Хĕçпе çурла :: 6
Унччен маларах Елюкăн пиччĕшĕ Николай Гурьянов та çак хуларан çавăнталлах тухса кайнă...
Халиччен ху пулса курман çĕр-шыв куçа яланах çĕнĕрен çĕнĕ тĕс кăтартать. Акă, хула хыçа тăрса юлать. Вăл Мускавран çурçĕрелле вырнаçнă Раççей хулисенчен нимĕнпе те уйрăм мар ытла: унăн варрипе тĕп урам тăсăлса каять — сарлака, вăрăм, икĕ енĕпе виçĕ-тăватă е пилĕк хутлă çуртсем лартса тухнă, унта тĕрлĕрен магазинсем, хăна çурчĕ, ресторан, хаçат-журнал сутмалли киоск. Кайсан-кайсан площадь тенĕ тăваткал урама çитсе тухатăн, кунта вырăнти власть çурчĕсем, шкулсем, парк. Çакăнтан кăшт аяккалла пăрăнса кĕрсен, çав хулана пĕр-пĕр пысăк ялтан уйăрса илейместĕн: йывăç çуртсем, пĕчĕк пахчасем курăнаççĕ. Хапха тăрринче шăнкăрч вĕлли, хапха айĕнче сăнчăрланă йытă. Таçта леререх çӳллĕ труба пĕлĕтелле кармашса ларать — кирпĕч завочĕ пулас, — вăл хуларан тухса кайсан та куçран вăрахчен çухалмасть-ха.
Уйсем-хирсем тесен вара, вĕсем кирек хăш çĕрте те пĕр пек мар иккен. Кăнтăр енче куç виçейми çеçенхирсем уçăлса, сарăлса выртаççĕ, вĕсен вĕçне-хĕрне ĕмĕр утсан та тухас çук пек туйăнать çынна; ялĕсем унта çулла шурăпа симĕс хутăш: пӳрчĕсене пурпа шуратнă, вĕсем тавра тĕрлĕрен йывăç ешĕл тумĕпе мухтанса ларать. Юханшыв е кӳлĕ сайра. Ку таврара нихăçан пулса курман çын, тусанлă çулпа пынă чух, çеçенхир хăйне кура пăхма илемлĕ пулин те, тарăхса илет: вăл ларса канмалли сулхăн вăрман хĕрри çинчен шухăшлать, ӳте-тире çуса уçăлтаракан юханшыва аса илет. Çук, çĕр-шыв тени кирек ăçта та пĕр мар.
Кунта йăлтах урăхла: хирсем шап-шурă кĕрĕкпе витĕнсе выртнă тейĕн, вăрман инçетрен хура курăнать, ялĕсем кĕрт айне путнă, çут тĕнчерен пытанса ларнăн туйăнаççĕ. Çулĕ пĕр анаталла анса каять, пĕр тăвалла хăпарать, тепĕр çĕрте ура айĕнченех çухалать. Юр мĕн пытарса выртнине мур пĕлет.
Йĕри-таврара çакăн пек пĕр евĕрлĕх Николай Гурьянова йăлăхтарчĕ. Çитменнине; çанталăк — шартлама сивĕ, «сурсан сурчăк çĕре ӳкмест» тенине, ашшĕ сăмахне аса илчĕ вăл. Юрать-ха, хăй вăл кабинăра ларса пырать. Ура шăнмасть. Уçă машина çинче çӳлте ларса пыракансем мĕнле чăтаççĕ-ши çак сивĕре? Çук, вĕсем ларса пымаççĕ. Пĕрисем аяла улăм сарнă çĕре выртнă, теприсем вĕсем çине купаланнă; кайсан-кайсан улшăнаççĕ: аялтисем «уçăлма» çиеле тухаççĕ, шăннисем вĕсемпе «витĕнеççĕ». Никам та тарăхмасть, вăрçмасть — пĕр-ик сăмахпа вирлĕ каласа илни кунта култарать кăна — халĕ юр ашса, шартламара чăм шыва ӳксе танккани мар çапах та: машина вĕсене ăçта та пулин йăвантарса хăвармаллах.
