Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 10 пай
Пурхил мучи Лешăпа Микула кăмака мăрйине купалама ирĕк пачĕ. Куншăн вĕсем мĕнле хĕпĕртенине сăмахпа калама та çук. Кил картинче тăрмашакансем куна пĕлсен юлташĕсене ăмсанса тата тăрăшарах ĕçлеме тытăнчĕç. Ара, никам та ачасенчен кăмака мар, мăрье те купаласа курман-çке-ха. Пурхил мучи валли мачча çине пукан хăпартса лартрĕç, вăл ун çине вырнаçрĕ те кĕсйинчен махорка хутаççипе кукăр чĕлĕм кăларчĕ. Ăна махорка тултарса чĕртрĕ, Лешăпа Микул еннелле çавра ункăсем яма пуçларĕ. Мучи чĕлĕм вăрттăнлăхне те пĕлтерчĕ: вăл кăмака купаласа пĕтерсен çеç чĕлĕмне ĕçе пуçăннăранпа пĕрремĕш хут паклаттарма хăнăхнă, анчах паян çав йăлана пăхăнман, мĕншĕн тесен Лешăпа Микул ун çумĕнче питĕ тăрăшни ăна килĕшнĕ. Халĕ вăл ачасем пӳртри пысăках мар кăмакан мăрйине ăнăçлăн купаласа пĕтересси пирки пĕртте иккĕленмест.
Çур сехетрен вĕсем чăнах та пӳрт тăррине тухрĕç. Чăн малтан вĕсене пахчара кĕллĕ вучах умĕнче ларакан Улька асăрхарĕ. Тарлани иртнĕ хыççăн пуçне çĕнĕрен çыхнă çитсă тутăрне салтрĕ те вăл унпа сулла-сулла Лешăпа Микула саламлама тытăнчĕ, хĕпĕртесе Натали еннелле çаврăнчĕ. — Пĕлетĕн-и, мĕншĕн вĕсем мăрьене çакăн пек хăвăрт купаласа тухрĕç?
— Иккĕшĕ те ăста, çавăнпа, — терĕ Натали пӳрт тăрринчи Леша Пурхил мучин тимĕр калекĕпе кирпĕчсене тăк-тăк! çапа-çапа илнине ырласа пăхса.
— Ăста, ку тĕрĕс, анчах тĕп сăлтавĕ урăххи!
— Мĕнле урăххи? Мăрьене камсем пирĕн куç умĕнчех купаласа пĕтереççĕ? Микул тыттарнă кирпĕчсене Леша пĕрин хыççăн теприне хăех çăра тăм шĕвекĕ çине вырнаçтарса пынине куратăн вĕт?
— Ăна пурте кураççĕ-ха, анчах чи кирлине тăваканни пире курăнмасть!
— Эртиван пулĕ-ха вăл? — Улька шухăшне чухлаканскер, пысăк куçĕпе кулкаласа каларĕ Натали.
— Паллах, çавă! — хĕрӳллĕн тавăрчĕ Улька. — Тăмне вăл çăрать вĕт? Ăна çӳлелле те вăлах парать. Вăл ерипен ĕçлесен пĕтĕм ĕç сӳрĕкленсе каять! Çапла мар-им?
— Çапли çапла-ха та...
— Темĕн... шухăшна каласа пĕтерместĕн эсĕ... Иккĕленетĕн пулас?
— Çук, Эртиван тăрăшни пирки пачах иккĕленместĕп. Анчах Павлов шыв ăсса пымасан, вăл тăма шĕветсе çăраймасть-çке. Микул Эртиван панă тăм шĕвекне илмесен, ăна Леша кирлĕ çĕре хураймасть. Вăлах кирпĕчсене купалама чарăнсан, кăмака мăрйине тăвасси те вĕçленеймест.
— Пĕтĕмпех сан Лешунтан килет апла? Эртиван ĕçленине нимĕн вырăнне те хумастăн?
