Кăвак çĕмрен :: Чăваш уявĕ — Акатуй
Вăл чылай хушă тăнсăр пулса выртнине, хăйне пĕве патнелле илсе пынине, шыва пăрахас текенсен калаçуне, унтан хăйне теприсем тытса илнине, пĕрре те астумасть, ăна вĕçĕ-хĕррисĕр çапла таçта çити вăрласа каяççĕ пек.
Юланутçăсем хĕр тăна кĕнине асăрхамарĕç пулас. Çавăнпа усă курса, вăл пуçне кăшт çĕклерĕ те хăйне çапла кӳрентерекен кам пулнине пăхса илес терĕ, унтан, юланутçа палласа илчĕ те, - хăранипе халтан кайса, лĕнчĕрех пулса ӳкрĕ.
Ăна вăрласа каяканни Карлай, чунсăр-чĕресĕр этем, Хунчарсен ури тупанне çуласа пурăнакан куштан.
Тахçан-тахçан Карлай питĕ маттур та кăмăллă ачаччĕ. Пĕрле вĕсем выртмана çӳретчĕç. Пĕрне-пĕри юмах каласа паратчĕç, пĕрле юмăç пăхатчĕç, ĕмĕтленетчĕç. Пĕрле чĕр вилĕмрен çăлăнса юлчĕç. Чăннипе каласан иккĕшне те вĕсене Пинер, уксах та çивĕч куçлă, кăшт вăтанчăкрах ача çăлчĕ... Анчах та ку тахçанах пулнă ĕнтĕ. Унтанпа Карлай улшăннă, куштан юнĕ куштан юнех пуль çав.
Чăн ĕнтĕ, выртмара кашкăрсемпе çапăçнă хыççăн вĕсем виççĕш — Пинер, Карлай тата Укаслу — час-часах тĕл пулатчĕç, туслă та пурăнатчĕç теме юрать. Анчах Укаслу çакна лайăх ăнланатчĕ: ун чухне икĕ ачи те ăна, хĕрачана çилентерес мар тесе, пĕр-пĕрне чăтса пурăнатчĕç. Анчах Укаслу хăй ытларах Пинер еннелле туртăнчĕ. Карлай ăна юрас тесе темĕн те туса пăхрĕ. Пыра-киле тата кашни тĕл пулмассерен Пинер çинчен тем тĕрлĕ усал сăмах калама тытăнчĕ. Çапла Укаслăва Пинертен сивĕтесшĕн пулчĕ ĕнтĕ вăл. Анчах, мĕн чухлĕ Пинер çинчен усалтарах каларĕ, Укаслу ытларах уксах ача еннелле туртăнчĕ. Кайран тата Пинер Укаслăва анкар тытма та, ухăпа пеме те вĕрентрĕ.
Ухăпа пеме вĕреннĕ чухне Пинерпе Укаслу пушшех те туслашса кайрĕç. Çакна асăрхаса, Карлай вара Укаслуран та, Пинертен те пăрăнса çӳреме тытăнчĕ.
Тепĕр икĕ çултан Карлай ялти куштан ачисен çулпуçĕ пекки пулса тăчĕ. Тем тĕрлĕ те алхасатчĕç вĕсем, такама та кӳрентеретчĕç. Килтешри çĕрме пуян ачи Шăхаль майлă пулса вăл хăйсене чĕр вилĕмрен çăлнă. Пинере те сахал мар хăртнă. Хĕрсем пурте унран, Карлайран, хăраççĕ. Ун çинчен питĕ усал ят çӳрет. Çав Карлай ĕнтĕ хăй пек куштансене пухнă та кӳршĕ ялтан хĕр вăрласа килнĕ, лешĕ вара вăл мăшкăлланине чăтаймасăр çакăнса вилнĕ, тет.
Сиккипе-сиккипе хир-хир урлă икĕ ут чĕвĕнет. «Сиккипе-сиккипе ут чĕвĕнет, чĕвен тăрса пăхса юл, чĕвен тăрса пăхса юл, çын хуйхине курса юл», — тенĕ пĕр авалхи чăваш юрăçи.
Ик юланут хир-хир урлă таçта васкать.
Пĕрре пĕр учĕ мала тухать, тепре тепĕр учĕ мала каять.
Пĕрин учĕ çине хĕре ӳпне вырттарнă. Акă ĕнтĕ çак учĕ тепринчен каярах юла пуçларĕ, юлашкинчен лешĕн хыçне кăна тăчĕ.