Çил улать-улать, çил юра вĕçтерет-вĕçтерет, хăвăртрах пĕтинччĕ çул, çанçурăма тӳрĕ тытасчĕ, урана ирĕке ярасчĕ, сиккелесе ăшăнасчĕ!
Машина чарăнсан, «анăр» команда илтĕнсе кайрĕ. Ăçта çитрĕмĕр? Кам пĕлет ăна? Пĕрех мар-и! Салтака ниçта та ăшă тӳшек, çуллă икерчĕ кĕтмест. Акă вĕсем, салтаксем, машина çинчен пуçĕсене тăратса, унăн-кунăн пăхкаласа илчĕç. Кун тĕттĕмленсе килет, юр çукалать, çил ытлашши хаяр мар иккен, машинпа пынă чух кăна вăл арçури пек усалччĕ, курăнми сивĕ чĕрнисемпе чĕпĕтетчĕ. Халĕ, çĕрçăтманскер, таçта кайса кĕчĕ, çынсене çакă кăшт лăплантарчĕ, савăнтарчĕ те — эппин, пурнăç пырать-ха! Асап тӳсекене çăтмах пек кермен кирлĕ мар. Кăптăрти хӳтлĕх уншăн — ырлăх. Авă, ĕмĕтленсе хĕпĕртемелли курăнса кайрĕ: пĕчĕк ял, урам пекки, лутра пӳртсем. Ăçта та пулин кĕрсе ăшăнма е — тата ытларах — çунакан кăмака умне питпе тăрса алăсене сăтăркалама пулать, атьсемĕр.
Çакăн пек шăллă шартламара салтак ĕçме-çимелли çинчен мар, чи малтан ăшăнасси çинчен шухăшлать. Шăмма-шакка пăртакçă хĕртесчĕ, кантарасчĕ! Николай Гурьяновăн роти, кирлĕ хатĕр-хĕтĕрсене илсе, пĕр пысăкрах çурт патнелле юр ашма тытăнчĕ. Çитрĕç. Гурьянов взводсене урама хăварчĕ, хăй крыльцаран шалалла кĕрсе кайрĕ. Шалта — тахçан теплерен персе çитнĕ Харитонов майор, унăн адъютанчĕ тата кăвар тĕс-питлĕ шыçмак начпрод. Ку — кӳпчекĕ — ура çинче пĕр сикми тăрать, батальон командирĕ — тăсланкăрах та пурпĕр кĕрнеклĕ Харитонов майор — урай тăрăх уткаласа çӳрет, хытă калаçать, адъютанчĕ сĕтел хушшинче тем çырса ларать.
«...Начпрод! Тулли питçăмартиллĕ, кĕрхи панулми пек хĕп-хĕрлĕ сăнлă арçын, пĕлетĕн-и эсĕ, сана хăвна эрне выçă усрасан, уруна мĕнле сĕтĕрме пултарнă пуласса? Вил те туп! Вăрçăра — пĕл! — юн тăкмасăр, пус хумасăр, нимĕн те тупăнмасть...»
— Эсĕ тата мĕншĕн мĕшĕлтетсе кая юлса çитрĕн? — начпродпа калаçма чарăнса, Гурьянов енне çилĕллĕ куçĕпе пăхса илчĕ майор. — Адъютант! Ытти ротăсем ăçта?
Леш ялт! сиксе тăчĕ.
— Çул çинче, майор юлташ!
— Çул çинче! — тăстарса витлерĕ батальон командирĕ, унтан каллех Гурьянов еннелле пăхрĕ. — Взводусене вырнаçтар та кунта таврăн.