— Эсĕ унашкалах ан вĕрилен-ха, Улька. Шухăшласа пăх малтая: пурте пĕр ĕçе тăваççĕ. Анчах халĕ кăмака мăрйи мĕнле пуласси, вăл ишĕлмесĕр вун-вун çул ларасси çапах та Лешăпа Микул пĕлсе ĕçленинчен килет. Кирпĕчне вĕсем çапнă. Пурхил мучирен те паян вĕсемех вĕренсе пынă. Мучи кăмака купаласа пĕтерме Лешăпа Микула ахальтен шанман. Ватă çынсем ай-яй! еплерех ăслă...
— Пĕлетĕп... Сан Лешу пек пултараканни çук та апла тăк?
— Интереслĕ калаçатăн эсĕ. Мĕншĕн ман Леша? Мĕншĕн вăл санăн мар?
— Эпĕ Эртивана килĕштеретĕп. Мĕн, саншăн староста никам та мар-и?
— Леша лайăх ача... Тен, ăна хăшпĕрисем юратаççĕ те пуль?
— Паллах, юратаççĕ! Отличник, ĕçчен, ырă кăмăллă, чипер сăнлă. Эсĕ кăна тиркетĕн...
— Кам калать тиркетĕп тесе? Енчен те эпĕ ăна вилес пек юрататăп пулсан? Мĕн, унăн мăйĕнчен çакăнмалла-и? Миçере эпир? Вун виççĕре. Юрату мĕнне те пĕлместпĕр-ха...
— Эпĕ пĕлетĕп, çавăнпа Эртивана ялан тĕлĕкре куратăп! Юрату вăл... вăл... юрату!
— Юратăвĕ мĕн?
— Туйăм!
— Мĕнле туйăм?
— Тĕлĕк кăтартакан туйăм!
— Ăçта çуралать вăл? Пуçра-и?
— Пуçра та, чĕрере те!
— Мĕнле çуралать?
— Натали, эсĕ мана ухмахла ыйтусем парса ан лар. Пĕлместĕп тесшĕн-и кунта мĕншĕн килнине?
— Микула пулăшма...
— Пулăшма, ку тĕрĕсех. Анчах Лешăна та курма мар-и?
— Апла каламастăп-çке... — Натали пичĕ самантрах пĕçерсе кайрĕ.
— Ак каллех хĕрелме пуçларăн. Асăрханă эп, суккăр мар — Леша çинчен сăмах пуçарсанах сан чипер сăну хĕрелсе каять. Мĕншĕн?
— Эсĕ ман пите сăнаса çӳретĕн-и? Ун вырăнне пӳрт тăрринелле пăх-ха, кам пуçĕ курăнать унта?
— Эртиван! — Улька Наталипе мĕн çинчен калаçнине самантрах манчĕ, хăйсем еннелле пăхакан Эртивана аллипе сулса илчĕ, унтан паçăр Семен Андрейч ятарласа шĕвĕртсе панă патака ярса тытрĕ, пăлханса каларĕ: — Пĕтереççĕ пулмалла! Паранкă хатĕр-и пирĕн? Пĕрне кĕл ăшĕнчен кăларса тутансах пăхăпăр, Натали!
Эртиван пуçĕ урăх курăнмарĕ. Лешăпа Микул купаласа пĕтерсен Пурхил мучи пукан çинчен тăчĕ те мăрьепе пӳрт тăрри хушшине çумăр шывĕ е юр ирĕлчĕкĕ лекесрен малтанхи пекех пĕр сантиметр пушă вырăн хăвармасăр питĕрчĕ. Тул енчен ăна ачасем пулăшрĕç.
— Пулчĕ! — терĕ мучи. Вăл мачча çинчен аяла анчĕ, Лешăпа Микула ыттисем аялтан пусма лартса пачĕç. Вĕсем тӳрех ун çине пусмарĕç-ха, хавасланса çӳлтен яла сăнаса çаврăнчĕç. Урамсемпе тăкăрлăксем унтан ывăç çинчи пекех курăнаççĕ: шкул, колхоз правленийĕ, вулав çурчĕ, ĕнепе сурăх фермисем... Çапах та çӳллĕрех мăрьесем те пур, вĕсем яла пĕтĕмпе курма пăртак чăрмантараççĕ.
