Хĕçпе çурла :: 11
Çынпа çын ăçта паллашать? Ача чухне вăйăра, шкулта, ӳссе çитсен — вĕренӳре, ĕçре. Паллашма тата тепĕр вырăн пур, сăлтавĕ те çавăнтах: калăпăр, библиотекăра е пĕр-пĕр каç клубра-мĕнре вылянă-ташланă чух. Тепĕр чухне ăнсăртран, ним сăлтавсăрах, кĕтмен-тĕлленмен çĕртенех хĕрпе каччă е арçынпа хĕрарăм паллашса каяççĕ. Паллашаççĕ кăна мар, пĕр-пĕрне юратсах пăрахаççĕ, пĕрлешсе пĕр мăшăр пулаççĕ, ачи-пăчине çуратаççĕ, ĕмĕрĕсене пĕрле ирттереççĕ.
Паллашмалли вырăн, сăлтав çĕр çинче тем чухлех. Акă ăнсăртран арçын халиччен курман, палламан хĕрарăма урамра тĕл пулать. Илемлĕ! Лешĕ иртсе кайсан, хыçалалла вăрттăн çаврăнса пăхать. Хитре! Мĕнле паллашас-ши? Шухăш пуçне пырса та кĕрет. Хĕр е çамрăк хĕрарăм тĕл пулать-и пăхма маттур арçынна — каллех, çавăн пекех шухăш çуралать вĕсен пуçĕнче. Ку вăл çиелтен пăхсан, пĕрне-пĕри пĕрремĕш хут курнăран, тейĕпĕр. Курнă-иртнĕ кайнă, халĕ шухăшланă — самантран манăçа юлнă. Тепĕрин ăнсăртран тĕл пулни те вăраха пырать.
Барановский, Борис Петрович, авланман çамрăк çын, нихçанхинчен ытла хальхи вăхăтра, вăрçă пынă чух, кил-йышлă, ачаллă-пăчаллă пулма шухăшламан. Арăм тени хăвна ирĕклĕн пурăнма чăрмантарать, ача-пăча пачах кансĕрлет. Çавăнпа-и, тен, майор хĕрсем еннелле пăхсах кайман. Унпа, пĕр-пĕр хитре пикепе, вăл сана хăй çумĕнчен тĕртсе ямасть пулин те, малтанхи хут чуптăвиччен кăна миçе каç ирттермелле! Чуптутарсан та малалла утăм ярса пусмасть. Каччи мĕн ыйтнине сиссе, хăй те чĕтренсе, «качча илсен» тет, сăмах мĕн пирки пынине лайăхах ăнланса. Качча кайса курнă, мăшăрлăх тути-масине аван чухлакан пĕр-пĕр çамрăк хĕрарăмпах çăмăл, ун шучĕпе. Çавăнпа Барановский хĕрсем енне мар, ӳт пĕвĕ сарăларах кайнă хĕрарăмсем çине ытларах куç хывнă.
Пĕррехинче, хĕрарăм уявĕ умĕн, Культура çуртне халăх кĕпĕрленсе тулнă, каярах килнисене ларма-тăма вырăн юлман. Шупашкартан килнĕ пĕр хĕрарăм çавкаç доклад туса панă. Хăй вăл учительница. (Каярах çеç пĕлчĕç, вăл Фатюшин мăшăрĕ пулнă иккен.) Хĕрсем-хĕрарăмсем фронтра мĕнле хăюллăн çапăçни çинчен, хĕрсем-хĕрарăмсем тылра мĕнле хастар ĕçлени çинчен Фатюшина, нумай тĕслĕхсемпе усă курса, итлеме тытăнсан итлеме пăрахмалла мар лайăх каласа панă. Пухăннисем ăна, пуринчен ытла хĕрсемпе хĕрарăмсем, ăшшăн алă çупса ăсатнă.
Доклад хыççăн, çав хĕрарăм сĕннипе, район хулинче пурăнакансенчан тăракан хор вăрçă çинчен çырнă çĕнĕ юрăсем юрланă, сцена çине тухса сăвă калакансем те пулнă, унтан пукансене стенасем çумнелле пуçтарса лартнă, залра ташă пуçланса кайнă. Ташă хыççăн ташă.