Николай Гурьяновăн тухса каймаллах пулчĕ. Вăл салтакĕсене мĕн çитермелли çинчен ыйтасшăнччĕ, анчах шăл хушшине хума ним çуккине майор начпрода пăскăрлантарнинченех сисрĕ. Юрать-ха, кашнин хутаççинче пăртак çăкăр тата ик-виçĕ çынна пĕр банка консерва пулма кирлĕ. Хырăма улталамалăх пур. Юрать-ха, кĕрт пуснă пӳртсем курăнкалаççĕ, вĕсенче никам пурăнмасть пулас, хутман, паллах, çапах та вĕсем хӳтлĕх вырăнне юрăхлă.
Салтаксем, пĕр-пĕр пӳрте йышăнма хушнине илтсен, савăнсах кайрĕç. Вĕсене урăх нимĕн те кирлĕ мар, сивĕ çилтен хăтăлма вите пулсан та тем пекех паха. Акă нумай та вăхăт иртмерĕ, хăш-пĕр мăрьесенчен тĕтĕм мăкăрланса тухни курăнчĕ.
Кăшт тăрсан ытти ротăсем çитрĕç, командирĕсем вара майор патне пĕрле кĕчĕç. Вăрçса тăраннă, чунне кантарнă хыççăн вăл, сассине пăртак лăплантарса:
— Акă мĕн, — терĕ пурне те куçран пăхса, — малалла кайма çулсем çук. Юр машинсем мар, танксем ир тейми хупласа, купаласа лартнă. Ăнлантăр-и? Батальон паянтан тытăнса юр хырма тухать. Юр хырма! — çакна хушни ăна хăйĕнчен мăшкăлланă пек туйăннă пулмалла, çавăнпа вăл ку сăмахсене йĕрĕнерех каларĕ, çавăнпах-и вăл питĕ хаярланнă паян. — Юр хырса çул тума! Çапла боевой задани. Халĕ кĕреçесем хатĕрлĕр. Тимĕр кĕреçепе нумай хыраймăр. Кам ăçта ĕçлемеллине адъютант кăтартса парĕ. Васкăр.
Пӳртĕн тепĕр пӳлĕмĕ пур иккен. Каларĕ те унта кĕрсе кайрĕ.
Ăнланма йывăр çын вăл Харитонов майор, — шухăшларĕ ун çинчен каллех Гурьянов. — Хăш чух ырă чун, тепĕр чух чăрсăр чĕре.
Салтаксем пӳртре кăмака хутса ăшăннă, мĕн пур пеккипе çырткаланă, хăшĕсем ĕнтĕ ларнă çĕртех, çурăмĕсене стена çумне перĕнтерсе, тĕлĕрме тытăннă. Курман куç çакна асăрхасан, шинеллĕ çынсене хĕрхенсе илмелле: кунĕпе уçă машина çинче, çул çинче шăнса пынă, ĕнтĕркесе кӳтсе çитнĕ, кунта чарăнсан пĕчĕк пӳртсене кăткă пек кĕрсе тулнă, таçтан вут-шанкă тупкаласа ăшăннă, шăнса хытнă çăкăрне пуртăпа каснă, шыв вĕретсе ĕçнĕ — çакна салтак ырлăх тесе шутланă. Акă халĕ вăл каллех мĕн хушнине тума хатĕр ĕнтĕ.
— Встать! — кăшкăрса вăратрĕç тĕлĕрсе лараканнисене отделени командирĕсем. Пурте вăр-вар сиксе тăчĕç. — Юр хырма тухатпăр.
— Кĕреçесем пур-и йывăçран тунисем?
— Пулмасан, вĕсене Пушкин туса патăр-им пире?
Ку вăл вăрçăра тепле йăлана кĕнĕ: «Пушкин» ята илтсен, тавлашу тăпах чарăннă, камăн мĕн тумалли, мĕн тупмалли паллă пулса тăнă.
