Хĕçпе çурла :: 12
Саперсем ир тăрса кунĕпе ĕçлерĕç, кунĕпе вĕренчĕç. Харитонов майор, салтаксемпе те командирсемпе яра куна хăшкăлнăскер, каç пуласпа тин тепĕр ротăна тухса кайрĕ.
— Мĕн-мĕн тумаллине, ăçта пулмаллине эсир ăнлантăр, — терĕ вăл Гурьянова каяс умĕн. — Эпĕ сана шанатăп. Чĕрĕ-сывă юлса тепре курнăçмалла пултăр. Ăнăçлăх сунатăп.
Вăрман уçланкине, хура кушак пек, каç тĕтĕмĕ йăпшăнса кĕчĕ. Йĕри-тавралăх, акă халь тем пуласса кĕтнĕ евĕр, шăпăртах пулчĕ. Хулăн юрпа пĕркеннĕ йывăç турачĕсем çил çукран лăпкăн канаççĕ, тӳпере уйăх çукран çăлтăрсем ирĕккĕн йăлтăртатаççĕ. Мĕнле илемлĕ каç! Утасчĕ çакăн пек ырă каçра, шартламара, урупа çула кăчăртаттарса, инçех те мар ларакан тăван яла, ăшă киле. Анчах, телейсĕр ĕмĕт, салтакăн ĕшеннĕ пуçне ан минрет, тархасшăн! Салтакăн чĕри шăплăхра та вырăнта мар, темĕне сиссе, ыйха сирсе, хăвăрт тапать.
Сасартăк, каç ыйхине татса, вăрçă турри ахăрма тытăнчĕ. Унтан та кунтан чарса чарăнми тенĕ пек тупăсем кĕрлеççĕ, улаççĕ, вăрман чĕтрене ернĕ евĕр шăтăртатать-шăтăртатать, пĕлĕте йĕри-тавраран çулăм хыпса илет, унта татти-сыпписĕр, татти-сыпписĕр вут ялкăшса тăрать, вĕсем ӳкнĕ çĕрте, паллах, юр сирпĕнет, пăр тĕпренет, шурă хир тăпрапа хуралать.
— Кайрăмăр! — кăшкăрчĕ Гурьянов, анчах унăн сасси, тепле хытă каланă пулин те, тупăсем кĕрленĕ-уланăран аран çеç илтĕнчĕ.
Ун сасси çын хăлхине кĕнĕ-и, кĕмен-и — рота çакă саманта хатĕрленсе кĕтсе тăнă.
Рота пĕр шарламасăр, взводăн-взводăн хăйсем такăрлатнă çулпа вăрмантан уçă хирелле тухрĕ. Малта саперсем, çурăмĕсем хыçне хутаç, кĕреçе, умĕсене автомат çакнăскерсем, хашкаса пыраççĕ, хыçра ещĕкĕ-ещĕкĕпе тол шакмакĕсем тата ытти ăпăр-тапăр тиенĕ лава кӳлнĕ утсем талпăнса та пашкаса пыраççĕ.
Аслă çул çине тухма вĕсене йывăр пулмарĕ. Кунта çитсен вара, малалла кайма питĕ йывăра килчĕ: çул иртсе пĕтми çарпа тулнă — çураннисем, утсем, машинсем — пурте васкаççĕ, васкаççĕ. Гурьяновăн вĕсенчен иртмелле, малта пулмалла.
Сасартăк кĕрлеме тытăннă тупăсем сасартăках чарăнчĕç. Вăхăт çитрĕ — ĕнтĕ лешсен енне каçса каймалла. Ку вăл чи савăнăçлă, çав хушăрах чи хăрушă вăхăт. Мĕн хатĕрлесе хунă унта сан валли тăшман?
Тăшман тем те хатĕрленĕ пулĕ.
— Басалаев! — чĕнчĕ юлташне хăй патне Гурьянов. — Хăвăннисене çул икĕ енĕпе вуншар метртан тăратса тухатăн. Çакнашкал васкавлăн иртен çарсенчен пĕри те çултан пĕр утăм аяккалла ан пăрăнтăр! Унта минăсем пурах.
— Пурах! — ун шухăшне çирĕплетрĕ лейтенант. Вара хăйне хушнине тума тытăнчĕ.
Пĕр ял патне çывхараспа Гурьянов çавнах Серебрякова хушрĕ, хăй Мартынов взвочĕне хăвăрт малалла иртсе кайрĕ. «Мĕн чухлĕ ĕç пулать ыран! — шухăшларĕ вăл. — Хирсене, çулсене, ялсене минăсенчен тасатма тивет. Вĕсем юр айĕнче... Шухăшĕ вĕçне тухаймарĕ, сылтăмра хăй пĕркун йывăç çинчен асăрханă тĕмене курах кайрĕ. Тул çутăлса килнĕрен вăл ĕнтĕ аванах палăрать. Дзот йĕркеллĕ, тĕрĕс-тĕкелех. Сехет хушши пере-пере те мĕнле тивертеймен, аркантарайман ăна пирĕннисем? Вăл хăй шухăшне Мартынова пĕлтерчĕ.