Çав каç ĕнтĕ Барановский майор, военкоматра ĕçлекенскер, фронтра «паттăр çапăçса аманнăскер» — ăна районăн тĕп хулинче çынсем çапла шутланă, çавăншăн хисепленĕ, анчах «çав ăйăр пек паттăрскер ăçтан аманнă-ши, тылра çӳреме намăс мар-ши ăна» теекен усал чĕлхесем те пулман мар, — çапла, çав каç Борис Петрович Барановский куçĕ тĕсрен-питрен пăхсан илемлĕ те сăпайлă, хыçалтан пăхсан хитре кĕлеткеллĕ пĕр çамрăк хĕрарăм зал урлă каçса пынине ăнсăртран курах кайнă.
Пĕчĕк оркестрăн теветкел дирижерĕ тепĕр ташă кĕвви пуçласа яма аллине çĕкленĕ самантра Барановский хăй нумай пулмасть куç хывнă хĕрарăм умне пырса та тăнă. Йăрăм тураса тирпейленĕ çӳç-пуçне тайса, вăл ăна ташша чĕннĕ. Лешĕ, хăйне çакăн пек чипер каччă суйласа илнĕрен, хаваспах килĕшнĕ. Музыкăна ăнлансах кайман пулин те, çак çамрăк хĕрарăм начар мар çаврăнкаланă-шунă янравлăк кĕвĕ майăн, майора пуринчен ытла унăн çемçерех йăрăс пилĕкĕ, хулпуççийĕ çине хунă çепĕç алли, хĕлхем сирпĕтес пек сенкер кăвак куçĕ, чуптума чĕнесшĕн пек пулса кăшт уçăлкалакан чăмăркка тути илĕртнĕçем илĕрте пуçланă. Ташланă май ăнсăртран чĕркуççийĕсем пĕрлешсен, Барановский ӳчĕ-тирĕ тăрăх вĕри-хĕрӳ юхса иртнине туйнă, пуçра, тĕтре витĕр курăнакан пĕр-пĕр япала пек, темле шухăш йăшăлтатма тытăннă.
Пĕр тĕттĕм каç, калаççĕ, каччă хĕре килне ăсатса янă пулать. Мĕнех вара? Тахçан авалхи йăла. Хĕрĕн килĕ умне çитсен, вĕсем пахча çумĕнчи çĕмĕрт айне сак çине ларнă иккен. Каччи савнине çупăрласа чуптунă чухне, хĕрĕ те ăна ыталанă та, пӳрнисемпе унăн погонĕ çинчи çăлтăрĕсане шутланă, имĕш. Тĕрĕс-и, суя-и вăл — калама хĕн, анчах хулпуççи çинчи çăлтăрсене ташланă чух та пӳрнесемпех шутласа илме е куçпах та курма пулать. Çук, Барановскипе ташлакан хĕрарăм ăна-кăна аса та илмен.
Ун чухне хĕрсем-хĕрарăмсем çар çыннисене пысăк хисепе хунă. Вăл тĕрĕс, мĕншĕн тесен пĕтĕм вăйпитти арçынсем çарта пулнă, вĕсем, салтаксемпе офицерсем, пурин пурнăçне сыхласа, хăйсем вилĕм умĕнчен пĕр утăмра тăнă. Анчах хăш-пĕр хĕрарăмсем — вăл та ытла пысăк çылăх мар-и, тен, — вĕсенчен урăххине те ыйтнă: камăн тепĕр чух ачашланас ан килтĕр? Çапла, Барановскипе вальс кĕвви майăн вĕлтĕртетсе те ярăнса çаврăнакан çамрăк хĕрарăм хăйне килне ăсатса яма ирĕк панă. «Анчах, — тенĕ вăл ăна шăппăн, — ют куçсем ан курччăр».
Уйрăм ларакан пĕр хутлă тирпейлĕ пӳртĕн урамалла тухакан крыльци умне çитсен, вĕсен ирĕксерех чарăнса тăмалла пулнă.
