Кăвак çĕмрен :: Пăкачав парнипе сучĕ
Парни мар, чысĕ хаклă.
Халăх каларăшĕ.
Аякри-инçетри çĕрсенче пурнакан чăвашсем йышлăн килнĕ тени Пăкачава самаях савăнтарчĕ.
Апла ăна унта, аякра, сĕм вăрмансем хушшинче пурнакан чăвашсем те пĕлеççĕ, хисеплеççĕ иккен. Апла Кĕтнепе Хырла таврашĕнчи чăвашсем те ун майлă иккен. Атăл урлă каçнăранпа ун патне Чукмаран, Вирьялтан, Çавал тăрăхĕнчен пайтах чăваш çыннисем пухăнчĕç. Инçетри Кĕтнепе Хырла таврашĕнчен никамах та пыманччĕ-ха. Леш, тахçан пырса кайнă тĕлĕнтермĕш хĕре шутламасан.
Апла-тăк, пĕтĕм чăваш хресченĕ патька-патша майлă.
...Пӳрте, патька-патша чĕннипе, Алюновпа Укаслу кĕрсе тăчĕç.
— Ха, эсĕ иккен ку аякри чăвашсене ман пата ертсе килекенĕ, — тĕлĕнчĕ Пăкачав. — Ара, епле хăраман-ха эсĕ кунта çити тухса килме. Ху та ача кăна та-ха. Мăйăху та шăтман.
— Пĕчĕк ачан чĕри пысăк, теççĕ, патька-патша, — хуравларĕ хĕр.
— Мĕн ятлă эсĕ?
— Ахмар.
— Ахмар, Ахмар... — шухăша кайса тăчĕ Пăкачав. — Çук, кун пек çын тĕл пулман эпĕ. Анчах эсĕ мана темшĕн пĕр çынна пит аса илтеретĕн. Камччĕ-ха?..
Çамкине пĕрĕнтерсе, вăл шухăша путрĕ.
Укаслу пичĕ çине, пăлханнипе, тар та тапса тухрĕ.
«Ан паллатăрччĕ кăна!» — шухăшларĕ вăл.
— Çук, аса илеймерĕм, — сăмах хушрĕ Пăкачав. — Юрĕ-ха, аса илсенех интересшĕн калăп.
— Ара, пĕр пекки тĕнчере çиччĕ теççĕ те.
— Çапла пуль-ха вăл, çапла пуль-ха... — Шухăша кайрĕ те Пăкачав Ахмартан ыйтса пĕлме тытăнчĕ. — Кĕтнепе Хырла тăрăхĕнчен мĕнпурĕ миçен тухнă эсир?
— Пиллĕкĕн: Аçтăрхан, Эмир, Ишмук, Атлай тата эпĕ.
— Вара çул çинче çапла аллă ытла йĕкĕт пухрăн-и? Укаслу ăна мĕн пулса иртнине йăлтах каласа кăтартрĕ.
— Маттур, — мухтаса илчĕ Пăкачав. — Паянтан эсĕ манăн полковник пулăн. Тиексем çырса хурĕç. Эй... — такама чĕнчĕ вăл.
Çавăнтах пӳрте пĕр вăтам çулсенчи хусах кĕрсе тăчĕ.
— Полковнике валли хĕрлĕ пиçиххи илсе кил! — хушрĕ ăна Пăкачав.
— Çиччас, патша-аттемĕр!
Хусах тепĕр темиçе минутран сарлака хĕрлĕ пиçиххи илсе кĕчĕ те Пăкачава тыттарчĕ.
— Чи çамрăк полковник пулатăн эсĕ, — Укаслу патне çывхарчĕ патька-патша. — Тĕрĕспе пурăн, Ахмар полковник.
Вăтанса кайнипе Укаслу ним калама пĕлеймерĕ. Юрать, Алюнов пулăшма пĕлчĕ:
— Ахмар хăйпе пĕрле икĕ пуяна тата пĕр пупа илсе тухнă пулнă. Чăвашсене тискеррĕн хĕсĕрленĕ вĕсем. Çул çинче вара пĕр хăшместĕр хĕтĕртнипе чи усал пуянне вăрмантах çакса хăварнă халăх, — терĕ вăл.
