Кăвак çĕмрен :: Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ
Укаслу хресчен патшине шырама каяс текен Пинерпе Киремет картинче сывпуллашнă хыççăн виçĕ эрне те иртрĕ ĕнтĕ.
Чылай хушă кĕтнĕ ăшă çил сивве çĕнтерсе çанталăка кунĕлетни хĕре питĕ савăнтарчĕ, вăл Пинере çул çӳреме лайăхрах пулĕ тесе шухăшларĕ, ăна Хусанккапа пĕрле килессе кĕтме тытăнчĕ. Пĕрремĕш эрнине Укаслу лăпкăнах пурăнчĕ, хăй кĕтнĕ пек пысăк парне илнĕ Киремет ăна инкек-синкекрен, Хунчар аллинчен сыхлĕ тесе шухăшларĕ. Савантер шыварманне татса кайни те ăна савăнтарчĕ, çӳлти Турă Хунчар йăхне çилленнĕ пулас тесе шухăшларĕ вăл. Тен, кам пĕлет, авалхи чăваш туррисем каллех, акă, вăй илме тытăнĕç. Ун чухне вара Савантер пеккисене ырри пулас çук.
Çапах та кунсем иртнĕçемĕн Укаслу пăлханма пуçларĕ. Пинер çаплах таврăнмарĕ-ха, ку вара ăна питĕ шухăшлаттарчĕ.
Çав хушăра хресченсем çĕрĕсене тепре акрĕç. Çурхи ĕçсем пĕтнĕ хыççăн вĕсем тĕрлĕ ĕçпе айланма тытăнчĕç: пĕрисем вăрманта аппаланчĕç, теприсем вĕллисемпе тăрмашрĕç. Ыттисем вара çурхи уява, акатуйне хатĕрленме тытăнчĕç.
Акатуй — чăвашсен чаплă уявĕ. Йĕкĕтсем акатуйне хатĕрленсе кĕрешӳ меслечĕсене вĕренчĕç, тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнчĕç, ухăран та печĕç. Камăн ут пур — вĕсем учĕсемпе ăмăртма хатĕрленчĕç.
Хĕрсем те акатуйне хăйсем пĕлнĕ пек хатĕрленме тытăнчĕç. Вĕсем акатуйри ăмăртусенче çĕнтерекенсем валли парнесем хатĕрлерĕç: тĕрĕ тĕрлерĕç, кĕпе çĕлерĕç. Вĕсемшĕн те акатуй — чаплă уяв. Ку уявра вĕсен хăйсен ăсталăхне кăтартмалла. Камăн та камăн парни чи маттур йĕкĕте тивĕç пулать, ун çинчен юрăçсем юрăсем юрлама тытăнаççĕ, ун пек хĕр чапĕ вара пĕтĕм таврана сарăлать...
Анчах Укаслăва пулас акатуй пĕрре те шухăшлаттармарĕ. Вăл вĕçĕмсĕр Пинере кĕтрĕ, анчах каччă çаплах таврăнаймарĕ-ха.
Тата тепĕр эрнерен Укаслу кам патне те пулин тара кĕрĕшсе ĕçлеме каймашкăн шутларĕ.
Кайрикас вĕçĕнче, çырма леш енче, шăп та лăп вăрман хĕрринче ыттисенчен уйрăм пĕр пысăк çурт ларать. Ĕлĕк шавлă та пулнă пулĕ кунта, халĕ вара шăп, никам та çук пек, пурте вилсе пĕтнĕ пек.
Ку çуртра пĕртен-пĕр карчăк Кĕлсулттан кинемей пурăнать. Тахçан-тахçан унăн упăшки те, ывăл ачи те пулнă. Анчах вĕсем темиçе çул каяллах ĕнтĕ леш тĕнчене кайнă. Кĕлсулттан кинемей вара пĕр-пĕччен тăрса юлнă... Миçе хĕл каçнă, миçе çу пурăнса ирттернĕ пĕр-пĕччен — ăна Кĕлсулттан карчамас хăй çеç пĕлет. Çынсем Кĕлсулттан кинемейпе пит хутшăнсах каймаççĕ. Çынсем хăраççĕ унран. Карчамас тĕрлĕ усал-тĕселпе пĕр чĕлхе тупать, хăйне çиллентерсен такам çине те чир яма пултарать, теççĕ. Çурăм хыçĕнче вара ăна «Юмăç-карчăк» тесе те чĕнеççĕ. Хăйсем çапах кам та пулин чирлесен ун патне çӳреççĕ. Ара, килтешсем кăна мар, Кĕлсулттан кинемей патне таврари ытти ялсенчен те килеççĕ, пĕри те апла-капла пулсан унсăр пурăнаймаççĕ. Карчамас курăк-йывăç тымарĕпе сиплет. Иртен пуçласа каçчен вăрманта е çеçенхирте çӳрет вăл, тем-тем тымарĕсем татса таврăнать, типĕтет... Ун килĕнче туллиех çав тымарсем.
