Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 16 пай
Канашра каç пулнăпа пĕрех. Арçын ачасем тӳрех чугун çул станцине çул тытрĕç. Вокзал буфетĕнче рис кукăлăсемпе сăйланчĕç, пылак шыв туянса ĕçрĕç. Кун хыççăн Лешăпа Эртиван хаваслăхĕ татах ӳсрĕ. Кăмăлĕсем çĕкленме сăлтавĕ те пĕчĕк мар: финанс техникумĕн директорĕ умĕнче улттăмĕш класра вĕренекенсем математикăпа экзамен тытма пултарчĕç! Мĕн тери савăнăç! Вĕсен халех тăван ялне, Синере, вĕçсе ӳкес килет, анчах унта таврăнма май çук. Чугун çул станцийĕнче, вакунсене çĕр улми тиекен тĕлте, машинăсем çукпа пĕрех. Ыйткаласа пĕлкелерĕç: ыран ирхине килме сĕнеççĕ. Машинăсем автобазăсенчен таçталла та, çав шутра Чурачăк еннелле те, каяççĕ. Çĕр улми патшалăха ăсатма тытăннă çеç-ха, ăна Мускав еннелле кунсерен нумайрах та нумайрах яма пуçлаççĕ.
Вокзалта çĕр каçма пулать, анчах милиционерсем тытса каяс хăрушлăх пысăк. Вĕсен нимĕнле документ та çук, çавăнпа финанс техникумне килнине кам ĕненет? Тен, килĕсенчен тухса тарнă-ха вĕсем, тен, ачасен çуртĕнчен тухса шăвăннă? Шăпанасен шайкине ернĕскерсем теме те пултараççĕ. Пысăк хулан лайăх енĕ те, усалли те темĕн чухлех. Гаврил Сергеевич адресĕ пур вĕсен, пикенсен шыраса тупма пулать ăна, анчах ырă çынна чăрмантарас килмест.
— Канаш — чăваш хули, пире пĕтме памĕ-ха, — терĕ те Эртиван Лешăна аллинчен тытса чугун çул тăрăх уттарчĕ. — Эпĕ кунта пĕрре çеç мар пулнă, ăçта та пулин çав-çавах хĕсĕнетпĕр.
Станци тĕттĕмленнине пăхмасть: кăнтăрлахи пекех поездсем килеççĕ те каяççĕ, диспетчер сасси Çĕрпĕве кăшт çеç илтĕнеймест пулĕ. Пассажирсем вакунсене кĕреççĕ те тухаççĕ. Шалта çутă илĕртсе çунать çын мĕлкисем куçаççĕ. Çӳллĕ юпа тăррине лартнă прожектор пĕлĕтсем пулсан вĕсене те çутатассăн туйăнать. Анчах кĕçĕр тӳпе таса, çăлтăрсем мĕлтлетеççĕ.
— Çутă çĕртен хăвăртрах тĕттĕмелле чăммалла, милици çухавасенчен ярса тытсан хăтăлаймастпăр, — Эртиван пĕр рельс хыççăн теприн урлă сике-сике каçать. Темĕнле тĕллев пур-ха унăн, çавăнталла çывхарса пырать.
— Çитрĕмĕр! — терĕ вăл юлашкинчен чи хĕрринчи çул çинче тăракан темиçе вакуна хаваслăн тĕллесе кăтартса. — Куратăн-и, рельссемпе шпалĕсем хушшин-че курăк ӳсет, апла пулсан, çын çӳремест кунта. Вакунĕсене те йăпăр-япăр çаклатса каймаççĕ.