Çур сехетрен çур взвод кĕреçеллĕ пулать, çурри командир хыççăн хире тухса каять, ыттисем çав кĕреçесенех тĕрлĕрен хăмасенчен, фанерсенчен туса юлаççĕ. Салтак юр айĕнчине витĕр курать, теççĕ. Ĕмĕртен килекен çав сăмаха такам тахçан персе янă. Тĕрĕс сăмах.
— Кур, — тет пĕри, — кунта сарай пулнă, авă пĕр юпа ларать. Сарай пур тĕлте хăма пекки юлнах. Чавар-ха тимĕр кĕреçепе малтан.
Кирлине тупаççĕ-тупаççех.
Çул вăрманалла кĕрсе каять. Лутра та сайра йывăçсем. Вĕтлĕх. Кунта çул выртни анчах паллă: тӳрĕ уçă вырăн тăсăлса каять. Çавăн тăрăх пĕр аллă хăлаçран салтаксем тăрса тухнă. Вĕсене отделени командирĕ çав вăрăмăша куçпа виçсе панă. Салтакăн çавăн тăрăшне çав-çав вăхăта тасатмалла: тăршшĕ те пур, сарлакăшĕ те, машинсем иртме çителĕклĕ пултăр, анчах юр тарăнăшĕ чуна хăратать, аяккипелле ывăтан-ывăтан та, купа хăвăнтан çӳллĕ пулать.
Çын ĕçлет. Малтан юра виç енчен кĕреçепе касать, унтан ăна тăваттăмĕш енчен шалалла лашлаттарса кĕреçи çине хурать, кăшт каялла сулăнать те, пĕтĕм вăйне пухса тенĕ пек, çӳлелле ывăтать. Унăн çамки çине ĕнтĕ тар тапса тухать, çанçурăмĕ пĕçерекен пулать, анчах кăшт канса тăрас — шартлама çатăрласа илет.
Каç пулса çитеспе Николай Гурьянов çул çине ĕçе тĕрĕслеме тухрĕ. Солдатов, хулпуççийĕ урлă автоматне çакса, унран пĕр утăм юлмасăр пырать. Вĕтлĕхе çити ĕç чиперех малалла шăвать-ха, кунта çил питрен касать, анчах юр ытла тарăнах мар. Салтаксем хашкаççĕ.
— Çапăçатпăр, эппин? — тĕл пулчĕ вăл çул çинче 1-мĕш взводăн командирне.
— Хĕрсе кайса, аслă лейтенант юлташ! — шӳте шӳтпе хирĕç тавăрчĕ Басалаев лейтенант. — Кун пек çулсене хырса каяс-тăк, вăрçăн вĕçне-хĕрне хăвăртах, тен, тухăпăр.
Василий Басалаев — Сталинград паттăрĕ. Вăл хăй шухăшне пытармасть, хăйне мĕн калать, юлташне те çавнах калать. Салтаксем умĕнче те çаплах: мĕн шухăшлать, çавна çийĕнчех персе ярать. Ăна юратаççĕ.
— Шӳт тени юрать те-ха вăл, — терĕ Гурьянов, — анчах вăрçăра кĕреçесĕр те пурăнма май çук. Унпа эпир çулла та, хĕлле те траншея алтатпăр, блиндажсем тăватпăр, çĕрпӳртсем, дзотсем валли çĕр чаватпăр — пурте хамăра сыхлама. Халĕ акă унпах çул тăватпăр. Кĕреçерен кулма мар, ăна пăшала юратнă пекех юратмалла.
— Юрататпăр, аслă лейтенант юлташ! Авă мĕнле вылянтараççĕ ăна! — каллех хаваслăн каларĕ Басалаев. — Сапер нимĕне тиркемест, алла мĕн панă, çавăнпа çапăçать. Кĕреçи, пуртти, пăчăки, сави, лумĕ, кимми-кĕсменĕ...
— Çитĕ, Басалаев, çитĕ. Пирĕн чăн та темĕн те пур. Эпир хăш чух боецсем пек те мар-и, пуртă тытсан, тейĕпĕр, анчах кирек хăçан, кирек ăçта хисеплĕ.