— Çитĕнсе çитсен ялта чи çӳллĕ мăрьеллĕ çурт лартатăп, — терĕ Микул. — Анне каланă тăрăх, атте çапла ĕмĕтленнĕ...
— Эсĕ, Микул, ман çинчен ан ман. Тен, кăмакине ун чухне те иксĕмĕрĕн купалама тивет-ха. Манăн та çĕнĕ çурт лартмалла пулать-çке, хальхи ыттисенчен лутра, пĕчĕк... Кăмакисен мăрйисем ун чухне те иксĕмĕрĕн пĕр çӳллĕшех пулмалла. Çапла-и?
— Килĕшетĕп, — терĕ Микул.
Аялта, кил картинче, ачасем савăнăçлăн калаçаççĕ. Павлов Илья шахмат хăмине курăк çине сарса та хучĕ, вăйпа тенĕ пекех ӳкĕтлесе хăйне хирĕç Эртивана лартрĕ. Çĕнĕ мăрьерен çĕнĕ тĕтĕм кăлариччен пĕр вăйă та пулин выляса илесшĕн вăл. Ăна çӳлтен самантлăха сăнаса пĕлтĕр класра унпа пулса иртнĕ пĕр мыскараллă ĕçе аса илчĕ Леша.
Темĕн пирки вĕсем ачасенчен иккĕшĕ çеç кая юлнăччĕ. Çултан инçех мар пăрçа уйĕ сарăлса выртатчĕ. Пăрçине колхозниксем çулса пуçтарнăччĕ-ха, анчах йĕтем çине турттарса ĕлкĕрейменччĕ.
— Атя никам çук чухне пăрçа кайса çиетпĕр, — сĕнчĕ Павлов.
— Юрамасть, хуралçă тытсан... — пăрçине Лешăн та çиес килет-ха, анчах хуралçă шиклентерет. Тытĕ те, пĕр ывăç пăрçашăнах амăшĕн пилĕк ĕç кунне чакарĕç. Йĕрки çапла.
— Çук вăл, турнепс уйĕнче çӳрет ку вăхăтра, — Павлов çултан пăрăнса пăрçа уйнелле утрĕ. Вăл унта темиçе те кĕрсе курнă пулас, çавăнпа хуралçă ăçта тата хăш вăхăтра çӳренине те пĕлет. Леша та ун хыççăнах утрĕ. Часах вĕсем улахрах вырăна хĕсĕнчĕç те пăрçа хутаçĕсене шĕкĕлчеме пуçларĕç.
— Хăть те мĕнле шутла, анчах пирĕн патра çулла ытла та кĕске, — терĕ Павлов. — Пĕр гроссмейстер епле вылянине те лайăххăн тишкерсе тухаймастăн, каллех шкула каймалла. Африкăрах урăхла, унта хĕвел çинче хĕртĕнсе миçе гроссмейстер вылянине тишкерме пулать.
— Çапла, унта ачасемшĕн те çăтмах, — килĕшнĕ пек пулчĕ Леша. — Пĕр-пĕр йывăçа силле те çăварна карса çеç тăр: тутлă çимĕç тӳрех çăварна кĕрсе ӳкет.
— Эх, пурăнаççĕ те çав телейлĕ ачасем! — унтан Павлов темĕн аса илнĕ пек пулчĕ. — Итле-ха, Леша, эсĕ староста, пĕлме кирлĕ. Вĕсен çулталăкĕпех çулла тăрать пулсан хăçан шкула çӳреççĕ? Каникул та кирлĕ мар пуль?
Павлов Ильяна ачасем çурăмĕ хыçĕнче «Васкан» тесе чĕнеççĕ, мĕншĕн тесен вăл шахмат хăмипе ялан таçта васкать: е унăн Чурачăкри шкултан килнĕ ачапа вылямалла, е кӳршинчен, Фомин бригадиртан, эндшпиле куçма вĕренмелле. Калаçнă чухне те çăварĕнчен сăмахсем автоматпа пенĕ пекех сирпĕнсе тăраççĕ. Мария Ивановна мĕн çинчен те пулин ыйтать — вăл ялан чăн малтан аллине çĕклет: пуçлать вара васкаса хуравлама — ăнланса юлма та çук, анчах хурав вĕçне кирек хăçан та шахмат çинчен ăнлантарнипе вĕçлет. Çĕнтерес тесен вăйă вĕçĕнче короле ăçта лартмалла, королевăна мĕнле сыхламалла? Кунта çеç васкамасть вăл, майĕпен ăнлантарать: пурте пĕлччĕр вăл шахмат енĕпе разряд илме хатĕрленнине. Тен, учитель куншăн лайăхрах паллă лартĕ?