Эртиван таçтан темскер эхлетсе туртрĕ, тĕкрĕ. Лешăна шартах сиктерсе тимĕр кăчăртатни илтĕнчĕ, унтан вакун алăкĕ пăртак уçăлчĕ. Шала аран хĕсĕнсе кĕчĕç. Эртиван алăка кĕмсĕрт! тутарса хупрĕ те йĕри-таврал-ла пăхса çаврăнчĕ. Çӳлте, вакун маччинче, пысăках мар шăтăк пур. Ун витĕр ӳкекен çутăра вакун ăшĕчикки чиперех курăнать. Çап-çара, пĕр кĕтесре çеç темĕн выртать. Эртиван ăна малтан урипе тĕксе, унтан аллипе тытса пăхрĕ. Унтан тин савăнса пĕлтерчĕ:
— Чăн-чăн çăтмаха лекрĕмĕр, Леша! Пире валли кунта кăçалхи çемçе утăран вырăн сарса хатĕрленĕ! Пирĕн пеккисем ĕнтĕ...
Тепĕр самантран вĕсем çемçе ута çине юнашарах тăсăлса выртрĕç. Вакун тулашĕнчи сасăсем кунта аякран-аякран вĕçсе килнĕ пек çеç илтĕнеççĕ. Тухăç енче часах тулса пыракан уйăх курăнчĕ. Вакун стенинче те, маччи çывăхнерех, тепĕр шăтăк пур иккен. Уйăх çути вакуна çавăнтан кĕрсе çутатать. Çăлтăрсем тӳпене пăрçа сапса янă пекех нумай. Уйрăмах хур кайăк çулĕ çинчисем темĕн тĕрлĕ те ялкăшаççĕ.
Ачасем пĕр хушă пĕр-пĕрне чĕнмесĕр, кашни хăйĕн шухăшне шухăшласа выртрĕç. Анчах ку кичемлĕх вăраха пымарĕ.
— Ытла та интереслĕ пурнăçра! Ирхине çеç Синер уйĕнче çĕр улми кăлараттăмăр, халĕ ялтан çĕр ытла çухрăмра чугун çул çинче вакун ăшĕнче выртатпăр! — терĕ Леша чунтанах хавхаланса.
— Çапла...
— Финанс техникумĕн директорне Паскаль виçкĕтеслĕхĕпе тĕлĕнтерсе ятăмăр пулас эпир, Эртиван...
— Мана та çапларах туйăнчĕ.
— Ну, вĕрентрĕн те эсĕ лешсене, пирĕн укçапа кăсăкланакансене!
— Эх, халĕ вĕреннĕ халăх хушшинчех тĕрлĕ çынсем тĕл пулаççĕ, Леша! Куртăн-и, Гаврил Сергеевичшăн эпир тăван та мар, çапах пылак шыв ĕçме укçа пачĕ. Кусем пирĕн йĕм кĕсйинчен юлашки укçана кăларса илессишĕн темĕнле улталама та хатĕр.
— Эс техникумра мĕн тунине веçех ăнлантăм эпĕ, Эртиван, анчах хура çĕлене мĕншĕн тытасшăн упаленнине чухлаймарăм...
— Çĕленне куртăн-и хăть? — самантрах пуçне çĕклерĕ Эртиван.
— Кураймарăм... Преподавательсен пӳлĕмне кĕрсе тарчĕ терĕн те...
— Нимĕнле çĕлен те пулман унта! Пирĕнтен кулма хăтланнăшăн вĕсене те пăртак хăратса хăварас терĕм...
Ачасем иккĕшĕ те шăппăн кулса ячĕç, унтан шухăшĕсемпе Синере çитрĕç.
— Эпир кунта йĕркеллех выртатпăр-ха, — ассăн сывларĕ Леша, — аннесем килте мĕнле пурăнаççĕ-ши?
— Кĕçĕр куç хупаймаççĕ ĕнтĕ...
— Аннерен мĕн чухлĕ инçерех каятăн, ăна çавăн чухлĕ ытларах юрататăн.
— Тата кама?
— Эсĕ Улькана юратса пăрахрăн пулмалла, Эртиван?
— Чуна ан хускат-ха ăна аса илтерсе... Кашни кун хут çӳрететпĕр, эсĕ сисмен те-и?
— Сисмен... Мĕнле паратăр пĕр-пĕрне?
— Кĕнеке хушшине хурса...
— Мĕн çыратăр?
— Тупăнать унта... Эпĕ хута кĕскен кăна хурататăп. Улька çырнисене урам урлă хурса тухсан вĕсенчен каçă та тума пулать.