— Халĕ ытлашши васкамасан та юрать, Карлай, — илтех кайрĕ Укаслу иккĕмĕш юланутçă сассине. — Хыçран хăвалакансем çук.
— Çутăличчен Кĕтне хĕрне çитетпĕр. Унтан вара кукамайсем те инçе мар.
Сассинченех палларĕ Укаслу. Ку — Шăхаль. Ним айăпсăр-нараста чунлă хĕрĕн чĕри туртăнса-пăчăртанса илчĕ. Читлĕхри кайăк пек пĕтĕм ӳт-пĕвĕ çĕкленчĕ. Пичĕ тăрăх шăпăртатса куççулĕ юхса анчĕ. Вăл хăйне çав тискер чунлă курайман тăшман арăмĕ тума вăрласа кайнине ăнланса илчĕ.
«Мĕн тăвас? Мĕн тăвас? Ăçта çăлăнăç! Ăçта пулăшу! Камран хĕрхенӳ кĕтес?»
Çичĕ ют! Мĕн усал турĕ сире Укаслу? Мĕншĕн эсир тискер кайăк пек сĕм çĕрле ăна вăрласа каятăр!
Мĕншĕн? Мĕншĕн? Каласамччĕ, уй-хир! Каласамччĕ, ирĕкри сывлăш!
Çук, никам та чĕнмест. Çук, никам та шарламасть. Никам та, нимĕн те ăраскалсăр хĕре шеллемест. Никам та ăна тискерлĕхрен, хур пулассинчен хăтармасть.
Хурăн ӳсет-ӳсет пысăк пулать,
Çулçине хурт çиет — хур пулать.
Сар хĕр ӳсет-ӳсет, пысăк пулать,
Тăшман алне лекет — хур пулать.
— тенĕ авалхи пĕр юрăра. Укаслу çинчен каланă пекех-çке кунта. Ах-тур-ту-у-ур, мĕн тери усал-çке тĕнче! Мĕн тери усал-çке çынсем! Кашкăр пек, тискер кайăк пек...
Икĕ тискер чунлă çын çеç ним пулман пекех, учĕсене пит васкатмасăр, калаçса пыраççĕ.
— Утă уйăхĕ кăна та халĕ. Туй-çăнăхта вăхăчĕ мар тесе кукамай Ятламĕ-ши? — шикленнĕн ыйтрĕ юлташĕнчен Шăхаль.
— Ваттисен мĕн ĕç ĕнтĕ тата! Ятлаçин! Чарăнĕ! Пирĕн ĕç — хĕрĕ пултăр, — кĕçенсе кулса ячĕ Карлай. — Хĕрĕ пултăр та сăри пултăр. Эсĕ вара ĕç йĕркеллĕ иртнĕшĕн мана тав тума ан ман, Шăхаль. Илтрĕн-и?
Шăхаль учĕ малтан-мала каять. Васкать курăнать пусмăрçă, чунĕ вырăнта мар пулмалла.
Укаслу епле пулсан та ним кĕрешӳсĕр парăнас мар тесе шу-хăшларĕ. Вăл хăйне туртса çыхнă кантраран хăтăлас тесе тем те туса пăхрĕ. Анчах пĕр аллине те пушатаймарĕ. Çакна курса вара хайхи çăварне пĕтĕрсе чикнĕ çĕтĕк татăкне чĕлхипе тĕксе кăларма тăрăшрĕ. Анчах куна тума та май пулмарĕ. Юрать-ха, кĕтмен япала пулăшрĕ. Укаслăва усалсем йĕнер урлă хунăччĕ. Учĕ чупмассерен хĕр пуçĕ лаша ăмрине çĕклене-çĕклене çапăнчĕ. Çакă пулăшрĕ те. Çăварĕнче унăн тем пушаннă пек пулчĕ. Халĕ ĕнтĕ чĕлхине те хускатма пулать. Чылай хушă тертленнĕ хыççăн хĕр çăварне персе чикнĕ çĕтĕке тĕксе кăларчĕ-кăларчех.
Вара хайхискер тӳрех кăшкăрса ячĕ:
— Пулăшăр! Пулăшăр! Пине-ер!
Карлай хăй пуçне тăхăнса янă калпак пеккине ярса тытрĕ те хĕр çăварне унпала хупласа хучĕ. Утсем каллех сиккипе кайрĕç.
Укаслу пуçĕ вăйсăррăн ут купарчи çине ӳкрĕ, йĕнер тăхине çапăнчĕ. Хĕр пуçĕнче каллех темĕскер шавлама тытăнчĕ. Сасартăк вăл таçта хыçал енче хăйсем патнелле хăвăрт çывхарса килекен урхамах ури сассине илтрĕ.