— Артиллерист тăвайманнипе саперăн пултармалла, — терĕ ку. — Ăçта пирĕн тол шакмакĕсем? Юри хатĕрленĕ вăрăм хăмасем ăçта? Мĕншĕн ĕнер кунĕпе аппалантăмăр, вĕрентĕмĕр?
— Солдатов, — хыттăнах каларĕ Гурьянов, — ăçта тăпăртатса юлчĕ Кривонос старшина? Чуп, хăвăртрах çиттĕр!
Кривонос инçетех юлман иккен. Утсем çитсе тăнă-тăман вĕсем çуна çинчен пĕр вăрăм хăма кăларса илчĕç, пĕр пуçне тол шакмакĕсем çыхрĕç, вĕсенчен тепĕр вĕçнелле бикфорд шнурне тăсрĕç.
— Пулчĕ! — терĕ Мартынов, вара çав çаврака тĕмеске еннелле взводăн пĕр отделенийĕпе хăй кайрĕ. Вĕсем, Гурьянов вĕрентсе янипе, дзот патне хыçалтан çывхарма шут тытрĕç. Куçран çухалчĕç.
«Акă вĕсем тол шакмакĕсем çыхнă хăмана, хырăмпа выртса, дзот алăкĕ еннелле тĕртеççĕ, ак ĕнтĕ шнурне шăрпăкпа чĕртсе ямалли кăна, — шухăшларĕ Гурьянов, çав самантрах пĕр амбразурăран вут курăнчĕ, пӳлемет шатăртатни чĕрене касрĕ тейĕн, унччен те пулмарĕ таврана чĕтретсе янлатнă сасă хăлхана хупларĕ. Пулемет шарлама пăрахрĕ.
— Пулчĕ! — терĕ Мартынов сăмахĕпе Гурьянов. Анчах ăна хăйне, Мартынова, аманнăскере, çул çине юлташĕсем йăтса тухрĕç.
— Николай Алексеевич, — айăпа кĕнĕ пек, ĕшеннĕн ятран чĕнчĕ Мартынов. — Дзот пĕтрĕ, çул ирĕк...
Савăнăç та, хурлăх та çапла пĕр самантра килет.
— Старшина! — хыпăнса ӳкнĕн хушрĕ Гурьянов. — Пăрах çуну çинчен мĕнпур ăпăр-тапăра! Вырттар та лейтенанта, вĕçтер каялла!..
— Николай Алексеевич, — чĕнчĕ тапранса каяс умĕн Мартынов. — Эпĕ çаврăнса килетĕпех, сире çухатмастăпах...
Тул çутăлса килет. Çулпала иртсе пĕтми çар пырать.
Çав ирхинех, вăрманлă-уй-хирлĕ те шурлăхлă-путлăхлă çĕр-шывра, кĕрпеленсе кайнă юр витнĕ çулпа, пĕр батальонăн салтакĕсем хушшинче икĕ хĕр утса пынă. Вĕсем çинче туллатнă кĕске кĕрĕк пулнă, пилĕкĕсене сарлака чĕн пиçиххипе хытарса çыхнă, пуçра — лапсăркка çĕлĕк, урара — кăçатă, çурăм хыçĕнче — хĕрлĕ хĕреслĕ тулли кутамкка. Салтаксем çав икĕ хĕрпе хăш чухне шӳтлекелесе илме сăмах хускатнă, анчах кусем калаçăва хутшăнасшăнах пулманран е пас тытнă куç харши айĕнчен куçсем сивĕрех пăхнăран, вĕсен чĕлхисене çыртмалли çеç юлнă.
Елена Гурьяновăпа унăн тусĕ — Галя госпитальтен вăхăтлăха тухса кайнăран вара пайтах çĕре çитсе курнă, санбатсенче пулнă, полксемпе батальонсенчи фельдшерсемпе, ротăсенчи санинструкторсемпе калаçнă, канашлусем панă. Нумай пулмасть вĕсем саперсен бригадине çитнĕ. Çавăнта пĕр офицер Елена Гурьяновăран: «Эсир Гурьянов тăванĕ мар-и ăнсăртран? — тесе ыйтнă. — Николай (Алексеевич пулас) Гурьянов? Питĕ маттур командир. Халĕ вăл 1-мĕш уйрăм батальонра. Вăрманта тăрать, çул тăвать». «Инçе-и кунтан?» «Çывăх, анчах çитме йывăр». «Манăн тăшман умĕнче тăракансене пурпĕрех курас пулать. Çитетĕпех!»
Еленăпа Галя çав бригадăн пĕр батальонĕпе пĕрле çула тухнă. Малтан вĕсем машина çинче ларса пынă, каярахпа çул питĕрĕннĕ, юр ашса çуран танккамалла килсе тухнă. Пĕр вăрман патнелле çитеспе çав командирах, штабра ăнсăртран тĕл пулнăскер: «Акă çакăнта пулмалла вĕсем, — тенĕ. — Сире унта ăсатса яма пĕр салтака хĕрхенмĕп. Никифоров!..»