— Апла тăк унăн чĕкеç шатрийĕсене те асăрхаймастăн пулĕ халь?
— Мĕн вĕсем маншăн? Тепĕр чухне, хушăран кăна, асăрхакалатăп та — Улька нихçанхинчен те чипертерех курăнать. Эпир аннепе иксĕмĕр темĕн те пĕр чăтнă та, халĕ Улька маншăн тăвантан та тăван пек туйăнать. Çемьере хĕр ача та кирлĕ... Санăн та йăмăку-аппу çук, Леша...
— Çук...
— Наталипе мĕнле?
— Темĕн... ютшăна пуçларĕ-ха.
— Атя Улькана калаçтаратпăр! Е хамăнах хутшăнас-и? — Лешăна чунтанах пулăшма хатĕр Эртиван.
— Апла хăтланмăпăр... Ун пек чухне çын хушша кĕни веç пăсса хума пултарать. Натали Улька мар... Эсĕ те, Эртиван, пирĕнтен пур енĕпе тенĕ пекех уйрăлса тăратăн. Ăнлантар-ха, мĕнле майпа ĕçлет сан пуçу? Уроксене сиктернĕшĕн сана улттăмĕш класра лартаççĕ. Ман шутпа, эсĕ халĕ тăххăрмĕш класра та «пиллĕксемпе» çеç вĕреннĕ пулăттăн.
— Мĕн... Учитель ăнлантарни те, хам вулани те асра питĕ лайăх юлать манăн. Манăçмасть... Математика, физика, хими формулисене уйрăмах хытă юрататăп. Задачăсем хăйсем тĕллĕнех шутланнă пек туйăнать тепĕр чухне... Çавăнпа уроксем сиктерсен те аптăрасах кайман эпĕ. Ыйткаласа çӳренĕ чухне кашни килтех хама кирлĕ кĕнекене ыйтаттăм. Пĕлменнисене шутласа, ăнлантарса параттăм. Ялтан яла каçнă чухне мĕн вуланине çул çинче тепĕр хут аса илеттĕм. Каласа панăччĕ вĕт сана кĕтӳçре мĕнле вуланисене...
— Каласа панă... Пурах çав санра темĕскер — пирĕнтен урăхлараххи... Семен Андрейч пĕррехинче сан çинчен питĕ тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ. Шкул директорĕ патне те пынăччĕ вăл... Темĕн шухăшлаççĕ-ха, куратпăр акă...
Çапла калаçса-шăкăлтатса выртнă хушăрах ачасем иккĕшĕ те пĕр вăхăтрах çывăрса кайнă. Хытă ĕшеннĕ ĕнтĕ: ирхине çĕр улми кăларнă, унтан машинăпа силленсе-лăканса килнĕ, финанс техникумĕнче тĕрĕслевре пулнă... Шухăшĕ тата мĕн чухлĕ!
...Ирхине те иккĕшĕ харăсах вăранчĕç. Вакун тулашĕнче арçынсем калаçнине илтсе пĕр-пĕрне сăмах чĕнме те шикленчĕç. Канашра мар пулас вĕсен вакунĕ! Вăт çывăрнă тăк çывăрнă... Çĕрле уйăх çине вĕçтерсе янă пулсан та вăранмастчĕç-ши?
— Хăйсене çĕр улми турттарма вакун çитмест теççĕ. Диспетчерĕ пушшисене Вăрнара ярать. Тĕлĕрсе пускаланă пуль кнопкисене?
— Е ӳсĕр пулнă?
— Юрать-ха, çичĕ вакунне те тытса чартăмăр. Тимлĕрех пулман тăк халиччен Çĕмĕрлерен те иртсе каятчĕç.,
— Пинер енчен состав килет, диспетчер çавăнтан кăкарса каялла яма хушрĕ!
