Хĕçпе çурла :: 8
Çавă хĕрӳллĕ кунсем таран шухăшласа çитсен, Николай Гурьянов сĕлкĕш пулчĕ, малалла мĕн-мĕн пулнине асне илеймерĕ.
Малашне вĕсем, Басалаевпа тата чĕрĕ-сывă юлнă салтакĕсемпе пĕрле, хура кĕркунне Сталинграда çитсе ӳкнĕ. Хура кĕркунне! Чăн та йывăр пулнă вăл кунсенче, эрнесенче, уйăхсенче. Самолетсем, тупăсем кунĕ-çĕрĕпе уланă, тăшман Атăл хĕррине тухасшăн пĕтĕм вăйне хунă. Хула çурчĕсем урамĕ-урамĕпе ишĕле-ишĕле аннă, чул тĕпреннĕ, сывлăшра куç курми сăрă тĕтĕм тăнă. Çав сăрă тĕтĕм айĕнче капмар чул хушшисемпе иртсе пынă чух пурнăç пĕтсе ларассăн туйăннă.
Хăйне ниçта кайса чикме çук вăхăтра — ху ăçта пулмаллине пĕлменнинчен йывăрри ним те çук — Николай Гурьянов пĕр урам кĕтессинче бригада командирĕпе — Серебряков полковникпа тĕл пулчĕ.
— Полковник юлташ! — ун умне пырса тăчĕ вăл. — Эпĕ — сире пăхăнса тăракан пĕрремĕш батальонăн пĕрремĕш ротăри пĕрремĕш взвод командирĕ, Гурьянов лейтенант.
— Рота командирĕ ăçта? — сиввĕн пăхрĕ ăна куçран пĕвĕпе çӳллĕ полковник, çӳлтен аялалла тинкернĕ евĕр.
— Пĕлместĕп, таçта çухалчĕ.
— Эппин, ăслă та маттур командира çухатрăр пулать. Акă мĕн: рота юмандирĕ эсĕ пулатăн. Миçе штык юлнă сирĕн?
— Пурĕ те вăтăр виççĕ кăна.
— Çителĕклĕ. Халех ак çав çуртра минăсем илĕр (вăл çурт тĕлне тĕллесе кăтартрĕ), вара тракторсен заводне йĕри-тавраран минăласа тухăр.
— Есть!
Калама çăмăл, ĕçĕ йывăр. Саперсем пĕр эрне хушши бомбăсем айĕнче, снарядсем айĕнче минăсемпе аппаланчĕç, анчах хăйсен ĕçĕ ăнăçлă пулайманнине пĕлеймерĕç: каллех чакма тивнĕ. Ăçта? Атăл хĕрринелле.
— Чакма юрамасть! — тенĕ çавăн чух, çилĕллĕ куçне выляткаласа, Басалаев мăкшă. — Капла вĕсем сан çĕр-шывна та, ман çĕр-шыва та кăшăл пек çавăрса илмепултараççĕ. Юрамастъ.
— Приказ вăл приказ, — тенĕ Гурьянов.
— Çӳлтисене лайăхрах курăнать, — хушса хунă каллех Солдатов, сăмах чĕнмесĕр тăма пултарайманскер.
Вĕсем пĕр ишĕлмен чул хӳме хӳттинче хутланса ларнă. Иĕри-таврара, сывлăшра шăв-шав, кĕр-кĕрлев, шăхăрав-çухрав чарăнми тăнăран, пĕр-пĕринпе вĕсем кăшкăрса калаçнă. Çавăнта пĕррехинче пĕр ватăрах çынна курнă. Вăл винтовкине амбразура варрине хунă, малалла пăхса чĕлĕмне мăкăрлантарать. Хаяр куçлă.
— Мĕнле çапăçатпăр? — сăмах хушнă ун патне пырса Гурьянов. — Хĕсет-çке çĕрçăтманĕ?
— Эсир леререх çав çĕрçăтманран тарнăран çакăн пек асар-писер терт курма тивет, — çилĕллĕн хирĕç тавăрнă ватти. — Тармалла мар, выртса вилсе çапăçмалла пулнă.
— Камсем эсир? — ыйтнă унран вăл.
— Ополченецсем. Хамăр алăпа тунă завода тăшман аллине памастпăрах. Кайăр кунтан, эпир хамăрах...
Йывăр самана. Йывăр вăхăт. Анчах ун çинчен шухăшлама пĕр самант та çук.