— Пинер мар-ши ку? — терĕ вăл.
Хыçалтан сиктерсе пыракан юланут вĕсен патнелле çиçĕм пек хăвăрт çывхарчĕ. Укаслу мĕн пулнине те сиссе юлаймарĕ, хыçалтан хăвалакан ут самантрах каярах юлнă Карлай учĕпе танлашрĕ. Шăхаль юлташне пулăшма тесе, утне çавăрса та ĕлкĕреймерĕ. Карлай, чукмар пек алă тăнлавран çапнипе, йĕнер çинчен шуса анчĕ.
Хĕре çыхса хунă вĕренсем çивчĕ çĕçĕ каснипе çавăнтах татăлчĕç. Хĕр вĕренрен пушансанах ут купарчи çинче тытăнса тăраймарĕ, шуса анчĕ, анчах çав чукмар алăсемех ăна çĕре ӳкме памарĕç, йăтса илчĕç те хăй учĕ çине лартрĕç.
— Укаслу, ан хăра. Эпĕ сана çăлма килтĕм! — вĕриленсе кайнă тутипе пăшăлтатрĕ çак çын.
Ку Пинер пулчĕ.
— Карлайĕ чылайлăха чĕмсĕрленчĕ, Шăхалĕ хăваласа çитеймĕ, — пăшăлтатрĕ вăл. — Хăваласа çитсессĕн те пĕччен хирĕç тăма хăяймĕ. Пыратăн-и? Тӳрех Атăл енне вĕçĕпĕр! Унта çăлăнăç та, телей те тупăпăр...
Пинер учĕ хыçалалла çаврăнчĕ те тапса сикрĕ. Анчах ку вăхăта Шăхаль те таркăнсем патне чылаях çывхарма пуçланăччĕ çав.
— Тараймăр! — чăрсăррăн, шăл витĕр кăшкăрчĕ вăл. Пинер те, Укаслу та, вĕсен маттур учĕ те ун сассине илтеймерĕç.
Кăлăхах илтеймерĕç çав. Тен, хăшĕ те пулин çаврăнса пăхнă пулсан, Шăхаль йĕнерĕ çинчен уххине çĕклесе илнине, укçунчен1 çĕмренне туртса кăларнине курнă пулĕччĕ.
Кăлăхах пăхмарĕç çав вĕсем.
Пур вăйĕпе туртса ыткăнтарса янă çĕмрен, шăхăрса, малти мĕлкесем енне вĕçрĕ.
— Вĕшик! — турĕ вăл, çавăнтах малти юланутçăна сулахай хул лапатки айĕнчен тăрăнса ларчĕ.
— Укаслу-у! — вăрăммăн ахлатса, кăшкăрса ячĕ Пинер. Унтан унăн сасси тăруках чарăнчĕ, çавăнтах вăл лаплатса çĕре персе анчĕ.
Шелсĕр ухă йĕппи! Ахальтен каламан çав эсĕ çынна çеç мар, Эсреле те хăвăн тискер юррупа хăратнă, тет. Мĕншĕн ырă çыннăн пурнăçне тĕп турăн-ха эсĕ! Мĕншĕн кăшт, темиçе вершук кăна сулахаярах иртсе каймарăн эсĕ!
Эх, шелсĕрскер! Чунсăр çав, чĕресĕр çав эсĕ! Шеллеме те, шухăшлама та пĕлместĕн.
Ик шур тутăр пĕр вĕçрен,
Хачă касрĕ, уйăрчĕ.
Эпир иккĕн пит татуччĕ,
Тискер тăшман уйăрчĕ, — тенĕ юрăра.
Укаслупа Пинер пурнăçĕнче те çак юрăри пекех пулса иртрĕ ĕнтĕ.
... Юлташĕн ӳтне çĕклесе илме тăнă Укаслу хăйне хăвалакан ут çывăхрах хăртлатнине илтрĕ. Куç аяккипе вăл шăлне йĕрсе пăрахнă Шăхале курчĕ. Кăвак хуппи пек хăвăрт шухăш вĕтлетсе иртрĕ унăн пуçĕнче. Хускалми выртакан йĕкĕт ӳтне çĕре хучĕ те вăл васкавлăн ун анкарне тытрĕ.
«Вилсессĕн те вилем, тăшман аллине чĕрĕлле çакланам мар», — шухăшларĕ вăл...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...