— Айăп ан ту, — патька-патша, — виççĕшне те сан патна илсе çитересшĕнччĕ те — турă çилли пĕрне çул çинчех пĕтерсе хучĕ. Ку чĕрĕ юлнисемпе мĕн тăвăпăр?
— Ман пата илсе килччĕр! — хушрĕ Пăкачав. Алюнов тухса кайрĕ, патька-патша тем аса илнĕ пек пулчĕ те хăйĕн çĕнĕ полковникĕ çине, пăхса кулса ячĕ:
— А-а-а, аса илтĕм. Акă, кама аса илтертĕн иккен эсĕ...
— Кама? — пăлханса ыйтрĕ Укаслу.
— Атăл урлă каçсан тепĕр кунне ман пата чăвашсен аякри çĕрĕнчен, кăнтăр енчен, пĕр хĕр сиктерсе çитнĕччĕ. Укаслу ятлă хăй... Тĕлĕнтермĕш, — Пăкачав сывлăш çавăрса илчĕ.
Укаслу, хăйĕн ятне илтсен, хĕрелсе кайрĕ те хыçалалла çаврăнса пăхам пекки турĕ. Анчах патька-патша кăна сисмерĕ курăнать, малалла каларĕ.
— Вăт, çав хĕр мана хăйне отряда илме хушнăччĕ... Ĕмĕрне курман эпĕ ун пек хĕр... Эсĕ вара çавна аса илтеретĕн... Ăнсăртран эсĕ çав хĕр мар пуль те?
Укаслу темĕскер калама тăчĕ? — Пăкачав сасси чарчĕ ăна.
— Çук, çук! Эсĕ ан кӳрен. Эпĕ шӳтлесе çеç калатăп. Сирĕн енче çынсем хăйсем çапла пĕр сăнлă пулĕ...
— Çук, — хăй те сисмерĕ Укаслу, мĕн пирки пулĕ, вăтанса-хĕрелсе калаçма тытăнчĕ. — Айăп ан ту, патька-патша, эсĕ тĕрĕс каларăн: эпĕ чăнах та хĕр. Эпĕ — Укаслуах-çке!
Мĕншĕн çапла каларĕ пӳлĕ Укаслу? Хĕр чĕри хушрĕ-и ăна? Е халĕ ĕнтĕ, полковник пулнă хыççăн, калама та юрать тесе шухăшларĕ-ши? Е тата, тĕрĕспе пурăнма вĕреннĕскер, малалла суеçтерме хал çитереймерĕ-шй? Тен, Алюнов тухса кайнă хыççăн чун хавалĕ чакрĕ пулĕ?
Каларĕ те хучĕ çапла. Юрăри пек.
Татас терĕм, татаймарăм
Хурăн çырлине кайса.
Суяс терĕм, суяймарăм
Ыр çын куçĕнчен пăхса.
Уяр аçа çапса ӳкернĕ пулсан та Пăкачав çакăн пек тĕлĕнсе ӳкмен пулĕччĕ.
Çав самантрах унăн куçĕ умне пĕркунхи тĕлĕнтермĕш хĕр сăнĕ тухса тăчĕ. Пит асра юлнăччĕ вăл. Чăп-чăмăр кăна питлĕ, каçăртарах сăмсаллă, тăп-тăп çӳхе туталлă яштака хĕр... Хĕм сапакан шĕл-кăвар куçĕ... Темиçе çӳç пĕрчи — йĕпкĕн хура çӳç пĕрчи хитре çамки çине ӳкнĕ. Икĕ куçхарши хушшинчи тĕлĕнмелле асамлăх кӳрекен турпалли... Çăра та вăрăм çивĕчĕ...
Пăкачав хăй умĕнче тăракан йĕкĕт çине пăхрĕ.
Чăп-чăмăр питлĕ каçăртарах сăмсаллă çамрăк, тăп-тăп çӳхе тути... Хĕм сапакан хăмăр куçĕ. Икĕ куç харши хушшинчи тĕлĕнмелле асамлăх кӳрекен турпалли... Çавах.