— Кайрăмăр! — тенĕ вара вăл, Николай Гурьянов, хăйĕннисене.
— Эсир каятăр, эпир юлатпăр, — мăкăртатса илнĕ ватă çын, вĕсен енне пăхмасăр.
«Кусем виличчен паттăррăн çапăçма хатĕр, — шухăшланă хăй ăшĕнче Гурьянов. — Тĕрĕссипе, кам виличчен çапăçмасть ку чухне? Çапăçсан — ху вĕлеретĕн, çапăçсан-çапăçмасан та — хăвна пурпĕрех вĕлереççĕ».
Николай Гурьяновăн икĕ взводран тăракан роти пĕр ишлĕк-ванчăк урампа Атăл хĕрринелле утнă. Лейтенант, халиччен кунта нихçан пулманскер, урам ятне пĕлмен, анчах пысăк çуртсен пуçĕсене каснă çынсенни пек тăррисем, куçĕсене шăтарнă пек кантăкĕсем е йăлтах ураран ӳкернĕ, каскаласа тăкнă пеккисем унăн асĕнче нихăçан манмасла юлчĕç. Вĕсем шăтăк-шăтăклă урамсемпе тăкăрлăксенче сапаланса е купаланса выртакан чулсем çийĕпе васканă, такăна-такăна ӳкнĕ, тăнă та каллех малалла чупнă. Пуç çинче унтан та кунтан уласа-шăхăрса вĕçекен снарядăн йăлăхтарнă сасси илтĕннĕ, снаряд таçта шартлатса çурăлнă, тепĕр çуртăн стенине шăтарнă; пӳрт тăрринчех хушăран самолетсем явкаланнă, вĕсем пăрахнă хура бомбăсем çуртсене ишĕлтернĕ, çынсене чул айне тунă. Турра ĕненмен çын та çак хăрушлăха «тамăк» тенĕ.
Атăл хĕррине тухсан тин, Николай Гурьянов хăйне вилĕмрен хăтăлнă пек туйнă. Анчах ăçта унта! Çăлăнăç халлĕхе ниçта та пулман хулара. Понтонсенчен хывнă каçă (вĕсене ăна сыхлама, упрама хушнă) яра куна та çĕр хута чĕтренсе тăнă. Мĕн чухлĕ бомба тăкăтаан ун йĕри-тавра! Çук, тивертеймен, çĕмĕреймен. Зениткăсем çăхансене яхăна яман.
Тивертнĕ, çĕмĕрнĕ пулсан, Николай Гурьяновăн хай салтакĕсемпе çийĕнчех тӳрлетме тивнĕ. Çавăншăн кунта килнĕ вĕсем. Вĕсем çеç мар, кĕпере пĕтĕм батальон сыхланă.
Ĕнтĕ хура кĕркунне çитнĕ, çанталăк сивĕтнĕ, кĕçех юр ӳкнĕ, вăрçă хули çаплах кĕрленĕ, шавланă, ахăрашнă, уланă. Юрать-ха, хĕрарăмсемпе ачисене, ваттисене хуларан ăшă чухнех Атал леш енне каçарса янă, кунта вăйпиттисем, çапăçма пултараканнисем кăна юлнă. Унсăрăн мĕн чухлĕ пурнăç пĕтетчĕ! Халĕ кĕперпе çĕрĕн-кунăн çар каçнă, каçнă та çапăçăва кĕнĕ. Сталинград вăрçине ку тавралăх çеç мар, пĕтĕм тĕнче илтсе, итлесе, тăнласа тăнă. Кашнин ăсне-тăнне пĕр сăмах канăç паман: хăшĕ хăшне!
Хĕл ларнă. Çыранта вĕт-шакăр, сăрă чулсем шуралнă, тĕрĕс-тĕкел юлкаланă çурт тăррисене юр витнĕ, Атăл пăрпа хупланнă. Аслă юханшыв леш енчен, такама туртса пăрахасла та хутлатса хурасла, юрпа хăйăра пĕрлештерсе, урнă пек хаяр çил вĕрнĕ. Ку енчен, çил-тăвăла чарасшăн пек, çаплах ăна хирĕç тупăсем уланă, самолетсем кунĕн-çĕрĕн вут-çулăмран та тĕтĕмрен хулăн хӳме карталанă, вĕсен айĕнче çуртсем стени-стенипе ишĕле-ишĕле аннă, чул тĕпреннĕ чулсем хушшинчен пулемет-автомат чĕлхи ирсĕррĕн калаçнă — пысăк хула асапра, вилме выртнăн туйăннă. Анчах вăл, чăтма çук йывăр шăпине тӳсекен паттăр пек, çĕрĕпе çывăрман, кунĕпе куç хупман — çĕнтересшĕн, чĕрĕлсе тăрасшăн усал чире хирĕç хăюллăн çапăçнă.
