Хĕçпе çурла :: 9
Вăрçă пĕр кун, пĕр сехет кантармасть фронтри çынсене. Анчах кĕçĕр, ав, Николай Гурьянов Калинин хулинче, юлташĕсемпе Хĕрлĕ Çар кунĕ ячĕпе кăшт-кашт сыпкаланă хыççăн, хăй утса тухнă асаплă çулсене, çумра пулнă юлташĕсене аса илчĕ, унтан пăртакçă тĕлĕрсе кайрĕ, вара тул çутăлнă-çутăлман каллех ура çинче. Солдатов, унăн ординарецĕ, унран та маларах тăнă, пит-куç çума шыв хатĕрленĕ, аттине тасатнă, пӳлĕм ăш-чикĕ кăштах та пулин ăшăнтăр тесе урай варринчи тимĕр кăмакине хутса янă.
Аслă лейтенант куçне уçрĕ, вырăн çине тăрса ларчĕ, аллисене саркаласа вăрăммăн анасларĕ, вара хăвăрт-хăвăрт урайне сиксе анчĕ. Ординарецĕ кăмака хыçĕнчен тухрĕ.
— Солдатов! — чĕнчĕ ăна Гурьянов. — Эсĕ капла йăлтах пăсса яма пултаратăн ху командирна. Ха, пӳрт епле ăшă! Вырăн çинчен тăрас килмест. Атте-анне килне аса илтерет. Хăçан çывăрса курăпăр-ши пĕрре тăраниччен?
— Хăçанни паллă, аслă лейтенант юлташ! — яланхи пекех хаваслăн хирĕç тавăрчĕ Солдатов, шурă шăлне кăтартса. — Виççĕмĕш взвод командирĕ, Серебряков лейтенант шутланă тăрăх (вăл студент-математик пулнă), кунтан Берлина çитме ытлах инçе юлман-мĕн. Унтан çаврăнса килсен, эрне хушши пĕр вăранми çывăрăпăр, вырăс юмахĕнчи паттăр пек...
— Çитет! — пӳлчĕ Гурьянов, тумланнă май. — Унта çитме вăл инçетрипе çывăхринчен килмест. Çук-çке, ирттересшĕн мар пире унталла ютсем. Вĕсем юр ăшне ӳплене упалла кĕрсе выртнă та яхăна ярасшăн мар, патне пырсан хăрушă шăлĕсене кăтартаççĕ, улаççĕ. Çитменнине, хăйсем тата нумаййăн, юрĕ те кăçал питĕ тарăн.
Николай Гурьянов питне-куçне çукаларĕ-шăлкаларĕ, тумланчĕ те тухса кайрĕ, Солдатов ăпăр-тапăр япалисене тирпейлесе юлчĕ.
Аслă лейтенант, рота командирĕ, хăйĕн хуçалăхĕпе тĕплĕнрех паллашасшăнччĕ, мĕн-мĕн çитменнине пĕлесшĕнччĕ, анчах ăна çул çинче батальон штабĕнчен чупса килнĕ пĕр боец пӳлчĕ: ун умне чанк! кăна пырса тăчĕ, батальон командирĕ чĕннине пĕлтерчĕ.
Штаб вырнаçнă çурт юнашарах. Хăвăрт пырса кĕчĕ унта Гурьянов, аслă пӳлĕмре офицерсем ларнине-тăнине курчĕ, батальон командирĕ хăшĕ иккенне тӳрех пĕлеймерĕ. Çакна сиссе, иккĕмĕш рота командирĕ ăна куçĕпе хĕссе кăтартрĕ.
— Майор юлташ, эсир чĕнтернипе пĕрремĕш рота командирĕ Гурьянов...
Сĕтел хушшинче ларакан майор, çаврака питлĕскер, кукшаланма пуçланă пуçне çĕклерĕ, хăнчăр куçĕпе ăна шăтарас пек тĕллерĕ. Николай Гурьяновăн чĕри ăшăнсах кайрĕ. Никам та мар, ун умĕнче Харитонов майор ларать!
Харитонов майор, пĕрле çапăçнă Харитонов капитан, батальонăн çĕнĕ командирĕ Гурьянова ура çине тăрса ыталаса чуптурĕ.
Николай Гурьянов нумай ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Пулмарĕ.
— Сире виçĕ машина, — терĕ Харитонов. — Халех ларатăр та взводăн-взводăн, çавăнта (вăл ял ятне каларĕ) çитетĕр. Мĕн-мĕн тумалли каярах паллă пулать. Халĕ вĕçтере парăр.