Кам та пулин çеçенхирте е вăрманта çухалса кайсан та Кĕлсулттан кинемей патне пыраççĕ. Ку вара шывпа юмăç пăхать. Çамрăксем тепĕр чухне ун патне пуç çавăрттарма та пыраççĕ. Кĕлсулттан карчамас вĕсене те пулăшать.
Çавăн патне ĕçлеме каяс терĕ ĕнтĕ Укаслу. Ара, темшĕн вăл Кĕлсултан кинемейрен пĕрре те хăрамасть. Укаслушăн карчăк ăслă, пурне те кирлĕ çын, сиплĕç. Вăл пулмасан сахал мар çын тем тĕрлĕ чирпе тертленнĕ пулĕччĕ.
Кĕлсултан кинемейĕн хăй пекех ватă ĕни пур. Кашни çул ун валли карчамас ылтăн-çитлĕнех утă хатĕрлесе хурас тесе çунать.
Хăй ватă ĕнтĕ, çулаймасть, вара ун патне утă çулма тара кĕрĕшсе хĕрсем пыраççĕ. Иртнĕ çул ăна Укаслу çулса панăччĕ. Кăçал та, ав, каяс терĕ. Ара, Кĕлсултан кинемей хăшпĕр чухне Укаслу патне хăй те килкелесе тухать те, тăлăхскере шеллесе те илет. Çавăнпа унран хăрамасть пуль Укаслу.
Кĕлсултан кинемей — типсе хăрнă шăчă пекскер — Укаслăва пĕрре пăхма ăшшăнах те кĕтсе илмерĕ пек. Анчах хĕр лайăх пĕлет, çиелтен пăхма çеç карчăк çапла пек курăнать.
—Утă çуласси вăйă вылясси мар, — терĕ вăл çамкине пĕрме пек пĕрĕнтерсе, — ирхи апат ирттерет теççĕ пулин те çисех килейрĕн-и?
—Çирĕм, çирĕм, Кĕлсултан кинемей.
— Акă, хуран кукли пур манăн, лар-ха, çикеле, кайран утă çулма кайăн, — паçăрхи пекех кăшт сиввĕнрех сассипе калаçрĕ карчăк. Вăл сĕтел çине çăмартапа сухан ярса пĕçернĕ тутлă хуран кукли антарса лартрĕ. —Çи, çи. Пулас кинĕм пек вăтанкаласа ыйттарса ан тăр. Авланас ывăл çук ман. Халь манăн никам та çук. Тен, пирĕн, Укаслу, иксĕмĕрĕн пĕрле пурăнмалла пулĕ?
Мĕншĕн çавăн пек ăнлансах пĕтермелле мар сăмах каларĕ-тĕр вăл — пĕлме аптрамалла. Укаслу хуран кукли çикелерĕ те улăха утă çулма тухса кайрĕ.
Паккус хыççăн паккус юлать — хĕрсем утă çулаççĕ.
Утă çинче... Утă вăхăчĕ...
Кам асĕнче юлман-ши çав хăтлă вăхăт!
Уяр кунсем, хĕвеллĕ кунсем. Мĕн пур çамрăк яш-кĕрĕм — улăх-çаранра. «Уяр кунсем хĕвеллĕ, хĕвеллĕ те хаваллă; ĕçри хĕрсем илемлĕ, илемлĕ те хаваслă», — тенĕ çак вăхăт çинчен чăвашсем.
Ахăлтатса кулни... Шӳтлени... Тар тăкса ĕçлени... Ĕçре хуйхă та манăçать, ĕçре чун та канать. Пирĕн ассенче утă вăхăчĕ çакăн пек тĕрленсе юлнă. Анчах пуриншĕн те утă вăхăчĕ апла мар. Йывăр хуйхăпа, çиме çăкăр тупас тесе, утă çулма тухакансем те сахал мар пулнă. Вĕсем çинчен пĕлетпĕр-ши эпир? Манас марччĕ-çке вĕсем çинчен те. Эрнипех ĕнтĕ Укаслу тара кĕрĕшсе утă çулать. Хăй валли мар, Кĕлсултан кинемей валли. Халĕ вăл пĕчченех паккус çинче.
