Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 9 пай
— Мĕн унта? — ыйтрĕ Леша.
— Курмастăн-им, кил картинче камсем çук?
— Унтах ĕçлеççĕ-и?
— Эпĕ темиçе те пуля пек хăвăрт кая-кая килтĕм. Пĕçереççĕ.
— Натали кунтах-и-ха?
— Кунтах. Ĕнер Улька шкултан тӳрех Наталисем патне кайнă, унăн амăшĕнчен ыйтса хăйсем патне тантăшне хăнана çĕр выртмаллах ертсе килнĕ.
— Çĕркаç пирĕн ялта пулнă-и вăл?
— Пирĕн ялта çав... Эпир, тăмсайсем, çавна та пĕлмен! Каçхине вĕсен тĕлĕнче кăштах калаçса ларăттăмăр... Натали ятарласа санпа тĕл пулма улаха килет, эсĕ ун вырăнне кăмака çинче ыйхă туртатăн.
— Улахсене çӳреме иртерех-ха, анчах эсĕ мана ахалех ятлатăн, Эртиван. Вăхăта ĕнер питĕ усăллă ирттертĕм эпĕ...
— Кăмака çинче эрешменсене хăваласа-и? Кăштах хăюлăх пухса ыталаса та пăхаттăмăр.
— Эрешменсене-и?
— Эсĕ тăрăхлатăн-и манран е юри ăнланмана перетĕн? Ну, кала-ха, мĕн турăн?
— Вăн çав тĕркене, Павлов шахмачĕсемпе юнашар выртаканскерне, кайса уçса пăх-ха, — терĕ Леша.
Эртиван хайхи тĕркене салтрĕ те, унăн аллине детекторлă радиоприемник лекрĕ. Тĕлĕнсе ыйтрĕ:
— Радиоприемник-çке ку! Çакна хăвах турăн-и?
— Хамах. Çуллах пуçтарнăччĕ эп ăна, пĕр пайне çеç ниçтан та тупаймарăм. Семен Андрейч патне Саранскран илсе килсе панă. Пĕтертĕм вăра туса. Аннепе иксĕмĕр Шупашкар калаçнине, унтан радиопă паракан концерта итлерĕмĕр. Сан патна та тӳрех чупса пырасшăнччĕ те, çывăрма ан чăрмантар тесе анне ямарĕ...
— Леша! — терĕ Эртиван вăл çĕркаç детекторлă радиоприемник туса пĕтернине тинех ĕненсе. — Аллусем ылтăн-çке санăн! Кирпĕч çапма пĕлетĕн, детекторлă приемник тунă, халĕ кăмака купалама вĕренетĕн. Тата темĕн те пĕр тума пĕлетĕн пулĕ-хă?
— Тĕслĕхрен, брынза...
— Брынза? Асамçă-çке эсĕ! Эпĕ чухламан та... Паскаль виçкĕтеслĕхĕпе те мĕн тери интереслентĕн. Атя хăвăртрах пахчана! Пурхил мучи чĕниччен хĕр ачасене радио итлеттеретпĕр.
— Çавăнпа ăна килте хăвармарăм, Эртиван, — Леша арçын ачана аллинчен çавăрса тытрĕ. — Брынза çинчен асăрхамасăр персе ятăм. Тархасшăн, никама та ан шарла. Аннесĕр пуçне ун çинчен никам та пĕлмест.
— Ан хăра, шарламастăп.
Пахчара Улькапа Натали çеç тăрмашаççĕ иккен. Паранкă кăларнă вĕсем, вучах пекки туса вутă çунтарнă, паранкине халĕ шĕл кăвартан пулнă вĕри кĕлпе витсе хунă...
— Ах, пиçме ĕлкĕреймерĕ! Халех хăналанă пулăттăмăр! — Улька кĕле кăшт сиркелерĕ те каллех малтан-хи пек витсе хучĕ. — Кăмака туса пĕтернĕ тĕле пиçсе çитет, ун чухне пурне те чĕнетпĕр.
— Вучахне питĕ ăста тунă эсир. Эртиван пулăшрĕ пулĕ-ха? — терĕ Леша.
— Эртиван килессе кĕтсен... хĕвел тепĕр енчен тухать. Семен Андрейч чавса пачĕ. Çĕркаç та иксĕре хапха патĕнчи пĕрене çинче кĕтсе ларса ывăнтăмăр. Сирĕн чĕрене чултан тунă пуль?
— Улька, шкултан маларах тухса кайрăр. Каламалла пулнă! — парăнасшăн пулмарĕ Эртиван.