Пăкачава мĕн пулса иртни паллă пулчĕ.
Акă ăçта унăн, Пăкачавăн, вăйĕ! Çакăн пек халăхран тухнă çынсенче — йĕкĕтсенче, хĕрсенче... Вĕсен сутăнмалăхĕнче... Вĕсен ĕненĕвĕнче... Вĕсем чун тухиччен унăн ĕçĕшĕн, хăйсен тĕрĕслĕхĕшĕн кĕрешме хатĕрринче...
Сарлака хыçлă тенкел çинчен тăчĕ те Пăкачав сухалне якатса илчĕ.
— Айăп ан ту, Укаслу хĕрĕм, иртнинче çапла хăваласа янăшăн. Халĕ ĕнтĕ хамăн йăнăшăма тӳрлетĕп. Эсĕ паянтан Ахмар полковник мар, Укаслу полковник пулăн. Манăн пĕрремĕш хĕр-полковник...
Тата тем каласшăнччĕ — Алюнов кĕрсе тăчĕ.
Тӳрех Укаслу куçĕнчен пăхрĕ те вăл, кунта мĕн калаçу пулса иртнине çавăнтах ăнланчĕ.
Ахальтен васкаман, шикленмен иккен вăл, хĕр патька-патша улталама текех хăю çитереймен. Анчах мĕншĕн унăн куçĕ савăнăçлăн çиçет-ха?
Алюнов тĕлĕннине курса, Пăкачав кăмăллăн кулса ячĕ:
— Ну, мĕн тĕлĕнетĕн? Кам тетĕн-и? Ахмар полковник тетĕн-и? Пулмасăр вара! Укаслу полковник ку!
Çакна илтсессĕн Алюнов шартах сикрĕ, çапах та, петĕм чун хавалне пухса, хăйне алла илме тăрăшрĕ, вăл темле туйăмпа кунта Пăкачавпа хĕр хушшинче питĕ пысăк калаçу пулса иртнине, çав калаçу ăнăçлă вĕçленнине сисрĕ. Ара, куна Укаслу куçĕнчен те ăнланма пулать.
Каччă Укаслу çине ăшшăн, çепĕççĕн, юратуллăн, вăтанса пăхса илчĕ.
Хĕр пуçне пĕкрĕ. Алюнов хăйшĕн тăрăшни, çунса çӳрени ăна вăтантарать те, савăнтарать те.
«Мĕнле çапла тери çын савмалла пулма пĕлнĕ-ха вăл?» — шухăшларĕ Укаслу.
Çав хушăрах Гаврилапа икĕ хусах аллисене çыхнă Ахпăлатпа пупа илсе кĕчĕç.
Вĕсем çапла килсе кĕнĕшĕн Укаслу Пӳлĕхçе тав турĕ, атту унăн нуши темĕн чухлĕхе тăсăлатчĕ пулĕ. Халĕ ăна паçăрхи калаçупа текех асаплантарас çук ĕнтĕ...
— Çаксем иккен вĕсем — халăха хĕсĕрлекенсем! — çиллессĕн кăшкăрса ячĕ сасартăк Пăкачав Ахпăлатпа пуп çине сиввĕн пăхса.
Укаслу тĕлĕнсех кайрĕ. Тин кăна патька-патша сăнĕ хĕвел пек çиçетчĕ, ырăччĕ вăл, сăвăнăçлăччĕ, халĕ, акă, ун куçĕ тăшман çине çĕмрен пек тăрăнать... Кĕрешĕве хатĕрленекен арăслан пек тăрать патька-патша... Тăшман чĕрине шăтарса тухасла пăхать вăл.
Пуп та, Ахпăлат та ун умне чĕркуçленсе ларчĕç.
— Э-э-эп...
— Ан хăйăр çăвар уçма! — кăшкăрса тăкрĕ Пăкачав вĕсене. — Çăханăн — пĕр юрă. Айăпсăр тенисĕр пуçне нимĕн те каламастăр. Халăх умне илсе тухсан курăпăр!
Алăк патĕнче тăракан Гаврилăна çак пуппа пуяна илсе тухма тесе паллă пачĕ те Пăкачав, Ахмар-Укаслупа Алюнова чĕнсе, урама тухрĕ.
