куçа курăнаççĕ, çуркунне уя тухсан вăй çитерейĕç-ши мĕскĕнсем плуг сĕтĕрме? Тракторĕсенче шанчăк çук, тутисенчен сĕт тути кайман ачасем вĕсене хире кăлараяс çук, вылямалли теттесем мар-çке вĕсем. Ĕнесемпе сухалатпăр, теетĕр. Ял кулли! Хăçан пулнă вăл, ку мыскара? Çитменнине, кам вĕрентĕ вĕсене турта хушшине тăма? Хăмăт тахăнтараймăн — мăйраки чăрмантарать...
Пуху вăл хум. Сылтăмран çил вĕрет — сулахай çырана çапать, сулахайран вĕрет — сылтăмрине туллать. Акă кунта лараканнисенчен, Мирун Тимахвине итлекенсенчен, хăш-пĕрисем ахăл-ахăл кулса ячĕç. «Тĕрĕс калать!» тенĕ сасăсем илтĕнчĕç.
— Пĕтĕмпех тĕрĕс тивертет! — хыттăнах каласа хучĕ Юманкка Çтаппанĕ, Тимахвин çывăх тусĕ, хум хăш çыраналла чупнине сиссе пулас.
— Эпир те суккăр мар. Вăл кăлтăк-калтăксене хамăрах куратпăр, — хĕрсе кайса калаçаканни, сывлăш çавăрса, шыв ĕçсе илнĕ самантпа усă курчĕ темелле Леврентей Микулайĕ, лаша пăхакан ватă колхозник. — Çав кăлтăк-шăтăксене мĕнле питĕрмелле-ши, çуракине мĕнле майлаштарса ирттерсе ямалла-ши? Эсĕ пире çавна каласа пар.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...