— Калаймарăм çав. Эпĕ Натали патĕнче çĕр каçатăп пулĕ тенĕччĕ. Анчах кайран шухăшсене улăштартăмăр. Микула пулăшма килес пулсан иртерех тăмалла, кунта сирĕнтен кая мар çитес тесен пирĕн патра çĕр каçсан меллĕрех терĕмĕр, — Улька пит çăмартийĕнчи чĕкеç шатрисем шĕл кăварлă вучах умĕнче пиçнĕ пан улми пек хĕрелнĕ, унăн питне çак вăхăтра никам та кук тĕрриллĕ тесе калас çук. Çавăнпа сенкер куçĕсем хытăрах ялкăшаççĕ, кăмăлĕ ывăç тупанĕ çинчи евĕрех палăрать: çĕкленчĕк, хаваслă, такама та хăйĕн хавхаланăвĕпе авăрласа пĕлĕт çинех çĕклентерессĕн туйăнать. Саппунĕн арки пĕр тĕлте кĕлпе вараланнă, кивĕ аттине вучахран аяккарах хывса хунă та каю курăкĕ çинче çара уранах вĕтĕлтеттерсе çӳрет. Вучахăн пĕтĕм ăшшине хăйĕн кĕлеткине туртса тултарнă тейĕн.
— Эсĕ, Улька, пире вăрçатăн, анчах эпир Лешăпа пĕрле Наталипе иксĕре мĕнпе савăнтарма килнине те пĕлесшĕн мар... Ну, чухлаятăн-и мĕнне?
— Санăн пуçăнта мĕн кĕшĕлтетнине пĕлме ытла та йывăр, Эртиван. Сан пек ачана эпĕ мар, ман пиччесем те курман. Тӳрех калатăп, чухлаймастăп! — Вăл юлташне пăхрĕ: — Эсĕ, Натали?
Унăн та çаврака пит çăмартисем вучах ăшшипе тулса ларнă, сарă вăрăм çивĕтне вĕçĕнчен çулăм чĕлхи те пĕчĕккĕн «çыртса» пăхма хăтланнă пулас. Хура куçĕсенче вара халĕ те кăвар сӳнсе пĕтеймен-ха: шкултинчен харсăртараххăн йăлтăртатаççĕ. Çапах та вăл Лешăна Эртивана пăхнă пек мар, пуçне пăртак пĕксе, куçĕнчи кăвара кăштах «сӳнтерсе» пăхса илчĕ, хуравлас вырăнне хăй именсерех ыйтрĕ:
— Нивушлĕ Мария Ивановна хушнинчен иртсе виççĕмĕш асăрхаттарăва эсир те тупрăр?.. Эсир тетĕп тата, Эртиван, эсĕ пĕлетĕн-ха ăна, Леша тесе каласшăнччĕ эпĕ...
— Мĕн çинчен асăрхаттармаллаччĕ унăн? — Улькапа ытти чухнехинчен ирĕклĕрех калаçма май тупăннă-шăн хĕпĕртенĕ Эртиван Натали мĕн çинчен ыйтнине малтан ăнланаймарĕ.
— Кунта та Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен калаçать вăл, икĕ асăрхаттарăвне мĕнле шутлани çинчен кружокра каласа кăтартрĕ вĕт-ха, — аса илтерчĕ Леша. Унăн куçĕсем хĕр ача куçĕсемпе тĕл пулчĕç, анчах ку хутĕнче иккĕшĕ те вĕсене пĕр-пĕринчен самантрах тартрĕç.
— Э-э, Паскаль... Эпĕ ун çинчен маннă та... — Эртиван аллинчи япалана хутран пушатма тытăнчĕ. — Тĕлĕнтеретĕр! Çĕркаç Лешăпа иксĕмĕр çинчен калаçас вырăнне каллех Паскаль виçкĕтеслĕхне тапăнтăр-и?
— Шĕкĕлчерĕмĕр-ха сире! Хăвăр пымарăр та, мĕн тумаллаччĕ-ха пирĕн? Наталие çăлас пулать, унсăрăн ăна Паскаль виçкĕтеслĕхĕ ухмахах ертет.
— Çăлатпăр çак япала пулăшнипе, — Эртиван Улькана наушниксем тыттарчĕ. — Тăхăн-ха çак çаврашкасене. Пулчĕ-и? Халĕ тимлĕрех итле. Пур-и мĕн те пулин? Калаçаççĕ-и? Вырăсла-и?
— Концерт пуçланать! Эртиван, мĕскер ку? Эй, епле илемлĕ юрлаççĕ! Пятницкий хорĕ... Мускавран параççĕ! — Улька хăлха çаврашкисене хыврĕ те Эртиван пек вĕсене хăех Наталин хăлхисене васкаса тăхăнтартрĕ. — Итле-ха! Пур-и? Юрăсемех-и?