— Питĕ шел, çул ытла кĕске иккен сирĕн пата, — тĕнĕ Барановский, ассăн сывланçи туса, унтан: «ах сывлăшĕ мĕне тăрать!» тесе, ăйăр «юмăç пăхнă» пек сӳлелле мăйне тăсса, нăш-нăш сывлакаласа илнĕ.
— Инçи ывăнтарать вăл, — уйăх айĕнче йăл-йăл кулнăран ик-виçĕ ылтăн шăлĕ йăлтăртатса çиçсе илнĕ хĕрарăмăн.
Борис Петрович вара, хĕрарăмĕ турткаланса тăманнине кура, ăна çепĕççĕн ыталаса чуптунă.
— Эсĕ мĕн ятлă? — тесе ыйтнă, пăшăлтатса. — Пӳртĕрте çутă çук. Сан патна кĕрсе тухма юрать-и?
— Мана, калама та аван мар, атте-анне Мархва тесе ят панă.
— Марфа, Марфия. Илемлĕ ят!.. Кĕме юрать-и?
— Юрамасть. Кĕçех упăшка таврăнмалла. Çак вăрçа пулах, вĕсене халĕ çĕрле те ĕç тупăнать. Тен, килсе выртнă та-и...
— Ăçта ĕçлет?
— Райĕçтăвкомра. Барашкин. Тен, илтнĕ?
— Илтнĕччĕ пулас... Шел, эппин. Тепре хăçан тĕл пулас вара манăн санпа?
— Хăвăн кăмăлунтан килет. Ирхине эпĕ килте яланах пĕччен.
Тĕрлĕрен пăтăрмах çавăнтан пуçланса кайнă вара.
Военкомата Барановский ĕçе кашни кунах кая юлса çӳренине унтисенченех — ăна хăйне пысăка хунăшăн пĕрле ĕçлекенсем юратман — тахăшĕ военкома пĕлтернĕ. Темиçе вăрçăра пулнă полковник, инвалид, хăйне текех строя илменшĕн çав тери тарăхнăскер, кунта ĕçлекенсене çав тери çирĕп тытнă. Кăшт итлемерĕн, тĕрĕс мар турăн — фронта! Утатăн-и, аллу кашăк тытать-и, эппин çапăçма пултаратăн. Ун сăмахĕнчен иртме юраман. Хушамачех хăратнă — Железный, Потап Осипювич Железный.
Вăл Барановский майора, 3-мĕш пайăн пуçлăхне, пĕр ирхине хăй патне чĕнтернĕ. Майор ĕçе килсе çитейменни çинчен илтсен, полковникăн питне пăчăр-пăчăр юн тапса тухнă пекех пулнă.
— Мĕ-ĕн?! — сасартăк сиксе тăнă, хаяррăн пăхнă вăл. — Эпĕ чĕнтертĕм пулсан, вăл халех ман умра тăмалла!
Военкоматра ĕçлекенсем Барановские шырама чупса тухнă, анчах урампа вăл хăй вĕсене хирĕç пынине курсан лăпланнă, каялла кĕрсе сĕтелĕсем хушшине ларнă.
— Майор Барановский! — сиввĕн йышăннă ăна полковник. — Эсĕ, мĕн, пуçна окопа чикес вырăнне, хĕрарăм арки айне пытанатăн-им?.. Урăх сăмахăм çук, кайма пултаратăн.
— Полковник юлташ! — вăрт! çаврăнса тăман-ха Барановский, тем каласшăн пулнă. — Эпĕ унта-кунта ниçта çӳреместĕп. Ирлĕн-каçлăн, те çанталăк çур енне кайнăран, суранăм хăй пуррине пĕлтере пуçларĕ. Çав тери ыратать. Каçару ыйтатăп. Малашне ыратнине пăхмăп.
— Тĕрĕслеме пĕр эрне! — теейнĕ полковник, пуçне çĕклемесĕр.
Ку сăмаха илтсен, «курăпăр унта!» тенĕ пек, йăл кулнă та хăй ăшенче Барановский, çăмăллăн вăрт! çаврăнса тухса кăйнă. Хăй кабинетне кĕрсен, сĕтелĕ хушшине чавсаланса ларнă та: «Мархвана пăрахмалла пулать, — шухăшланă вăл. — Ахаль те йăлăхтарса çитерчĕ. Çĕрле — упăшкипе, ирхине — манпа, пулать те иккен пурнăçра тăрана пĕлми хĕрарăм!»
