Кĕпер :: Хăйă çутипе
Халăх пухăнсан, Виçĕ Якур чăнахах сăмах каларĕ. Сăмахĕ çапла пулчĕ:
— Революци пулнăранпа сакăр уйăх çитсе пырать. Эсир çавах та патша чухнехи пекех хăраса пурăнатăр. Тĕрлĕ Фальшинсен влаçне пăхăнма кирлĕ мар. Халăх хăйне хăй хуçа пултăр. Кашни çын хăйне хăй власть, хуçа. Большевиксем çапла вĕрентеççĕ. Эпĕ те — большевик. Итлĕр ман сăмаха. Чăваш йăваш тени ан пултăр урăх. Пилĕк çухрăмра — Киселев улпут именийĕ, сакăр çухрăмра — Хăмăшлăра — Аржанов улпут именийĕ. Халăх юнне ĕçсе пурăннă улпутсене сирпĕтетпĕр. Вĕсем хăйсем таçта иртĕхсе пурăнаççĕ, кунта вĕсен управляющийĕсем анчах. Атьăр, пĕтĕм ялпа кайса, Киселев именине çаратар. Пушкăртсем пире кĕтсе тăмĕç. Вĕсенчен маларах ĕлкĕрес пулать. Вăл пурлăха Киселев хăй ĕçлесе туман. Пирĕн пурлăх вăл, халăх пурлăхĕ. Никамран хăраса тăмалли те çук халь. Эпĕ хам сире ертсе кайăп. Кам та кам пире хирĕç тăрса чăрмантарать пулсан, ак çакна кăтартăпăр вĕсене...
Çапла каланă хыççăн Виçĕ Якур сулахай аллипе винтовка çĕклерĕ, сылтăм аллипе пĕр пĕчĕк тукмак пек тимĕр япала йăтса силлерĕ. Çав вăхăтрах Летчик-Микка сасси илтĕнчĕ: «Тĕрĕс калать Егор Егорович. Мĕн хăраса тăмалла!». Анчах пухăва пынă халăх хăраса ӳкрĕ. Такам, хыçалта тăраканни, вара: «Вăрçă хăçан пĕтет? Эс, иçмасса, çавна каласа пар-ха пире», — терĕ.
— Каларăм вĕт сире хамăра хамăр власть тесе. Тата сире мĕн кирлĕ? — кăшкăрчĕ Виçĕ Якур.
Пухăва Мăрзабай Çимунĕ те пынăччĕ. Кăшт итлесе тăнă хыççăн вăл лăпкă сасăпа, юнашар тăракансем çеç илтмелле:
— Пустуя лăпăртатать. Итлемелли те çук. Гранатăпа такама хăратасшăн тата. Каяр-ха луччă килелле, — терĕ.
Çимун кайнă хыççăн унпа юнашар тăраканнисем те тухса утрĕç. Халăх Якура хирĕç те, майлă та сăмах чĕнмесĕрех салана пуçларĕ. Анчах Виçĕ Якурăн сăмахĕсене хăлхана чикнисем те тупăнчĕç. Хаяр Макар, Смоляков, Пуян Танюш тата вĕсем пекех çăткăн кăмăллăрах çынсем оратор тавра кĕпĕрленчĕç. Летчик-Микка та кунтах ташласа тăрать. Мăрзабай Павăлĕ хăй пухăва килмен, Мирски Тимука кайса итлеме хушнă. Тимук та юлчĕ.
Мăрзабай Çимунĕ халь мучăшĕнчен уйрăлнă ĕнтĕ. Ялта куçса ларма вырăн çукпа пĕрех. Тĕреклĕрех пурăнакан çынсем тырă кĕлечĕсене, пушартан сыхланса, сăрт çине кайса лартнă. Пĕр кĕтӳ кĕлет сăрт айккипе кĕпĕрленсе ларать. Çимун çав кĕлетсемпе Чулçырма çыранĕ хушшинчи пушă вырăна хăйĕн пӳртне куçарса лартнă. Кансĕр вырăн. Шыв ăсма чăнкă çыран айне анас пулать. Çапах та этем, тăрăшсан, пурнăçри кансĕрлĕхсене çĕнтерме пĕлет çав. Çыран айккипе çĕр чава-чава картлашкаллă сĕвек çул турĕç Çимунпа Трашук, Чулçырма шывĕ хĕрринчех алтса çăл кăларчĕç. Халь çав сĕвек çулпа хул урлă кĕвенте çакса икĕ витре таса та тутлă шыв йăтса хăпарма ним те мар.