Çулать те çулать Укаслу. Унăн йăрăс пĕвĕ çавине кăшă-ăл-л! калла илмессерен пĕлĕтелле туртăннă пек пулать, çавăнтах тĕлĕнмелле илемлĕн чалăшса, хыçалалла ывтăнать; аллисем выляса илеççĕ — çивчĕ çава пĕр касăм туса паккусăн тепĕр вĕçне çитет, ун чухне вара хĕр кукленсе илнĕ пек пулать. Анчах самантлăха çеç, çава каллех каялла васкать. Хĕрĕн йăрăс пĕвĕ унпа пĕрле пĕлĕтелле туртăнать...
Инçете кайрĕ ĕнтĕ Укаслу урапаран, çак улăхрах утă çулакан ытти хĕрсенчен. Кунта пурте хăйсем валли çулаççĕ, пĕр Укаслу çеç — çын валли. Анчах вăл кун пирки пĕрре те шухăшламарĕ. Тăрăшсах, маттурлансах çулчĕ, хĕрнĕçемĕн хĕрсех пычĕ. Çулнăçемĕн ун шăм-шакне вăй хутшăнчĕ пек.
Юрласа ячĕ Укаслу:
Хура тутăр эп çыхрăм,
Хурлăхлă хĕр эп пултăм.
Шурă тутăр эп çыхрăм,
Шухăшлă хĕр эп пултăм.
Ытларикун эп çуралтăм,
Ытлашши хĕр эп пӳлтăм.
Вырсарникун эп çуралтăм,
Вырнаçусăр эп пултăм.
Юрă, хурлăхлă пулсассăн та, хĕр чун-чĕрине çĕнĕ хăват пачĕ пек.
Тата ярăнарах çулать вăл. Тăрăшса ĕçлесен ху кам патĕнче тата мĕншĕн утă çулнине те манса каятăн. Ун пек чухне чун ыратмасть вара.
Паккус вĕçĕ çырма хĕрринче пуçланакан вĕтĕ хăвалăх патнех çитет.
Акă ĕнтĕ Укаслу паккус вĕçне тухрĕ те, çавине хăйрас тесе, лăпатка туртса кăларчĕ. Хăвасен хушшинчен хуллен чĕнни илтĕнсе кайрĕ.
— Укаслу-у!
Хĕр хăй те сисмерĕ, халь тесен халь тарса каима хатĕрленнĕн çур утăм каялла турĕ.
— Укаслу, ан хăра, эпĕ ку.
Хăвасен хыçĕнчен йĕкĕт пуçĕ курăнса кайрĕ.
— Пинер? — палласа илчĕ ăна хĕр.
— Ш-ш! — пӳрнисене çӳлелле çĕклесе шăпланма хушрĕ ăна йĕкĕт. — Эпĕ сана кĕтсе тăтăм, Укаслу.
Хĕр çавине хурса хăварчĕ те хăва хушшине каччă патне чупса пычĕ.
— Пинер? Епле таврăнтăн? Мĕн пĕлейрĕн? Пур-и хресчен патши? Кала часрах, Пинер.
— Çывăхра никам та çук-и? — хуравлас вырăнне ыйтрĕ йĕкĕт.
-Çук...
— Эпĕ, Укаслу, сана илме килтĕм.
— Хусанкка утаман вара? ...Тупрăн-и?
— Тупрăм, — ăшшăн кулса каларĕ каччă; Чукма таврашне темиçе кунтан Атăл урлă Хусан патне килнĕ хресчен патши каçать. Хусанкка ăна кĕтсе илме кайрĕ. Эпĕ — сана илме... Иртнинче калаçса татăлнă пек... Астăватăн-и, Укаслу. Киремет картинче калаçса татăлнăччĕ:
— Хресчен патши, — çăмăллăн сывласа ячĕ хĕр. — Апла-тăк, чăнах та пур иккен вăл.
— Пур, Укаслу, пур... Вăл чухăнсене пухать, тет. Çынсем ăна патька-патша тесе чĕнме тытăннă та ĕнтĕ.
Йĕкĕт хĕре хресчен патши Çĕрпу хули çине килме шутланине хăй Хусанкка утаманпа пĕрле Çавал тăрăхĕнчи пуянсемпе улпутсене типшар кăтартса çӳренине кĕскен каласа пачĕ. Хусанкка çыннисем çак хушăра хăйсен ĕçне ырласа çĕнĕ юрă та тунă, çакна та каласа кăтартрĕ Пинер: «Арман чулĕ кăлтăртăк, пуян укçи шăлтăртăк...»
— Хăçан каятпăр? — качча калаçма чарсах ыйтрĕ хĕр. — Эпĕ вара унăн ури умне ӳкĕп те çапла калăп: «Эпĕ саншăн çӳлти турра кĕлтурăм, халĕ, акă, аранах сана кĕтсе илтĕм!» — тейĕп. Вăл пире хăйпе пĕрле телейлисен çĕршывне илсе кайĕ. Пинер, атя паянах ун патне тухса каятпăр!
