Хĕçпе çурла :: 4
Кунта, кĕпер çинче, ухлатса та ахлатса сăвай çапаççĕ. Çаврашка хулăн тукмак, ун йĕри-тавра хăмасем çине тăнă вăйпиттисем алă вĕççĕн йăтнăран, сывлăша темле тискер кайăк пек хăрушшăн ывтăнса каять, вăлах сасартăк аялалла анать те сăвая пуçран паратъ, ку вара шĕвĕртнĕ вĕçĕпе шыв тĕпне пăртакçă тарăнрах шăтарса кĕрет. Ак ĕнтĕ сăвайсене тӳрĕ пĕревесемпе — прогонсемпе — çыхăнтарнă, прогонсем урлă каштасем хунă, халĕ кĕпер çине хăма сармалли, карлăк тыттармалли кăна юлать. Хĕвел те ансах пырать. Çав вăхăтра Харитонов капитан «воздух!» тесе кăшкăрса ярать. Ку ĕнтĕ, ĕçе пăрахса, самолетсенчен сыхланма командир ирĕк панине пĕлтерет. Кĕпер çинчисем, ун таврашĕнчисем пĕрре куç хупса иличчен чăл-пар! саланаççĕ те хăйсен шăтăкĕсене сикеççĕ.
Кунхинче тăшман эсрелĕсем нумаййăн пулмарĕç. Пĕр звено. Акă вĕсем çывăхараççĕ, çывăхараççĕ. Акă пĕри ĕнтĕ сăмсипе аялалла чăмать, унтан тепри, ун хыççăн виççĕмĕш. Вĕсем айĕнчен хура бомбăсем хăпни аванах курăнать-ха, анчах çĕрелле вирхĕннĕçем вĕсем куçран çухалаççĕ те, хăлхана хăрушшăн шартлатнă сасă хупласа хурать. Çĕр чĕтренĕн туйăнса каять. Самолетсем юханшыв тĕлĕнче икĕ хутчен çаврăнчĕç, унтан — каялла.
— Çак тĕлте пысăках мар кĕпер пуррине — ăна юсама тытăннине ăçтан пĕлнĕ фриц? — хăйĕнчен хăй ыйтнă пек мăкăртатса илчĕ Харитонов капитан, вĕсем каллех кĕпер патне пуçтарăнсан. — Юрать-ха, пирĕн телее, сиен тăваймарĕç. Гурьянов, мĕн шухăшлатăн эсĕ кун пирки?
Вăл, взвод командирĕ, ăçтан чухлатăр?
— Мур пĕлĕт-и! — терĕ, аллипе сулса.
Каларĕ те пăрăнса кайрĕ.
Унтанпа темиçе уйăх иртсен, — аса илет халĕ Николай Гурьянов, — хĕлле, нимĕçсене Сталинградра çапса аркатнă хыççăн, ăнсăртран тенĕ пек ăна каллех çав ялта пулма тиврĕ. Яла ĕнтĕ пурнăç кĕме тытăннăччĕ: ял Совет çурчĕ çинче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшетчĕ, мăрьесенчен тĕтĕм тухкалать, çырма хĕрринче ача-пăча çунашкапа ярăнатчĕ, хулпуççи урлă кĕвенте çакнă хĕре те курма пулатчĕ. Акă пĕр урамра ун йĕри-тавра ачасем кĕпĕрленсе тăчĕç, тумне, погонне, автоматне пăхаççĕ — офицер-çке, хамăрăн!
— Сирĕн ялăрта Курганов хушаматлă ватă çын пур-и? — ыйтрĕ вăл вĕсенчен.
Ачасем шухăша кайнă пек пулчĕç, унтан харăсах «çук» терĕç.
— Ак çакă килте ватăсем, карчăкпа старик, пурăнаççĕ, — пĕр пĕчĕк пӳрт еннелле аллипе кăтартрĕ пĕри. — Çавсенчен кĕрсе ыйтăр.
Вăл, çулла тĕл пулса калаçнă ватă çыннăн шăпине пĕлме шут тытнăскер, пӳрте кĕчĕ. Лутра сĕтел хушшинче шурă çӳçлĕ, куçлăхлă ватă çын хаçат вуласа ларать, тĕпелте карчăкĕ тирĕк-чашăксемпе аппаланать. Сывлăх сунчĕç, пукан сĕнчĕç.
— Каçарăр ыйтмасăр-тумасăр килсе кĕнĕшĕн, — терĕ вăл, сĕннĕ пукан çине ларса, çĕлĕкне хывса. — Сирĕн ялăрта эпĕ çулла пулсаттăм, çавăн чух пĕр ватă çынпа паллашсаттăм. Курганов хушаматлăскер, ячĕ Гурийччĕ пулас, ашшĕ ятне астумастăп.
— Осипович, — хушса та хучĕ ватă çын.
Вăл Кургановпа ăçта паллашни, мĕн калаçни-пуплени çинчен, лешĕ мĕнле лăсканчăк тумпа юлнине, çарран пулнине кĕскен пĕлтерчĕ.
— Пурăнать, эппин? Сывах-и? — ыйтрĕ юлашкинчен.
— Виçĕмкун ăвăс каштаран çакса леш тĕнчене ăсатрĕç, — терĕ кил хуçи, ăна чĕнмесĕр итлесе ларнăскер, аллипе маччаналла кăтартса.
— Шалчи тулчĕ! — хушса хучĕ карчăкĕ, тĕпелтен пĕркеленчĕк питне кăтартса.
— Мĕнле апла?