Халĕ те вăл Леша мĕн каласса кĕтмерĕ, хăйĕн шухăшне пĕлтерме васкарĕ:
— Ман шутпа, Африкăра шкула çӳреме те кирлĕ мар — унти ачасем килтех вĕренме пултараççĕ. Ну, питĕ каяс килет пулсан кай... — Вăл ик-виç пăрçа хутаçне пушатрĕ те çăварне ярăнтарчĕ, каллех васкаса каларĕ: — Анне ĕнер калать: «Илюш, кăмака хутрăм, унта çывăр-ха. Çĕрĕпе хĕртĕнетĕн те ӳсĕрме чарăнатăн». Ну, çывăртăм! Анчах мĕн усси? Ирхине çаруран пахчана чупса кайса килтĕм те — каллех ӳслĕк. Тăм ӳкнĕччĕ.
— Ун пек юрамасть, çăпата сырмаллаччĕ, — Павлова шелленĕ пек хушса хучĕ Леша. — Африкăра кăмака та кирлĕ мар...
Пĕр хушă чĕнмесĕр пăрçа çирĕç, унтан Африка ачисене самаях ăмсанса ларчĕç. Павлов-Васкана татах темĕн шухăшĕ кĕчĕ:
— Эсĕ, Леша, пирĕн тĕлтен иртнĕ чухне анне патне кĕрсе тух-ха. Мана хвелшер патне ертсе кайтăр. Ӳслĕк ӳпкене тивиччен мана эрнелĕх те пулин уроксенчен хăтарччăр.
— Эрнелĕх... Пит лайăх... — Леша килĕшме тесе çăварне уçнăччĕ ĕнтĕ, анчах темĕн иккĕлентерчĕ, уçăмсăррăн каларĕ: — Мĕншĕн манăн калаçмалла аннӳпе? Хăв ыйт.
— Хама аванах мар-ха...
— Сана аван мар, мана аван. Мĕнле ăнланмалла куна?
— Мĕнле? Мĕншĕн тесен, пĕрремĕшĕнчен, эсĕ — староста, Леша. Иккĕмĕшĕнчен, эсĕ яланах ачасене ырă тăвассишĕн тăрăшатăн.
Леша шухăшларĕ-шухăшларĕ те килĕшрĕ, анчах малтан çапла каларĕ:
— Эрне хушши кăмака çинчен анмастăп тесе тупа ту.
— Тупа тăватăп, — тенĕнех илтĕнчĕ Лешăна пăрçа çăвар туллин чăмланă май васкаса калаçакан Павлов. Чăнах та çынна ырă çеç тумалла. Пĕр класра вĕренекенсене — пушшех те. Упкепе чирлесе ӳксен пĕр эрне мар, пĕр уйăх çӳреймĕ шкула Павлов-Васкан. Тен, ытларах та... Илья кăххăмлата-кăххăмлата пăрçа çинине сăнарĕ-сăнарĕ те Леша çав кунах унăн амăшĕ патне кĕрсе çапла ăнлантарчĕ: ӳсĕрет Илья. Хăйĕнчен те хушса хучĕ: хытă ӳсĕрет, класра ачасене урок итлеме те чăрмантарать. Çавăнпа учитель те ăна тухтăра кăтартма хушрĕ.
Тепĕр кунне Павлова амăшĕ фельдшер пунктне ертсе кайнă. Лешĕ иккĕшне те больницăна ăсатнă. Каçхине вăл унтан таврăннă чухне Лешăна тĕл пулчĕ те хаваслăн çапла пĕлтерчĕ:
— Шкула çӳреме хушмарĕç. Мĕншĕн тесен манăн коклюш иккен. Хытă ӳсĕрттерекен, сикекен чир. Тинех шахматла выляса тăранатăп. Ялта кам шахматла выляма пĕлет, çавсене пурне те тĕрĕслесе тухатăп: хăшĕ вăйлăрах?