Вĕсене суд пуласса илтнĕ çынсем кĕтсе илчĕç. Кĕтсе тăракансем хушшинче пуринчен ытла Ахмар-Укаслупа килнисем. Хăшместĕр те кунтах ăшталанса çӳрет.
Тухсанах Ахмар-Укаслу патне алăк кутĕнче кĕтсе тăнă юлташĕсем чупса пычĕç.
Вăрттăн кăна, çын илтмелле мар ыйтрĕç вĕсем:
— Мĕнле? Аванах йышăнать-и пире патька-патша?
— Йĕркеллех. Пурте йĕркеллех. Патька-патша пире пурсăмăра та хапăл тăвать, — терĕ Ахмар, телейлĕн.
Суд пуçланчĕ.
— Çак çынсене кам айăплать? — Ахпăлатпа пуп çине кăтартса ыйтрĕ Пăкачав.
— Эпир! — хыттăн кăшкăрчĕç кăнтăртан килнĕ йĕкĕтсем.
— Эпир!
— Мĕнпе айăплă вĕсем!? Пурте кăшкăрашма пуçларĕç:
— Манăн çĕре туртса илнĕ!
— Ман арăма мăшкăлланă!
— Ман ачана вĕлернĕ!
Çаратнă... Хĕсĕрленĕ... Вĕлернĕ... Мăшкăлланă... Шăлĕсене шак шаклаттарма тытăннă Ахпăлатпа пуп каллех Пăкачав умне чĕркуçленсе ларчĕç.
— Айăплă мар эпир — суяççĕ!
— Суяççĕ?! — вĕсен сăмахне илтсе, хăрушшăн, хавхавланса1 кăшкăрса ячĕ хăшместĕр. — Эпир суятпăр-и?!
Вăл мала сиксе тухрĕ.
— Эсĕ, — Ахпăлат çине аллипе тăсса кăтартрĕ хайхискер, — мантăн-им ман çĕре туртса илнине! Унтан вара сан тарçусем арăма хĕнесе вĕлерчĕç! Эсĕ мар-и ман лаша ĕçекен лаххана йĕп пырса пăрахнă! Сан пирки эпĕ килсĕр тăрса юлтăм, çуртсăр-йĕрсĕр çын — пайкуш пултăм. Çаксене мантăн-им?! Эсĕ маннă пулсан та эпир астăватпăр!
Пăкачав Ахпăлат çине çилĕллĕн пăхрĕ те ыйтрĕ:
— Ну, мĕн, хăвна çаплах айăпсăр тесшĕн-и?! Хăшместĕр çурăлса тухасла сывларĕ, чышкисене чăмăртаса Ахпăлат еннелле утрĕ.
Унтан сасартăках пупа курчĕ те ун çине тăрăнчĕ:
— Акă тата тепĕр юнĕçенĕ! Мĕн чухлĕ çынна пĕтернĕ эсĕ! Мислу карчăка тухатмăш тесе çурчĕ-мĕнĕпех çунтарттартăн! Тĕне кĕртмен тесе, миçе çын ачине вĕлерттертĕн! У-у-у, анчăк!
— Çĕлĕхсем! — пуппа Ахпăлат çине йĕрĕнчĕклĕн пăхса кăшкăрашрĕç пур енчен те.
Пăкачава йăлтах паллă пулчĕ ĕнтĕ. Ун умĕнче ялти чи усал çынсем иккен. Çакăн пек путсĕрсене тĕп тума тесе хĕç çĕкленĕ ĕнтĕ вăл. Апла пулсан, мĕн кĕтсе тăрас!
— Халăх мĕнле вилĕмпе вĕлересшĕн çак юнĕçенсене? — ыйтрĕ вăл пӳрнипе Ахпăлатпа пуп еннелле кăтартса. — Кала, ырă халăхăм, хăв шухăшна.
Çынсем пĕрин хыççăн тепри кăшкăрса ячĕç:
— Çĕр айне чĕрĕлле чикес!
— Çакса вĕлерес!
— Путарса вĕлерес!
Пăкачав халăх енне тепре çаврăнса пăхрĕ.