— Çапла, командир юлташ, шалчи тулчĕ, — хаваслăнах калаçма пуçларĕ ватă. — Ĕлĕк чух Кургановсем пек пуян улпут йĕри-таврара пулман. Хăвăрах шухăшлăр: вĕçĕ-хĕррисĕр хир-улăх, икĕ хутлă кермен çурт, шыв çинчи армансем, кирпĕч завочĕ, çуллен приз илекен йĕтĕр пек урхамахсем, кăткă йăви пек тарĕç-тĕрĕç — пĕтемпех вĕсен хурçă пек шăнăр аллинчеччĕ. Укçа шыв пек юхнă, анчах юхсах кайман çав, ылтăн пулса, каллех вĕсен кĕмĕл арчине кĕнĕ. Революци тухсан, хăвăрах пĕлетĕр, — пăштик!
Ватă çын, йăл кулса, пуçĕпе сулса илчĕ.
— Çав кирлĕ! — сăмах чĕнчĕ карчăкĕ. — Ун чухне пĕри пуйса пурăннă, пинĕшĕ выçса вилнĕ.
— Малалла-и? — калаçма пуçларĕ каллех ватă мăшăрĕ, хăйĕнчен хăй ыйтнă пек тытăнса. — Граждан вăрçи вăхăтĕнче вăл тăшмансемпе пĕрле ют патшалăха тарнă, терĕç. Таси паха! тенĕ халăх. Анчах тартмалла пулман иккен, ун чухнех çакмалла пулнă. Лере вĕсем пире хирĕç шăл хăйраман, тетĕр-и? Кĕтсех тăр кашкăртан путек пуласса! Кургановсенчен пĕри акă нимĕçсемпе пĕрле хăйсен ĕлĕкхи йăви вырăнне персе те çитнĕ. Самолет çинчен пуçхĕрлĕ чикелентернĕ-мĕн. Çумĕнче передатчик пулнă. Пирĕн çарсем ăçталла чакнине, мĕн чухлине, ăçта мĕн пуррине, мĕн тунине хăйĕн ӳплинчен пĕлтерсе выртнă, аçа çапасшĕ!
— Мĕншĕн хăйĕн хушаматне пытарман вăл пирĕнтен? Тĕлĕнмелле.
— Ним тĕлĕнмелли те çук, — хирĕç тавăрчĕ ватă. — Вĕсем ĕнтĕ нимĕçсем çĕнтересси пирки, хăйсен ĕлĕкхи пек пыл та çу пурнăçĕ, чышкă влаçĕ каллех хăйсен аллине кĕресси пирки ним чухлĕ те иккĕленмен, тăванăм. Çав çĕтĕк-çатăк та (темшĕн-çке ыйткалакан евĕр тумланнă вăл, çынсем кунта авалхи пекех çĕтĕк çӳреççĕ пулĕ тенĕрен-и), — çапла çав çĕтĕк-çатăк та, шăршлă ирсĕрсем персе çитсенех, ӳплинчен тухнă та калама çук йăлттам тумланса янă. Эх, аскăнчĕ вара! Арăслан та ун пекех хаяр мар-тăр. Хăйне тивмесен вăл çынна тапăнмасть, теççĕ. Ку, полицайсен пуçлăхĕ пулса тăнăскер, кунта тата таврари ялсенче миçе-миçе ырă çынна — ваттисене, хĕрĕ-хĕрарăмне, ача-пăчана — пертерсе пăрахтарчĕ, çактарса вĕлерчĕ.
Унăн сăмахĕсене илтсен, кăмаки çумне таяннă карчăк куçне тутăр вĕçĕпе шăлма тытăнчĕ, тем каласшăн пулчĕ, анчах сасси тухмарĕ, ĕсĕклесе шалалла кĕрсе кайрĕ.
— Куратăр-и, карчăкăм тӳсеймерĕ, йĕрсе ячĕ, — хăй те куççульне çăтса тенĕ пек сăмахне малалла тăсрĕ ватă çын. — Унăн тăванне те çав çăткăн тискер çактарса вĕлерттерчĕ. Партизан тесе... Эсир ăна, çав тискере, хĕрхеннĕ иккен, командир юлташ, — терĕ вара вăл, ӳпкеленĕ пек пулса сассине хытарса, — вăрçă çынна хĕрхенмест, хĕрхенме хушмасть те. Вăрçăра çын хаярланать. Хурăн çулçи пек çемçе чунлă пулма юрамасть, çичĕ ютсене вĕлтĕрен пек, пиçен пек çунтартăр вăл, чун тени. Алăран пăшал ан кайтăр.
Ватă çын сăмахĕ, унра пысăк тĕрĕслĕх пурри ăна тарăн шухăша ячĕ ун чухне. «Гурьянов, санăн та чуну çирĕп пулмалла», — терĕ вăл хăйне вара.
— Сирĕн ывăлăрсем пур-и? Ăçта вĕсем?
— Ăçта пулччăр? Фронтра. Пуçĕсем сывă юлнă пулсан, хыпар тумалла. Хĕрĕмĕре те çав путсĕр Кургановах нимĕçсен аллине пачĕ. Германие хăрхăм чура пулма ăсатрĕç. Амăшĕн куççуль юхтарман кунĕ çук унтанпа... Çапла килсе тухрĕ пурнăç...
«Çĕр çинче пурнăçпа вилĕм урса кайса çапăçаççĕ, — шухăшларĕ Гурьянов каллех. — Пурнăç пурпĕрех çĕнтерĕ, анчах мĕн чухлĕн, миçе мĕльюншарăн çапăçу хирне выртса юлĕç, тăван килне таврăнаймĕç».
Унтан вăл çав ял патĕнчи пĕлтĕрхи çапăçăва аса илчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...