Ачасем шăпăрт лараççĕ. Вăрнарта çичĕ вакунне мар, иккĕш-виççĕшне çеç тĕрĕсленĕ пулас. Е кăшт уçса пăхнă та — кĕтесре выртакан ачасене асăрхаман. Чăнах та, Вăрнарта вĕсен вакунне вăрах тытмарĕç — вакун шăтăкĕнчен хĕвел пайăркисем кĕчĕç çеç, — унăн кустăрмисем Канаш еннелле çаврăнма та тытăнчĕç.
Тинех ирĕклĕн калаçма юрать! Анчах калаçмаллине калаçса çитерчĕç-ши, шăпăртах лараççĕ-ха. Хушăран хушăкран пăха-пăха илеççĕ: телеграф юписем, çĕмеллĕ хирсем, вăрман катисем мĕлтлете-мĕлтлете юлаççĕ. Çĕр улми анисем те чылай-ха, нумай çĕрте ăна кăларма та пуçламан. Лешăпа Эртиван вара, паранкă тиенĕ вакуна лекнĕ пулсан, ир енне Вăрнара мар, Мускавах çитетчĕç... Çакăн çинчен шутласан иккĕшĕ те самантрах тарласа кайрĕç: каялла мĕнле таврăннă пулĕччĕç-ши? Выçă, билет туянма укçа çук!
Леша сасартăк шăлаварĕ кĕсйинчен пурă туртса кăларчĕ.
— Техникумăнне хăварма маннă...
— Пар-ха, — терĕ Эртиван, унтан вăл пурăна, вакун стенисене сăнаса пăхрĕ. — Астăватăн-и, хăвна техникум директорĕ Михаил Петрович ăçтарахра чарнине?
— Тартальăн нуль йĕркипе нуль юпи тĕлĕнче...
— Пĕтĕмпе шутланăччĕ-и килте?
— Пĕтĕмпех мар, санран пулăшу ыйтасшăнччĕ.
— Вĕçне пĕлес килет-и?
— Килет!
— Пурă пур, доска вырăнне вакун стенисене усă куратпăр. Канаш çулĕ кĕскелтĕр тесе вĕçне кăларса парам-и?
— Ой, мĕнле лайăх! — килĕшĕн кăшт тунсăхлама пуçланă Лешăн пуçĕ самантрах уçăлса кайрĕ, Эртивана тимлесе итлеме хатĕрленчĕ.
Вăл пурăпа вакунăн кивелнĕрен тĕссĕрленнĕ хăмисем çине чарăнмасăр тенĕ пек числосем çырма, вĕсене ăнлантарма пуçларĕ.
— k = 1 чухне числосем йĕркипе вырнаçса тухаççĕ:
1, 2, 3, 4, 5, 6 ...
(Тарталья тӳркĕтеслĕхĕн пĕрремĕш йĕрки е числисен пĕрремĕш юпи.)
k = 2 чухне çакăн пек вĕçе-вĕçĕн йĕрке пулать:
1, 3, 6, 10, 15, 21 ...
(Тарталья тӳркĕтеслĕхĕн иккĕмĕш йĕрки е числисен иккĕмĕш юпи.) Çакăн пек вĕçе-вĕçĕнлĕхĕн членĕсене виç кĕтеслĕ числисем теççĕ: 1 — пĕрремĕш виç кĕтеслĕ число, 3 — иккĕмĕш виç кĕтеслĕ число, 6 — виççĕмĕш т. ыт. те. Виççĕмĕш виç кĕтеслĕ число акă мĕнпе тан: Т²m+1. Çак числосем виç кĕтеслĕн майлаштарнă шарсен е ытти пĕрешкел япаласен хисепне кăтартаççĕ. Çавăнпа вĕсене виçĕ кĕтеслĕ числосем тенĕ.
11-мĕш ӳкерчĕк |
m-лă виç кĕтеслĕ число, тĕслĕхрен, Паскаль виçкĕтеслĕхĕн числисем унăн малтанхи «йĕркисенче — нуль йĕркинчен пуçласа (m — 1) таран — мĕн чухлĕ вырнаçнине кăтартать.
Шарсене k = 3 манерлĕ курсан çакăн пек вĕçе-вĕçĕнлĕх çуралать:
1, 4, 10, 20, 36, 56, ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...