Вĕсем Басалаевпа иккĕшĕ малалла утрĕç. Çул ĕнтĕ вĕтлĕх витĕр каять. Кунта çулла илемсĕр мар пулмалла: ешĕл тĕмсем, лутра пулин те, сулхăн параççĕ, кайăксем юрлаççĕ; курăк чĕркуççи таран ӳсет-тĕр, — çӳрĕттĕн те çӳрĕттĕн. Халĕ çара туратсем çил çинче чĕлтĕртетсе лараççĕ, пĕр кайăк вĕçсе иртни курăнмасть — çӳрессӳ килмест, çаврăнса пăхмасăр, хăвăртрах тарăттăн кунтан.
Гурьянова хирĕç 2-мĕш взвод командирĕ васкаса утать, виç-тăватă утăмра чарăнса тăчĕ, сылтăм аллине çĕлĕкĕ патнелле çĕклерĕ.
— Юрĕ-çке, — терĕ Гурьянов, — мĕн тунине хамах куратăп, Серебряков. Басалаевран кая юлни те куç умĕнчех. Вĕсем сахалтан пĕр километр лайăх çул хатĕрленĕ.
— Пирĕн юрĕ тарăнтарах кунта...
— Эсĕ тӳрре тухма тăрăшакан йышши мар, мĕн калаçмалли пур?..
— Тĕрĕс.
Максим Серебрякова Гурьянов сахалтарах пĕлет-ха, вĕсем унпа пĕрле терт-асап курман, çĕнтерӳ хыççăн ыталашса илсе савăнман, çухатнă юлташĕсене аса илсе, пĕрле хурланман. Анчах Çĕпĕр вырăсĕ Максим Серебряков Гурьянова шанчăклă юлташ пулассăн туйăнать.
— Атьсене çитерес пулать, — терĕ Серебряков. — Вĕсем паян ăша хĕлхем яманпа пĕрех.
Серебряков взвочĕ хыçала юлсан, вĕсем малалла юр пулин те, салтаксене хĕрхенет, анчах çав туйăма вăл вĕсем умĕнче пытарать, палăртмасть. «Çăкăрĕ çыртма йӳçĕ», теейтĕр пĕри, вăл: «Аннӳ пĕçерсе паман, çавăнпа», хирĕç тавăрать çилленнĕ пекех. Хăй çав хушăра çăкăр пĕçерекенсене ăшĕнче ятлать.
— Мартынова кайса курам, — терĕ Гурьянов. — Вăл унта мĕнле тапаçланнине пĕлем.
Серебряков, темшĕн, тĕсрен пăхсан хытă чунлă пек ашма тытăнчĕç, юр чĕркуççи таран. Ура йĕрĕсем пур, анчах çыннисем курăнмаççĕ.
— Ăçта мурне кайса кĕнĕ вĕсем? — сасăпах хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Гурьянов, тĕлĕнсе.
— Аслă лейтенант, — терĕ васкавлăн Солдатов, — ав унта вут çути курăнать. Вĕсем çавăнта пулмалла.
Вут умне çитме çăмăл пулмарĕ. Ура путать, çара туратсем питрен çапаççĕ, юр айĕнчи çатракасем, урана тăллантарса, утма памаççĕ. Аран-аран çитрĕç.
Мартынов лейтенант, аллисене вут çине тăсса кукленсе лараканскер, хăй те ура çине аран-аран тăчĕ, взвод мĕн «тунине» пĕлтересшĕнччĕ, ури çывăрса кайнăран пулас, çурăмĕпе хыçалалла сулăнчĕ те юр çине паштах ларчĕ, намăс сăмахпа турра вăрçса илчĕ, тин йăраланса тухкаларĕ.
— Ларăр, ларăр, — терĕ Гурьянов лăпкăн. — Эпир те акă ăшăнма килтĕмĕр.