— Марфушка, — тенĕ вăл тепĕр ирхине, упăшки ĕçе тухса кайсанах йăпăртлăха кĕрсе, — ан çиллен, ан айăпла ман сăмахăма, тархасшăн, йывăра ан ил, анчах эпĕ кашни кун ирсерен кĕрейместĕп ӳлĕмран. Ĕçе юлса пынăшăн... ху пĕлен. Урăх май шыраса тупма пулмĕ-ши?
— Юрĕ эппин, — тенĕ кăмăлсăр пек пулса Барашкина, — хама та сисме, «тытма» пултарĕç капла. Урăх май тупма тăрăшăп. Сывă пул, савнă арçыннăм!
Унтанпа Барановский службăра хăйне çав тери лайăх тытнă, ăна нихăш енчен те тиркеме е пырса тĕкĕнме пулман. Ĕçе кая юлса килет тесе, военкома ун çинчен каласа пани, 2-мĕш пайăн пуçлăхĕ, шиклене пуçланă: «Пĕлсен пĕтерет ĕнтĕ ку мана» шухăш пуçĕнчен тухман, çавăнпа вăл ун умĕнче йăпăлтаткалама тытăннă. Пултарнă Барановский!
Вăл час-часах пĕр пĕчĕк магазина пирус-мĕн илме кĕркелесе çӳренĕ. Пĕррехинче унăн куçĕ курах кайнă: кунта эрне маларах кăна-ха ĕçленĕ ватă хĕрарăм вырăнĕнче — йăл-йăл пит-куçлă, йăлтăр-йăлтăр ярапа алкаллă, сарă кăтра çӳçлĕ, тăпăл-тăпăл çаврака кăкăрлă çамрăк хĕрарăм тăнă. Вăл шаларах кайса, пирус илме çӳлĕкелле çĕкленнĕ чухне, Барановский куçĕ унăн пилĕкне, урине курма ĕлкĕрсе юлнă. Аптрамасть. Аптрамасть кăна та мар, пирĕшти пек илĕртӳллĕ. Акă кампа паллашмалла.
Паллашнă. Ева хĕвеланăçĕнчи пĕр инçетри хуларан эвакуаци йĕркипе кунталла çитсе ӳкнĕ, хăй каланă тăрăх, упăшкинчен вăл вăрçăчченех уйăрăлнă, ачи-пăчи пулман, халĕ çу заводĕнче ĕçлекен тепĕр тăлăх хĕрарăм патĕнче пурăннă. Каçхине, ĕç пĕтсен, майор — унталла-кунталла пăхкаласа илсе — вăшт! çеç кĕрсе кайнă вĕсем патне. Военкоматран çĕрле чĕнтерес-тăвас пулсан, хваттер хуçин арçын ачи ăна хăвăртах систерме пулнă. Ахаль мар, паллах. Ун пирки тĕплĕн калаçса татăлнă.
Тĕлĕнмелле вăл пурнăç е шăпа тени. Çынсен çимелли-ĕçмелли çителĕксĕр, пур япалана та, шăрпăкĕ таран карточкăпа кăна параççĕ, кусен — Ева Марковнăпа ун Роза Израиловна юлташĕн — тем те пулнă: Барановский пынă çĕре çаврака сĕтел çинче яланах эрех кĕленчисем, лайăх йышши пирус, консервă, пĕремĕкпе канфет тавраш, шурă çăкăр, тĕрлĕрен çырла шывĕ — мĕн ĕçес-çиес тетĕн, çавă пĕтĕмпех куç умĕнче илĕртсе выртнă-ларнă.
Анчах... — çав пĕтернĕ те ăнман Барановскине — кăпăш тӳшек сарнă вырăнĕ те юнашар пӳлĕмрех пулнă.
Ева ăна çĕрĕпе çывăрма паман, тул çутăлса çитмесĕр кăларса яман. «Боренька» тесе хытăрах ыталанă.
