Хĕçпе çурла :: 6
— Мĕнле унта? — тем ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ калаçмасăр ларма-тăма пĕлмен Солдатов.
— Ху кайса кур та пире каласа пар, — сиввĕн пӳлчĕ ăка пĕри.
— Нушине эпир те куртăмăр, — эпĕ те калаçăва хутшăнтăм, — вăл пурин те пĕр, кама çилленес?
— Нимĕçсене, — персе ячĕ айвантараххи пулас.
— Ютсене çилленни вăл хĕрхеннипе пĕрех, — татса каларĕ малтанхи. — Вĕсене вĕлермелле. Эпир, атакăна кайсан, мĕн чухлĕ вĕлертĕмĕр. Халĕ те парăнассăмăр çукчĕ, анчах вĕсен тупписем, каярах танксем... Эх, мĕн калаçмалли пур! — вăл сурчăкне çилĕллĕн лачлаттарса сурчĕ. — Кайрăмăр хамăр «кермене» «хăнасене» кĕтсе илме. Вĕсем çитмеллех.
Йывăррăн утса сылтăмалла иртсе кайрĕç. Кĕперпе каçаççĕ те каçаççĕ, салхуллă, çилĕллĕ сăнсем. Пурте чĕнмĕш, тĕксĕм. Каçса çитсен, каялла килĕсене таврăннă пек, пурте хăйсем контратакăна кайиччен йышăннă вырăналла утаççĕ. Анчах унта ĕнтĕ юлташĕсенчен пайтахăшĕсем таврăнайман: вĕсем çапăçу хирĕнче нихăçан тăрайми выртса юлнă.
Нимĕçсем çав кун малалла килеймерĕç, эпир те вĕсене аванах лăсканăран, ахăртнех, вăй сисмеллех чакнă. Пирĕн енчен те тупăсем кĕрлеме тытăнсан, урăх пĕр утăм ярса пусаймарĕç, пуç каснă пек каялла вирхĕнчĕç, танкĕсем те, ирхинехине аса илнĕ пек, текех сĕкĕнме хăрарĕç тейĕн. Хир каллех вилĕм пек шăпланчĕ.
Эпир хамăр çав тери выçă иккенне пĕр харăс туйрăмăр. Çапăçу хĕрсе пынă вăхăтра çын хырăм çинчен шухăшламасть, вăйĕ-халĕ чакнине сисмест, ыйхă пусмасть ăна (вăл питĕ кулăшла пулĕччĕ), çапăçу пăрлă çумăр пек иртсе кайсан (çумăрĕ кунта тăхланран), тавралăх пăртак лăплансан, чи малтан хăвăн ура çине тăма та вăй çуккине туятăн, тăрсан — чĕркуççисем чĕтреççĕ; унтан «хырăм çурăм шăммине перĕнет» тенĕ сăмах аса килсе каять, аш-какая, тахçанхи-авалхи çынсем пек, чĕрĕлле çисе ярăттăн; хырăма мĕнпе те пулин улталам пекки тусан, пуç хăй тĕллĕнех усăнать, куç хупăнать, ăса-тăна тĕтре пек тĕлĕк карса илет, тĕрĕссипе — ăс-тăн тени пуçран таçта тарса çухалать, сан тăлппăву ăçта, мĕнле авăра йăванса кайнине вара астуса юлаймастăн.
Каç пуласпа старшинапа повар кухня турттарса килчĕç (ротăра тепле майпа пĕр лаша юлнă иккен-ха). Пăтă! Вăл мĕн пăтти пулнине халиччен те пĕлместĕп. Салтакăн çимелли хатĕрĕсем хăй çумĕнче: котелокĕпе куркине ременьрен çакнă, кашăкне атă кунчине чикнĕ, сĕтелĕ — чĕркуççи, пуканĕ — тĕмерех вырăн. Выçса çитнĕ чунсем, ман пекех, мĕн пăттине пĕлмесĕр, хăвăрт хыпса-çăтса ячĕç. «Арманăр хытă авăрать», — теççĕ пирĕн кун пек чухне. Эпир çинĕ чух пăтти ун пеккине нихăçан çисе курман пек питĕ тутлăччĕ — повар витрепе шыв ăсса килсе лартрĕ, куркасене хăех тултарса пачĕ. Çисе тăранаймарăмăр, анчах çапах пăртак йăпантăмăр. «Маттур пирĕн повар, — терĕ тахăшĕ, — пултарать, пăтти çитмесен хырăма шывпа тултарать». Хăшĕсем кăшт-кашт кулкаласа илчĕç, теприсен кулас кăмăлĕ шала пытарăннă пулас, чĕнмесĕр ирттерсе ячĕç.