Атăл хĕрринчи çĕрпӳртре, тăмран тукаланă кăмака умĕнче, Гурьяновпа Басалаев тăла чăлхисене типĕтсе ларнă. Тăшман бомби каçалапа кĕперĕн пĕр понтонне сăмсаран тивертнĕ пулнă. Юта хăйне те çавăнтах шыва сăмсапа тирĕнтернĕ, вăл вара Атăл шывне пырне ларичченех ĕçнĕ-ĕçнĕ те антăхсах кайнă. Çав кирлĕ! Анчах пирĕн саперсене те понтона юсама çăмăл пулман, вĕсем унта çĕрĕпе асапланнă, ураран тытăнса пуç тӳпи таран шапарнă. Халтан кайнă командирсемпе салтаксем пĕррехинче ăшăнкалама, çине-пуçне типĕткелеме таврăннă çĕрпӳрте Солдатов пырса кĕнĕ те:
— Лейтенант юлташ! — тенĕ хавасланса. — Ташлама пултаратăр.
— Çарран ташлаймастăп, урай кăвар çинчи пек пĕçертет, — хирĕç тавăрнă Николай Гурьянов. — Пар çырăва ахалех, эппин.
Вĕсен йăли çапла пулнă: килтен çыру килсен, ташласа кăтартмалла. Ун чухне Солдатов хăйĕн командирĕ çара уран ларнине асăрханă та ăна хĕрхеннĕ, çырăвне ташăсăрах тыттарнă. Николай Гурьянов кăмака çăварĕ умнерех, çутăрах çĕререх, кукленсе ларнă, виç кĕтеслĕ конверта хăвăрт-хăвăрт уçнă. «Валентинăран!» тесе кĕçех кăшкăрса яман вăл çав самантра.
«Савнă чунăм! Сан çинчен шухăшласа, санран çыру илмен вăхăтра, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупайман пирки чĕрем çулăмпа çунать. Çырсах тăма вăхăт тупсам, тархасшăн. Ĕнтĕ ывăлăмăр та стена çинчи сăнна пăхма хăнăхса çитрĕ. Йăтса пыратăп та эпĕ ăна сан умна, вăл пӳрнипе тĕллесе «папа» тет. Куçăм çавăн чух куççульпе тулать, анчах эпĕ ăна кăтартмастăп, йăл куланçи пулатăп. Вăл ĕнтĕ ларать, кулать, вылять. Ăна, эпĕ шкула кайсан, кӳршĕ карчăкĕ пăхать. Аçу та председательтех ĕçлет-ха. Ăна та хуйхă-суйхă ытлашшипех пусрĕ, ватăлсах кайрĕ. Йывăр ăна. Вăл çултан-çул перекетлесе пынă укçине пĕтĕмпех тенĕ пек танк тума кайса пачĕ. Елена йăмăку...»
— Тревога! — илтĕнсе кайрĕ, çакăнта вуласа çитсен.
Николай Гурьянов вуласа пĕтереймен çырăва кĕсйине хăвăрт-хăвăрт чикнĕ те, пуçне пĕшкĕртсе, çĕрпӳртрен çил çине сиксе тухнă. Юрать-ха, аттипе тăлине ун хыççăнах Солдатов илсе пынă. Лейтенант вара ăна юр çине ларса васкаса тăхăнкаланă.
Тул çутăлсах çитеймен-ха, анчах йĕри-таврари çурт-йĕрсем аванах палăракан пулнă. Понтонсенчен хывнă кĕпертен анатарах, çыр хĕрринчен инçетех те мар темле пĕр çурт кӳлепи курăннă. Ăна тăшманран никам та сыхламан пулнă. Çав ирхине ун еннелле нимĕçсем тапăнма тытăннă, вĕсене хирĕç тăракан взводăн чакма тивнĕ. Ыттисенчен уйрăмтарах ларакан икĕ хутлă шăлтăрккана ютсен алливе парсан, вĕсем кĕпере те хăйсен куçĕ умĕнче тытма пултарнă! Акă мĕншĕн иккен кĕпер коменданчĕ тревога янраттарнă, вăл çавăнтах Гурьяновпа Басалаева хăйсен взвочĕсемпе тăшмана хирĕç тăма, ăна хăваласа яма приказ панă.