— Эсĕ кăмака çинчен анмастăп тесе тупа турăн-çке!
— Хăçан?
— Пăрçа çинĕ чухне.
— Йăнăш илтнĕ эсĕ, Леша. Кăмака çинчен анмастăп тесе мар, кăмака çинче çывăратăп терĕм эпĕ. Хамăн тупана пăсмастăп.
Калаç унпа çакăн хыççăн! Питĕ тĕрĕс ят панă ăна класра: «Павлов-Васкан». Ыттисем пурте сывă, ку чирлемешкĕн те васканă.
Вĕсен урамĕнче çирĕм икĕ кил. Пĕринчен теприне хăрушă хыпар вĕçсе кĕрет: Павлов-Васкан сикекен чирпе — коклюшпа чирленĕ, ыттисене те ертме пултарать.
Тепĕр кунне ачасем каçхине лапталла выляма пухăнчĕç. Павлов та шахмат хăмипе вĕсем патне пычĕ. Шахматне хӳме çумне хучĕ те ачасемпе лапталла вылясшăн пулчĕ. Ачасем ăна курчĕç те хăраса ӳкрĕç, ыткăчĕсене ăçта выртнă çавăнта хăварса чăлпар тарса пĕтрĕç. Тепĕр самантран урамра никам та юлмарĕ. Арçын ачасемпе выляма юратакан Улька çеç темĕнрен такăнчĕ те тусан çине тăсăлса ӳкрĕ, унтан чĕркуçленсе те пулин хăйсен крыльци патнелле упаленме тытăнчĕ.
— Улька, чарăн-ха упаленме, шахматла выляма вĕрентетĕп!
— Кирлĕ мар! Ан тĕкĕн мана, Илья! Крыльца алăкĕ патне çитме ирĕк пар.
— Улька, разрядлă пулсан районти хĕр ачасен ăмăртăвĕнче мала тухатăн!
— Манпа çыхланиччен шуйттансене кайса вĕрент! — хĕр ача темĕнле майпа ура çине тăркаларĕ те темĕн хушăра крыльца картлашкисене сĕртĕнмесĕр тенĕ пек шалалла ыткăнса кĕрсе алăкне шăкăрт-шакăрт! питĕрсе лартрĕ.
Ним тума аптăранă Павлов-Васкан Улькан пĕр пиччĕшĕпе те пулин шахматла выляса пăхас тесе крыльца алăкне шаккама тытăнчĕ. Анчах шалтан Улька асламăшĕн сасси илтĕнчĕ:
— Ан чăрмантарса çӳре, тасал кунтан эпĕ вĕлтĕренпе тухиччен!
Павлов урам тăрăх тăвалла пăхрĕ — ниçта пĕр ача чунĕ курăнмасть. Ниçталла çул тытма пĕлмесĕр вăл Лешăна кантăкран шаккарĕ.
— Эсĕ староста, пире ырă тăвассишĕн тăрăшатăн, — каллех хăйĕн юррине пуçларĕ вăл. — Шахматла пĕрре выляма килĕш.
— Вăхăт çук, Илья, аннепе çĕнĕ çĕр улми тултарма тĕп сакайне тасататпăр. Эсĕ коклюшунтан сывалма вĕри кăмака çине кайса вырт.
Тепĕр ирхине Илья чăн малтан кăмака çинчех пĕр вăйă пĕчченех выляса илчĕ. Амăшĕ ĕçе кайнă чухне хытарсах каларĕ:
— Кăмака çинчен аннă ан пултăр!