Кĕрхи кун кĕске пулсан та, çурт-йĕр çавăрас тĕлĕшрен кирлĕрех ĕçсене хĕле кĕриччен туса ĕлкĕрчĕ Çимун. Ниме те тумалла пулчĕ, Çимунпа Трашук хăйсем те тар кăларса ĕçлерĕç. Трашук в.алли те пĕр йывăç кĕлетрен пӳрт туса лартрĕç. Урайпа маччине сарса, тăррине витсе ĕлкĕрчĕç. Чӳречесем касса лартмалли тата кăмака купаламалли кăна юлчĕ. Кĕленче тупăнманнипе ку ĕçсене çуркуннене хăвармалла пулчĕ.
Трашук халь Çимун патĕнчех пурăнать.
Арлă çамрăк арçынпа йĕкĕт хушшинчи туслăх тата хытăрах çирĕпленчĕ. Пĕрне-пĕри шанса, чĕре уçса калаçакан пулчĕç вĕсем. Рамаш çырăвĕсене пĕрле вуласа тĕлĕнеççĕ. Лешĕ юлашки çырăвĕнче: «Белобородов купса патĕнчен тартăм ĕнтĕ, большевиксен комитечĕ хушнипе сăран тăвакан заводра ĕçлетĕп. Тăван яла пырăттăм та — халлĕхе кунтан кайма юрамасть. Тепĕр революци тума хатĕрленетпĕр», — тесе çырнă.
— Сан Рамашна курасчĕ, — кĕвиклетет Çимун, — калаçасчĕ унпа. Çыр, часрах килтĕр кунта. Оля пирки тĕртсе хур, хĕрӳ сана ĕмĕр кĕтсе лараймĕ, каллех Васька енне туртăнма пултарать тесе çыр.
— Ерçеймест пуль çав, — тет Трашук, ассăн сывласа. — Тепĕр революци тума хатĕрленетпĕр тесе çырать вĕт, ăнланмарăн-им?
— Анланмарăм çав, — айвана перет Çимун. — Мĕнле тепĕр революци пултăр тата?
— Эп ăçтан пĕлем? Ав, Рамаш пĕлет. Вăл хăй те ашшĕ пек большевик пулнă ĕнтĕ...
Ывăнса çитнĕ Пăлаки çĕнĕ кăмака çинче çывăрса кайсан, икĕ тус, шăкăл-шăкăл калаçса е кĕнеке вуласа, кĕрхи каçа кĕскетме тăрăшаççĕ. Халлĕхе Павăл мучи уйрăлнă чух ярса панă краççын пур-ха. Малашне валли вĕсен те хăйă хатĕрлеме тивет.
Çимун хушасса кĕтмесĕрех, Трашук, лаша кӳлсе, пĕр лав чельник касса килчĕ. Сарă чечеклĕ, вĕтĕ пăрçаллă хăвана кунти чăвашсем чельник теççĕ. Çав чельнике сĕвелесе, пуртăпа е пысăк мăлатукпа çапса мунчалалантарсан, унтан ăна лайăхрах типĕтсен, пит лайăх хăйă пулать. Ун пек хăйă чĕлсе тунинчен нумай ытларах çутă парать. Трашук чельник сĕвелесе хăйă тума пикенчĕ.
— Ытларах хăйă хатĕрле, улах хĕрĕсем валли те çителĕклĕ пултăр, — терĕ Çимун.
Пĕр каç Çимун Трашука ирĕксĕрех улаха хăваласа ячĕ.
— Кай, кай. Каччă вĕт эсĕ. Капла хăраххăн ватăлса ларăн. Саншăн çунакан хĕрсем пур унта. Пĕр çыхă хăйă илсе кай. Кун пек хăйăшăн чуптăвĕç сана, — терĕ вăл, кулкаласа.
Хул айне хăйă çыххи хĕстерсе, тĕттĕм урама тухрĕ Трашук. «Хăш улаха каяс? — кăшт шухăшласа тăчĕ хăй. — Альтук акка патне каяс. Унта Кĕтерисем улах лараççĕ. Наçтук улах лармасть, анчах çав улаха Кĕтери патне пырса çӳрекелет, теççĕ».