Бомбăсемпе снарядсем чакаласа пĕтернĕ çыр тăрăх, юрпа е вырăнĕ-вырăнĕпе шăнса ĕлкĕреймен шывпа тулнă тарăн та сарлака шăтăксене ланк кая-кая, Гурьянов ушкăнĕ тăвалла чупнă. Тӳремрех çĕре çитсен, вĕсем тăсăлса выртнă та чул хушшинчи тăшман енне пĕр чарăнми пеме тытăннă. Çук, вăрах тытăнса тăрайман: хирĕçре танкăн хурçă çамки куранса кайнă, вăл сарлака та хĕсĕк куçĕнчен вут сапма пуçланă. «Каллех çак ирсĕр, — шухăшланă Гурьянов. — Пуçне пуласшĕ!» Анчах ун пуçне шăтарма алăра ним те пулман. Ирĕксĕрех хӳтлĕх шырама тивнĕ.
Вĕсем, саперсем, çăлăнкаласа юлнă стрелоксемпе пĕрле хайхи икĕ хутлă çурт-йĕре йышăннă. Унта кĕнĕ-кĕмен, танк малти алăк умне çитсе те тăнă. Ун хыççăн тăшман салтакссем çурта пур енчен сырса та илнĕ. Çуртăн алăкне — склад пулнă пулас кунта — питĕ çирĕп тунă. Пĕр ăслă салтак, иккĕмĕш хута чупса улăхса, танк айне граната çыххи ывăтма ĕлкĕрнĕ, лешĕ вара текех вырăнтан хускалайман. Шалтисене çакă хăтарнă.
Малашнехи çапăçăва йĕркелессине, пехотинецсен командирĕсем пулманран, Николай Гурьянов хăй çине илнĕ. Вăл Блсалаева аялти хута хăварнă, хăй иккĕмĕш хутне йышăннă. Телее! — вĕсемпе пĕрлешнĕ салтаксем пĕр пулеметне сĕтĕрсе çитернĕ. Гурьянов ăна Атăл еннелле тухакан чӳрече умне майлăштарса лартма хушнă, ыттисене ытти чӳречесем умне тăратнă. «Сывă пуçăмпа тăшмана кĕпер патнелле ирттерсе ямастăпах! — шухăшланă вăл. — Хăтланса пăхчăр йĕкехӳресем...» Вăл хăйĕн шухăшне кашни юлташĕн хăлхине мар, чĕрине витерсе çитернĕ.
Малалли Гурьянов шухăшланă пекех пулса пынă. Тăшман хăйсем çавăрса илнĕ чул çурта çĕмĕрсе кĕме шут тытман, шалтисем пурпĕрех парăнĕç, парăнмасан выçăхса е шывсăр антăхса пĕтĕç, тенĕ. Тăшман эшкерĕ çав кунах кĕпер патнелле талпăннă. Анчах ура çине тăрса ик-виçĕ утăм ярса пуссанах, çурт чӳречисенчен татти-сыпписĕр сирпĕннĕ вут-кăвар вĕсене сивĕ те çӳхе юр айĕнчи хытă чул çине сасартăк лăпчăтнă. Вĕсенчен нумайăшĕ урăхран пуç çĕклесе Атăл çине тискеррĕн куç ывăтайман. Чĕрĕ юлнисем шăтăк-шатăка чĕрĕп пек пытаннă, пулăшу кĕтсе нӳтĕркенсе ларнă. Çук, пулăшу пыман та пыман: кивĕ çуртăн вутлă чӳречисем тăшмана яхăнне яман, инçетрехрен вĕçнĕ пульăсем, стенана çапăнса, ăнсăр-тăнсăр сăпса пек патлатнă та çĕре ӳкнĕ. Пĕррехинче çурт çывăхнерех нимĕçсем çăмăл тупă та сĕтĕрсе пынă, пенĕ, анчах снарядсем стенашăн çын ӳтне вăрăмтуна чĕпĕтнĕ пек çеç пулнă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...