Анчах çывăрса тăраннă хыççăн кăмака çинче ларма шахматпа та кичем иккен. Пĕччен нумай выляймăн. Вăл шахмат хăмине хул хупппине хĕстерсе урама тухрĕ те хапхапа юнашар выртакан пĕрене çине ларчĕ. Ачасем пурте шкула кайнă, пысăккисем — ĕçе. Вăл урампа кам та пулин иртмест-ши тесе чылайччен урисемпе çĕр çинче ăнланмалла мар йĕрсем чĕркелесе ларчĕ. Унтан ку та йăлăхтарчй, Мĕн тумалла? Ăçта каймалла? Сасартăк анат енчен бригадир васкаса хăпарнине курчĕ. Петр Фомич Ильяпа яланах шӳтлесе калаçать, пушă вăхăт пур чухне унпа шахматла выляса пăхма та ӳркенмест.
— Петр Фомич, ырă кун пултăр! — шахмат хăмине çĕклесе бригадира аякранах сывлăх сунчĕ Илья.
Бригадир урам варринчи çултан пăрăнса Павлов патнелле утма тытăнчĕ. Арçын ача шахмат фигурисене васкасах хăма çине вырнаçтарма пуçларĕ.
— Эсĕ мĕншĕн шкулта мар? — кăмăлсăррăн ыйтрĕ бригадир.
— Коклюш манăн, шкула çӳреме хушман, — терĕ Илья.
— Апла тăк, санăн килтен тухма юрамасть.
— Шахматла вылямасăр пурăнаймастăп эпĕ, Петр Фомич.
— Чăтас пулать сываличчен.
— Паян юлашки хут вылятпăр.
— Паян васкатăп, хăвăртрах киле кĕр.
— Пĕрре çеç, Петр Фомич, — йăлăнса ыйтрĕ Илья.
— Каларăм вĕт — сывалсан çеç. Итлемесен аннӳне калатăп, ахаль те вăл сан сывлăхушăн питĕ пăшăрханать, — бригадир урăх тăмарĕ, хăйĕн çулĕпе малалла васкарĕ.
Кăнтăрла иртсен шкултан таврăнакан Улька вĕсен тĕлĕпе иртсе кайрĕ. Илья ун патне чупса тухса ĕнерхишĕн каçару ыйтасшăнччĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ, хĕр ача куçран çухалма та ĕлкĕрчĕ. Ачасем уроксем туса пĕтерсен каллех урама тухма тытăнчĕç. Илья вĕсемпе вылянă чухне хăй чирлеменни, больницăра тухтăр умĕнче юриех хыттăн, пĕр чарăнмасăр ӳсĕрни çинчен каласа парасшăнччĕ, анчах ачасем каллех ăна курсан ĕнерхи пек самантрах тарса пытанчĕç.
Тепĕр хут Леша патне кайма тиврĕ. Кантăка шаккасанах унăн сăнĕ курăнчĕ.
— Уç-ха чӳречӳне, сăмах каламалли пур! — тесе кăшкăрчĕ Павлов.
Леша кантăка уçса пуçне тулалла кăларчĕ. Павловăн тӳрех, ĕçĕ пирки сăмах пуçаричченех, ăна тав тăвас килчĕ. Чăнахах ырă ача вĕсен класĕн старости. Ыттисем унран иккĕмĕш кун тарса пытанаççĕ, вăл нимĕн иккĕленмесĕрех чӳречине уçать.
— Сывалтăн та-и? — ыйтрĕ Леша уншăн хавасланса.
— Чирлемен эпĕ.
— Эсĕ, Илья, ерипентерех калаç-ха, унсăрăн каллех йăнăш илтĕп. Хыпалансан тӳрех кантăка хупатăп. Тепре кала-ха, мĕн терĕн халь çеç?
— Чирлемен терĕм.
— Улталарăн апла тăк?
— Улталарăм, çавăнпа сан пата килтĕм. Шахматла ытларах выляс терĕм те, ăçта унта... Кичем, Леша, кăмака çинче ларма. Ыранах шкула пыратăп. Шахматла выляма пăрахатăп, çав-çавах манпа никам та вăхăт ирттересшĕн мар.
— Ан васка ун пек шутлама, кам ăмăртать шкулшăн районти ăмăртура?
— Леша, ултава пытарса хăварма май çук. Мĕн тăвас? Шутлатăп та, Мария Ивановнăна каласа кăтартмах тивет.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...