— Паянах каймастпăр-ха, — хуравларĕ Пинер. — Ыран акатуй, манăн акатуйра пулмалла. Акатуй хыççăн вара тепĕр кун ирпе ирех, алтăр-çăлтăр Килтешĕн аслă урамне май ӳпĕнсен, кĕт мана.
— Акатуйĕнче мĕн тăвасшăн вара эсĕ? — хăраса ыйтрĕ хĕр. — Савантере мăшкăллас тетĕн-и? Пĕччен эсĕ ăна нимĕн те тăваймăн. Ан çыхлан унпа, Пинер. Хресчен патши килессе кĕтер.
— Ан хăра, — лăплантарма тăрăшрĕ каччă хĕре. — Мана вăл ним усалĕ те тăваймасть. Эпĕ пĕччен мар, халăхпа пĕрле пулатăп. Халăх пулăшнипе эпĕ ыран пĕтĕм Хунчар йăхне намăса кăларăп. Ку ĕçе тума эпĕ ятарласа Хусанкка утаманран ыйтсах парне илтĕм.
— Саншăн хăратăп эпĕ, — пăшăлтатса калаçрĕ Укаслу. — Пире телейлисен çĕршывне илсе каякан хресчен патшине кураяссăм та çук пек.
— Ан хăра, — çирĕп сасăпа каларĕ Пинер. — Пирĕн чӳречерен те, акă, хăвел кĕрĕ. Кĕтме пĕлекенсем телей кĕтсе илеççех. Акă, мана ырă хыпарпах кĕтсе илтĕн. Хресчен патшине те курăпăр. Вăл пире пурсăмăра та Сарăкун çĕршывне ертсе кайĕ. Эпир мĕн шутлани, Укаслу, пулатех... — Каччă кăшт шухăша кайса тăчĕ те: — Халĕ вара, Укаслу, эпĕ каятăп. Васкавлăнах каймалла пулнăшăн ан çиллен мана. Ыран епле пулсан та акатуя пыр. Унта эсĕ пирĕн тăшмансем епле мăшкăл айне пулнине курăн.
— Юрĕ, пырăп, — килĕшрĕ хĕр.
— Акатуй иртсен тепĕр кун ирпе ирех эпир вара çула тухăпăр.
Сылтăм урипе кăштах уксахласа, васкавлăн, ним сас кăлармасăр, мĕнле килнĕ çапла Пинер куçран çухалчĕ.
Укаслу ун хыççăн чылайччен хавасланса пăхса юлчĕ. Çак йĕкĕтĕн кашни хусканăвĕ килĕшет ăна: калаçни те, кулни те, çын çине пăхни те, кăштах уксахласа утни те... «Ухсак! Ухсак!» — çапла йĕкĕлтеме пăхатчĕç ăна ачасем пĕчĕк чухне. Ухсак! Вăл пур пĕррехинче Укаслупа икĕ ачан пурнăçне çăлса хăварчĕ... Тахçанах пулнă ку. Ун чухне вĕсем ача çеçчĕ. Нимĕн те ăнланман темелле. Çапах та пурăнас тенĕ çав.
Çук-çук, иртнине аса илсе чун-чĕрене çунтармалла мар. Укаслун халь кăмăлĕ лайăх. Пинерпе вĕсем мĕн кирли пирки йăлтах калаçса татăлчĕç.
«Эпир кунта хăçан та пулин патька-патшапа таврăнатпăр та çав ылханлă Хунчар йăхне тавăратпăр, — ĕмĕтленсе илчĕ Укаслу. — Патька-патшана эпĕ йăлтах тĕрĕссине каласа кăтартăп: Хунчарсем çынсене мĕнле мăшкăлланине те, асаттене вĕлерттернине те. Усал пуп çинчен те каласа парăп... Эй аслă Турă, эй, Пӳлĕхçĕ, тĕрĕслĕх çĕр çинче пурах иккен!»..
Çапла шухăшласа-ĕмĕтленсе, Укаслу каллех ĕçе пикенес терĕ. Ун утă çулмалла. Хăй улăхĕнче мар вăл, тара кĕрĕшнĕ, апла пулсан, вăхăт тухиччен — çын аллинче.
Çитменнине тата ытла нумай вăхăт хăвасен хушшинче тăрсан Улăп тĕми леш енчен çулса килекен хĕрсем те темĕскер шухăшлама пултараççĕ. Вĕсем Укаслу тĕмсем хушшине кĕрсе кайнине курнах ĕнте...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...