Çавăн чух эпĕ старшинапа пĕрле пĕр салтака хуçалăхран пăчкă илсе килме хушса ятăм.
Вĕсем кайсан Басалаев çумне пырса лартăм. Вăл саваннă пек пулчĕ, хырăмне сăтăркаларĕ, кулма тăрăшса, тутине пăркаларĕ куçне выляткаларĕ, анчах калаçаймасть, сасси хăрăлтатса тухать. Эпĕ ăна питĕ хĕрхентĕм, çавăн чухнех медсанбата ăсатманшăн хама хам ятласа илтĕм. Ирĕксĕр ăсатмалла пулнă! Халĕ эпĕ ăна выртса çывăрма сĕнтĕм. Вăл килĕшрĕ. Лапамрах вырăна анса, айне шинель сарчĕ те хутланса выртрĕ, пĕр салтакĕ ăна çийĕнчен хăйĕн шинелĕпе витрĕ. Çурçĕр тĕлнелле пулас, эпĕ ун патне пытăм. Улăха уйăх ирхинехи вăхăт евĕрлех çутатать. Тавралăх, вăрçă хирне шута илсен, хăрушă мар, шăп. Хутран-ситрен кăна ку енчен леш еннелле çутă пульăсем вĕçсе кайни курăнса юлать. Басалаев вăраннă та, аллисене саркаласа, тутлăн анасласа ларать.
— Мĕнле çывăртăн, Басалаев? — ыйтрăм эпĕ унран, вăл чĕлхесĕррине аса илсе, ним калама аптранăран, ниме пĕлтермен сăмахпа.
— Питĕ аван! — терĕ вăл. — Кун пек хăçан çывăрнине астумастăп.
Эпĕ тĕлĕннипе шак хытса тăтăм, малтанах хам чĕнейми пултăм, унтан çумне лартăм та мăйĕнчен арçынла хытă чăмăртарăм. Чунăм лăштах пулчĕ.
— Шуйттан! — терĕм. — Ĕнер сан пирки сехре хăпса тухатчĕ. Халĕ этем чĕлхипех калаçатăн! Эппин, çĕр çинче çĕр çул пурăнатăн эсĕ. Йӳтичченех пурăнатăн!
— Текех йӳтес марччĕ, — терĕ вăл, манпа килĕшмесĕр. — Вăл мĕн иккенне тутанса пăхрăм. Çитет! Кала, ĕçсем мĕнле?
Малалла сăмах татăлчĕ. Хуçалăха янă салтак хăй пăчкă илсе килнине пĕлтерчĕ, ун хыççăнах пире Харитонов капитан шыраса тупрĕ. Эпир сиксе тăма тытăнсаттăмăр, анчах вăл хăй пирĕнпе юнашар тĕшĕрĕлсе ларчĕ. Ларчĕ те ассăн сывласа илчĕ, чикарккă чĕркерĕ (эпĕ унăн çав вăхăтра пӳрнисем сиксе чĕтренине асăрхарăм), чĕртрĕ, вăрăммăн çăтса, тĕтĕмне ахлатнă пек вĕрсе кăларса ячĕ, ӳсĕркелерĕ, вара тинех калаçма тытăнчĕ.
— Япăх, атьсемĕр, — тăстарчĕ вăл сăмахне, шăл витĕр сурса. — Халь анчах штабра пултăм. Батальон виçĕ ротăпа виçĕ кĕпере сыхлать. Вĕсенчен пĕрне кăна минăланă. Варринчине, чи тĕреклине. Ыттисене аркатма нимĕн те çук. Аркатасса аркатасах пулать. Çапла хушнă. Ахăртнех, кунта нумайлăха тытăнса тăраймастпăр пулас. Çӳлереххисем çӳлтен пăхаççĕ, çавăнпа вĕсене тавралăх лайăхрах курăнать. Хамăр кĕпере те кĕçĕрех çĕмĕрмелле пирĕн. Анчах мĕнпе? Те хăçан çывăрнине манса кайнăран пуç çаврăннине пула ним шухăшласа кăларма пултараймастăп.