Натали тĕлĕнсе авăнчăк куç харшийĕсене çĕклентерсе илчĕ, куçĕсене мăчлаттарчĕ, унтан тимлесех итле пуçларĕ. Леша хĕр ачана пĕрремĕш хут курнă пек тепре вичкĕннĕн сăнаса пăхса илчĕ. Çӳçĕ унăн сап-сарă, анчах куç харшийĕсем хура тĕслĕ. Пысăк куçĕсем те пиçнĕ çĕмĕрт пек хура. Ытти çынсен пурин тенĕ пекех урăхларах: çӳçĕсем сарă пулсан куç харшийĕсем те сарă вĕсен, куçĕсем е кăвак, е сенкер. Мĕншĕн Наталин пачах урăхла? Ахальтен мар Эртиван ун пирки,чипер те чипер тет. Чиперех çав...
— Ну, Натали, хăв халĕ мĕн итленине пĕлтĕн-и?
— Пĕлтĕм. Детекторлă радиолриемник...
— Кам тунине чухлатăн-и?
— Çĕрпӳре аслă классенче вĕренекенсем пулĕ-ха?
— Вăт пĕлеймерĕн! Лайăхрах шухăшла!
Натали тепĕр хушă итлерĕ те хайхи çаврашкасене каллех Улькана тыттарчĕ.
— Мĕнле лайăх илтĕне-ет! Тап-таса! Еплерех чаплă юрлаççĕ!
— Шупашкара та лайăх тытать. Каçхине чăвашла калаçнине итлĕпĕр-ха, — терĕ Леша.
— Ну, Натали, чухларăн-и ĕнтĕ кам тунине? — Эртиван хĕр ачана чунтанах юлташĕн ятне калаттарасшăн тăрăшать.
— Эсĕ-и, Леша? — савăнăçлăн ыйтрĕ Натали.
— Эпĕ...
— Хăçан? Класра калаçнине пăрре те илтмен-çке...
— Вĕçличчен калас темерĕм...
— Хăçан туса пĕтертĕн?
— Çĕркаç... Аннепе пĕрле Шупашкар калаçнине те итлерĕмĕр...
— Пĕчченех ăсталарăн-и? — халĕ хĕр ача куçĕсене Леша куçĕсенчен пĕрре те тартмарĕ. Паçăр именни те пĕтĕмпех çухалчĕ. — Вăрах хăтлантăн-и?
— Пĕчченех теме пулать... Семен Андрейч мастерскойĕнче. Пĕр пайĕ çукчĕ те, Семен Андрейч ăна Саранскра хăй паллакан çынна туянма хушнă. Енер илсе килнĕ. Ĕнерех вырăнне лартрăм вара... Вăрахах мар.
— Куртăн-и, Натали, мĕн хăтланаççĕ пирĕн ачасем? Пĕри радиоприемник тăвать, тепри химипе халех тăххăрмĕш класс задачисене шутлать! Пирĕн те вĕсенчен юлма юрамасть. Çапла-и?
— Çапла, Улька...
— Мĕн тума пултаратпăр эпир?
— Шухăшлас пулать...
— Пирĕншĕн хĕрелмелле ан пултăр сирĕн, Эртиван!
— Ан шикленĕр, юлмастăр! Эпĕ курнă эсĕ тĕрленĕ тĕрĕсене. Чĕнтĕрӳсем?
— Вĕсене тĕрлетпĕр-ха, чĕнтĕрĕсене те çыхатпăр. Анчах Паскаль виçкĕтеслĕхне шутланă чухне кайра пырас марччĕ, — терĕ Натали, унтан Лешăна тепĕр хут куçĕнченех пăхрĕ, ăна кăмăлланине пытармасăр хавхаланса каларĕ: — Детекторлă çакнашкал чаплă радиоприемник тунă ятпа сана Улькапа иксĕмĕр те пĕтĕм чунтан саламлатпăр! Çавăн пек япаласем ылтăн аллупа малашне те çĕнĕрен те çĕнĕрен тумалла пултăр!
— Сире кăтартрăмăр. Халĕ Леша радиоприемникне ытти ачасенчен те пытармастпăр, — терĕ Эртиван.
Çак самантра пахча алăкĕ уçăлчĕ те, Микул сасси илтĕнчĕ:
— Ачасем, апат çимелле!
— Паранкă пиçеймерĕ-ха...
— Унпа кайран, кăмака купаласа пĕтерсен, хăналанатпăр. Халĕ — кану апачĕ, анне пĕçерни. Халех килĕр, тăватсăр та!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...