Урама тухсан Николай тарăн шухăша путрĕ, иртнĕ çул, çулла, мĕн чул инкек курмарĕç вĕсем Харитоновпа пĕрле! Акă каллех шăпа тени вĕсене куçа-куç тăратрĕ. Çын шăпине пĕлсе çитерме çук иккен. Кам-ши, ăçтан-ши вăл? Хире-хирĕç ларăттăн та тем пек калаçăттăн. Вăхăт та çук, май та çук.
Гурьянов хăй çĕр каçнă пӳлĕмĕн алăкне çилĕллĕн яриех уçрĕ, вăрт-варт кĕрсе сĕтел умнелле иртрĕ. Солдатов, шухăша кайнăскер, хăвăрт сиксе тăма мансах кайнă. Гурьянов ун енне сивĕ куçпа пăхсан тин, вăл карт! чĕтренсе илчĕ, урай варрине кайса тăчĕ.
— Мĕншĕн пиçиххӳне çыхман? — хальхинче, пĕрремĕш хут пулас, аслă лейтенант хыттăнах, çивĕччĕн ыйтрĕ. — Мĕншĕн çуха тӳмисене тӳмелемен? Мĕншĕн кăçатту пуçĕ пăрăнчăк? Автомату ăçта? Кам эсĕ, ăçтан? Кам вĕрентнĕ сана? Халех пуçтарăннă пултăр!
— Есть!
— Акă мĕн, — терĕ аслă лейтенант, ку хăвăрт пуçтарăнса тăнă хыççăн, халĕ ĕнтĕ лăпкăрах, анчах кашни сăмахне касса татнă пек каласа: — Салтак кирек ăçта, кирек хăçан халь тесен халь вăрçа кĕме хатĕр тăмалла. Вăл çавăнпа, май килсен куçа хупса илме ларсан е выртсан та, хывăнмасть, пилĕкне пушатмасть, пăшалне çумĕнчен ямасть, вăл ăна ун чухне ахаль мар «мăшăрăм» тесе чĕнет, саншăн пулсан «савниçĕм», эппин... Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, аслă лейтенант юлташ!
— Халĕ кайрăмăр. Эпĕ ирĕк памасăр манран пĕр утăм та юлма юрамасть.
Ку сăмаха вăл нимĕн тупăнман енне кăна каларĕ.
Вĕсем урама тухрĕç. Унта урăм-сурăм çил-тăман тустарать, çил питрен çупать, хăлхаран чĕпĕтет, питĕ кĕрĕк айне теплерен кĕрсе, çанçурăма шăнтать. Çывăхрах взводсем стройпа тăни, строй хыçĕнчи машинсем çил-тăман витĕр аран курăнаççĕ. «По машинам» команда — аслă лейтенант сасси — аран илтĕнчĕ. Салтаксемпе командирсем çара машинăсем çине хăпăл-хапăл улăхса ларчĕç.
Виçĕ взвода виçĕ машина панă. Малтинче Басалаев, унтан Серебряков, кайра Мартынов, хуçалăха çунасемпе хыçалтан старшина ертсе пымалла. Гурьянов, пĕтĕмпе тĕрĕслесе тухса, Басалаев çумне улăхса ларчĕ. — Кайрăмăр, эппин, Василь Иванч, — терĕ вăл, ӳсĕрсе илсе, çăварне алса тулашĕпе хупласа. — Çурçĕр-хĕвеланăç фрончĕ мĕнлине курăпăр.
Басалаев хирĕç чĕнмерĕ-ха, хутланса ларнăскер, ун-кун пăхкаларĕ те — машинсем юр хӳнĕ урампа мекĕрленсе аран-аран хускалнăччĕ ĕнтĕ — аслă лейтенанта аякран кăлт! тĕкрĕ.
— Пăх сылтăмалла, — терĕ вăл, икĕ хутлă çурт еннелле кăтартса. — Алăк тăрринче хĕрлĕ хĕрес, крыльца çинче шинель тăхăннă йăрăс пӳллĕ хĕр. Акă камсене вăрçăра та ырлăх. Ăшăра пурăнаççĕ.
Вăл хĕр еннелле аллипе сулчĕ. Хĕрĕ те курчĕ вĕсене, крыльца çинчен хаваслăн сĕлтсе ăсатса ячĕ.
Вăл хĕр никам та мар, Елюк пулнă, анчах машина çинчи пиччĕшĕ ăна паллаймарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...