Çĕрĕпе ашкăрнă çил-тăвăл тамалайнă кăна пулнă, çулсенче юр хӳсе тултарнă, умра йĕлтĕр йĕрĕ те пулин курăнинччĕ. Санитар сумки йывăрлантарнăран, хулпуççисене пуснăран, ура ярса пусмассерен путать, кăçатă кунчи юрпа тулать, пăрланнă кĕрĕк арки, унран кĕленче теттесем çакнă пек, шăлтăртатать, питрен шартлама сивĕ йĕп пек чĕпĕте-чĕпĕте илет, çĕлĕк айĕнчен пурпĕрех тар юхать. «Хăçанччен тӳсмелле-ши çак асапа? — шухăшлать Елюк. — Хам килĕшрĕм. Ăшă çĕртен хам ирĕкĕмпе тухса килтĕм. Халĕ ак тăвана курас килет. Çавăншăн таçти çĕрте вăрманалла юр ашас пулать».
Çитрĕç. Уçланкăра юр витнĕ хӳшĕсем кăна лараççĕ. Пĕр чун та çук.
Халĕ пĕтĕм фрончĕпе вăйлă наступлени пырать, — пĕлтерчĕ вĕсемпе килнĕ боец. — Вĕсем, паллах, малалла кайнă.
— Эппин, пирĕн каялла çул çине тухмалла, — йĕрсе ярасран сассине юри хытарса каларĕ Елена Гурьянова. — Манăн госпитале таврăнмалла. Унта ĕнтĕ çĕрĕн-кунĕн ĕçлемелле пулать.
Çул хĕрринче вĕсен чарăнса тăмалла пулчĕ: çулпа умлăн-хыçлăн, иртсе пĕтми танк пырать. Вĕсем тӳп-тӳрĕ тикĕс çул хатĕрленĕ айлăмалла анаççĕ. (Пĕлесчĕ Елюкăн çавна унăн пиччĕшĕ тертленсе тунине!) Чим-ха, пĕр танк çинчен такам сиксе анчĕ те вĕсем еннелле чупса килет.
— Елена Алексеевна! — аллипе сĕлтет вăл. — Эсир епле майпа кунта?
Çитрĕ. Алă пачĕ. Пĕр, тĕлĕннĕн, пĕр йăл-йăл кулкаласа тăрать. Антонов!
— Савнă юлташăм! — терĕ ăна Елюк хавассăн. — Эсир ăçталла çул тытнă?
— Паллă. Сире те лартса каям-и? Пыратăр-и?
— Юрамасть. Астăватăр-и, Сперанский профессор, хаяр çын. Вăл каялла госпитале чĕнет. Хам ирĕкĕм пулсан, пырăттăм, çапăçу хирĕнчен аманнисене хам йăтса тухăттăм. Сывă пулăр! Тепре куриччен!
— Тепре куриччен! — терĕ Антонов, танксем еннелле пăхса илсе. — Çырăр!
— Калăр-ха, полковник Сидоров... Иван Андреевич мĕнле пурăнать? — васкаса ыйтрĕ Гурьянова.
— Вăл кунта, малта, сывă, хаваслă, — çаплах хăвăрт пĕлтерчĕ Антонов. — Рябинина, Маргарита Ивановна мĕнле унта?
— Вăл та кунтах.
— Салам калăр...
Госпитале çитсен Елена Гурьянова йывăр хыпар илтрĕ: унăн аслă юлташĕ, аппăшĕ (Елюк ăна хăй ăшĕнче чăвашла çапла чĕнетчĕ), ырăран ырă çын, тĕсĕ-пичĕпе те, кăмăлĕпе те илемлĕ Маргарита Ивановна Рябинина бомба айне пулса вилнĕ. Çакна илтсен, Елена Алексеевна, пуринчен уйрăлса, пĕр пушă пӳлеме кĕрсе, темĕнччен куççулĕ тăкрĕ.
Вăрçă кăларнă вута çил-тăман витеймест, чĕререн килен хурлăх чĕртнĕ çулăма куççуль сӳнтереймест. Мĕн кăна шухăшламарĕ пулĕ çак йывăр самантра Елена Алексеевна Гурьянова, чăваш хĕрĕ Елюк! Вăл хăйĕн мăнтарăн ачалăхне аса илчĕ, шухăшпа ашшĕ-амăшĕ патне çитрĕ, ĕмĕчĕпе ытарайми тăванĕсене ыталарĕ, хăй таврари çывăх-çывăх юлташĕсемпе тăкăлтатса калаçрĕ — шухăш тени курса юлайми темле çивĕч кайăкран та хăвăрт вĕçет иккен, — юлашкинчен каллех унăн куçĕ умне Рябинина тухса тăчĕ. Илемлĕ, хаваслă, кăмăллă çамрăк хĕрарăм...
Вăрçăра савăнăç — хутран-ситрен тухакан кĕрхи хĕвел кăна, хурлăхпа куççулĕ тинĕс хумĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...