Эпĕ сăмах ваклама юратман çак çирĕп командир нумай калаçнинчен, çакă паттăр çын та лăштах кайнинчен тĕлĕнтĕм. Вăл хăй ăсран та, вăйран та хавшакланнине хăйĕнчен кĕçĕнрех юлташĕсенчен пытармасть иккен. Çапла тума тӳрĕ кăмăллă çын кăна пултарать, çавăнпа ăна тата ытларах хисеплетĕн вара.
— Кĕпере сӳтмелле! — персе ячĕ Басалаев, шухăшласа ларсан-ларсан.
Харитонов капитан малтан ун канашĕнчен мар, чĕлхесĕр пулнă лейтенант сăмах хушнинчен тĕлĕнчĕ.
— Ак тамаша! — хĕпĕртесе ӳкрĕ вăл. — Мĕнле турă чĕлхӳне каялла тавăрса пачĕ сана?
— Шăплăхпа ыйхă турри, — терĕ Басалаев.
— Пулать иккен тĕнчере кун пек мыскара та. Тĕлĕнмелле! — капитан пуçне пăркаласа илчĕ. — Канашу пирки шухăшласа пăхар. Кĕпере сӳтсе пăрахасси ăна хывассинчен йывăрах мар. Тен, урăх мел те пур?
— Пур! — терĕм эпĕ. — Вăрçăн хут çине çырăнман саккунĕ нумай. Ырă çын вилет, анчах хăйĕнпе пĕрле усал тăшманне те леш тĕнчене ăсатать. Пирĕн кĕпер те шыва кайтăр. Хăйĕнпе пĕрле мĕне те пулин авăра чăмтартăр.
— Кĕскенрех кала, — астутарчĕ капитан. — Мĕнле майпа?
— Эпĕ ăна хам шухăша кĕскен каласа патăм.
— Идея! — кăшкăрсах ячĕ капитан.
Унтан эпир виçсĕмĕр те кĕпер патне антăмăр.
Каç питĕ илемлĕччĕ ун чух. Пăшăлтатса çил вĕрнипе сиккелесе шăпăлтатан вĕтĕ-вĕтĕ хумсем çине уйăх çути ӳкет, вăхăт-вăхăт хăмăш вăштăртатса илет, çывăхрах пулă сиксе-чăмса шыва шăмпăртаттарса хăварать. Анчах акă мĕн тĕлĕнтерчĕ мана: çакă илемлĕ, ешĕл таврара пĕр вĕçен кайăк сасси илтĕнмест — вăрçă вĕсене хăйсен вырăнĕнчен, йăвинчен пистерет иккен. Тупăсем кĕрленĕ чух муза шăпланать, тенĕ авалах. Авалхи вăрçăсене эпĕ кĕнекесем тăрăх та ытлах пĕлсе каймастăп, анчах мана çакă паллă пулса тăчĕ: ăнсăртран килсе тухнă шăплăхра салтаксем юрлаççĕ. Стройра утса пынă чухнехи пек кăшкăрса мар, шăппăн, тăстарса юрлаççĕ. Эпĕ çав юрра-кĕвве хыçалти траншейăран илтрĕм. Сăмахĕсем ман хăлхана кĕмерĕç. Каçĕ, чăнах та, питĕ илемлĕччĕ ун чухне: тĕксĕм кăвак тӳпере йăлтăр çутă çăлтăрсем, пĕчĕккисем, вĕсем хушшинче — вĕсен амăшĕ — уйăх; Çĕр çинче — тĕрлĕрен курăк шăршипе тулнă аслă çеçенхир, шăпăлтатса юхакан юханшыв. Лăпкă. Этем чĕри кăна канăçне çухатнă.
Пуçа каллех те каллех йăлăхтарса çитернĕ шухăш пырса кĕрет: мĕн пулĕ-ши ыран?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...