Барановакий вара, асса кайса шăлне шатăртаттаракан хĕрарăмран хăтăлса, — ĕçре ыйхăласа ларнине сисесрен унăн сехри хăпсах тухнă — сăпайлăраххине шырама тытăннă. Ăна çавăн пеккине никам та мар, Марфа — упăшки командировкăна-мĕне кайсан ун патне кĕрсе тухкаланă-ха вăл, ăна хăй кампа пурăннине те ним пытармасăр каласа панă — çапла, çав Марфа, Евăна тавăрас тесе, тупса панă Тамара, больницăри сестра, чăн та, сăпайлă хĕр пулнă: çынран вăтаннă, ытла иртĕнмен, хăйне хăюсăртарах тытнă, нимĕн те ыйтман. Вăрттăн алăк уçса кĕртнĕ, вăрттăн ăсатса янă.
Ева сиснĕ сиснех çакна. Барановский Марфа Барашкина патне çӳрекелени те ун куçĕ айккинче тăрса юлман. Питĕ чее хĕрарăм пулнă вăл. «Мĕнле тавăрас» шухăш ун пуçне пырса та кĕнĕ. Унччен-ха Ева Барановскипе хăйĕнпе калаçса пăхас шухăш тытнă. Пĕррехинче вара каçпала вăл иртсе каяс çул çине юри тухса тăнă.
— Майор юлташ! — чĕннĕ вăл, ăнсăртран хирĕç пулнă пек, тĕлĕннĕ евĕр, аллисене саркаласа илсе. — Халĕ ĕçрен кая юлмасăр таврăнатăр-çке? Тӳрех калатăп: ман пата çӳреме пăрахрăнах пулсан, тиркетĕн пулсан, тиркĕ тĕпне çуллаттаратăпах сана! Капла та итлемесен, пурнăçу çӳç пĕрчи тăршшĕ юлмĕ!
— Ак тамаша! — кулкаланă Барановский. — Мĕнпе хăратасшăн эсĕ мана, чиперккем, савнă чунăм, пĕр кашăк юнăм?
— Пыратăн-и халь ман пата?
— Çук, пымастăп.
— Эппин, кунтах итле, — тенĕ вара тата ытларах тарăхса кайнă Ева, тутине чĕтрентерсе, — астăватăн-и, майор, пĕррехинче ӳсĕр пуçпа мĕн-мĕн пакăлтатнăччĕ эсĕ ман патăмра? Ху фронтран мĕнле чееленсе тарни-хăтăлни çинчен каласа пама санран эпĕ ыйтманччĕ. Эпĕ ӳсĕр пулнă, астумастăп, тейĕн-и? Уррин пуçра, ӳсĕррин чĕлхе çинче.
— Мĕнех вара? Кам ĕнентĕр сана? Кӳлешекен хăй кӳлле чăмнă, теççĕ.
— Пурăнсан курăпăр! Кӳлешетĕп пулас. Кĕтсех тăр! Сан пеккисене эпĕ кашни кĕтесре тупма пултаратăп.
Çапла патлаттарса каланă та Ева Маркова, чĕлхи вĕçне мăрт! кăларса кăтартса, вăрт! çаврăнса, хăй каяс çулĕпе хăвăрт уттара панă. Барановский, тем аса илнĕ пек, чĕннĕ-чĕннĕ ăна хыçран, сехечĕ çине пăха-йăха илнĕ, Ева каялла çаврăнса пăхман.