— Пăхăр-ха, пирĕн пата тепĕр хăйăллă каччă килчĕ. Сан хăййу лайăхрах, Трашук. Кил, сана уншăн чуптăвам, — терĕ пĕри, Трашук пырса кĕрсснех.
— Асту, эс ăна чуптусан, тухса тарĕ тата, — ахăлтатрĕ Кĕтери.
Зар Ехим хăйчикки умĕнче пуленкерен чĕлсе тунă хăйă çунтарса ларатчĕ. Хăййи юлхавлăн çунать, йăсăрланать, хушăран сӳнсе ларма пăхать.
— Зан хăййу лайăхрах, хăвах зюнтар эппин, — терĕ те Зар Ехим хăйчикки умĕнчен пăрăнчĕ. Кĕтери çумне пырса ларчĕ.
Хĕрсем хăшĕ арламалли урапапа, хăшĕ йĕкепе арлаççĕ, хăшĕ чăлха-алса çыхаççĕ.
Кĕтери туринче — йĕтĕн сӳс. Кăлкан пек, Трашук çӳçĕ пек шурă. Пӳрнипе йĕпетсе, сӳсне туртса пĕтĕрсе ларнă çĕрте Трашук еннелле пăха-пăха илет Кĕтери. «Эх, йĕтĕн çӳç, кăвак куç! Хăçан аташма пăрахăн-ши? Хăçан мана пĕрре те пулин куçран пăхăн-ши?» — шухăшлать вăл. Анчах шухăшне нимпе те палăртмасть.
Зар Ехим тĕк ларакан каччă мар. Алли унăн ларнă çĕртех Кĕтери пилĕкне çавăрса илет. Кĕтерийĕ хĕрлемес каччине пĕчĕк турапа çамкаран çатлаттарать. Хĕрсем кулаççĕ. Трашук та кулать. Анчах акă кĕтмен çĕртен алăк уçăлчĕ те, вăл шартах сикрĕ, аллисем чĕтре пуçларĕç. Алăкран Наçтук килсе кĕчĕ.
— Эс, Трашук, авалхи жрецсем пек, улах вуттине сыхлатăн иккен, — терĕ Наçтук, хăй вĕреннине кăтартса. Трашук хуравлама сăмах тупаймарĕ. Çунса пĕте пуçланă хăййи унăн чĕтрекен аллинчен тухса ӳкрĕ те сӳнсе ларчĕ. Хĕрсем çухăрчĕç. Кĕтери хăй çумĕнчи каччине питрен çупса илни илтĕнчĕ.
— Ан çыпçăн, хĕрлĕ куршанак, — терĕ вăл çупнă майăн. Унтан тата çиллемесрех кăшкăрчĕ: — Çут часрах хăййуна, Трашук. Эх, ĕне пăрушĕ, хăйă çунтарма та пултараймастăн!..
Хĕрсем кулса ячĕç. Наçтук та кулать. Зар Ехим тем нăйкăшать. Трашук кулмарĕ. Тĕттĕмре алăк шаплатса хупăнни илтĕнчĕ. Тахăш ахлатрĕ, тахăш вăрçса мăкăртатрĕ. Трашук илтмерĕ улахри сасăсене, вăл, пӳрт умĕнче темĕскере çапăнса, картишĕнче тĕмескерен такăнса, урама чупса тухрĕ, Наçтук умĕнче çав тери намăс кăтартрĕ ăна качака таки! «Çимун пичче хăй çӳретĕр улаха, — ăшра тусне те çилленсе çĕтĕлчĕ вăл. — Çывăрма та килех каяс...»
Тăвăр хушлăх тĕлне çитсен, каялла çаврăнса пăхрĕ йĕкĕт. Сĕм-тĕттĕмре пĕр тĕлте хăйă çути курăнса кайрĕ.
— Çунтарăр ман хăййа, жрицăсем, весталккăсем! Мана урăх кĕтсе илеймĕр, — кĕрхи тĕттĕмре çухаласран е урайне ӳкернĕ хăйă евĕрлĕ сӳнсс ларасран хăранă пек сасăпах мăкăртатрĕ Наçтукран кая мар вĕреннĕ мĕскĕн каччă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...