— Встать! — кăшкăрса ячĕ Мартынов. — Аслă лейтенанта вут патнерех вырăн парăр!.. 1-мĕш отделени, çапă пуçтарса килĕр!
— Отставить! — Мартынов пекех хыттăн, анчах хаваслăн мар, çилĕллĕн кăшкăрчĕ рота командирĕ. — Халех кĕреçесем тытса юр тасатма, çул тума!.. Лейтенант, кăтартса тух ĕç вырăнне вĕсене, вут умĕнче хĕртĕнме юратакансене, — хушса хучĕ вăл лăпкăнрах.
«Командире вăрçас вырăнне, пиртен мăшкăллать. Эпир айăплă-им?» — шухăшларĕçех хăшĕ-пĕрисем. Анчах вĕсем, çамрăкраххисем, çакна пĕлеймерĕç: асли кĕçĕнтерех командире хăйĕн салтакĕсем умĕнче вăрçса намăслантармасть. Юрамасть. Акă вăхăт иртĕ, канмалли сехет çитĕ, вара Гурьяновах ытти взвод командирĕсем умĕнче, ăна салтаксем хăлхине кĕмелле мар çĕрте, хытă ятлĕ. Вăл ятлани те командире витереймесен, итлеттерме, пăхăнтарма урăх меслет тупĕ. Ун пек меслечĕ-майĕ çарта, пуринчен ытла вăрçă вăхăтĕнче, çителĕклинчен ирттерет.
Ĕçрен, тĕрĕссипе каласан, çапăçуран — фронтра çарсем тăвакан ĕçе те çапăçу вырăнне хураççĕ, мĕншĕн тесен кунта режим таврашĕ çук, график тени пур, анчах ăна командирсем кăна пĕлеççĕ, çитменнине, вăл хут çинче çеç, — çапла, çапăçуран таврăнсан, салтаксем пăрçа яшки çикелерĕç те, кам ăçта вырăн тупнă, çавăнта харлаттарма тытăнчĕç.
Командирăн канăç çук-ха. Вăл штаба, взводсенчен пухнă сăмахсене е çырса панисене пуçтарса, донесени çырать, мĕн тума ĕлкĕрнине хут çинче кăтартса парать: ăçта, миçе километр таран çул хатĕр. Çав хут — чертеж — аслă штабсене çитет ыран, унта çав-çав çулсемпе мĕнле çарсем, машинсем кăларса ямаллине шута илеççĕ. Çапла вара, пĕр салтакăн пĕр кĕреçи пĕтĕм фронтăн, тинĕсри тумлам пек çеç пулин те, ĕçе кĕрет.
Çакăн çинчен Гурьянов Мартынова ăнлантарса памарĕ, ун вырăнне вăл ăна, куçа-куçăн пĕр-ик сăмах кăна каларĕ:
— Эсĕ кам? — терĕ. — Хĕрлĕ Çар командирĕ е çапкаланчăк?.. Кайма пултаратăн.
Тепĕр кун ирхине Гурьянов роти уйрăм ĕç илчĕ. Унăн батальонран уйрăлса каймалла, Ловать юханшывĕ леш енчи çулсене тасатмалла. Тăватă лаша, икĕ çуна. Пĕрин çинче хуран (кухня), теприн çинчен ĕçлеме кирлĕ хатĕр-хĕтĕр, çапăçма тивсен, хĕç-пăшал çумра.
— Çит те мĕн хушнине ту, — терĕ хыттăн батальон командирĕ. — Пултараймасан, каялла таврăнмасан та юрать. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, — терĕ лăпкăн çеç Гурьянов. Ăна Джакаров комиссар чĕнсе илчĕ.
— Итлĕр-ха, Гурьянов юлташ, — терĕ вăл. — Эсир комбатăн хытă сăмахне чĕрĕре ытла ан илĕр. Вăл вилĕм сунмасăр каларĕ сире. Кăмăлĕ çавăн пек унăн.
— Юрĕ-çке, — теейрĕ ăна хирĕç Николай Гурьянов.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...