Хăй шухăшĕпе, «хăратрăм, çавăртăм» тенĕ Ева Маркова Барановские пĕр каç кĕтнĕ, тепĕр каç кĕтнĕ — çилленсех çитнĕ. Пулать те иккен вĕчĕрхеннĕрен чăрсăрланнă хĕрарăм! Тавăрма шут тытнă-тытнах. Çук, Барановские мар, ытларах лешсене — унпа пурăннисене е пурăнакансене çилленсе пăрахнă вăл: асту-ха, çав ĕçсĕр-мĕнсĕр супса ларакан Мархва — асат хуçнă пек хăяккăн утакан Барашкин арăмĕ — ăна илĕртме пултарнă! Больница коридорĕпе палатисенче, суранланнă-аманнă арçынсем умĕнче çӳрекен, каç-каç клубра явкаланса ташлакан Тамара Тарасова хăйĕн серепине çаклатнă! Тупăннă артистка! Мана тунката пек çара хире тăратса хăварнă. Эпĕ вĕсенчен мĕнрен кая, мĕнрен катăк? Тĕсĕм-питĕм илемлĕ мар-и? Пĕвĕм-сийĕм кĕрнеклĕ мар-и? Чĕлхем-çăварăм пуклак-и? Вырăн çинче юрăхлă пулаймастăп-и? Мана çитме маннинчен ытлараххи вĕсен мĕн пур-ши? Çук, халиччен çынран юлман, çынран мăшкăл курман. Пурпĕрех парăнмастап!
Çамрăк чун вĕри чух,
Парăнассăмăр çук! —
такмак йĕркисем ăна аса килнĕ те, вăл хавасланса, хăюлансах кайнă.
Ева магазинне питĕрнĕ те, ирхинепе шăнтнă юра кăчăртаттарса, хăвăрт тумалли ĕçе кайнă пек, райĕçтăвком еннелле васканă. Малтан Мархваран тытăнмалла, шухăшланă вăл (Марфа мар, юриех Мархва, тенĕ).
Ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ йышăннă кабинета Ева, никамран ыйтмасăр-тумасăр, алăкне те шаккамасăр, вăрт-варт! пырса кĕнĕ. Барашкин, пуçĕ тăрринчи çаврашка кукшине кăтартса, сĕтел хушшинче тем çыркаласа ларнă.
— Михаил Михалыч, — йăлăнанçи пулса чĕннĕ Ева. — Хĕрарăма хисеп тусамăр ĕнтĕ, куçăра çĕклесе пăхсамăр.
— Мĕн кирлĕ сана? Кала хăвăртрах, кĕтĕн пулсан! — ыйтнă пуçне çĕклесе Барашкин.
— Арçын. Арçын кирлĕ! — ни кулса, ни тарăхса хирĕç тавăрнă хĕрарăм. Куçне чарса пăрахнă арçын, чĕлхине çăтса янă пек ним чĕнме аптраса, чернил пуçнă ручкине пери-мĕнĕпех çăварне чикнĕ.
— Тьфу! — сасартăк тарăхса кайнă вăл, чернилăн йӳçĕ тутине сиссе, ручкине урайне ывăтса. — Эсĕ, мĕн, талпиçен çимерĕн-и паян?.. Эсĕ ху чипер-çке? Сан пекхитре те маттур хĕрарăма такам та куç хывмалла, — шӳтленçи тума хăтланнă вара Барашкин лăпкăнтарах, чернилланнă тути-çăварне тутăрпа шăла-шăла. — Анчахăнланмастăп: мĕншĕн ман пата килтĕн-ха эсĕ ку ыйтупа? Эпĕ — ялхуçалăх. Манăн — уй-хир, улăх-çаран, ĕне выльăх, качака-сурăх, ут-лаша, вăкăрĕ-ăйăрĕ таран, пĕр сăмахпа...
— Çав ăйăр пирки килтĕм те çав, — пӳлнĕ ăна Ева Маркова. — Вĕсем сахалланса юлчĕç...
— Эсĕ кунта юмах юптарса ан тăр! — кăшкăрса пăрахнă Барашкин, сĕтел хушшинче ларнă çĕртен карт! сиксе тăрса. — Мĕн çăмăлпа килтĕн? Кала та, сирпĕн!
— Эпĕ тĕрĕсне тӳррĕн калама килтĕм. Уншăн ан çилленĕр, — сассине лăпкăн, анчах куçĕпе ейкеленсе хирĕç тавăрнă Ева. — Хăвăрах куратăр, арçын, чăн та, сахал ĕнтĕ, инке-арăмсем, ватта юлнă хĕрсем тем чухлех. Çав хушăрах — тĕрĕс-им вăл? — пĕри, тăрана пĕлменскер, упăшкипе те пурăнать, ютран килнипе те.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...