— Ну, хăшне суйласа илет халăх? Мĕнле вилĕмпе вĕлермелле, уçăмлăн калăр!
— Çакас! — янăраса кайрĕ пĕр саслăн çав вăхăтра. Пăкачав, халăхпа килĕшсе, аллине сулчĕ:
— Халăх каланă пек Пултăр!
Чĕтре-чĕтре Пăкачава уринчен чуптума хăтланакан Ахпăлатпа пуп çине çавăнтах урса кайнă çынсем сиксе ӳкрĕç...
Хăрушшăн, хаяррăн, çыран хĕррине пырса çапакан тăвăл вăхăтĕнчи хум пек.
Пăкачавпа Алюнов хыçĕнче тăракан Укаслу патне Хусанкка пычĕ.
— Пулчĕ, — терĕ вăл васкамасăр. — Манран ирĕк килнĕ пулсан эпĕ вĕсене тӳрех, ним ыйтса-туса тăмасăрах, урисенчен тытнă пулăттăм та пуçĕсене пӳрт пĕрени çумне çапăттăм... — Унтан сассине ылмаштарса: — Ырă кăмăллă Ахмар мана, хăйĕн тахçанхи пĕлĕшне, палласшăн та мар пек-çке?
Укаслу, ун çинелле пăхса, вăтаннипе хĕрелсе кайрĕ:
— Каçар, Хусанкка, — терĕ вăл. — Патька-патша умĕнче эпĕ сан патна пырса саламлама хăяймарăм. Айăп ан ту. Аван-и? — Вăл Хусанккана ал пачĕ.
— Аванах, — хуравларĕ Хусанкка. — Чиперех пурăнатпăр. Алюнов сан çинчен каласа пама ĕлкĕрчĕ мана. Патька-патша епле кĕтсе илнине те пĕлтерчĕ ĕнтĕ.
— Эпĕ ăна улталаймарăм. Хам Укаслу иккенне каларăм-хутăм. Каллех хăваласа ярать пуль, терĕм. Çук, аслă Пӳлĕхçĕ ман майлă пулчĕ, ун çиллине ман çине ӳкермерĕ. Халĕ ĕнтĕ эпĕ хам ятăмпах çӳреме пултаратăп.
— Патька-патшана шанчăклă çын нумай кирлĕ, — терĕ Хусанкка. — Тĕрĕс тунă вăл, тепĕр чухне хĕрупраç та арçынран ирттерет. — Унтан ыйту пачĕ: — Каласа пар-ха, Укаслу, сирĕн таврара, Кĕтне, Пăла, Хырла тăрăхĕнче пурăнăçсем мĕнле? Хатĕр-и халăх патька-патша майлă тăма? Хатĕр-и халăх пупсене, пуянсемпе куштансене тата Кĕтерне-патша йыттисене çакма?
— Пурте патькă-патша пырасса кĕтеççĕ.
— Пур çĕре те патька-патша хăя çӳреймест ĕнтĕ. Унăн шанчăклă çыннисем тĕрлĕ çĕре çитсе халăха çĕклемелле. Эпĕ, акă, Гаврилăпа пĕрле ыранах Юнкă тăрăхне, Чикме еннелле тухса каятăп: унти чăвашсемпе çармăссене, вырăссене çĕклесе, Чулхула еннелле хускатас. Вара патькă-патшана Мускав енне кайма çăмăл пулĕ.
— Пирĕн еннелле те пĕр-пĕр çар кăларса ярсан аван пулмалла та, — кăштах иккĕленӳллĕн сăмах хушрĕ Укаслу.
— Паллах, — килĕшрĕ Хусанкка. — Эсĕ хăв та кайма пултаратăн.
Çав хушăра вĕсене, калаçа-калаçа самаях аяккалла кайнăскерсене, Алюнов шыраса тупрĕ. Хусанкка сывпуллашма тытăнчĕ:
— Ну, чипер юл-ха, Укаслу. Манăн çула тухма хатĕрленмелле.
— Чипер кай, — терĕ ăна Укаслу. — Çулу ăнăçлă пултăр. Турă ирĕк парсан тĕл пулăпăр-ха.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...